Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +4.3 °C
Люди более чувствительны к боли, чем к наслаждению.
(Ливий)
 

Вячеслав Шорников: Эритрея

Вячеслав Шорников06.03.2022 16:083640 просмотров

Эритрея — Африкӑра Суданпа, Эфиопипе тата Джибутипе чикӗллӗ патшалӑх. Унӑн лаптӑкӗ — 117,6 пин тӑваткал метр, унта пурӗ 6 млн ҫын пурӑнать. Тепӗр ҫӑлкуҫсем тӑрӑх патшалӑхра 3,6 млн ҫын кӑна пур. Хисепӗ ҫав тери расна пулни Эритрейӑра халӑх ҫыравне нихӑҫан та ирттерменнипе ҫыхӑннӑ.

Истори

Эритрея патшалӑхӗн ҫӗрӗсем ҫинче ӗлӗк-авал Аксум патшалӑхӗ пулнӑ. Каярах ку ҫӗр Осман империйӗн витӗмне лекет. 1882 ҫулта ку тӑрӑха итальянсем ҫитеҫҫӗ те кунта Итали Эритреи йӗркеленет. Итали патшалӑхне ҫак тӑрӑх Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленичченех пӑхӑнса тӑрать. Ун хыҫҫӑн кунта Аслӑ Британи влаҫӗ килет. Ку тӑрӑхпа мӗн тумалла-ши тесе акӑлчансем чылай пуҫ ватнӑ пулас. Совет Союзӗ, Италире коммунистсем влаҫа илессе кӗтсе, Эритрейӑна Италине каялла тавӑрса парасшӑн пулнӑ тет.

1950 ҫулта тин ку ҫӗрсемпе мӗн тӑвассине палӑртаҫҫӗ — ӑна Эфиопипе пӗрлештереҫҫӗ. Ҫапла тума АПШ ҫине тӑнӑ пулать. Ҫавах та Эритрея халӑхӗ никама пӑхӑнман патшалӑх пек малалла аталанасшӑн пулнӑ. 1958 ҫулта вӗсем Этритрейӑна ирӗке кӑларакан юхӑма никӗслеҫҫӗ. 1961 ҫулта вара хӗҫ-пӑшал алла тытса кӗрешме тытӑнаҫҫӗ. Вӑрҫӑ 30 ҫул пынӑ.

1993 ҫулта тин, икӗ ҫул маларах референдум ирттерсе, Эритрея никама пӑхӑнман патшалӑх пулса тӑнӑ. Референдум мӗнле иртнине ПНО сӑнаса тӑнӑ. Пӑхӑнман патшалӑх йӗркеленнӗ хыҫҫӑн президент вырӑнне Исайас Афеворк йышӑннӑ. Унтанпа патшалӑхра урӑх суйлав халӗ те ирттермен, Афеворк халӗ те Эритрея президенчӗ.

Никама пӑхӑнман патшалӑх йӗркеленнӗ пулин те Эритрея вӑрҫӑсене хутшӑнма пӑрахман. 1998–2000 ҫулсенче вӗсем Эфиопипе тавлашуллӑ ҫӗрсем тавра хирӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех Эритрея виҫӗ кун хушши Джибутипе вӑрҫнӑ — лешӗсене АПШ-па Франци пулӑшнӑран хӑвӑрт выляса янӑ.

Паянхи куна илсен ПНО Эритрейӑна хӗҫ-пӑшал сутма юраманни пирки йышӑннӑ — вӗсем имӗш террористсене пулӑшаҫҫӗ.

Халӑхсем

Ытларах енӗпе кунта тиграи (55%) тата тигре (30%) халӑхсем пурӑнаҫҫӗ. Пӗрремӗшсем ытларах енӗпе христиансем (авалхи тухӑҫ православи чиркӗвӗ), иккӗмӗшсем — мӑсӑльмансем. Ку икӗ халӑх та семит халӑхӗсен йышне кӗреҫҫӗ.

Тиграисем тигранья чӗлхипе калаҫаҫҫӗ, тигресем — тигре чӗлхипе. Икӗ чӗлхи те тӑванла чӗлхесем. Тиграньялла калаҫакансенсен шучӗ 4,3 миллиона ҫитет. Ҫурри Эфиопире пурӑнать, ҫурри — Эритрейӑра. Тигре чӗлхипе калаҫакансен йышӗ пӗчӗкрех — миллион ытла кӑна. Сӑмахран, Википедире тиграньяпа уйрӑм пай пур (унта пурӗ те 200 статья ҫеҫ ытларах), тигре чӗлхипе вара — ҫук.

Икӗ чӗлхе ҫырулӑхӗ те эфиопи ҫырулӑхӗ ҫинче никӗсленеҫҫӗ. Мӑсӑльман тӗнӗпе пурӑнакан тигресем ҫавӑн пекех араб ҫырулӑхӗпе те усӑ кураҫҫӗ.

Кӑсӑклӑ факт: христиан тӗнӗ киличчен тиграисен Уту ятлӑ Хӗвел турри, Алмака ятлӑ Уйӑх турри пулнӑ.

Тиграисен чи паллӑ апачӗсенчен пӗри — тихло. Ӑна урпа ҫӑнӑхӗнчен хатӗрлеҫҫӗ.

Асмэра

Тӗп хули — Асмэра, унта миллиона яхӑн ҫын пурӑнать. Вӑл Эритрея сӑртлӑхӗн хӗрринче, тинӗс шайӗнчен 2438 метр ҫӳллӗшӗнче вырнаҫнӑ. Ӗлӗк-авал, XII ӗмӗре илес пулсан, хула вырӑнӗнче 4 ял пулнӑ тет. Вӗсем суту-илӳ ҫулӗ ҫинче ларнӑ. 1897 ҫулта итальянсем хулана колонизацилесен вӗсем ӑна тӗп хула шайне хӑпартнӑ. 1930-мӗш ҫулсенче хула сӑнӗ питӗ улшӑннӑ тет, ҫурт-йӗрсенче Итали архитектури палӑрма тытӑннӑ. Ҫавӑнпа та ӑна «пӗчӗк Рим» тесе те калакаланӑ. Хальхи вӑхӑтра та ҫуртсем кӑна мар италиллӗ, суту-илӳ лавккисем те итальянла ятлӑ. Итали тапхӑрне пула апатлану сервисӗнче ҫав вӑхӑтри витӗм халӗ те сыхланса юлнӑ. Сӑмахран, Асмэра урамӗсенче пиццӑна кашни утӑмра сутаҫҫӗ.

Хула питӗ ҫӳллӗ вырнаҫнӑран кунти ҫанталӑк сӑртри пекех тет. Ирхине ӑшӑ, каҫхине вара — сивӗ. Каҫхи хӑш-чухне, уйрӑмах типӗ ҫанталӑк тӑнӑ чухне, шӑнтма та пултарать теҫҫӗ. Вӑл вӑхӑтра типӗ ҫанталӑк тӑнӑран юр ҫумасть. Ҫавах хӑш-чухне юр та ӳккелет имӗш.

Хулара 1967 ҫулта никӗсленӗ университет ӗҫлет. Палӑк пек XIX ӗмӗрти крепоҫе асӑнаҫҫӗ.

Хулара тӗнчепе ҫыхӑнтаракан аэропорт ӗҫлет, чукун ҫулпа Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ Массава портпа лекме пулать.

Ҫутҫанталӑк

Эритрея Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче вырнаҫнӑ патшалӑх. Унӑн лаптӑкӗ сӑртлӑ-туллӑ. Ҫӗршывӑн пысӑк пайне Эфиопи сӑртлӑхӗ йышӑнать. Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче тинӗс ҫыранӗ хӗррипе типӗ тӳрем ҫӗр сарӑлса выртать.

Тискер кайӑк тӗлӗшӗнчен патшалӑх питӗ пуян темелле. Кунта африка ылтӑн кашкӑрӗ те, африка тискер кушакӗ те, сомали ту качаки те, африка тилли те пур. Доркас ятлӑ ту качаки тухӑҫ енчи тӳремлӗхре тата Гаш-Барка провинцире тӗл пулать.

Эритрейӑра слонсем пур, арӑслансем тӗл пулаҫҫӗ тет. Ҫавӑн пекех ҫухалма пултаракан кайӑк ашаксем те кунта пур.

Дахлак архипелагра вара 250 тӗс пулӑ ӗрчет тет. Вӗсен йышӗнче вӑтаҫӗр тинӗсӗнче тӗл пулаканнисем те пур.

Экономика

Эритрея предприятийӗсен пысӑк пайӗ вӑрҫӑ хыҫҫӑн юсанса ҫитеймен-ха. Унччен маларах кунта пир-авӑр, атӑ-пушмак, нефть промышленноҫӗн предприятийӗсем ӗҫленӗ. Чи паллисенчен Асмэра сӑра вӗретекен савута асӑнмалла пуль. Ӑна Луиджи Мелотти итали ҫынни никӗсленӗ. Каярахпа ӑна патшалӑх туртса илнӗ.

Ҫӗр айӗнчи пурлӑх тӗлӗшӗнчен ҫӗршывра ылтӑн, йӗс, цинк, кали кӑлараҫҫӗ. Ку ӗҫре вӗсене уйрӑмах Китайран килнӗ инвесторсем пулӑшаҫҫӗ. Ҫӗр айӗнчи пурлӑха пула Эритрея экономики те самай вӑй илнӗ.

Тинӗс ҫумра выртни те патшалӑха самай пулӑшать. Кунта, сӑмахран, тинӗс шывӗнчен тӑвар туса илеҫҫӗ. Пулӑ тытасси вӑйлӑ аталаннӑ.

Эритрея лаптӑкӗ ытларах енӗпе сӑртлӑ тата типӗ ҫӗрсенчен тӑнӑ май тыр-пул туса илме юрӑхлӑ ҫӗрсен йышӗ пысӑках мар — пурӗ те 5% кӑна усӑ курайраҫҫӗ. Ҫӗрулми, куккурус, вир, тулӑ ӳстереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех цитруслисене, банан таврашӗ туса илеҫҫӗ. Апла-и, капла-и — ял хуҫалӑхӗнче халӑхӑн 80% таран вӑй хурать.

 

Информацие Википедин вырӑс тата акӑлчан версийӗсенчен илсе хатӗрленӗ. Ӳкерчӗксене Google.Map сервисран илнӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.06 18:01
Agabazar
Пăхăнманлăхлă патшалăх. «Никама» тени кунта ытлашши.
Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.06 23:47
Agabazar
Африка мăйраки теççĕ ку вырăна.
Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.09 18:16
Agabazar
Семит чĕлхисем.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики