Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Дайте нам лучших матерей, и мы будем лучшими людьми.
(Ж.П. Рихтер)
 

Аçтахар Плотников: Алмас-и, Алмуш-и?..

Аçтахар Плотников03.10.2022 20:352926 просмотров

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Вуннӑмӗш ӗмӗрте пирӗн мӑн асаттесем — пӑлхарсем патне арабсен Багдатри халифӗн элчисем килнӗ. Вӗсен хушшинче Ахмед ибн-Фадлан ятлӑ ҫыруҫӑ та пулнӑ. Вӑл пӑлхарсем ҫав вӑхӑтра мӗнле пурӑннине, вӗсен патшипе тӗл пулнине тӗплӗ ҫырса кӑтартать. Ҫакӑн ҫинченех тата тепӗр араб ҫулҫӳревҫи Ибн-Русте те ҫырать: «Пӑлхарсем — ҫӗр ӗҫлесе пурӑнакан халӑх, вӗсем тулӑ, урпа тата вир йышши тӗрлӗ тырпул акса тӑваҫҫӗ», — тет вӑл. Тепӗр ҫӗрте пӑлхар патши Алмуш ятлӑ пулнине ҫырать. Алмуш, терӗмӗр-ха эпир. Анчах та ҫав пӑлхар патшин ячӗ чӑннипе мӗнле пулнӑ-ши?..

Ҫав араб ҫулҫӳревҫисен текстне авалхи ҫырулӑхсене пӗлекен тӗрле тӗпчевҫӗсем, тӗрлӗрен вулаҫҫӗ иккен. X. М. Френ ятлӑ тӗпчевҫӗ Ахмед ибн-Фадлан ҫырнине Йакут «Словарӗ» тӑрӑх вуланӑ чухне пӑлхар патши ятне Алмус тесе палӑртать. Ф. Вюстенфельд пичетлесе кӑларнӑ Йакут «Словарӗнчӗ» — Алмас. СССР Наукӑсен академийӗн Тухӑҫьен институтӗнче упранакан Йакут алҫырӑвӗнче те — Алмас. Паллӑ француз арабисчӗ Ш. Дефремери те пӑлхарсен патши ятне авалхи алҫырусенче Алмас тесе ҫырнине палӑртать. Тутарсен историкӗ Р. Фахрутдинов та, Н. И. Ашмарин профессор та ҫак ята тӗрӗс тесе шутлаҫҫӗ. Хӑшпӗр ҫӗрте ҫак патша ятне Эльмуш тени те тӗл пулать.

«Наука» издательство пичетлесе кӑларнӑ хӑйӗн «Очерки по истории Волжской Булгарии» кӗнекере тутарсен хальхи вӑхӑтри тӗпчевҫи Р. Г. Фахрутдинов ҫак ятсене тӗплӗн пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫапла ҫырать: «Нам кажется, что его транскрипдия должна быть «Алмас». Хочется также отметить, что чередование форм «Алмас» и «Алмуш» зависит от отсутствия или наличия диактрических точек в конечной букве...»

Пирӗн шутпа та Алмас тени тӗрӗсрех пек туйӑнать. Ҫак ят чӑваш халӑхӗн сӑмах пултарулӑхӗнче те самаях сарӑлнӑ, тен, вӑл ҫав авалтанпах ҫапла упранса пырать пуль. Авалхи чӑвашсен тӗмле ят та пулнӑ: чӗрчун, вӗҫенкайӑк, тискер кайӑк, тимӗр-тӑмӑр ячӗпе те чӗннӗ ҫынсене, вӗсен хушшинче Алмас та пулнах ӗнтӗ.

Хушса калани. Кунта мӗн те пулин калама самай йывӑр. Паллах, араб ҫыравҫисем пирӗн мӑн аслашшӗсен ячӗсене хӑйсем илтнӗ пек ҫырса хӑварнӑ. Вырӑссем, ав, чӑваш ял ячӗсенех мӗнле кӑна илтмеҫҫӗ пуль. Пуканкасси вӗсемшӗн Поганкино, Вӑрман Кӑршка (Ҫӗрпӳ районӗнчи ял) — Лесные Крышки, тата ытти те. Ҫавна май чӑн ят Алмуш та пулма пултарнӑ, Алмас та.

Юхма Мишши хӑйӗн статйинче халӑх пултарулӑхне асӑнать. Атьӑр, пӑхса илер. Чи малтанах ман алла «Истори халапӗсем» кӗнеке лекрӗ. Кунта «Алмӑш паттӑрпа Яппар» ятлӑ халап пур (33–34 стр.). Ӑна 1975 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Ҫӳлти Кинчерте А.А. Овчинниковӑран Н.И. Егоров ҫырса илнӗ (ЧПГӐИ ӐА, III, 386, 5–7 с.). Урӑх нимех те тупӑнмарӗ.

Федотовӑн «Тӗне кӗмен чӑвашсен ячӗсем» словарӗнче Алмас ята асӑнни кӑна пур. Ӑна та пулин мари халӑх ячӗ тесе пӗлтернӗ (чӑвашла Элмес ята ӑнлантарнӑ май). Алмас ята ҫавӑн пекех ку словарьте авалхи тӗрӗк чӗлхинчи «илмес» пек ӑнлантарса панӑ. «Ителмес» ҫапла май вара «йытӑ илмен» пек пулса тухнӑ (сыхлав ят пек).

Пӗлме кӑсӑклӑ. Венгрсен Альмош ятлӑ патши пулнӑ тет. Вӑл венгрсен йӑхӗсене IX ӗмӗрте (820–895) ертсе пынӑ. Ун чухне венгрсен мӑн аслашшӗсем Хура тинӗс таврашӗнче ҫӳренӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра вӗсем анӑҫалла куҫма тытӑннӑ. Танайҫи пӑлхарсемпе ҫапӑҫса илнӗ, ҫӗнтереймен… Вара ун хыҫҫӑн хальхи Венгри ҫӗрне куҫнӑ. Тен, ҫак ятсем хушшинче ҫыхӑну та пур…

 

Статья валли сӑн тунӑ чухне Агеевӑн ӳкерчӗкӗпе усӑ курнӑ. Текстра кӗнекери орфографие хӑварнӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2022.10.03 21:11
Аçтахар Плотников
Юхма Мишши пухнӑ чӑваш ячӗсен йышӗнче Алмас, Алмеш, Илмеш, Илмешкке, Элмес пур. Ку кӗнеке 2008 ҫулта тухнӑ. Вӑл унта ятсене тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчен пухса хатӗрленӗ.
Agabazar // 4033.0.8951
2022.10.03 21:40
Agabazar
Пин çул каялла (тĕрĕсрех 1100 çул каялла) асăннă ят паянхи чăвашсем хушшиче пур пек кăтартма тăрăшни — кулăшла.
Вулакан // 2463.0.8775
2022.10.04 13:51
Эпĕ сире Юхма çырнисем пирки асăрхануллăрах пулма ыйтасшăн.Унăн хăй ячĕпе кăларнă "Чăваш ячĕсем.Чувашские имена"(2008)кĕнеке аннотацинче çапла çырни пур:"Эта книга-энциклопедия чувашских имен,своего рода уникальное издание.В книгу собрано(?)более10.000старинных чувашских имен..." Паллă ĕнтĕ,В.К.Магницкий 10.000ята тупса1905 çултах " Чувашские языческие имена" ятлă кĕнеке кăларнăччĕ.Юхма вара хăй(?)кĕнеки умсăмахĕнче В.К.Магницкие пач та асăнмасть.Яланах çапла,ыттисем çырнине хăй çырнă пек кăтартас йăла Юхман пурах çав.
2022.10.04 14:11
Аçтахар Плотников
Мӗнле асӑнмасть? «Усӑ курнӑ литературӑра» пур-ҫке.
Вулакан // 2463.0.8775
2022.10.04 14:23
Хисеплĕ Плотников юлташ,калаçу кунта камран сăптăрса илни çинчен пырать.Эпĕ çырнине лартмаллах.Тасалăх кирлĕ,тасалăх!
Вулакан // 1911.13.7390
2022.10.04 19:06
Jew произносится на английском и слышится Чув. Евреев они так называют. Интересует есть ли взаимосвязь между этим словом и чувашами
Agabazar // 2302.7.9768
2022.10.04 19:13
Agabazar
Ма хăран Юхма хайлавĕсенчен? Никам та вăл япаласене Библипе тан япаласем тесе шутламасть. Кирлĕ пулсан тиркеме те пултаратăн. Никам та чармасть.

Эппин, лăплан, тархасшăн, ырă çыннăм.
2022.10.04 21:31
Аçтахар Плотников
Вулакан, эп Юхман кӗнекине эталон пек пӑхмастӑп. Унта темле ят та пур. Вӑл «Усӑ курнӑ литературӑра» мӗнле ҫӑлкуҫсемпе усӑ курнине кӑтартнӑ. Ҫав шутра Магницкие те.
Юхма кӗнеки тем тесен те ӑслӑлӑх стандартне тивӗҫтерекенни мар. Таврапӗлӳ шайӗнчи теме пулать. Е калӑпӑр, Патмарӑн «Чӑвашла-вырӑсла халӑх сӑмах кӗнеки». Вӑхӑт самай ирттернӗ, тӑрӑшнӑ, хатӗрленӗ. Анчах словарь пек усӑ курма май ҫук.
Чӑваш ячӗсене илес пулсан вара ман алӑра Юхман кӗнеки пур та, тата Федотовӑн электронлӑ варианчӗ. Ҫавна май вӗсене кӑна тишкерме пултаратӑп. Апла-и, капла-и Юхма кӗнекин пӗр паха ен пур — унпа кулленхи пурнӑҫра усӑ курма меллӗ. Ачана чӑвашла ят парас килсен — унта тупма меллӗрех.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики