50 ҫул каялла Ленӑ шывӗ ҫинче ылтӑн кӑларакан рабочисене персе вӗлерни пӗтӗм Российӑри рабочисене тарӑхтарса, хумхантарса янӑ, кӗрешӗве ҫӗклентернӗ. Ҫапла вара, Российӑра революциллӗ кӗрешӳ ҫӗнӗрен, никам чарайми тапранса сарӑлма пуҫланӑ.
Ылтӑн кӑлармалли вырӑнсенче чӑваш ҫӗршывӗнчен кайнӑ рабочисем чылай пулнӑ. Чӑваш хресченӗсем унта ӗҫе кайма ҫӗр ҫул каяллах тытӑннӑ. 1911 ҫулхи цифрӑсем тӑрӑх, ҫавӑн пек вырӑнсене кайса ӗҫлекен ҫынсем акӑ мӗн чухлӗ пулнӑ: Шӑнкӑртам вулӑсӗнчен — 297 ҫын, Кувакино вулӑсӗнчен — 159 ҫын, Улатӑр вулӑсӗнчен — 63, Турхан вулӑсӗнчен — 7, Мӑрат вулӑсӗнчен — 2, Кладбище вулӑсӗнчен — 39, Мишуково, Пӑрачкав, Семеново, Сиява тата Пӑрӑнтӑк вулӑсӗсенчен — пӗрер, пурӗ — 572 ҫын. Вӗсемсӗр пуҫне ҫемйипех куҫса кайнисем те чылай пулнӑ. Пӗтӗм чӑваш ҫӗршывӗнчен ҫав ылтӑн кӑларакан вырӑнсенче пин ҫынна яхӑн ӗҫлесе пурӑннӑ.
Приисксем пуринчен ытла Англи мул хуҫийӗсен аллинче тата патша йӑхӗ таврашсен аллинче пулнӑ. Вӗсем рабочисене калама ҫук хытӑ пусмӑрланӑ. Пӗр юптармасӑрах калама пулать: ылтӑна вӗсем рабочисен юнӗпе тарӗнчен шӑратса тунӑ. Рабочисен хваттерӗсем япӑх, апат-ҫимӗҫ хӗсӗк, ӗҫ укҫисем ҫителӗксӗр пулнӑ. Рабочисене йывӑр ӗҫре ӗшентернӗ, куллен-кун кӳрентернӗ. Пурӑна киле вара вӗсем, чӑтайми пулса, кӗрешме пуҫланӑ.
1912 ҫулхи апрелӗн 29-мӗшӗнче Андреевскри приискри рабочисем-большевиксем ӑс панӑ тӑрӑх забастовкӑ тапратса янӑ. Сӑлтавӗ — ӗҫ ҫыннисене ҫиме юрӑхсӑр лаша какайӗ пани пулнӑ. Часах забастовкӑна ытти приисксенчи рабочисем хутшӑннӑ. Забастовкӑ тӑвакансем комитет суйласа хунӑ, ӑна П. Н. Баташев большевик ертсе пынӑ.
Забастовкӑ комитечӗ вара ылтӑн кӑлармалли вырӑнсен хуҫисем умӗнче акӑ мӗн ыйтса хистенӗ: рабочисен кунне 8 сехетрен ытла ӗҫлемелле мар пултӑр, ӗҫ укҫи вӗсене 10–30 процент ӳстерсе тӳлемелле пултӑр, штрафсем хурса ӗҫ укҫине чакарасси тек ан пултӑр, сывӑ мар рабочисене медицинӑ пулӑшӑвӗ памалла, хваттерсене тата апат-ҫимӗҫе лайӑхлатмалла, администрацин рабочисемпе ҫын йӗркеллӗ калаҫмалла, вӗсен депутачӗсене тӗкӗнмелле мар, депутатсене итлемелле.
Анчах прииск пуҫлӑхӗсем рабочисем ыйтнине яхӑнне те яман; рабочисене апат-ҫимӗҫ пама чармалла тата казармӑсенчен кӑларса ямалла тунӑ. Эппин, ылтӑн хуҫисем рабочисене выҫлӑхпа тата шӑнтса вӗлерме шут тытнӑ. Казармӑсенчен рабочисене кӑларса пӑрахмалли йӗркесене рабочисем хирӗҫ тӑма йышӑннӑ. Ҫавӑн ҫинчен хыпар илсенех, патша влаҫӗ рабочисене хӗҫ-пӑшалпа пусарса хума прииска пӗр ротӑ салтаксем ярать. Унтан жандарм ротмистрӗ Трещенков, 1905 ҫулта Сормовӑри рабочисен пӑлхавне пусарнӑскер, приискри рабочисене хӗсме пикенет. Анчах рабочисем хӑйсене лӑпкӑ тыткаланӑ; пӗр-пӗрне пулӑшакан кассӑсем тунӑ, эрех тавраш ӗҫме чарса хунӑ, полицие хӑйсем ҫине тапӑнма нимле сӑлтав та парасшӑн пулман.
Мартӑн 30-мӗшӗнче полици департаменчӗ Трещенкова забастовкӑ комитетне пӗтерсе хума хушнӑ. Апрелӗн 4-мӗшӗнче вара жандарм ротмистрӗ рабочисен тӗп комитетне арестлесе хупса лартать. Чи хастар большевиксене рабочисенчен уйӑрать. Ҫавна кура эсерсем рабочисене прокурорпа Трещенков патне пӗтӗм халӑхпа кайса калаҫма сӗнеҫҫӗ. Аптранӑ енне, рабочисем ҫав сӗнӳпе килӗшеҫҫӗ те чӑн та йышлӑн пухӑнса Надеждинский приискри халӑх ҫурчӗ патне каяҫҫӗ. Халӑх 3–4 ҫухрӑм хушши тӑсӑлса карталанса пынӑ. Анчах халӑх ҫурчӗ патне ҫитнӗ тӗле Трещенков салтаксене рабочисене хирӗҫ пӗр харӑссӑн пеме хушать. Пӑшалсем кӗрӗслетме тытӑннӑ май рабочисем ниҫта кайса кӗреймен. Пӗр самантра тенӗ пек 270 рабочие вӗлерсе пӑрахнӑ, 250 ҫынна амантнӑ. Ҫавнашкал меслетпе вӗсем рабочисене пӑхӑнтарса, унчченхи пекех пусмӑрта тытса усрама шутланӑ. Анчах рабочисем парӑнман. Тискер кун хыҫҫӑн та вӗсем ӗҫе тытӑнман, ӗҫе пӑрахса, хӑйсен ялӗсене тухса кайнӑ.
Приисксенчи событисем ҫинчен хыпар часах пӗтӗм Российӑ тӑрӑх сарӑлнӑ. Нумай ҫӗрте рабочисем патша влаҫӗн ирсӗрлӗхӗсене хирӗҫлесе демонстрацисем, забастовкӑсем, митингсем туса ирттернӗ, пуҫне хывнӑ рабочисен ҫемйисем валли пулӑшу пуҫтарнӑ. Ҫав пӑлхава вара 300 пине яхӑн рабочисем хутшӑннӑ пулнӑ.
Патша министрӗ Макаров: «Ҫапла пулнӑ, ҫапла пулӗ те», тесе сӗмсӗррӗн каланӑ пулсан, рабочисем: «Ҫук, тек апла пулмӗ, сирӗн шалҫӑр часах тулӗ», тесе ҫирӗппӗн ответленӗ. Ленӑ шывӗ ҫинче рабочисене персе пӑрахнине хирӗҫ пуҫланнӑ стачкӑсем тата ҫав ҫулхи маевкӑсем вӑйлӑн иртнӗ. Большевиксем рабочисене: патша влаҫне сирпӗтмесӗр ӗҫ ҫыннисене ирӗк пулас ҫук, патша влаҫне хирӗҫ пӗр парӑнми кӗрешмелле, тесе вӗрентнӗ, ҫӗнӗ революци хатӗрленӗ.
Ленӑ шывӗ ҫинче ҫав забастовкӑра пуҫне хывнӑ е аманнӑ рабочисем хушшинче пирӗн янташсем те пулнӑ. Нумай пулмасть Ульяновскри архивра эпир ҫавӑн ҫинчен калакан документсем тупрӑмӑр. Вӗсем акӑ мӗн пӗлтереҫҫӗ.
1914 ҫулти февралӗн 28-мӗшӗнче полици департаменчӗ Чӗмпӗр губернаторӗ патне вӑрттӑн хут ҫырса ярать.
Унта акӑ мӗн каланӑ:
«1912 ҫулхи апрелӗн 4-мӗшӗнче Ленӑ шывӗ ҫинче персе пӑрахнӑ рабочисем хушшинче Чӗмпӗр кӗпӗрни ҫыннисем те пулнӑ. Вӗсенчен пӗри Пӑва уездӗнчи Шӑнкӑртам ялӗ ҫынни Измаил Солдатов, тепри Улатӑр ҫынни Алексей Димитриевич Герасимов. Вӑрттӑн кӑна тӗпчесе пӗлӗр-ха: вӗсен ҫемйинче кам та пулин пур-и, вӗсем рабочисенчен укҫа илсе тӑнӑ-и, хӑйсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ?»
Ку хута хирӗҫ губернатор Улатӑрта Герасимов тӑванӗсене тупайманни ҫинчен пӗлтернӗ, Шӑнкӑртамри Солдатовсем пирки ҫапла ҫырнӑ: «Измаилӑн амӑшӗ Фатьма 75 ҫулта, вӑл хӑйӗн ывӑлӗ Незаметдин патӗнче пурӑнать, Измаил авланман пулнӑ. Ялта унӑн тӑванӗсем тата пур: Хуснетдинпа Шарафетдин, вӗсем пурте чухӑн хресченсем, Измаил хӑйӗн амӑшне кашни 2–3 уйӑхра 3–5 тенкӗ ярса тӑнӑ».
Мартӑн 28-мӗшӗнче ҫав департаментах аманнӑ рабочисем ҫинчен те ҫавнашкал ыйтса ҫырать. Аманнисем хушшинче акӑ камсем пулнӑ иккен: Кладбищирен Семен Петрович Бородулин, Шӑнкӑртамран Кара Батретдин Бахировпа Залялетдин Саляхетдинов-Дзералетдинов, Улатӑр хулинчен — Петр Васильевич Червяков.
Губернатор ҫырнинчен акӑ мӗн курӑнать:
Семен Петрович Бородулин 26 ҫулта пулнӑ, вӑл Ичиксы ялӗнчен, аманнӑ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗ патӗнче пурӑнать. Халӗ вӑл вӑрман каснӑ ҫӗрте ӗҫлет, кунне 1–2 тенкӗ ӳкерет. Ашшӗ-амӑшӗсӗр пуҫне унӑн икӗ йӑмӑкӗ пур.
Залялетдин Саляхетдинов-Дзералетдинов 23 ҫулта. Приискран таврӑннӑ хыҫҫӑнах ашшӗ патӗнче пурӑннӑ, унтан каллех таҫта ӗҫлеме тухса кайнӑ, ашшӗне укҫа та яркалать, анчах вӗсем унӑн адресне пӗлмеҫҫӗ. Ашшӗнчен пуҫне унӑн амӑшӗ, арӑмӗ, виҫӗ шӑллӗ тата виҫӗ йӑмӑкӗ пур (вӗсем 2-рен пуҫласа 19 ҫула ҫитнӗ ҫынсем). Пурлӑх енчен ҫемье чухӑн пурӑнать.
Петр Сергеевич Червяков халӗ Улатӑрта мар, хурӑнташӗсем каланӑ тӑрӑх, Самар хулинче пурӑнать, ҫавӑнпа та ун ҫинчен нимех те пӗлтерместпӗр».
Юлашкинчен, октябрӗн 3-мӗшӗнче губернатор А. Д. Герасимов ҫинчен тепӗр хыпар пӗлтерет: «Приискра вӗлернӗ Герасимов хыҫҫӑн акӑ камсем юлнӑ: ашшӗ 63 ҫулта, Ащеринӑ ялӗнче пурӑнать, амӑшӗ — Екатерина Васильевна Герасимова 59 ҫулта, йӑмӑкӗ — Мария 18 ҫулта, иккӗшӗ те Улатӑр хулинче пурӑнаҫҫӗ. Ашшӗ ватӑлса ҫитнӗ пирки ӗҫлеймест, халӑх пулӑшнипе кӑна пурӑнать. Амӑшӗн Улатӑрта пӗчӗк кӑна пӳрчӗ пур, урӑх нимӗн те ҫук. Хӗрӗ савӑт-сапа тасаткаласа уйӑхне 5–6 тенкӗ ӗҫлесе илет те, ҫавӑнпа пурӑнкалаҫҫӗ. Ывӑлӗ амӑшне ҫулталӑкне 100 тенкӗ ярса тӑрать, тет». (УАИ, ф. 76, д. 1387, лл. 1, 4, 8, 9, 31–33, 36).
В. Н. Любимов историк пӗлтернӗ тӑрӑх («Советская Чувашия», 1953 ҫ., 87 №), Ленӑ шывӗ ҫинче персе пӑрахнӑ рабочисем хушшинче, кунта асӑннӑ ҫынсемсӗр пуҫне, Улатӑрпа Кувакино таврашӗнчен кайнӑ рабочисем те пулнӑ. В. Н. Любимов ҫак ятсене кӑтартнӑ: Казаков С. Н., Сисилинсем А. В. тата М. А. (ашшӗпе ывӑлӗ), Климин С. С, Бормоткин Я. С., Земсков А. А. Ленӑри забастовкӑна пусарнӑ хыҫҫӑн ӗҫе пӑрахса яла таврӑннӑ Улатӑр енчи рабочисем ҫинчен ун чухне большевиксен нумай пулмасть тухма пуҫланӑ «Правда» хаҫачӗ 1912 ҫулхи сентябрӗн 7-мӗшӗнче (100 №) ҫапла пӗлтернӗ:
«Улатӑр. Ленӑри рабочисем таврӑнни. Ку тӑруҫӑн Улатӑр хулине ҫав уездран ӗҫлеме кайнӑ хресченсем — Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисем ушкӑн-ушкӑн таврӑна пуҫларӗҫ. Вӗсем сӑмах майӗн хӑйсене Ленӑри приисксен хуҫисем епле улталани ҫинчен каласа пачӗҫ... Рабочисене ӗҫлесе тупнӑ кашни тенкӗ ҫурӑ вырӑнне 70 пус кӑна тӳленӗ. Ялан пекех памалли укҫашӑн лавккаран тавар, пуринчен ытла эрех, илтерсе тӑнӑ. Нихҫан ӗҫмен рабочисене те эрех ирӗксӗр илтернӗ».
Рабочисем мӗншӗн забастовкӑ пуҫлани ҫакӑнтан та ӗнтӗ уҫҫӑн курӑнать.
Вӗлернӗ-амантнӑ ҫынсем пирки полици пуҫлӑхӗсем мӗншӗн ҫавнашкал тӗпчесе айкашнӑ пулать-ха? Акӑ мӗншӗн: вӗсем ҫав ҫемьесен хурлӑхӗпе тертне кура ялти хресченсем ан хумханччӑр тесе шикленнӗ. Паллах, кунашкал пӗлтерӳсене пуҫтарса яни вӗлернӗ е аманнӑ рабочисен ҫемйисене пӗр пуслӑх пулӑшу та паман.
Эппин, Ленӑ шывӗ ҫинче ылтӑн кӑларакан рабочисен 1912 ҫулхи забастовкинче пирӗн янташсем те хастаррисем хушшинче пулнӑ курӑнать. Вӗсене эпир халӗ ятпа асра тытма пултаратпӑр. Вӗсем ҫавна тивӗҫ ҫынсем. Вӑл паттӑрсем пӗтӗм Российӑри рабочи класӗн хаяр кӗрешӗвӗн историне кӗрсе юлнӑ ҫынсем. Шкулсенче ҫамрӑксене историе вӗрентнӗ чухне те ҫав паттӑрсен ятне хисеплӗн асӑнмалла.
И. Кузнецов, истори наукисен кандидачӗ.
Редакцирен
Ку статья 1962 ҫулта тухнӑ «Тӑван Атӑл» журналӑн 2-мӗш номерӗнче кун ҫути курнӑ. Ӑна ӗнтӗ «Чӑваш чӗлхи икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» кӗртес тӗллевпе юсаса тухрӑм та вӑл сире те кӑсӑклӑ пулас пек шутларӑм. Статьяри орфографине сыхласа хӑварнӑ.
Чӑн та, пирӗн тӑрӑхри ҫынсем хальхи вӑхӑтра кӑна ҫеҫ мар, ӗмӗр каялла та лайӑх укҫа ӗҫлесе илес тесе тӗрлӗ тӑрӑхсене ҫул тытнӑ. Хальхи вӑхӑтра ытларах енӗпе Мускава, Хусана тата укҫа лайӑх тӳлекен Ҫурҫӗр тӑрӑхӗсене каяҫҫӗ пулсан, вӑл вӑхӑтра вара урӑх вырӑнсене ҫул тытнӑ. Ав, Лена юханшыв тӑрӑхне те ҫитнӗ. Ытларах чӑвашсем мар, тутарсемпе ирҫе-вырӑссем унта ӗҫлеме кайнӑ пулас. Ҫакӑ вӗсен хушамачӗсенчен тата вулӑс ячӗсенчен курӑнать.
Википедири статьяна ӗненес пулсан Лена тӑрӑхне ҫынсене мӗнпур Раҫҫейрен пухнӑ. Забастовкӑна 6 пин ҫын ытла хутшӑннӑ тет. Апла-тӑк, пирӗн тӑрӑхран кайнисен йышӗ самай пысӑк пулнӑ пулас. Тара кӗрес текенсене тӳрех 100–135 тенкӗ тӳленӗ тет. Уйӑхри ӗҫ укҫи те 30–45 тенкӗпе танлашнӑ, ку вӑл Мускаврипе Питӗрти ӗҫ укҫинчен икӗ хут пысӑкрах пулнӑ. Ӗҫ условийӗсем пит начар пулнӑ ӗнтӗ, анчах та унашкал пысӑк укҫашӑн ҫынсем чӑтма, ахӑртнех, хатӗр пулнӑ. Паллах, хуҫисем те ытлашши нумай тӑкакланасшӑн пулман, вӑл е ку енчен улталаса тӑкаксене чакарма тӑрӑшнӑ ӗнтӗ.
Чӑвашӑн пит интереслӗ каларӑш пур: вилме кайнӑ — пуйса килнӗ, пуйма кайнӑ — вилсе килнӗ. Вӑл ӗнтӗ, пуяссин ҫулӗ питӗ тумхахлӑ пулни пирки калать. Ку событисем те ӗнтӗ ҫавнах сӑнаса параҫҫӗ: чылайӑшӗ пуяс вырӑнне хӑйсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне кӑна ҫухатнӑ.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.