Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Не разумно бояться того что неизбжно.
(Декарт)
 

Надежда Кириллова: «Чӑвашкино» ҫинчен шутласа…

Надежда Кириллова20.10.2021 00:114055 просмотров

«Чӑвашкино» ҫинчен ырӑ мар хыпар илтрӗм те, сайтра пичетленнӗ статьясене чуна ыраттарса вуласа тухрӑм. Комментарисем ҫырни пулӑшаяс ҫук, статья ҫырма шутларӑм. Калас сӑмаха каламалла тата кирлӗ вӑхӑтра каламалла. Вӑхӑтра каламан сӑмах пирки мӗн чухлӗ нуша куратпӑр: чӗлхе те вакланнӑ, Наци лицейӗ те арканнӑ, Чӑваш театрӗ те пӗтсе ларнӑ… Туллиех проблема!

«Чӑвашкино» ҫинчен эп вуниккӗри ача Тани Юн ҫырнӑ, 1972-мӗш ҫулта Чӑваш кӗнеке издательстви кӑларнӑ «Иртнӗ кунсем, ҫулсем» кӗнекере вуласах тӗлӗннӗччӗ. Ман анне ҫуралнӑ ҫулсенче чӑвашла кино пулнӑ иккен! Ман, 12-ри ачан ҫав вӑхӑтра питӗ чӑвашла ӳкернӗ фильмсене курас килетчӗ. Ӑҫта вӗсем? Мӗншӗн кӑтартмаҫҫӗ? Анчах вӑл кинофильмсене 1937-мӗш ҫулсенче пӗтернине эп ун чухне, паллах, пӗлме пултарайман. Ҫав ачалӑхри тӗлӗнӳ ман пурнӑҫра яланлӑха чуна кӗрсе юлчӗ.

Чӑваш театрӗнче ӗҫленӗ ҫулсенче, Тани Юн кӗнекине усӑ курса «Чӑвашкино» историйӗ ҫинчен каласа паракан вулав программи хатӗрлерӗм. Анчах чылай вӑхӑт поэзине кӗрсе кайнӑ пирки ман ӑна туса ҫитерме май килмерӗ. 2007-мӗш ҫулта хам ӗҫлекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчен республикӑра ирттерекен инновациллӗ проекта тухма шутларӑм. Проект программине «ТАНИ ЮН: АСА ИЛЕС КИЛНИСЕМ» тесе ят патӑм. Тани Юн 1972-мӗш ҫулта кӑларнӑ кӗнекене кӗмен «Аса илес килменнисем» пайне Кирилл Кириллов 1993-мӗш ҫулта архивра шыраса тупса «Хыпар» хаҫатра кӗнекен пичетленӗччӗ. «Аса илес килменнисем» Тани Юншӑн – Сталин репрессийӗн вӑхӑчӗ. «Аса илес килнисем» вара – «Чӑвашкино» ҫурални, унӑн историйӗпе аталанӑвӗ. Ҫапла шутласа программӑна «Аса илес килнисем» ят панӑччӗ. Анчах проекта тухма ҫӑмӑл пулмарӗ. Сценари ҫырса пӗтернӗ хыҫҫӑн, артистсемпе калаҫса татӑлса, документсем хатӗрлесе (мӗнле проект, вӑл мӗн ҫинчен каласа парать, миҫе ҫын, миҫе тенкӗ укҫа кирлӗ, укҫи мӗн тума каять, проект хӑҫан хатӗр пулать, ӑҫта кӑтартасшӑн – пӗтӗмпех ҫырса памалла-ҫке) директор патне алӑ пустарма кӗретӗп. Проектпа хам ӗҫлекен Чӑваш академи драма театрӗ пулӑшӑвӗпе тухатӑп-ҫке-ха! Директор ман хутсем ҫине алӑ пусмасть! Ним те каламасть, анчах аллине те пусмасть. Хӑвӑрах пӗлетӗр, алӑ пусмасӑр, пичет ҫапмасӑр документсем вӑя кӗреймеҫҫӗ. Культура министерствине шӑнкӑравлатӑп, ҫапла-ҫапла тетӗп, проекта тухма документсем хатӗрлесе ҫитертӗм, анчах мана директор алӑ пусса памасть, тетӗп. Хайхи директор министерствӑри ҫынпа калаҫса илнӗ хыҫҫӑн мана документсем ҫине алӑ пусса парать. Анчах проект пурпӗрех ӗҫе кӗмерӗ. Вӑл вӑхӑтра пӗтӗм комиссисенче В.Н. Яковлев председательччӗ. Кунта та вӑл. Комисси членӗсем ман проектшӑн пурте тенӗ пекех сасӑланӑ (мана вӗсем кун ҫинчен каярах каларӗҫ), анчах председатель хирӗҫ пулнӑ иккен. «Не надо спекулировать именем Тани Юн», – тесе ку проекта хирӗҫ пулнӑ пирӗн режиссер-председатель. Театрти директора та документсем ҫине вӑлах алӑ пусма чарнӑ иккен, кӑна каярахпа пӗлтӗм. Проектчӗ вара интереслӗччӗ. Вӑл вӑхӑтра И.С. Максимов-Кошкинский ӳкернӗ фильмсен сыпӑкӗсем упранса юлнисем тупӑннӑччӗ. Сцена ҫинчен эпир «Чӑвашкино» епле ҫуралса тата аталанса пыни ҫинчен ҫав упранса юлнӑ кинокадрсене усӑ курса спектакль пек кӑтартса парасшӑнччӗ. Вылякансем те виҫӗ артист ҫеҫ пулнӑ: И.С. Максимов-Кошкинский, Тани Юн тата итали киноактриси Франческа Бертини. Анчах эпир пуҫарнӑ интереслӗ ӗҫе пӗр ҫын чарса лартрӗ.

2018-мӗш ҫулта Олег Цыпленков мана Тани Юн ҫинчен киносценари ҫырса пӑхма ыйтрӗ. Эпир январь уйӑхӗнче Тани Юн вилтӑпри ҫинче пулнӑччӗ те, «Чӑвашкино» историне чӑваш халӑхне кӑтартас тӗллевлӗ Олег Михайлович Тани Юн ҫинчен кино ӳкермелли ҫинчен ӗмӗтленетчӗ. Ҫапла, эп хам пурнӑҫра пӗрремӗш хут киносценари ҫырса куртӑм. Маларах проектпа ӗҫленӗ май, «Чӑвашкино» историйӗ ҫинчен эп нумай пӗлеттӗмччӗ тата, паллах, Тани Юн кӑларнӑ кӗнеке, эп ачалӑхра тӗлӗнсе вуланӑ кӗнеке мана нумай пулӑшрӗ. Кино ӳкерме пирӗн проект конкурсра ҫӗнтереймерӗ (каллех!), анчах Мускавран килнӗ театровед, «Современная драматургия» журналӑн критикӑпа теори пайӗн заведующийӗ Полина Борисова Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗ драматургсен конкурсне ирттернӗ чух 2018-мӗш ҫулта киносценарине (Иосиф Дмитриев хӑй хӳттине илсе эпир ӑна пьеса пек тӑратнӑччӗ) ҫапла хакларӗ: «Тема сталинского террора и сегодня вызывает содрогание. Поэтому драма «Тани Юн» Надежды Кирилловой должна быть показана молодёжи, для которой исторические уроки помогут избежать возможных ошибок в наше время».

Эпир Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинче вӗреннӗ чухне 1980-мӗш ҫулсенче педагогсем пире валли: «ЧУВАШАМ О ЧУВАШАХ» курс лекцийӗ йӗркеленӗччӗ. Чӑваш ачисем хамӑр ҫинчен ытла та сахал пӗлетпӗр-ҫке-ха! Театр историйӗпе Фаина Романова ирттеретчӗ, чӑваш драматургийӗпе – Николай Терентьев, чӑваш поэзийӗпе – Геннадий Айхи. Чӑваш халӑхӗн тӗлӗнмелле ҫыннисем ҫинчен Г.Н. Волков тӗлӗнмелле каласа паратчӗ. «Чувашам о чувашах» лекци ярӑмӗ ахӑртнех пире паянхи кун пурне те питӗ кирлӗ, министерствӑсем таранах. Хӑш-пӗр вырӑнта, тен, «РУССКИМ О ЧУВАШАХ» лекци ярӑмӗ те шутсӑр лайӑх пулӑшӗччӗ. Эпир хамӑр историне хаклама пӗлместпӗр, хамӑрӑн пултаруллӑ чӑваш ҫыннисем ҫинчен, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗсем ҫинчен пӗлместпӗр те, час-часах манса та каятпӑр.

Пилӗк ҫул каялла О.М. Цыпленков тӑрӑшӑвӗпе, К.Г. Яковлев культура министрӗ пулӑшӑвӗпе «Чӑвашкино» чӑваш халӑхне каялла таврӑнчӗ. Ҫӗре ҫити тав вӗсене! Питӗ ырӑ ӗҫ тунӑччӗ пилӗк ҫул каялла. Чӑвашсем! 2025-мӗш ҫулта «Чӑвашкино» пуҫланса кайни 100 ҫул ҫитет! Ман ҫакна ӑнланса илес килет. Кӑҫал кӑна чӑваш чӗлхине аталантарас енӗпе «СОХРАНЕНИЕ, ИЗУЧЕНИЕ И РАЗВИТИЕ ЧУВАШСКОГО ЯЗЫКА» текен подпрограмма йышӑнчӗҫ. Чӑваш чӗлхине ачаран вӗрентме пуҫламалла, ҫавӑнпа та ачасем валли мультфильмсем ӳкерме пуҫламалла текен шухӑш ҫуралчӗ. Ку шӑпах «Чӑвашкино» организаци питӗ кирлине пӗлтерет-ҫке-ха, ку шӑпах «Чӑвашкино» организацине аталантармалли ҫинчен калать. Тепӗр мел, документлӑ киносем ӳкересси. Чӑваш ҫырулӑхӗ 150 ҫул тултарчӗ, Чӑваш наци библиотеки 150 ҫулта, Чӑваш радио 95 ҫул тултарчӗ, Республикӑри вырӑс театрӗ 100 ҫул тултарать. Чӑваш телевидени вӑл юбилейсем ҫинчен сюжетсем туса кӑтартӗ-ха, анчах хамӑрӑн пуян историне тарӑннӑн «Чӑвашкино» ҫеҫ пысӑк экрансем валли анлӑн ӳкерсе кӑтартма пултарӗ. Илемлӗ фильмсем ӳкересси те «Чӑвашкино»н малашӗ. Эп халӗ те 1960-мӗш ҫулсенче Виктор Романов ҫырнӑ «Бичурин» киносценаринчен тӗлӗнсе пӗтерейместӗп. Вуласа тухӑр-ха чӑвашсем, эсир те, министерствӑсенче ӗҫлекенсем те! Тӗлӗнмелле киносценари тӗлӗнмелле чӑваш ҫинчен! «Чӑвашкино» организацин ӗмӗтленмелли майӗсем ҫав тери пысӑк. Ҫавӑнпа та ӑна УПРАСА ХӐВАРМАЛЛА, малалла АТАЛАНТАРМА ҫулӗсене шырамалла. Паллах, «Чӑвашкино» организацине ертсе пыма мал ӗмӗтлӗ тата пултаракан ҫынна тупма тӑрӑшмалла.

«Чӑвашкино» ӗҫӗ-хӗлӗ И.С. Максимов-Кошкинский хыҫҫӑн Хусанти кинохроника студийӗ чӑваш ҫӗршывӗ ҫинчен ӳкернӗ сюжетсемпе пуянлатса пычӗ. Чӑваш телевиденинче ӗҫлекен Леонид Трифоновпа Владимир Карсаков, Арсений Тарасовпа Марина Карягина режиссерсем кашни хӑйӗн вӑхӑчӗпе тӗрлӗ ҫулсенче ӑна пуянлатрӗҫ. Владимир Карсаков режиссер 1915-мӗш ҫулта «Чӑвашкино» ҫӗнӗрен вӑй илнине кура Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институтӗнче хӑй кинооператорсене вӗрентнипе савӑнатчӗ. 2000-мӗш ҫулсенче чӑваш ҫыравҫи Юрий Скворцов «Сурӑм хӗрӗ» повеҫӗ тӑрӑх вӑл ӳкернӗ илемлӗ фильм 2016-мӗш ҫулта «Чӑвашкино» ирттернӗ 2-мӗш «Асам» кинофестивальте мала тухрӗ.

96 ҫул каялла, пӗр ӗмӗр каялла Чӑваш киноискусство паттӑрӗсем чӑваш халӑхӗ валли нимрен «Чӑвашкино» пуҫарса, ӑна аталантарса яма пултарнӑ, Америка, Европа таран хӑйсен чӑвашла ӳкернӗ кинофильмӗсемпе тӗлӗнтернӗ. «Чӑвашкино» организацийӗ чӑваш ҫыннисем ҫинчен чӑвашла фильмсем ӳкерсе кӑна тӗнчене тӗлӗнтерме пултарать. Кӑна И.С. Максимов-Кошкинскийпе Тани Юн иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенчех ҫирӗплетнӗ. Эпир паян ХХI-мӗш ӗмӗрте «Чӑвашкино» организацине пӗтерсе намӑс курса ларар мар. «Атте-анне ятне ярас мар», – тетчӗ ман атте, шкул вӗрентекенӗ, вӑрҫӑ нуши-асапне Брест крепоҫӗнчен пуҫласа тӳссе-курса тухнӑскер. Пирӗн те ЧӐВАШ ХАЛӐХ ЯТНЕ ярас марччӗ!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3066.51.1900
2021.10.20 08:16
Agabazar
Таçта О. М. Цыпленков хăй кино, видео ÿкерес ĕç патне еплерех пырса тухни пирки каланине илтнĕччĕ. Тахăш вăхăтра унăн влаç картлашкисем тăрăх пыракан карьери темшĕн чарăнса ларать. Ĕнтĕ ыйту сиксе тухать: Малашне епле пурăнмалла? Вара вăл кинокамера туянать, туйсене, ытти çавнашкал килти уявсене ÿкерсе илме пуçлать çынсем ыйтнипе. Ун чухне пирĕн çĕршывра шăпах çавнашкал «кооператисем» текен юхăм пуçланнă (Горбачёв самани, тейĕпĕр). Çапла майпа хăйĕн килйышĕ валли тупăш илме майсем тупать. Вăт çапларах майпа тытăнса каять унăн ĕçĕ. Вăл хальхи вăхăтра «Чăвашкино» пуçлăхĕн çумĕччĕ пулас.
Agabazar // 3066.51.1900
2021.10.20 08:27
Agabazar
«Чăвашкино» та «Чăвашкино» тенĕрен, кунта акă мĕне асра тытмалла.

Тен, хăшĕ ак çапла шутлама пултарĕ: Ун пек япала кашни автономлă республикăрах пулнă-ши? Калăпăр, Пушкăртстанта — Пушкăрткино, Тутарстанта — Тутаркино, Марий-Элта — Марий-Эл-Кино?

Çук, унакшал мар. Чăвашкино — уникаллĕ пулăм. Унашкал япала, эп ăнланнă тăрăх, ытти автономлă республикăсенче пулман. Вăл шутра, калăпăр, Тутарстанта та. Хусанта ун чухне «Тутаркино» пулман.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики