Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +6.3 °C
Таинственные вещи еще нельзя называть чудесами.
(В. Гете)
 

Виталий Родионов: Никита Пичуринскин виҫӗ сӑвви тата чӑваш поэзийӗнчи ода жанрӗ

Виталий Родионов08.09.2022 16:342413 просмотров

Н.Я. Бичуринӑн ҫырас пултарулӑхӗ чи малтан поэзире палӑрнӑ. 1795 ҫулта вӑл «Н. Пичуринский» хушма ятпа вырӑсла «Сон» («Тӗлӗк») тата авалхи грекла «Юрӑ» одӑсем хайлать, ҫавӑн пекех чӑвашла мухтав сӑвви те ҫырать. Вӗсене ҫамрӑк сӑвӑҫ хӑйӗн вӗрентекенне Амвросий епископа халалланӑ [1, с. 24‑28, 334]. Шел пулин те, тӗпчевҫӗ пурнӑҫне ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсенче юлашки факт пирки темле сӑлтава пула пӗлтермен [2, с. 135].

Малтанхи чӑвашла одӑсене XVIII ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех хайланӑ пулнӑ. Хусан семинарийӗнче Кийӳ тӗн академийӗн традицийӗсене малалла тӑсни паллӑ. Ҫакна унта поэтикӑпа риторикӑна вӗрентнинчен те лайӑх курӑнать. Тан сыпӑклӑ, силлабикӑлла сӑвӑ ҫырас ӗҫе крешӗн шкулӗсенче те хӑнӑхтарнӑ.

Тан сыпӑклӑ сӑвӑ ҫырас традици Раҫҫейре Кийӳ академийӗнчен килсе анлӑн сарӑлнӑ терӗмӗр (ку ыйтупа тӗплӗнрех пӑхӑр: [4, с. 75‑80, 94‑110]. Вӑл сӑвӑ кӳлепи ҫутлӑх идейисене пула Польшӑра йӗркеленнӗ пулнӑ. Ҫав сӑввӑн йӗркисем нумай сыпӑклӑ, сӑмахӗсем эрешлӗ, йӗрке вӗҫӗсем састашлӑ. Сӑвӑҫсем вӗсене сыпӑксенчи сӑмах пусӑмӗсене шута илсе мар, сыпӑк хисепне тӗпе хурса (тан сыпӑклӑ сӑвӑ) хайланӑ. Тухӑҫ Европӑран килнӗ сӑвӑ хывӑм (стихосложение) никӗсӗ ҫинче чи малтан мухтав сӑввисем, урӑхла каласан, одӑсем хайланӑ. Ҫак йӗрке М.В. Ломоносов уйӑрнӑ «ҫӗкленӳллӗ стиль» (высокий стиль) тата «ҫӗкленӳсӗр стиль» (низкий стиль) тексчӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрса ушкӑнлама май туса панӑ. Ансатрах каласассӑн, текстсене виҫӗ стиле уйӑрни сӑмахлӑ культурӑна ҫӗнӗ жанрсемпе пуянлатнӑ.

Стильпе жанр пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнни паллӑ ӗнтӗ. Хамӑрӑн ҫыруллӑ сӑмахлӑхӑмӑра эпир ҫак куҫпа сахалтарах пӑхса тишкернӗ-ха. XVIII ӗмӗре илсессӗн, кунта чи малтан ҫӗкленӳллӗ стиль жанрӗсем йӗркеленсе ҫитнине палӑртмалла. Хусанти малоруссен тӑрӑшулӑхне пула 1767 ҫулта чӑвашла пӗрремӗш сӑвӑ хайланать, ӑна ода жанрӗпе ҫырнӑ. Акӑ унӑн хальхи орфографине пӑхӑнса ҫырнӑ йӗркисем:

Пӗлместпӗр эпир, темӗн парас парне,

Сана, чипер патша, пурӑмӑрӑн Анне,

Юратнӑшӑн пире. Пӗлместӗпӗр хальччен

Турра, хӑшӗ ҫӳлте; пӗлсен ытах чечен,

Памалӑх ҫавӑншӑн ним ҫук ‑ чун анчах,

Парне вырнне пултӑр вӑл та, эппин, санах.

Сӑввӑн кашни йӗркинче вун икшер сыпӑк, вӗсене ҫурмаран сикчӗпе (цезурӑпа) уйӑрса тухнӑ: 6+6. Йӗркисем мӑшӑрлӑ ар састашпа (парные мужские рифмы) вӗҫленеҫҫӗ: парне — анне, хальччен — чечен, анчах — санах.

Кунта хальлӗхе ҫӗкленӳллӗ стиль ҫирӗпленсе ҫитни курӑнмасть-ха. Сӑвӑ одӑран ытларах чӑваш сӑмахлӑхӗнчи кӗлӗ сӑмахӗсене аса илтерет. Ҫав хушӑрах «чипер патша» «пурӑмӑрӑн Анне», «пӗлсен ытах чечен» тенисем сӑвва кӗлӗ сӑмахӗсенчен уйӑрарах тӑраҫҫӗ, урӑх сӗм кӗртеҫҫӗ. Сӑвва оратор ӑсталӑхӗпе калани, риторика мелӗсемпе ӑнӑҫлӑ усӑ курни ӑна одӑн кӳлепине тул енчен те пулсан кӗртсе ҫитернех теме юрать.

Хӑшӗ-пӗри сӑвва Е. Рожанский ҫырнӑ пулӗ тет. Сӑвӑҫ урӑх ҫын пулнине тӗрлӗ фактсемпе ӗнентерме май пур. Чи малтан сӑвӑ ҫыраканӗн калаҫӑвӗ «анне» сӑмах сарӑлнӑ тӑрӑхпа ҫыхӑннине аса илмелле. Ҫав сӑмаха «ання» тесе ҫырни (капла форма нихӑш калаҫура та тӗл пулмасть) ыттисене те «парне», «пире», «темӗн» тесе вуламалли ҫинчен калать. Е. Рожанский вара Хӗрлӗ Чутай калаҫӑвне тӗпе хурса ҫырни паллӑ. Хальлӗхе ҫакна каласа хӑварӑпӑр: сӑвва Хусанти крешӗн шкулӗнче чӑваш куҫаруҫисен ушкӑнне ертсе пыраканӗ хайлама пултарнӑ. 40-мӗш ҫулсенче ҫав ӗҫре Иван Михайлов чӑваш пулни паллӑ. 1767 ҫулта ку вырӑнта кам ӗҫленине пӗлни автор ыйтӑвне татса пама пулӑшнӑ пулӗччӗ. Кирек кам ҫырнӑ пулсан та, унӑн ӗҫӗ питех те пӗлтерӗшли пачах та иккӗленӳсӗр. Чӑваш ҫыруллӑ сӑмахлӑхӗнче ҫӗкленӳллӗ стиль тума пулӑшакан мухтав сӑввисенчен чи малтанхи хайланнӑ тесе калама май килни хӑех историлле пулӑм!

Ку одӑри автор ӑнӗ ушкӑнла ӑнпа ҫеҫ мар, этнос ӑнӗпе те тачӑ ҫыхӑннӑ. «Эпир» текеннисем ‑ вӗренекен чӑваш ачисем. Вӗсем малтан ҫӳлти Турра та пӗлмен иккен, халӗ пӗлеҫҫӗ, ҫав хушӑрах ҫавӑншӑн «чипер патшана» тав тума вӗсен мулӗ ҫук. Юрать чунӗ (ырӑ кӑмӑлӗ) пур ҫав вӗренекенсен, ҫавна вӗсем патшана парне вырӑнне параҫҫӗ иккен. «Пирӗн мул ҫук, чун анчах пур» текен шухӑш чылай мухтав сӑввисемпе сӑмахӗсене йӗркелеме пулӑшнӑ. Кунта хӑйне евӗрлӗ сӑмах формули, клише ҫирӗпленсе ларнӑ тесе калама та май пур.

XVIII ӗмӗр вӗҫнелле асӑннӑ жанр литературӑмӑрта чылаях вӑй илет. Чи малтанах одӑна малтанхи классикӑлла силлабикӑпа мар, тӑватӑ картлӑ (стопаллӑ) ямбпа ҫырнине палӑртмалла. Ҫак традицие вырӑс поэзийӗнче М.В. Ломоносов никӗслени паллӑ. Одӑра вӑл е ку ҫынна мухтаса, унӑн ырӑ ӗҫӗсене ҫырса кӑтартмалла пулнӑ. Никита Пичуринскин «Тӗлӗк» оди вара ҫак традицилле меле пӑхӑнсах каймасть. Автор унта ытларах ҫутҫанталӑк ӳкерсе кӑтартнӑ, илӗртекен сюжетпа усӑ курнӑ, ҫавна май вӑл чӗрӗ те сӑнарлӑ, поэмӑна ҫывӑх хайлав пулса тухнӑ:

Ҫухалчӗ чӑп-чӑпар илемӗ

Хусанӑн шывӗ хӗрринче.

Черчен кӗрен чечек хӗлхемӗ

Ҫук ӗнтӗ йӗплӗ хул ҫинче.

Мӗнпурӗ улшӑнать, шанать,

Уй-хир те ӗнтӗ пушанать.

Епле-ха ҫӑтмахри тӗнче

Кунти пӗлӳлӗх садӗнче?

Яланлӑх илемрен юсмасӑр

Ем-ешӗл лавр ларнӑ пек,

Кунта хӗле-мӗне пӑхмасӑр,

Чечек ӳсет йӑранӗпех.

Ҫӳрет яш-кӗрӗм савӑнса,

Музӑсемпе хавхаланса:

Чечек кӑшӑлӗсем явать,

Ӑраскалне юрра хывать... (Г. Юмарт куҫарӑвӗ).

Малалла лирика харкамҫи Ватӑ ҫынпа («Старец») тӗл пулать, ун хыҫҫӑн хӑюллӑн утать:

Ват ҫын ҫул кӑтартса пыруҫӑн

Эп ҫитрӗм сулхӑн катана.

Илемлӗ вырӑн, шывӗ уҫӑ.

Вӑр-вар тӗл пулмӑн эс ӑна.

Ем-ешӗл ту тӑрри тӗмсем,

Ҫап-сар чечеклӗ айлӑмсем,

Йӑлтах тӑрать ҫӗклентерсе,

Кӑмӑлӑма илентерсе.

«Тӗлӗк» одӑн малтанхи йӗркисенчех ҫаврӑнса тӑракан ҫут ҫанталӑк таппи, унти таврӑнуллӑ вӑхӑт (цикличное время) сисӗнет: кун ҫӗрпе ылмашать, хӗвел ‑ уйӑхпа, ҫу вара ‑ сивӗ хӗлпе. Ку вӑл космос ӑнӗ. Малалла лирика харкамҫи ҫын йышӑннӑ (урӑхлатнӑ) тавралӑха курать: ҫанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ешерекен пахча. Кунти вӑхӑт ҫут ҫанталӑкринчен урӑхрах, вӑл таврӑнмасть, малаллах шӑвать (тахҫан-тӑр вӑл пуҫланнӑ, хӑҫан та пулсан вӑл вӗҫленет, эппин, вӑл пуҫлӑ-вӗҫлӗ вӑхӑт, вырӑсла ӑна линейное время теҫҫӗ). Ҫапларах европӑлла ӑнлав христиансемшӗн ютӑ талккӑшпа ҫураҫӑнма пултарнӑ. Ҫакна пахча варринче вӑрманлӑ сӑрт пур тенинчен курма пулать. Европа ҫыннисемшӗн вӑрманпа сӑрт ‑ усал вӑйсен вырӑнӗ, кунта вара ҫав вырӑна чи сӑвапли пек кӑтартнӑ.

«Тӗлӗк» одӑра сӑнара ансӑрлатса пыни (ешерекен пахча ‑ сӑрт ‑ сӑваплӑ ҫурт) тата ҫынна ҫут ҫанталӑкпа танлаштарни (пӗр енчен, ҫутӑ ҫанталӑкпа ҫын улӑштарнӑ тавралӑха, тепӗр енчен, ешерекен пахчапа чечекленекен Хусан семинарине) пӗтӗмпех чӑвашсен илемлӗхӗ-поэтикӑлла шухӑшлавӗнчен тухса тӑраҫҫӗ. Сӑвӑҫ кунта тӗнчен нациллӗ сӑнарне тума пултарнӑ.

Мухтав сӑввинчи автор ӑнӗ космос ӑнӗпе тӳр килет. Космос ӑнне ҫавӑн пек уҫӑмлӑн та илемлӗн кӑтартни чӑваш ҫыруллӑ сӑмах культуринче унччен пулман темелле. Ҫавӑн пекех лирика харкамҫине пайӑррӑн сӑнлани те, унӑн ӑшӗнчи туйӑмсене уҫҫӑн палӑртни те ҫӗнӗ пулнӑ ҫав вӑхӑтшӑн. Кунта ҫав ҫулсенчи чӑвашла ҫырнӑ текстсенче тӑтӑшах тӗл пулакан «ыйту-хурав» моделӗ пурри сисӗнет [4, с. 82], лирика харкамҫи Ватӑ ҫынпа калаҫать, унӑн сӑмахне итлет.

Никита Пичуринский портрет, ӳкерчӗк ӑсти пулни унӑн каярах ҫырнӑ очеркӗсенче те тӑтӑшах курӑнать. Сӑвӑҫ фантазийӗпе унӑн сӑнар тытӑмӗ пире ҫийӗнчех ҫупӑрласа илет, илемлӗх тӗнчине илӗртсе кӗрет. Ҫул ҫӳревҫӗн вичкӗн куҫӗ, вӑл сӑнарлӑ ӳкерчӗк тума пӗлни, детальсене тӗплӗ кӑтартни Шӗнерпуҫӗнчен ӑс пухма пынӑ семинарҫӑн ачаранах аталаннӑ тесе шутламалла. Паллӑ ӗнтӗ, ҫав ӑсталӑх, хӑй евӗрлӗх чӑваш психологийӗпе тӗнче курӑмне питех те ҫывӑх. Урӑхла каласан, чӑваш ялӗнчи чӑваш пурнӑҫне лайӑх пӗлекен ҫын куҫӗ вӑл.

Авалхи грекла ҫырнӑ «Юрӑ» ода ку тӗлӗшрен традициллерех пулса тухнӑ. Анчах сӑвӑҫ кунта та ӑнӑҫлӑ форма тупма пултарнӑ: сюжета вӑл лирика харкамҫи музӑсемпе калаҫнӑ евӗр йӗркеленӗ. Музӑсем пастыре «Аслӑласа юр юрлаҫ, / Ылтӑн пуҫ кӑшӑлӗсем / Яврӗҫ вӗсем ун валли».

Чӑвашла ҫырнӑ сӑвви унӑн чи кӗски, вӑл икӗ ҫавраран кӑна тӑрать:

Паян эпир айла тайнатпӑр,

Порӗ пӗрле х(ӗ)пӗрпе калатпӑр.

Паян эпир ытах савнатпӑр

Пӳрсе ҫоратнӑ санӑн кон.

Тав, атте, пире в(ӗ)рентнишӗн,

Рехмет сана х(ӑ)вормоннишӗн.

Ватӑличчен телейлӑ пол,

Нумай ҫол порниччен сыв пол.

Кунта сӑвва 1989 ҫулта «Революцичченхи чӑваш литератур» ятпа тухнӑ кӗнекеринчен [Род 1989] урӑхларах реконструкциленӗ. Чи малтанах пиллӗкмӗш йӗркене кӑларса пӑрахнине палӑртмалла. Ӑна, тимлӗнрех пӑхсан, кайран хушса хуни курӑнать. Пӗрремӗшӗнчен, ҫав йӗрке сӑввӑн ҫеммине пӑхӑнман прозӑлла шухӑш йӗрки кӑна пулни иккӗленӳсӗр. Иккӗмӗшӗнчен, ҫав сӑмахсене тури диалектпа калаҫакан ҫын хушса хуни (кунта «атия», тепӗр йӗркинчех «атте» тӗл пулать) паллӑ. Ҫав ытлашши йӗркене кӑларса пӑрахсан сӑвӑ чылай якалать, икӗ ҫавраллӑ хайлав пулса тӑрать. Ахӑртнех, сӑвва ҫырнӑ хыҫҫӑн унӑн вырӑсла вариантне хайланӑ, ҫавна май редактор тепӗр шухӑш тӗрки хушса хума йышӑннӑ-тӑр.

Ҫав сӑвӑ классикӑлла мухтав сӑввисенчен ытларах чӑваш пилӗсене аса илтерет. Вӑл вӑхӑтри одӑсенче тӗп вырӑнта мухтав-чыслав сӗмӗ пулнӑ пулсан, кунта вара малта пилри пек ырӑ сунӑм тӑрать. Вырӑс поэзийӗнчи ҫӗкленӳллӗ стильпе ҫыхӑннӑ жанр чӑваш поэзийӗнчи пиле ҫывӑх ҫӗнӗ жанр йӗркелеме пулӑшать. Ҫакӑ вӑл икӗ стиль теорийӗ вӑл вӑхӑтри чӑваш литература чӗлхишӗн ютӑ пулнинчен те, ҫыруллӑ поэзи жанрӗсем халӑх сӑмахлӑхӗн жанрӗсене пӑхӑнса йӗркеленнинчен те килнӗ-тӗр.

Кӗнекере ҫӳлерех илсе кӑтартнӑ сӑввӑн авторне кӑтартман пулсан та, эпир ӑна хайлаканӗ Никита Пичуринскиех тесе шутлатпӑр. Ҫапла калама хистекен сӑлтавсем ҫаксем. Пӗрремӗшӗнчен, ҫав Амвросий юбилейӗ ячӗпе чӑвашран тухнӑ семинарист вырӑсла тата авалхи грекла хайлани паллӑ. Ҫавӑн пекех вӑл чӑвашла сӑввине те хӑех ҫырма пултарнӑ. Ҫакӑ унӑн поэзири пултарулӑхне, вӑл тӗрлӗ чӗлхесене аван пӗлнине (чӑваш чӗлхине семинарире вӗрентнӗ) ытларах кӑтартни кӑна пулӗччӗ. Ҫамрӑк Никита вара хӑйӗн кумирӗн умӗнче ҫакна тумасӑр юлма пултарайман. Амвросий хӑй те чӑвашла ҫырнӑ ӗҫсене хисепленӗ, 1800 ҫулта тухнӑ пӗрремӗш чӑвашла кӗнекене вӑл хӑйӗн укҫипе кӑларнӑ.

Иккӗмӗшӗнчен, чӑвашла ҫырнӑ сӑвӑ хӑйӗн кӳлепи енчен те, стиль тӗлӗшӗнчен те «Н. Пичуринский» одисемпе пӗрешкел. Шухӑшпа ҫыру мелӗнчи пӗрпеклӗхсем ытларах авалхи грекла тата чӑвашла ҫырнисенче палӑраҫҫӗ. Чӑвашла сӑввине мӑшӑр састашпа калӑпланӑ, малтанхи йӗркисенче те тӑхӑршар сыпӑк. Ҫав сӑвӑ виҫи «Тӗлӗк» одӑннипе пӗрешкел. Чӑвашлинче сӑвӑ виҫине ҫирӗпех тытса пырайманни курӑнать. Ҫакӑ вӑл поэтӑн чӑвашла мухтав сӑввисем ҫырас ӑсталӑхӗ туптансах ҫитейменнинчен те чылай килнӗ пулас. Ҫапах та ҫак одӑра силлабика-тоника виҫи (тӑватӑ картлӑ ямб) хуҫаланни питех те пӗлтерӗшлӗ. Тӗрӗссипе каласан, вӑл сӑмах пусӑмӗсене тӗпе хурса ҫырнӑ пӗрремӗш чӑвашла сӑвӑ! Эппин, чӑвашӑн сӑмах пусӑмне тӗпе хурса ҫырнӑ сӑввин малтанхи ахахӗ 1795 ҫултах хайланнӑ. Эпир вара тӑватӑ картлӑ ямба тӗпе хурса хайланӑ пӗрремӗш сӑвӑ чылай каярах (1852 ҫулта) ҫырӑннӑ тесе шутланӑччӗ [3, с. 75, 98].

Ҫак чӑвашла мухтав сӑввине Н. Пичуринскиех ҫырнӑ тесе ҫирӗплетсех калама тепӗр (виҫҫӗмӗш) сӑлтав та май парать. Ку одӑри диалект никӗсӗ Никита Бичурин тӗпчевҫӗ ҫитӗннӗ тӑрӑхри калаҫӑва питех те ҫывӑх. Хайлаври эпир, атте сӑмахсемпе ҫуммӑн ҫол, пол, порӗ формӑсем, лабиаллӑ а° сасӑ (хвормоншӑн) тӗл пулни автор чӑваш чӗлхине Энӗш шывӗ таврашӗнчи ялсенчен пӗринче вӗреннӗ теме май пур. Паллӑ ӗнтӗ, Никита ҫитӗннӗ Шӗнерпуҫ ялӗ шӑпах ҫав тӑрӑха кӗрет.

Ҫав ҫулсенче вӗренекенсенчен 2‑3 семинарист кӑна сӑвӑҫ пулнипе палӑрса тӑнӑ, вӗсенчен чӑвашла лайӑх пӗлекенни Никита Пичуринский кӑна пулнӑ. 1795 ҫулта вӑл риторика класӗнче вӗреннӗ, ҫавӑнпа та одӑсене хайланӑ тӗле вӑл ҫӗкленӳллӗ стиль уйрӑмлӑхӗсене те, поэтика вӑрттӑнлӑхӗсене те аван чухланӑ. Сӑмах май каласассӑн, ҫав ҫулсенче риторикӑна М.В. Ломоносов кӗнекипе вӗрентнӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ чӑвашла ҫырнӑ ҫамрӑк сӑвӑҫ-семинарист вырӑс ҫутлӑхҫин (просветителӗн) юратнӑ сӑвӑ кӳлепипе (тӑватӑ картлӑ ямбпа) тухӑҫлӑ усӑ курнӑ.

Юлашкинчен чӑваш ҫырӑллӑ поэзийӗнче мухтав сӑвви ҫуралнин сӑлтавӗсем пирки ҫапларах пӗтӗмлетсе каламалла. Раҫҫейри патшалӑх, общество пурнӑҫӗнчи улшӑнусем XVIII ӗмӗрте чӑваш хутлӑхне Европа халӑхӗсен пурнӑҫ йӗркисемпе шухӑшӗсене, ҫав шутрах ҫыруллӑ культура традицийӗсене илсе ҫитереҫҫӗ. Чӑваш ҫыруллӑ культури ерипен йӗркеленсе, Европа культуринчи кӳлепесемпе пуянланса пырать. XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче чӑваш халӑхӗ, унӑн чӗлхи, культури пуррине Раҫҫейре кӑна мар, анӑҫри ҫӗршывсенче те пӗлме пултараҫҫӗ. Ҫакӑ вӑл халӑхӑмӑр тӗнчери этноссен йышне кӗрсе пыни, ун ҫине вӗсен контекстӗнче пӑхма пуҫлани ҫинчен те калать. Чӑваш халӑхӗ XVIII ӗмӗрти общество пурнӑҫӗн объектӗнчен, вӑрахӑн та пулин, унӑн субъекчӗ пулса пырать. Чӑваш ҫыруллӑ культуринче ҫав талккӑша ҫӗнсе илес вӑхӑтсем каярах килеҫҫӗ-ха. Никита Пичуринский сӑвӑсем хайланӑ тӗлелле вара халӑхӑмӑрӑн ҫыруллӑ культури чӑмӑртанса, тӗрлӗ хайлавсемпе пуянланса пынӑ. Паллӑ ӗнтӗ, вырӑс литературинчи ода жанрӗ Ф. Прокоповичӑн тата М.В. Ломоносовӑн теорилле ӗҫӗсен витӗмӗпе ҫирӗпленсе ҫитнӗ. Виҫӗ стиль теорийӗнчи чи ҫӳлте тӑракан стиле кӗрекен ҫак жанр XVIII ӗмӗр вӗҫӗнчи чӑваш литературинче ҫирӗпленсех пырать. Малтан вӑл Кийӳ академийӗнче вӗрентнӗ силлабика сӑввине тӗпе хурса йӗркеленнӗ пулсассӑн, каярах (Никита Пичуринский одисенче) М.В. Ломоносовӑн тӑватӑ картлӑ ямбӑн (четырехстопный ямб) силлабика-тоникипе пуянланать.

Литература

1. Бичурин (Иакинф) Н.Я. Ради вечной памяти: Поэзия. Статьи, очерки, заметки. Письма / сост., предисл. и коммен. В.Г. Родионова. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1991. 352 с.

2. Денисов П.В. Никита Яковлевич Бичурин: очерк жизни творческой деятельности ученого-востоковеда. К 200-летию со дня рождения. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1977. 143 с.

3. Родионов В.Г. Формирование традиций старой письменности и жанров религиозной и художественной литератур // История чувашской литературы XVIII‑XIX веков: коллективная монография, ЧГИГН. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2020. С. 60‑100.

4. Родионов В.Г. Чӑваш литератури. XVIII‑XIX ӗмӗрсем: Вӗренӳ пособийӗ. Шупашкар: Чӑваш кӗн. изд-ви, 2006. 463 с.

 

В.Г. Родионов

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2667.26.7210
2022.09.08 18:00
Agabazar
Пӗлместпӗр эпир, темӗн парас парне,
Сана, чипер патша, пурӑмӑрӑн Анне,
Юратнӑшӑн пире. Пӗлместӗпӗр хальччен
Турра, хӑшӗ ҫӳлте; пӗлсен ытах чечен,
Памалӑх ҫавӑншӑн ним ҫук ‑ чун анчах,
Парне вырнне пултӑр вӑл та, эппин, санах.

Çапла çырса кăтартнине «хальхи орфографипе» тени çеç çителĕксĕр.

Мĕншĕн тесен «орфографие» çеç мар кунта улăштарнă.
Agabazar // 2667.26.7210
2022.09.08 18:02
Agabazar

Чăн текст ак çакăн пек:



Пелмастапар абирь тя минь барас парня,
Сана, чиберь патша, пора-мырынь Ання,
Jоратнышан пире. Пелмаста мар хальчен
Тора, хужу сюльда. Пельзан и дах чечень.
Памалых сяванжен, нимень сjок чон анчах, —
Парня вырня полдар вулда аппинь санах!
Agabazar // 2667.26.7210
2022.09.08 18:08
Agabazar
Вăт çак чăн текста малтан фонетика енчен тĕрĕс çырса тухас пулать, унтан тин «хальхи орфографи» пирки калаçма май пур.

Урăхла каласан, оригиналла текста еплерех тĕрĕс вуламалла?

Енчен те парня тенĕ пулсан, мĕншĕн ăна парне тесе ... тÿрлетмелле?

Енчен те Ання тенĕ пулсан, мĕншĕн ăна Анне тесе ... тÿрлетмелле?

Енчен те аппинь тенĕ пулсан, мĕншĕн ăна эппин тесе ... тÿрлетмелле?
Евразиец // 1855.68.3619
2022.09.10 09:16
Этот комментарий удален. Причина: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики