Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +4.3 °C
Надежда - цвет желания, вера - плод убежденности.
(Оноре де'Бальзак)
 

Виталий Родионов: Чӑваш ятпа тухнӑ малтанхи пуп тата вӗрентекен

Виталий Родионов13.06.2022 22:243620 просмотров

(Митрофан Дмитриев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине асӑнса)

Тӑван килӗнчен Ломоносов пек тухса тарнӑ чӑваш ачи

Кушлавӑш салинче 1860‑1863 ҫулсенче Патшалӑх пурлӑх министерствин икӗ шкулӗ ӗҫленӗ, унта арҫын ачасемпе Н. Близновский (1825‑1887), хӗр ачасемпе унӑн мӑшӑрӗ (Дария Акрамовская – Очӑккассинче 1801 ҫулта ҫуралнӑ Осип Максимович Акрамовскин хӗрӗ. Ун амӑшӗ Чӗмпӗр купсин хӗрӗ пулнӑ пулсана та вӑл чӑвашла лайӑх калаҫма пултарнӑ) тӳлевсӗр тӑрӑшнӑ. Вӗсем Хусана куҫса кайнӑ хыҫҫӑн (Н. Близновские В. Вишневский пулӑшнипе Хусанти Успени чиркӗвне куҫараҫҫӗ, кӗҫех вӑл тӗн консисторийӗн пайташӗ пулса тӑрать, протоиререй сане тивӗҫет) шкул хупӑннӑ, вӗренекенсен ҫирӗм ҫухрӑмра ларакан Хапӑс шкулне ҫӳреме тивнӗ. И. Оточев, чӑваш ачисем валли ятарлӑ шкул уҫма тахҫанах ӗмӗтленнӗскер, ҫӗнӗ вырӑнта хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлама пуҫӑннӑ. Хапӑс шкулне ҫӳрекен пӗр вӗренекене ‑ Пӗчӗк Упакассинчи Митрофана ‑ ятарласа хатӗрлеме тытӑннӑ. 1867 ҫулта Кушлавӑш пупӗ Н. Золотницкипе паллашать, унтан 25 экземпляр «Чӑваш кӗнеки» илет. Ҫав ҫул М. Дмитриев хӑйӗн тӑван килӗнче чӑваш ачисене вулама-ҫырма вӗрентме пуҫлать, унӑн ӗҫне Кушлавӑш чиркӗвӗн пачӑшки Оточев атте йӗркелесе тата пулӑшса пырать. Вӑл хӑй те прихут шкулӗ уҫасшӑн пулнӑ, тӗрлӗ сӑлтавсене пула, шкула вӗренӳ ҫулӗ пуҫламӑшӗчченех уҫма май килмест. Ҫав шкул 1868 ҫул пуҫламӑшӗнче ӗҫлеме пуҫлать. Тепӗр икӗ эрнерен пулас вӗрентекен (Митрофан Дмитриев) Хусана, чӑваш шкулӗсен инспекторӗ патне ҫула тухать, ытларах чухне утса кайма тивет унӑн. Хусанта Золотницкин унпа калаҫма вӑхӑчӗ пулманран (ун чухне вӑл ҫула тухма хатӗрленнӗ) ҫамрӑка тепӗр икӗ эрнерен пыма хушать. Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Митрофанран парса янӑ ҫырӑвӗнче И. Оточев Н. Золотницкие ҫапла пӗлтерет: «Митрофан очарован Вами, не зная как дождаться назначенного Вами времени. Ему, видите ли, душно стало в деревне, при настоящей бытовой атмосфере; он весь обратился в мечту о светлом будущем своем и своих учеников; он так бы и летел в Казань к Николаю Ивановичу, и вот вырвался из дому и летит, только, к сожалению, полет-то медленный, большею частью пешком».

И. Оточевӑн хӑйӗн те ӗмӗчӗсем пысӑк пулнӑ: вӑл шкул ҫуртне ҫӗнетсе ҫӗклеме хатӗрленнӗ, вӗренекенсен йышне ӳстерме палӑртнӑ (вӑл Митрофан Дмитриев вӗрентнӗ ачасене Кушлавӑш шкулне куҫарса, унта пуҫтарнӑ). 1868 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗнче ӑна кӗтмен ҫӗртен урӑх вырӑна (Нурӑс салинчи чиркӗве) ӗҫлеме яраҫҫӗ. Митрофан малтан Хусана кайнӑран, кайран ӑна урӑх шкула куҫарнӑран вӗрентекенсемсӗр тӑрса юлнӑ класс кӗҫех саланса каять. Ҫапах та И. Оточев чӗртсе хӑварнӑ вут ку тӑрӑхри чӑвашсен чӗрисенче сӳнмен. Вӗсем Н. Золотницкий патне тав туса ҫырусем те янӑ. «Аслӑ Улпут! эпӗр илтрӗмӗр, эсӗ ытла та чӑвашсене юрататӑн, пире валли кӗнекесене те хатӗрлетӗн, ‑ тесе ҫырнӑ Кӳстӳмӗр ял хӗрӗсем Васса Павловӑпа Варвара Иванова, ‑ ҫавӑнпа эпӗр килтӗмӗр кунта Сана рахмат калама. Эпӗр ӗлӗк хут вӗрентӗмӗр тӑватӑ ҫул, халь эпӗр хут вӗренсе тухни виҫӗ ҫул ҫитет, пӗр ластӑк манма та пуҫлатпӑр. Халь Сан чонна тем пек хӗпӗртеттересчӗ те – пултаратпӑр-и тем?».

Хураҫырма хӗрӗ Укҫине Тимофеева вара, Хусантан кӗнекесем илнӗскер, хӑйӗн кӑмӑлне туллин палӑртать. Ҫак пулас вӗрентекенӗн ҫырӑвне, ҫырулӑх палӑкӗ пулса юлнӑскере, кунта хальхилле ҫырса кӑтартатӑп: «Николай Иванович, Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑчӗ. Ҫак сӑмахсемпе сана чуп тӑватӑп, Христос чиркӗвӗ каланӑ пек, ҫакӑ ҫыру манӑн пултӑр хӗрлӗ ҫӑмарта вырӑнне. Эс мана ҫыру хисеплесе ҫырнӑшӑн, кӗнекесене те янӑшӑн рахмат сана; санӑн арӑмна та рахмат, салам ҫырса яратӑп, ӑна валли шӑтӑк яратӑп, ал шӑлли вӗҫне тытма, хамӑн алӑпа ҫыхнине. Пирӗн архирей Антоние рахмат кала манран, кӗнеке янӑшӑн. Турӑ парӗ-и хӑҫан та пулин курма ӑна, пирӗн еннелле килсе курӗ-и кӑҫал. Митрофан пиччене салам ҫырса яратӑп. Ман килтисем сире пурте салам яраҫҫӗ. Санӑн арӑму ан ятлатӑр мана шӑтӑксене ҫуманшӑн ‑ супӑнӗ пулмарӗ. Сыв пулӑр тепре куриччен. Хураҫырмари Тимофей хӗрӗ Оксинья. 1868 ҫул, май уйӑхӗ вун тӑхӑр кун иртрӗ» [17, 302]. Малтан илсе кӑтартнӑ ҫырӑвне те ҫав вӑхӑтарах ҫырнӑ.

И. Оточева, каларӑм ӗнтӗ, тепӗр виҫӗ уйӑхранах Нурӑс чиркӗвне куҫараҫҫӗ. 1871‑1874 ҫулсенче вӑл Етӗрне уесӗнчи земство пухӑвӗн гласнӑйӗ те пулать. 1874 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ӑна малтан Ҫӗрпӳ хулинчи Троица соборне куҫараҫҫӗ, тепӗр ҫултан Шӗнерпуҫне яраҫҫӗ. Ҫак ялтах вӑл1876 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче ҫамрӑклах (38 ҫулта) ҫӗре кӗрет. Унӑн мӑшӑрӗпе виҫӗ пӗчӗк ачи тӑлӑха тӑрса юлаҫҫӗ.

И. Оточев чӑваш ҫыруллӑ сӑмахлӑхӗнче палӑрмаллах йӗр хӑварма пултарнӑ. Кунта эпӗ вӑл малтанласа пуҫласа янӑ ҫыру жанрӗ пирки калатӑп. Енчен те маларах ҫак жанр вырӑсла кӑна аталаннӑ пулсан, И. Оточевпа унӑн вӗренекенӗсем ҫырусене чӑвашла ҫырма пуҫлаҫҫӗ. Паллах, ҫак жанр синкретикӑллӑ, вӑл очерксене тата йӑла калавӗсене ҫывӑх. Вӗсенче пуринче те тӗпре автор калӑвӗ тӑрать. Калуҫӑ (ҫырура яланах калавҫӑ) вӑл е ку ӗҫ-пуҫ (йӑла, пӗр-пӗр япала) пирки вулавҫа каласа парать. Ҫав калӑвӑн хӑйӗн ҫирӗпленсе ҫитнӗ пуҫламӑшӗ тата вӗҫӗ пур.

Ҫыру пуҫламӑшӗнче вулакана ятран палӑртни ҫирӗпленнӗ. Унӑн хыҫҫӑн салам янине, малтан янӑ ҫырӑва илнине пӗлтермелле. Ҫакӑ И. Оточевӑн М. Дмитриев патне 1868 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче янӑ ҫырӑвӗнче те ҫаплах: «Митрофан! Пурне те эс асӑнтӑн, мана анчах манса кайнӑ пек хама туйӑнать; ни хут ӳкермерӗн, ни ‑ ытла марлин ‑ салам та каламан. Э-эх улӑм, улӑм, юрать-и ҫапла. Ҫилленместӗп-ҫке, ахаль, кулса анчах калатӑп, ан кулян. Эпир ют ҫын мар-ҫке. Чипер таврӑнса ҫитсен эпир уншӑн санпа тавлашас ҫук».

Ҫыру тытӑмӗнчи тӗп пай вӑл ‑ малтанхи ҫырӑва илнӗ хыҫҫӑнхи ӗҫ-пуҫа (шухӑша, кӑмӑла) каласа пани, тӗрӗсрех каласан, ҫырса пӗлтерни. И. Оточевӑн ҫырӑвӗнче вӑл хӑй уйрӑм калав пек пулса тухнӑ. Кунта ҫынсем каланине кӑна мар, вӑхӑта та чӑн пулнӑ чухнехилле документласа палӑртма тӑрӑшни сисӗнет. Ҫав хушӑрах калавҫӑ туйӑмсене те асӑрхамасӑр хӑвармасть.

«Сан хутсем хам алла ҫитсен, ‑ пуҫлать хӑйӗн калавне автор, ‑ ҫав сахатрах эп аҫу-аннӳсем патне кайма шухӑшларӑмччӗ, анчах лаша килте пулман, кӳрӗшсем лаша памарӗҫ. Тепӗр кун, иртнӗ шӑмат кун каҫ, лаша киле таврӑнсан, кантармасӑрах ӑна, сан килтисем патне чуптартӑм. Патне ҫитсен, пурте анчах выртнӑччӗ. Аҫу вӑранса тухса мана кӗртрӗ, аннӳ те тӑчӗ. Малти сак ҫинче Турӑ тӗсӗ патне пуҫпа выртса Клементий ҫыврать, алӑк умӗнчи сак ҫинче Николай хӗрлӗхенпе сывмар выртать. Ыттисем хӑш-хӑш хура пӳртре, хӑш-хӑш ӑҫта аслӑк ҫинче, ӑҫта ампар умӗнче выртса ҫывӑрнӑ. Пӳрте кӗрсен, аҫу-аннӳ патне пырсан: “Хусанти хыпарсампа сирӗн пата васкаса килтӗм”, терӗм. Клементий, ӑна илтсен, сикрӗ тӑчӗ. Николай йывӑр выртать те, чӗнмерӗ. Ҫавсем виҫҫӗн: аҫу, аннӳ, Клементий те, пӗр-пӗрне сӑмахпа витсе, тапратрӗҫ мантан ыйтма: “пурнать-и, лайӑх ҫитрӗ-и?”. Эпӗ вӗсене сан хутна вуласа, каласа кӑтартрӑм. Ну, унтан кайран пурте каларӗҫ: чипер ҫӳрет пулсан юрать, терӗҫ. Вырӑнне ҫитиччен, тен, ҫул ҫинчех вилсе кайнӑ тесе эпир хытӑ куллянаттӑмӑрччӗ пур йышпе, терӗҫ. Клементий тата каларӗ: Трофим пичче те кулянатчӗ, терӗ, тен, ҫухалса кайнӑ тесе. Пурне те, пурне те вӗсене лайӑх, тӗплӗ каласа кӑтартсан, кайран ыйтрӑм аҫу-аннӳрен: халалласа ирӗк параттӑр-и Митрофана, терӗм, кӗркуннеччен Хусанта пурӑнма. Аҫу каларӗ: ну, терӗ, ӗҫлӗ пулмалла пулсан ҫӳретӗр, усӑ кӳтӗр, йышран хуть пӗр ӑслӑ пултӑр, терӗ, эпӗ тахҫан та уншӑн Митрофана чарман, килте ӗҫлекен пур, терӗ. Тата каларӗ: тен, Митрофана Хусанта ҫулталӑк пурнмалла, терӗ, тек хӑтланаччен, ҫулталӑка ӑна пашпорт тутарас, терӗ. Эпӗ хирӗҫ тавӑртӑм ӑна: ҫук, терӗм, Митрофан авӑн уйӑхра киле таврӑнса ӗҫе ӗнтӗ кӗмелле, терӗм. Алла пулсан ҫур ҫулталӑках пашпорт тутарӑпӑр, терӗ аҫу. Вӑл ан куллянтӑр, терӗ; эп уншӑн ӑна нихҫан та ятлас ҫук, терӗ, килте ӗҫлекен нумай, унсӑр пуҫне те килти ӗҫсене эпир тӳрлетӗпӗр, терӗ. Аннӳ те хӗпӗртесе, хытӑ итлесе тӑрса, сан хутна хирӗҫ нимӗн те каламарӗ. Клементий каларӗ: эпир ӑсатнӑ чухнех ан кулянтӑр тесе каларӑмӑр ӑна, терӗ, ма ятлас уншӑн, ҫӳретӗр, терӗ».

Калу ҫак калаҫу хыҫҫӑнхи ӗҫ-пуҫ патне куҫать, автор мӗн-мӗн пулса иртни пирки каласа парать: «Пашпорт аҫу хӑех тутарчӗ, укҫине те 20 пус тӳлетрӗ; тиек килте ҫукчӗ те, кантура виҫӗ хутчен ҫитрӗ. Сана хирӗҫ ӳкерме аҫу мана хушрӗ: калчасам аван, пӑсмалӑх ҫук, ака Никола праздникран нумай малтан пӗтернӗ; килте пиллӗкӗн хӗрлӗхенпе выртнӑ. Тимофей тӳсеймерӗ, вилнӗ, иртнӗ эрнере ӑна чикрӗмӗр, ун вырӑнне Турӑ сана йӑмӑк пачӗ, ӗнер ӑна тӗне кӗртрӗмӗр, Мавра ятлӑ пулчӗ. Николай халь те ура сырнӑ, ҫӳрекелет. Сергея сивӗ чир тытать, пӗрре пӑрахать те тата тытать. Укҫа яма аҫу каламарӗ, хва лайӑх тумлантӑр терӗ, эпӗр унсӑр пуҫне те пурӑнӑпӑр, терӗ, юлсан укҫа, таврӑнсан та парӗ, терӗ. Ҫур ҫуллӑха пашпорт тутармарӑмӑр, кантурта унашкал хут ҫукран. Пур йышпе Митрофана салам калатпӑр, терӗ, чипер ҫӳретӗр, терӗ».

Малалла ҫыру авторӗ шкул ачисем пирки ҫырса пӗлтерет: «Ҫав каҫах Никитана чӗнтертӗм аҫу патне. Аҫу хӑех чупса чӗнчӗ ӑна. Ҫаруран. Ҫӗлӗксӗр, Никита васкаса пычӗ. Эпӗ ӑна хуне сан хутна вулаттарас терӗм; те хытӑ хӗпӗртесе, те хӑй ҫуттипе, тӑруках вулаймарӗ. Эпӗ хам вуларӑм, ӑна кайран хам патне Николӑн кун пыма каларӑм. Николӑн кун виҫҫӗн пычӗҫ: Никита, Яков, Иван. Максим ывӑлӗ Никита хам паньче сан хотна вуласа кӑларчӗ лайӑх. Эп ӑна хутне патӑм, ялти вӗренекен ачасене пуҫтарса вулама вӗсене хушрӑм. Тен, вӑхӑт пулсан, Сергей патне те, Самсон патне те кайса килме каларӑм. Темӗн хытланаҫҫӗ ӗнте. Халь ман панче виҫҫӗн анчах: Максим, Ефим, Дмитрий. Ыттисем Аччана кайрӗҫ. Ака пӗтерсен килес тунтикун килес терӗҫ Никита, Иван, Яков, Самсон. Урӑх халь пӗлместӗп; чӗнсен, тен, пурте килӗҫ. Шанчӑклӑ марри иккӗн: Павел, ӑна ашшӗ-амӑшӗ ярасшӑн, хва пырашшӑн мар. Никита калать, Петр, кӑна килтисем ямаҫҫӗ, тесе. Михаил та, сан шӑллӑм, пымасть, сана кӗтет курнать. Пуринчен лайӑх вӗренет Самсон. Ак, ача, тӗплӗ, ҫирӗп ҫын, анчах Турӑ малашне мӗн парӗ. Мункунччен вӑл пуринчен те кайранччӗ. Мункунтан таврӑнсан пур ӗлӗк вуланине кӗнекесӗр вулать, чӑвашла та, вырӑсла та. Эа ӑна ҫапла-капла тапратрӑм ыйтмашкӑн, вырӑсла та, чӑвашла та хирӗҫ аван тавӑрать. Тӗлӗнсе кайрӑм. Ак кӑмрӑк ҫунтарнӑ ҫӗртре хутла вӗренме тапратнӑ ҫынсем мӗнешкел пулаҫҫӗ! Акана тухиччен ман панче Самсон пурӑнса вӗренчӗ [...]. Нумай сана ӳкересшӗнччӗ те, ҫур ҫӗр ӗнте, анчах вуниккӗ ҫапрӗ; тен, хам час Хусана каймалла, курнӑпӑр, пурне те калӑп сана хӑвӑн куҫ умӗнче. Чипер ҫӳре, сыв пул. Сана юратакан священник Иван Оточев».

Ҫырура ӗҫ-пуҫ пирки каланӑ хыҫҫӑн ыйту е хушу (сӗнӳ) пайӗ вырнаҫнӑ. «Чӑвашла хут ӳкернӗшӗн ан ҫилен ман ҫине, ‑ ыйтать автор, сӑлтавне те ҫийӗнчех ӑнлантарать. ‑ Вырӑсла та, тутарла та вӗренсе чӑваш чӗлхине ан мантӑр тесе ҫапла ӳкертӗм».

Ҫырӑва вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫапла хушса ҫырни те пур: «Эс тумланнӑ пулӗ ӗнтӗ. Хӑвӑн тӗсне тутарса аҫу-аннӳне ӑна ярас кирлӗччӗ. Вот хӗпӗртеччӗҫ вӗсем, шӑлнусем те. Пӗр кун эп ӑна сана калама астумарӑм. Тумланман пулсан, хитререх тумлан, анчах, асту, чӑвашла!».

Ҫыру сывпуллашнипе тата унӑн авторӗн ячӗпе хушаматне пӗлтернипе вӗҫленет: «Чипер ҫӳре, сывӑ пул. Сана юратакан священник Иван Оточев». Юлашкинчен ҫырӑва ҫырнӑ вӑхӑта палӑртнӑ (1868 года 10 мая).

 

Хӑйӗн ӗҫӗнче чӑваш чӗлхине мала лартнӑ

Митрофан Дмитриевич Дмитриев 1847 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стилпе ҫӗртмен 15-мӗшӗнче) халӗ Чӑваш Республикинчи Йӗпреҫ районне кӗрекен Пӗчӗк Упакассинче, Дмитрий Васильевич Озяков кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Малтанласа Кушлавӑшри тата Хапӑсри (халӗ Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районне кӗреҫҫӗ) пуҫламӑш шкулсенче вӗренет, И. Оточев ӑна учитель пулма хӑй тӗллӗн хатӗрлентерет. Митрофан 1867 ҫулхи юпан 15-мӗшӗнче хӑй ашшӗн килӗнче арҫын ачасене вӗрентме пуҫлать. Пӗчӗк Упакассинчи шкул 1868 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче официаллӑ йӗркепе уҫӑлать, вӑл Кушлавӑш салинчи шкул пек шутланма пуҫлать. Ака уйӑхӗнчен пуҫласа ӑна Сӑваплӑ Гурий тӑванлӑхӗ хӑйӗн хӳттине илет, М. Дмитриева уйӑхсерен 3 тенкӗ ӗҫ укҫи тӳлеме пуҫлать.

Ҫамрӑк вӗрентекен хӑйӗн пӗлӗвӗ ҫителӗксӗррине аван туйнӑ. 1868 ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫак чӑваш Ломоносовӗ килӗнчисене систермесӗрех Хусаналла тухса утать. Н.И. Золотницкий ҫакӑн ҫинчен каярах акӑ мӗнле ҫырнӑ: «Попросту Митрофан бежал из дому без позволения родителей и никому не сказавшись, кроме о. Оточева и двоих учеников своих. Во все время пребывания в Казани Митрофан почти не давал себе отдыха в изучении закона божия и быстро совершенствовался в пении и объяснении молитв, в разыгривании их на скрипке и в переводах с русского на родной чувашский язык».

Сӑваплӑ Гурий тӑванлӑх канашӗн ака уйӑхӗнчи ларӑвӗнче ҫак ҫамрӑк вӗрентекене вӑхӑтлӑха Хусантах хӑварма йышӑнаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗнче вӑл Н. Золотницкипе пӗрле Чикме хулине ҫул тытать. Пӑрахут ҫинче сивӗ те нӳрӗ пулнӑран Митрофан улпутсен каютине кӗрет, унти ҫынсене чӑвашла кун кӗнеки ҫырнипе тӗлӗнтерет.

1868 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Сӑваплӑ Гурий тӑванлӑхӗн шкулӗнче вӗрентекенсен съезчӗ пулса иртет, унӑн ӗҫне М. Дмитриев та хутшӑнать. Унта вӑл вӗрентекенсемпе вӗсен вӗренекенӗсене сӗрме купӑс калама хӑнӑхтарать. Съезд хыҫҫӑн та Хусантах юлать ҫак ҫамрӑк ҫын, Н. Золотницкие чӑвашла куҫарма пулӑшать, тӗрлӗ ӑслӑлӑхсене алла илме хатӗрленет. Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа ӑна уйӑхсерен 5-шер тенкӗ укҫа памалла тӑваҫҫӗ.

М. Дмитриевӑн пӗлтерӗшӗ ӳссех пырать. Вӑл халӗ ялти шкулта вӗрентекен мар, чи малтан чиркӳре тата ытти вырӑнсенче кӗлӗсем юрласа тата каласа ҫӳрекен ӳкӗтлевҫӗ. 1869 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫак ӳкӗтлевҫӗ Тӗрлемесе ҫитет, унти шкул ачисене чӑвашла юрлама вӗрентет. Чиркӗве итлеме пынисене вӑл тӑван чӗлхепе вӗреннин пӗлтерӗшӗ пирки тӗплӗн тӑнлантарса парать. Тунтикун, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Тӗрлемес ялне Антоний архиепископ ҫитет, чӑвашла юрлакан ачасене мухтаса пӗрер кӗнеке парнелет. Чӑваш регенчӗ ҫав кунах Шӗнерпуҫӗнчи икӗ сыпӑклӑ шкула (унта ун чухне М. Федоров ‑ пулас сӑвӑҫ ‑ та ӑс пухнӑ) ҫитет, ачасене чӑвашла кӗлӗ вулама хӑнӑхтарать. Тепӗр кунне вӑл чиркӳре «Иисус Христос Турӑ ҫӳлти ҫут ҫанталӑк ҫине хӑпарса кайни ҫинчен» тӑнлантарса сӑмах калать. Ҫавӑн ҫинчен каярах Н. Золотницкий акӑ еплерех ҫырать: «Во время причастия о. протоиерей В. Вишневский, позвав Митрофана в алтарь, приказал ему приложить пред престолом три земные поклона, затем Митрофан получил благословение владыки на произнесение поучения и вышел из алтаря, встал на указанное ему место. И вот, в присутствии архиепископа и довольно многочисленного духовенства, еще первый раз в чувашской стороне, стоит на месте проповедника в крестьянской одежде природный чувашин и на родном языке говорит своим единоплеменникам ‑ крещеным, но не просвященным чувашам ‑ о том, для чего приходил Господь на землю, как «ӗмӗрхи Турӑ пире валли пӗчӗк ача пулса ҫуралнӑ...».

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче М. Дмитриев В. Ислентьевпа тата унӑн икӗ вӗренекенӗпе пӗрле Урхас Кушкӑ чиркӗвне ҫитеҫҫӗ, унта чӑвашла юрлаҫҫӗ, чӑваш каччи каллех ӳкӗт сӑмахӗсем калать. Ҫав кунах вӑл юнашар ялти чиркӳре ӗҫленӗ Земляницкий священнике тата унӑн пилӗк вӗренекенне чӑвашла юрлама вӗрентет. Ҫӗртме уйӑхӗн 14‑15-мӗшӗсенче М. Дмитриев Тӗрлемесре каллех пулать, унта ӳкӗт сӑмахӗсем калать, ачасене чӑвашла юрлаттарать. Каярах (1870 ҫулта) ҫак чиркӳсенче каланӑ ӳкӗтсене пуҫтарса «Икӗ мӑн праҫник ҫинчен» ятлӑ кӗнеке кӑларать. Чӳк уйӑхӗнче ҫамрӑк ӳкӗтлевҫе Чурачӑк шкулне (халӗ Ҫӗрпӳ районне кӗрет) яраҫҫё. Унта вӑл ачасене юрлама тата ҫырма-вулама хӑвӑртах вӗрентет. Лешсем унӑн хваттерӗнчех ҫывӑрса пурӑнаҫҫӗ. Митрофанӑн чи юратнӑ вӗренекенӗ Даниил Филимонов та ҫавӑнтах пулнӑ. Каярах вӑл хӑйӗн вӗрентекенӗ хыҫҫӑн малтан Энтрияльне, унтан Хапӑс ялне куҫса каять, малалла вӗренмешкӗн ӑс пухать. 1872 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 1878 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен М. Дмитриев Хапӑсра вӗрентсе пурӑнать, харӑсах псаломщикре, стихарьте тата диаконра вӑй хурать. Ӑста сӗрме купӑсҫӑ пулнӑ май, шкул ачисемпе вӑл юрӑ урокӗсем ирттерет, юрлакансен ушкӑнне ертсе пырать. 1878‑1881 ҫулсенче Тӑвай ялӗн чиркӗвӗнче, ун хыҫҫӑн мӗн виличченех (1906 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗччен) Кӗҫӗн Кипек (халӗ Вӑрнар районне кӗрет) чиркӗвӗнче священникре ӗҫлет.

1870 ҫулта М. Дмитриев авланса йӑва ҫавӑрать. Ун ҫинчен А. Лукошкова «Свадьба чувашского учителя» ятлӑ ҫул ҫӳрев очеркӗ ҫырса Мускавра тухса тӑнӑ «Иллюстрированная неделя» хаҫатра пичетлет. Ҫамрӑк вӗрентекен мӑшӑр шыраса инҫете кайман, И. Оточевӑн тепӗр вӗренекенӗ пулнӑскере, Хураҫырмари (халӗ Вӑрнар районне кӗрет) Ксения Тимофеевӑна куҫ хывнӑ (маларах Золотницкий патне янӑ икӗ ҫыруран пӗрне шӑпах ҫав Тимофей хӗрӗ Укҫине ҫырнӑ). Ҫав хӗр Кушлавӑш шкулӗнче вӗреннӗ хыҫҫӑн Хусанта экзаменсем панӑ, учитель дипломне илме тивӗҫнӗ.

А. Лукошкова икӗ вӗрентекенӗн туйне «чӑваш аристократийӗн туйӗ» тесе хак панӑ. М. Дмитриев туй сценарине хӑех ҫырни паллӑ: вӑл чӑвашсен ҫак авалхи йӑлине чиркӳ йӗркисемпе ӑнӑҫлӑ ҫураҫтарма пултарнӑ. Тевет ҫакнӑ, тухъя тӑхӑннӑ хӗрпе чӑваш кӗпиллӗ каччӑ чиркӳре венчете тӑраҫҫӗ, вӗсемшӗн шкул хорӗ чӑвашла юрӑсем шӑрантарать. Чӑваш туйӗ чиркӳре ҫапла иртнинчен Кушлавӑш уйӗнчи чӑвашсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.

Митрофанпа Ксения вӗрентекенсен пурнӑҫӗ паянхи чӑваш интеллигенцийӗшӗн те тӗслӗх вырӑнне пулса юлчӗ. Чӑваш ачисене вӗрентсе ҫӑкӑр ҫиекенсем чӑваш чӗлхине, унӑн йӑлисене манни пысӑк ҫылӑха кӗрттерет. Ку кӑна мар-ха. Дмитриевсем Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнче опера лартма пултарнӑ, Ф. Павловпа С. Максимов композиторсене, К. Эсливановапа А. Букарева юрӑҫсене вӗрентнӗ ҫынна ‑ Иван Митрофанович Дмитриева ‑ ҫуратса ҫитӗнтернӗ, чӑваш ӗҫӗ валли хатӗрлесе ҫитернӗ. Эппин, вӗсен пайти чӑваш профессилле музыкине пуҫарнӑ, никӗсленӗ ҫӗрте те пурах.

Д. Филимонова, М. Григорьева вӗрентекене тата ытти ҫамрӑксене те пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ ҫак ҫын. Вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче чылай шкул уҫма пултарнӑ: Пӗчӗк Упакассинче (1867), Малти Ишекре (1874), Кӗҫӗн Кипекре (1881). Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Аччара, Янкӑлчра, тата Ҫӗрпелте те уҫнӑ вӑл вӗренӳ класӗсем, вӗсенче укҫасӑр вӗрентсе ҫӳренӗ, вӗсен ӗҫӗсене сӑнаса тата йӗркелесе тӑнӑ.

М. Дмитриевӑн чӑваш культуринчи вырӑнне палӑртнӑ чухне чи малтан вӑл чӑваш ячӗпе кӑна мар (С. Михайлов‑Янтуш пек), чӑваш чӗлхи ячӗпе тухнине палӑртмалла. Вӑл ҫине тӑнипе Н. Золотницкин чӑваш чӗлхине чиркӗве кӗртес, унпа анлӑн усӑ курас шухӑшӗ пурнӑҫланса пырать. Шкулсенче чӑвашла вӗрентес ӗҫе Н. Золотницкий И. Яковлевран маларарах пуҫӑннине, кайран вӗсем пӗр-пӗринпе ӑмӑртсах ӗҫленине палӑртмалла. Чӑваш чиркӗвӗнче чӑваш чӗлхи хуҫа пулмалла ‑ акӑ еплерех чӗнӳ пулнӑ ҫав ҫулсенчеи чӑваш ҫутлӑхӗнче тӑрӑшакансен.

Ҫак вӑхӑталлах чӑвашӑн хӑйӗн интеллигенцийӗ пулмалла текен шухӑш та ҫирӗпленсе пырать. Таса чӑваш интеллигенцийӗн кил-йышӗ чӑмӑртанни хӑех пысӑк пулӑм шутланнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ А. Лукошкова ятарласа очерк пичетлет, унта вӑл М. Дмитриевӑн туйне ҫырса кӑтартать. Ҫав туй чӑвашӑн традицилле йӑлине чиркӳ йӑлипе ҫураҫтарма май кнлнине ӗнентерекен сулӑмлӑ факт пулнӑ. Чӑваш пилӗпе, чӑваш тумӗпе, хӗре хӗве хупнипе пӗрлех чиркӳре ҫырӑннӑ чухне чӑвашла юрлани, ӗмӗрлӗхе парӑннӑ мӑшӑр пулма чӑвашла тупа туни таврари халӑха питех те тӗлӗнтернӗ. Чӑваш сӑмахне чиркӗве кӗртни унӑн хисепне ҫӗклеме пулӑшнӑ. Чӑваш чӗлхи вӗренмен хура халӑхӑн кӑна мар, вӗреннӗ ҫынсен те хисепре тата тӗпре пулма пултарать иккен! Ҫак шухӑш наци ӑнне вӑратма, чӑваша хӑйне хӑй пек туйма пулӑшни иккӗленӳсӗр.

Ҫапла вара, 1860-мӗш ҫулсенче чиркӳпе шкул таврашӗнче пулса иртнӗ пулӑмсем чӑваш наци ӑнне вӑратма сахал мар пулӑшнӑ темелле. Ку вӑхӑтра пуҫланнӑ тӗп улшӑнусен шутне ҫаксене кӗртмелле:

1. Чиркӳре чӑвашла кӗлӗ вулас, ӳкӗтсем калас ӗҫ уйрӑм ҫынсене пула мар,чиркӳ тытӑмӗн ҫӳлти шайӗнче (епархи шайӗнче) пулса пырать. Ку вӑхӑтра гражданла ҫутлӑх шухӑшӗсем тӗн ҫутлӑхӗн тӗллевӗсемпе пӗр кнлнӗ.

2. Чӑваш хушшинче ҫӗнӗ пурнӑҫ йӗркеленме пуҫлать, вӑл йӑла-йӗркере те, ялӑн ытти пурнӑҫӗнче те вӑй илсе пырать, чӑваш ялӗ европӑланас ҫул ҫине тухать. Ҫакӑ чӑваш ялне хут купӑс, ытти хула таварӗсем ҫитнинче те курӑнать.

3. Чӑвашӑн интеллигенцийӗ вӑй илсе пырать. Вӑл чиркӳре кӑна мар, тӗрлӗ шкулсенче те ӗҫлеме тытӑнать. Кунта Чӗмпӗр чӑваш шкулӗпе Хусанти учительсен семинарийӗн пайти питех те пысӑк. Уйрӑм ҫынсем хӑйсен вӗренекенӗсене хатӗрлеҫҫӗ.

Малалла М. Дмитриевӑн ҫыруллӑ сӑмахлӑхри пултарулӑхӗ пирки те калаҫса илер. 1869 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗнче Сӑваплӑ Гурий тӑванлӑхӗн канашӗ М. Дмитриевӑн икӗ ӳкӗт сӑмахӗсене пӑхса тухать, вӗсене уйрӑм кӗнекен кӑларма йышӑнать. Ку ӗҫе малалла яма В. Вишневскипе Н. Золотницкие тата Н. Ильминские хушса хӑвараҫҫӗ. Ҫак кӗнеке 1870 ҫул пуҫламӑшӗнче Хусан университечӗн типографийӗнче пичетленсе тухать. Унӑн тулли ячӗ ҫапларах илтӗнет: «Икӗ мӑн праздник чухне халӑха ӗненмелле тӑнлантарса Шупашкар уесӗнче чӑваш ҫынни Митрофан Дмитриев каланӑ сӑмахсем: пӗри Бичурин чиркӳнче (Шӗнерпуҫӗнче), унта Хусанти архиерей Антоний пырсассӑн, тепри Тюрлеме чиркӳнче (Анчӑккассинче), 1869 ҫулта».

В. Вишневскин ӳкӗчӗсенче итлекенсемпе калавҫӑ чылай уйрӑм тӑраҫҫӗ, «Эсир, чӑвашсем» тени те ҫакна палӑртать. М. Дмитриев ӳкӗчӗсенчи калавҫӑ хӑйне хура халӑхран уйӑрса пӑхмасть. Вӑл Турӑ вӗрентни ҫинчен кӑна мар, тӑван чӗлхе ыйтӑвӗсене те хускатать. «Апостолсене Турӑ ма пур халӑхсен чӗлхипе те сӑмахламалла (каламалла) тунӑ, ‑ ыйтать ӳкӗтлевҫӗ. Малалла вӑл хуравне хӑех каласа парать: ‑ Пур халӑхсен чӗлхипе сӑмахласа (каласа) вӗсене лайӑх вӗрентсе Турӑ саккунне кӗртесшӗн».

Алтарь умӗнче тӑракан шурӑ шупӑр тӑхӑннӑ ӳкӗтлевҫӗ итлекенсене шкул, тӑван чӗлхе хӑвачӗ пирки тӗплӗн ӑнлантарать: «Ак халь пирӗн чӑвашӑн та нумаях пулмасть тапратрӗҫ вӗрентекен ҫуртра ачасене чӑваш чӗлхипе вӗрентме, халӗ чирӗкре те чӑваш чӗлхипе кӗлӗ тӑваҫҫӗ. Ҫавӑншӑн пирӗн питӗ нумай рехмет тесе Турра пуҫҫапас пулать ‑ халь эпир, чӑваш халӑхсем, хамӑр чӗлхепе Турӑ сӑмахне итлесе, Турӑ саккунне пурте лайӑх, ҫылӑхсӑр пурнасшӑн, ҫӑмӑллӑн пӗлмелле пулӑпӑр. Ӗлӗк, пире вырӑс чӗлхипе вӗрентнӗ чухне, эпир Турӑ саккунне тӑнланмасӑр, таса мар йӑлапа ҫылӑха кӗрсе, чӑн Турӑ вырӑнне киремете пуҫ ҫапса пурӑнтӑмӑр». Автор шкул темест, вӗрентекен ҫурт тет!

Ҫак тапхӑрта чӑваш ҫыруллӑ сӑмахӗнчи ӳкӗт жанрӗ публицистика хӗрӳлӗхӗпе пуянланать, мала вӗрентӳ идейисем тухса тӑраҫҫӗ. Тӑван чӗлхепе вӗрентӳ ӗҫӗ тачӑ ҫыхӑра тӑни никама та иккӗлентермест ёнтӗ. Автор ӑнӗ космос ӑнӗпе наци ӑнне пӗрлештерсе тӑрать. Ӳкӗтлевҫӗ халӑхӑн пӗр пайӗ, уншӑн тӑрӑшакан, уншӑн пӑшӑрханакан чӑваш ҫынниех. Ҫав хушӑрах В. Лебедевӑн «Мӗн тӑвас, пирӗн телей» текен лирика харкамҫинчен пачах уйрӑлса тӑрать ҫав автор-калавҫӑ. Тӑван чӗлхе хӑватне туять вӑл, унӑн пуласлӑхне, халӑха малалла туртма пултарассине ӗненет вӑл.

М. Дмитриев 70-мӗш ҫулсенче чӑваш халӑх йӑли-йӗркипе сӑмахлӑхне пухас ӗҫе хастар хутшӑннӑ, малтан Н. Золотницкие, каярах В. Магницкие тӗрлӗ материал пухма пулӑшнӑ. Чӑваш очерк жанрӗн традицийӗсене малалла тӑсса, ҫырса панине вӑл вырӑсла, илемлӗ текстсене вара оригинал чӗлхипех пичетленӗ. «Чӳклеме» ятлӑ очеркре (1871) автор кӗлӗ сӑмахӗсемпе пӗрле пичке пуҫланӑ чухне юрланӑ ака-суха гимнӗн пӗр вариантне те илсе кӑтартнӑ:

Ах, ах, Турӑ, ах, Пӳлӗх,

Рахмат ҫуратса янӑшӑн.

Турӑ-Пӳлӗх ҫуратман пулсан

Эпир ҫак куна курас ҫук,

Ҫак сӑрана та ӗҫес ҫук.

М. Дмитриевран пуҫласа халӑх сӑмахлӑхне пухас ӗҫ вӑйланса каять. Чӑваш ҫутлӑхҫи, Н. Золотницкин ӗҫӗсене малалла тӑсаканӗ 1906 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Кӗҫӗн Кипекре чирлесе ҫӗре кӗнӗ. Вӑл чӑваш сӑмахлӑ культурин анинче ӳкӗт тата очерк жанрсене аталантараканӗ, шкулсем уҫаканӗ тата чӑваш интеллигенцине ҫитӗнтерекенӗ пек палӑрса юлчӗ. Унӑн аслӑ ывӑлӗ (Иван Дмитриев, сӑн ӳкерчӗкре вӑл мӑйӑхпа тӑрать), чӑваш профессилле музыки пуҫӗнче тӑрса, Федор Павловпа Степан Максимова анлӑ ҫул ҫине тухма май туса панӑ, Николай ятлӑ ывӑлӗ (иккӗмӗш сӑн ӳкерчӗкре) вара Хусан университетӗнче ӑс пухма пултарнӑ (малашнехи шӑпи паллӑ мар.

 

Сӑн ҫинче: Николай Дмитриевпа Иван Дмитриев.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3834.82.2659
2022.06.14 22:11
Agabazar
К. Н. Эсливанова пирки хыпар-хăнарлăхсенче «юрăç» тесе палăртаççĕ. Ахăртнех, ÿстерсе каланă.

Чăннипе вара унăн, Капитолина Никитичнăн чăваш культуринчи пĕлтерĕшĕ пачах урăххинче — вăл ытти мусăкçăсен шăпинче питĕ паллă вырăн йышăннă. Шăпах çак саманта тивĕçлĕн хаклас пулать.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.06.15 10:44
Не "пуп" и не "поп", а священник... Что на чувашском, что на русском СВЯЩЕННИК. "Пуп" или "поп" от бескультурья и невоспитанности.
Agabazar // 8094-6661
2022.06.20 12:49
Agabazar
Чăвашла священник темеççĕ. Чăвашла сăваплăхçă теççĕ.

Пуп тенинче те ним начарри те çук. Ну, официаллă майпа апла каламаççĕ, тейĕпĕр. Анчах та эпир, сăмахран, Путина та кашнийĕнчех президент теместпĕр. Урăхларах та калама пултаратпăр: лидер, пĕрремĕш сăпат, çулпуç тата ытти те.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.06.20 16:29
Этот комментарий удален. Причина: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.2,1.11-мӗш пунктсем)
Agabazar // 8094-6661
2022.06.20 19:52
Agabazar
Сăваплăхçă вăл священник тенине калькăласа куçарни пулать.
Евразиец // 1855.68.3619
2022.06.21 08:29
Этот комментарий удален. Причина: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.9,1.11-мӗш пунктсем)
Евразиец // 1855.68.3619
2022.06.22 21:06
Этот комментарий удален. Причина: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)
Agabazar // 2279.63.4379
2022.06.28 23:23
Agabazar
Николай Митрофанович Дмитриев кунçулне тĕпчесе пĕлмелле.
Валери Туркай // 1745.28.7326
2022.06.29 02:28
Паха! Питех те паха!
Agabazar // 2279.63.4379
2022.06.30 18:34
Agabazar
Чăваш ятпах кĕресшĕн эпĕ Коммунăн аслă хапхинчен.

Капитолина Никитична Эсливанова асаилевĕсем ăçта упранаççĕ?

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики