Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +4.3 °C
Война есть продолжение политики иными средствами.
(Карл Клаузевиц)
 

Леонид Атлай: Пирӗн тӑван-ӗҫтеш тек курӑнас ҫук

Леонид Атлай14.10.2022 10:492668 просмотровИзменить Удалить

Алина Аркадьевнӑна лайӑх пӗлекенсем – гуманитар-вӗрентекенсем, тӗпчевҫӗсем, тавра пӗлӳҫӗсем, студентсем, шкул ачисем тӑван енре те, республика тулашӗнче те, ют ҫӗр-шывсенче те (уйрӑмах Турцире) чылай пулнӑ. Вӑл кирек кампа та ҫӑмӑллӑн паллашма пултарнине пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ. Унпа юнашар пӗр пӳлӗмре ларса ӗҫленӗ чух ҫакна эпӗ пӗрре кӑна мар асӑрханӑ. Института кашни ӗҫпе килекене хапӑл туса кӗтсе илмелле, май килнӗ таран пулӑшмалла, пит кирлӗ кӗнекисене тупса памалла, архив материалӗсемпе паллаштармалла, хаклав-рецензисем ҫырмалла, ырӑ канашсем сӗнсе хавхалантарма пӗлмелле… Йывӑррӑн пурӑннӑ 90-мӗш ҫулсенче каялла каймашкӑн билечӗсене те илсе хумалла пулнӑ. Ку пӗтӗмпех хӑйӗн тӗпчев ӗҫне савса-юратса пурнӑҫласа пынинчен те килнӗ пулӗ. Унӑн характерӗпе, кӑмӑлӗ-хавасӗпе, ӑнланӑвӗпе тӑван кӗтесе, тӑван чӗлхене, тӑван ӳнере «часрах сывалмалла» хӗрӳллӗн юратасси урӑхла пулма та пултарайман. Никам пирки те вӑл ӳпкевлӗн калаҫнине илтмен эпӗ (чун хӗсӗннӗ самантсем пӗрре кӑна мар пулнӑ пулин те).

Ӗнер те, паян та чунра пушӑ халь. Ыран тата пушшех те сывпуллашӑвӑн чӗр суранӗ нумайӑшӗн чӗрисене ҫунтарӗ. Тек Алина Аркадьевна Сосаевӑн ырӑ кӑмӑл турамне эпир сисеймӗпӗр, ачаш чунне илтеймӗпӗр, малаш тӗпчев ӗҫӗсене вулаймӑпӑр, шехер урамӗсем тӑрӑх тӑп-тӑп пусса утса ҫӳренине кураймӑпӑр… Мӗншӗн таҫти шалти шӑпа терчӗ пурнӑҫ урапине ҫапла ир чарса лартмалла турӗ санӑнне? Мӗншӗн ҫул хыҫҫӑн ҫул ыррӑн-сыввӑн пурӑнмалли янкӑр тӳпе тек парнелемерӗ? Мӗншӗн ҫапла ҫамрӑклах санӑн тухӑҫ халӑхӗсен ытарайми пуян ӑс-мул арчине нихҫан та, никам та уҫайми питӗрсе хучӗ? Хуравне нимӗнле пурнӑҫ-тӗлӗкре те тупаймӑпӑр…

Ҫав тери ҫирӗп ӑс-хакӑллӑ чуну канӑҫлӑ вырӑнта пултӑр ӗнтӗ халь.

Ҫак санӑн ырӑ ятупа пӗр килтерсе каланӑ пӗтӗм чӑвашлӑхӑн темле тунсӑх сӑмахӗсене – пичетленнӗ ӗҫӳсене пӗрре кӑна мар алла илсен татах та асӑнӑпӑр-ха эпир те! Тата, паллах, пирӗн хыҫҫӑн килекенсем те эсӗ пирӗнпе юнашар ҫуккине часах туйса илӗҫ!!!

Эсӗ ҫапла пирӗнтен час уйрӑлса кайрӑн. Питех те шел. Лӑпкӑн ҫывӑр.

Ҫывӑх тӑванусемпе пӗрлех хурланатпӑр.

Пукрав ҫанталӑкӗ те пирӗнпе пӗрлех, ав, хурланать…

Кӗрхи сар ҫулҫӑсем те куҫҫульленсех санӑн вил тӑпри ҫинелле пырса ӳкӗҫ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 8195.8.6024
2022.10.14 13:00
Agabazar
Алина Аркадьевна çырнисем çак порталăн форумĕнче (киввинче) пурччĕ пулмалла.

Анчах та кивĕ форума Интернетран кăларса пăрахнă пулмалла. Ахăртнех, кивĕ форумăн копийĕ те çук пулĕ.

Мĕнпур шанчăк Админăн серверĕсем çине. Çапла майпа Алина Аркадьевнан тăнлă сăмахĕсем сыхланса юлнă теме май пур.
2022.10.14 22:08
Аçтахар Плотников
Кивӗ канашлура (эп ӑна вуламалла евӗр куҫарсаччӗ) политика тӗлӗшӗпе темӑсем пит нумай. Роскомнадзортан ӑна е кӑна хуплама ыйтакан пит нумай ҫыру килетчӗ те эпӗ ӑна пушшех хупларӑм.
Пӗрре, ман пата ҫыру ҫитерейменнине пула, хостер сервера та чарса лартнӑччӗ. Унашкаллисем малашне ан пулччӑр тесен, кивӗ канашлӑва уҫас (вулама та пулин) кӑмӑл ҫук.
Ҫӗршыври саккунсем пит хӑвӑрт улшӑнаҫҫӗ ҫав. 2005 ҫулта ҫырма юранӑ япаласем халь чарура.
Agabazar // 1085.47.8759
2022.10.18 05:16
Agabazar
Политика тĕлĕшпе каласма никам та чарман. Анчах та мĕн пирки калаçан вĕт. Тата хăш позицирен пăхса.

Форума хальхи вăхăтра вулама çукки — тарам. Анчах та вăл истори валли те пулин сыхланса юлмалла. Пулнă вĕт совет саманинче «спецхран» текенни. Вулама юраман япаласене çавăнта чиксе хунă. Анчах кĕнекесене, ытти материалсене çунтарса яман.

Вăхăт, самана улшăнсан, çав япаласене спецхранран кăларнă.

Анчах вăхăт çитсен кăна çав. Авă, Михаил Юрьев хăйĕн «Пулхăр патшалахĕн юлашки кунĕсем» драмине вилес умĕн (1950-мĕш çулсенче) хăрах куçĕпе те пулин курасшăн пулнă. Кĕнеке палатине кайса пуççапнă. Анчах ăна ирĕк паман курма. Курса юлаймасарах вилсе кайнă.

Сăмах май каласан, ирсĕр чăваш националисчĕ шутланнă Михаил Юрьевăн ашшĕ те, амăшĕ те тап-таса вырăссем пулнă. Вĕсем Чулхула таврашĕнчен чăваш Кавал ялне куçса килнĕ. Килйыш пуçлăхĕ тимĕрçĕ лаççинче тĕрмешнĕ.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики