Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Истина - это вовсе не то, что можно убедительно доказать.
(Экзюпери)
 

Аçтахар Плотников: Шкулсене халалласа палӑксем лартма тытӑнӑпӑр-ши?

Аçтахар Плотников08.06.2022 13:074750 просмотров

Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта паян Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче шкула халалласа палӑк уҫни пирки пӗлтерчӗҫ. Тӗрӗссипе ҫак ӗҫ-пуҫ иртнӗ эрнерех, шӑматкун, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче пулса иртнӗ иккен. Палӑка чаплӑн, тӳре-шарасене чӗнсех уҫнӑ. Пупне те Пачӑшкӑсене те йыхравлама манман — паянхи кун унашкал мероприятисем вӗсемсӗр мӗнле ирччӗр-ха?

Ҫак пулӑма мӗнле хакламалла-ши? Нивушлӗ эпир шкулсем уҫас вырӑнне палӑксем уҫма тытӑнӑпӑр?

Паллах, кун пек ҫӑмӑлрах та йӳнӗрех. Тимӗр листа ҫинче вырӑсла сӑвӑ касса кӑлар та, ҫуммӑн ӗлӗкхи парттӑна вырнаҫтар — пулчӗ те. Шкул уҫас тесен вара шкулне хӑпартма тивӗ, вӗрентекенсене хатӗрлеме тата ытти те. Уйрӑмах ялсене аталантарма тивет. Хальхи пек ялсене фельдшерсене ҫеҫ илӗртнипе мар, тулли программа хатӗрлесе. Ялта ҫуралнӑ ачасем хуланалла ан тарса пӗтчӗр тесе. Тен, хӑшӗ пӗри калӗ, ку тӗнчери юхӑм тейӗ. Пӗлсех тӑратӑп, тивӗҫлӗ программа тусассӑн, ялтисемшӗн хӑтлӑ пурнӑҫ йӗркелесе парсан унти халӑх хула енне ҫаврӑнса та пӑхмӗ. Мӗншӗн тумаҫҫӗ? Ахӑртнех, халӑх ытларах хуласенче кирлӗ тесе шутлаҫҫӗ пуль.

Юрӗ, палӑкне уҫнӑ тейӗпӗр. Ялти пурнӑҫа аталантарма йывӑр тейӗпӗр. 150 ҫул тултарнӑ шкул пирки халӑх манса каясран палӑк та кирлӗ тейӗпӗр. Анчах! Мӗнле сӑлтавпа ҫак палӑкра вырӑсла кӑна ҫырнӑ-ха? Тӑрӑнри шкул вырӑс шкулӗ пулнӑ-и? Е ку вырӑссен ялӗ? Мӗншӗн патӑрьелсем чӑваш чӗлхинчен ҫав тери хӑраҫҫӗ? Е унта ку вӑхӑт тӗлне чӑвашла пӗлекенсем юлман? Е пирӗн тӑхӑмсем мӗн ҫырнине ӑнланаймасран ҫапла ҫырма шут тытнӑ? Чӑваш чӗлхи кунӗнче пирӗн чӗлхе пирки пӑшӑрханса пин-пин сӑмах калаҫҫӗ. Шел те ӗҫре тата пурнӑҫра ҫав пӑшӑрханӑва нимпе те ҫирӗплетмеҫҫӗ! Намӑс та мар вӗсене вӗт ҫакӑншӑн. Юрать-ха, сӑнсене пӑхкаланӑ хыҫҫӑн, Тав хучӗсене чӑвашла ҫырнӑ...

Тӳре-шарана ҫакнашкал идейӑсем те пама пулать пуль: малтан ларнӑ клуб, ферма, арман е ытти ҫуртсем вырӑнӗсенче те палӑксем сахал мар лартса тухма пулать. Кайран, ялӗ пач ҫухалсан, ял вырӑнӗнче те палӑк лартма пулать. Палӑкӗсене уҫнӑ чухне, ялта ҫыннисем ҫитмесен, ытти ялсенчен чӗнме пулать…

Эсир мӗн шутлатӑр?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1406.31.1309
2022.06.08 14:13
Agabazar
Ĕнтĕ халь унта пуçламăш шкул пекки те юлман-ши ĕнтĕ?
Agabazar // 1406.31.1309
2022.06.08 14:15
Agabazar
Кунашкал «палăк» патне хăнасене пырса кăтартма та намăс.

Намăсĕ вара — чăвшла çырма ăс çитерейменнинче.

Кунашкал япалана курсан килнĕ хăнасем лĕх-лĕх кулса иртме кăна пултараççĕ: "Чăвашсем çав таранах йăшса кайнă-ши?" — тейĕç.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.06.12 10:47
Сегодня 12.06.2022 года. Чувашия, с Днем России всех вас! Здравия вам всем телесного и духовного на многая лета.
Agabazar // 3801.10.0551
2022.06.15 21:21
Agabazar
Ма чăвашла саламлама хăран вара?
Евразиец // 1855.68.3619
2022.06.30 09:12
И в Азербайджане не отменили русский язык.
Agabazar // 2279.63.4379
2022.06.30 18:28
Agabazar
Вĕсем те сан пекех чăвашла саламлама хăраççĕ-и?
Евразиец // 1855.68.3619
2022.07.01 15:35
И в Таджикистане русский язык в почете, в государственном образовании. А вы всё пристаете к слову "хăраççĕ"... Видать сильно и очень сильно хăратăр. Мĕн пĕчĕкрен сире хăрама вĕрентнĕ. Хăвăрăн лупасай айĕнче эсир хăрамастăр, анкарти хыçĕнче вара хăрама пуçлатăр, питĕ хăратăр.
Agabazar // 2945.91.5289
2022.07.02 14:35
Agabazar
Правильно, потому что и в России таджикский и азербайджанский языки в почёте.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.07.02 17:25
А в Чувашии таджикский и азербайджанский языки не в почете? Не случайно же кругом, везде и всюду ведь "Шаурма", "Чайхана"... и прочая "хана"... Зато у вас Эльдебер... Это вам не Хозяин, не Руководитель и не Пуçлăх, а Эльдебер... Одно только название вызывает такую "улыбочку", что описать ни на каком языке невозможно.
Agabazar // 2945.91.5289
2022.07.02 21:32
Agabazar
Эх, еплерех йывăрпа пулса пырать. Илĕртсе те пăхатпăр, пурперех каймасть...,

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики