1994-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине Раҫҫей телевиденийӗн ҫӑлтӑрӗ Светлана Сорокина трагедиллӗ сасӑпа пӗлтерчӗ: Раҫсей ҫарӗсем Чечняна кӗнӗ. Ку хӑрушӑ вӑрҫа пуҫлани палӑртрӗ… Историре ку Пӗрремӗш (Раҫҫей) – Чечен вӑрҫи (кампани) 1994–1996 палӑртса юлнӑ. Официаллӑ, Раҫҫей правительстви ҫак вӑрҫӑ «Операции по восстановлению конституционного порядка в Чечне 1994-1996 годов», или «Вооружённый конфликт в Чеченской Республике и на прилегающих к ней территориях РФ» палӑртнӑ. (Википеди)
Эпӗ хӑрушӑ пӗлтерӳ илтсен, кулянтӑм: мӗнле пирӗн Раҫҫей халӑхӗн малтанхи шанчӑкӗ, перремӗш демократиллӗ Раҫҫей Президенчӗ Борис Ельцин ҫакна хушнӑ?! Ҫак вӑхӑтра унӑн политикӑллӑ, юридици, ҫар таврашӗ ҫакна хушма ӑна хистенӗ.
Шупашкарти Шахрай визичӗ
Вӑрҫӑ умӗн РФ Правительстви пуҫлӑхӗн ҫумӗ Сергей Шахрай Шупашкара килсе ҫитрӗ. Влаҫ ҫынсемпе курнаҫнӑ. Тата чӑваш гуманитари ученӑйсем, интеллигенцийӗ, обществӑллӑ деятӗлӗсем ЧПГӑИ залӗнче тӗлпулса кӗске калаҫнӑ. Мӗнле чӑваш активисчӗсем шухӑшлаҫҫӗ тесе. Унпа пӗрле пӗр чӑваш офицер граждан костюм тӑхӑннӑ вырӑнти «органран» пулнӑ. Шахрай чӑваш учёнӑйсенчен Чечня ҫинчен ыйтнӑ. Мӗнле вӗсем шутлаҫҫӗ? Лешсем ытла шарламан. Офицер, ҫак чух ҫывӑх пырса, вӗсем ҫине куҫҫемпе шӑтӑрласа сӑнанӑ.
Общество хирӗҫ калани
Раҫҫейри демократиллӗ политиксем, активисчӗсем вӑрҫа хирӗҫ каланӑ. Вӗсем хушшинче - чи паллӑ политиксем: Егор Гайдар – «Демократический выбор России» парти ертуҫи, Сергей Ковалёв правохӳтелевҫи, Салтак ӑмӑшӗсен комитечӗсем, т. ы. те.
Чӑваш активисчӗсен вӑрҫа хирӗҫ пикечӗ
1994 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Шупашкарти Ленин (халӗ Республика) площадӗнче, Правительство ҫурчӗ умӗнче чӑваш активисчӗсем вӑрҫа хирӗҫ пикета тухрӗҫ. Унта ЧНК, ЧАП ертӳҫисемпе хастарсем, ученӑйсем, литераторсем, художниксем, журналистсем – пӗтӗм 20 ҫын яхӑн.
1995-мӗш ҫулхи январь уйӑхӗнче Николай Фёдоров - ЧР Президенчӗ Шупашкарта РФ республикисен ертӳҫине йыхравласа пуҫтарӑннӑ. Тутарстан, Пушкӑртстан, тата урӑх регионсен ертӳҫисене. Вӗсем те вӑрҫа хирӗҫ тесе евит турӗҫ.
ЧР Патшалӑх комитечӗн чӑваш депутачӗсем Чечняна кайса килнӗ
ЧР Салтак амӑшӗсен комитечӗ Чӑваш Енри салтаксене хӳтеленӗ. Вӑрҫӑ хиреҫ Шупашкарти Чӑваш академии драма театрӗ умӗн митингсене те йӗркеленӗ. Чечняна, Грозный хулине та темиҫе хут ҫул ҫӳреве кайса килнӗ.
Вӑрҫа чарнӑ
1996-мӗш ҫулта Борис Ельцин ҫак хӑрушӑ вӑрҫана чарнӑ. Мӗншӗн тесен Раҫҫей обществи, халӑхӗ вӑрҫа хиреҫ пулнӑ!
Тимӗр Акташ.
Шупашкар, 2022-мӗш ҫулхи декабрь уйӑхӗн 11-мӗшӗ
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Что хотел сказать то этот самозванный "этнополитолог", профессиональный "историк" и "журналист"?. Вокруг "потеплело" и он взялся за перо, не случайно в начале СВО он себя тыловиком называл.