Паян, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Шотландири Сент-Эндрюс университечӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ӑна 612 ҫул каялла, 1411 ҫулта никӗсленӗ иккен. Акӑлчанла калаҫакан тӗнчене илес пулсан чи ватӑ университетсенчен вӑл виҫҫӗмӗш. Оксфордпа Кембридж университечӗсем кӑна ватӑрах. Акӑ мӗн каласа парать кун пирки Calend.ru ресурс:
Сент-Эндрюс хули (акӑлч. St Andrews) ятне Шотландин хӳтӗлевҫи ячӗпе, сӑваплӑ Андрее чысласа панӑ. 1410 ҫулта Сент-Эндрюс хулинче ахаль шкул уҫнӑ. Ӑна Сорбоннӑра пӗлӳ илнӗ ҫынсем никӗсленӗ. 1411 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Генри Вордло Епископ ҫак шкул никӗсӗ ҫинче Шотландири пӗрремӗш университета йӗркелесси ҫинчен хушу кӑларнӑ.
Парижри альма-матерти пекех, университетра тӑватӑ факультет пулнӑ. Вӗсем — теологи, право, ӳнер тата медицина факультечӗсем. Ӳнер шутне вӑл вӑхӑтра тӗрӗс ӑслӑлӑх кӗнӗ.
Сент-Эндрюс университечӗ (акӑлч. University of St Andrews, кӗск. St And) — никӗсленӗ кунне шута илсен Шотландири чи ватӑ университет шутланать, Аслӑ Британине тата акӑлчанла калаҫакан тӗнчене шутласан — виҫҫӗмӗш (Оксфордпа Кембридж университечӗсем хыҫҫӑн).
Хальхи вӑхӑтра университетра тӑватӑ факультет — теологи, ӳнерпе гуманитари ӑслӑлӑхӗсен, медицина тата тӗрӗс ӑслӑлӑхсен факультечӗ. Факультетсем, хӑйсене илес пулсан, шкулсем ҫине пайланаҫҫӗ. Ӑслӑлӑх факультечӗ шутне ҫутҫанталӑк (биологи, математика, физика т. ыт. те) пек ӑслӑлӑхсем кӑна мар кӗреҫҫӗ, унта социаллӑ (экономика) ӑслӑлӑхсем те пур, вӗсен кашнин хӑйӗн шкулӗ пур.
Университетра сакӑр пине яхӑн студент вӗренет. Университетран вӗренсе тухнӑ ултӑ ҫын Нобель премине тивӗҫнӗ.
Университетӑн хӑйӗн радиостанцийӗ тата хаҫачӗсем пур. Тӗрлӗ специализаципе ӗҫлекен студент клубӗсем нумай. Спорт тӗсӗсене суйланӑ чухне те студентсен суйлавӗ анлӑ.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.