Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Она пустила в оборот все, даже смерть своего отца.
(О. Бальзак)
 

Аçтахар Плотников: Карӑш-карӑк-карӑшлӑх...

Аçтахар Плотников23.03.2023 13:321948 просмотров

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Авалхи чылай сӑмаха эпир халӗ ӗнтӗ манса пӗтнӗ, хӑшпӗр чухне вара тата сӑмах пӗлтерӗшне улӑштарса, хальхи чӗлхере урӑх ӑнланупа ҫӳретнине те куратпӑр. Акӑ, Карӑшлӑх ятлӑ ял пур пирӗн Чӑвашстанра. Мӗне пӗлтерет-ши ку?

Карӑк — кайӑк ячӗ. Тен, чӑнах та ҫав кайӑк ятӗнчен пулса кайнӑ пулӗ ку ял ячӗ? Ҫак ялти ватӑсем, чӑнах та, ҫапла та ӑнлантарса калаҫҫӗ.

Анчах авалхи «карӑш» сӑмах мӗне пӗлтерни пирки шухӑшлар-ха. Пулнӑ-и ун пек сӑмах пирӗн чӗлхере?.. Пулнӑ. Карӑш — ҫирӗплетнӗ кермен, замок. «Кар» тата «ӑш» сӑмахсенчен пулнӑ ӑнлав ку. Кар — карса, ҫирӗплетсе, хӳме хӑпартса тунӑ япала. Карман — крепость, Карӑш — замок, ҫирӗплетсе тунӑ пысӑкӑх мар кермен. Карман — пысӑк карӑш, хула пекрех япала. Карманра, карӑшсӑр пуҫне, ӑстасемпе ирӗк ҫынсем, чурасемпе элчӗсем пурнакан кассем, урамсем пулнӑ.

Ытти тӳрк чӗлхинче Карӑш (Карыш, Карши) хӑй пӗлтерӗшӗпе халӗ те упранса юлнӑ. Историллӗ произведенисем ҫырнӑ чухне ку сӑмахпа узбек, казах тата туркмен писателӗсем анлӑ усӑ кураҫҫӗ. Ташкентра пурӑнса ӗмӗрне ирттернӗ паллӑ вырӑс писателӗ Сергей Бородин хӑйӗн «Самарканд ҫинчи ҫӑлтӑрсем» кӗнекинче Уксах Тимурӑн (Тамерланӑн) аслӑ арӑмӗ Сарай-Мульк-ханум Вӑтам Азири Несеф хулинче ӳссе ҫитӗннине ҫырса кӑтартать. Чингиз-хан тӑхӑмӗнчен тухнӑ Казан-хан кунта питӗ чаплӑ Карӑш лартнӑ. Сарай-Мульк-ханума качча илсе, Уксах-Тимур чингизидсен кӗрӳшӗ, «кураган» пулса тӑнӑ, ку вара ӑна ҫӗкленсе кайма, хӑйне эмир тесе калаттарма май панӑ. Сарай-Мульк-ханум вара шӑп та лӑп ҫав Несефри карӑшра ҫуралнӑ, унтах ӳссе ҫитӗннӗ. Ҫакна уҫӑмлӑн палӑртас тесе, Уксах-Тимур Несеф хулине Карӑш (Карши) ят парать.

Пирӗи чӑвашри Карӑшлӑх ялӗ те ҫак авалхи карӑш сӑмахпа тымарланса тӑмасть-ши, тесе шухӑшлас килет.

Хушса калани. Карӑшлӑхпа карӑш хушшинчи ҫыхӑну пуррипе ҫукки пирки каласа пулсан, ман шутпа, кунта пӗрешкел илтӗнекен сӑмахсем кӑна пуль. Тепӗр енчен, Карӑшлӑх шӑп та лӑп Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр патӗнче вырнаҫнӑ. Сӗнтӗр тени хӑшӗ-пӗри мана ӑнлантарса панӑ тӑрӑх «застава» тенине пӗлтерет. Мӗнпур Сӗнтӗрсем шӑп та лӑп ӗлӗк, Атӑлҫи Пӑлхар вӑхӑтӗнче вырнаҫнӑ «заставӑсем» патӗнче имӗш. Кӑна эп ҫирӗплетейместӗп, ҫавна май ҫав ҫын сӑмахӗ ҫине кӑна таянса калатӑп.

Тепӗр енчен тата ҫакна та шута илмелле пуль: чӑн та карӑш (за́мок) пӗлтерӗшпе ҫыхӑннӑ пулсан паянхи кунччен вӑл самай ылмашӑннӑ пулӗччӗ. Ман шутпа «Кӑрмӑш» тени уйрӑмах ҫывӑх. Мӑн Сӗнтӗр сала патӗнче ҫавӑн пекех Кармӑш ял та пур.

Малалла яланхи пекех Ашмарин сӑмах пуххине уҫса пӑхар. Кунта вӑл сӑмаха асӑннӑ. Ҫавӑн пекех «карӑшлӑх» сӑмах та пур. Кунта вара ҫакнашкал тӗслӗх пур: «Карӑшлӑхра авал ӗмпӳ порӑннӑ; онта крепӗҫ пор, теччӗ.». Апла вара чӑн та ӗлӗк-авал карӑш сӑмахпа крепоҫа палӑртнӑ.

Карӑш кайӑкӑн этимологине илес пулсан, ку ят ҫармӑссенчен лекнӗ пулас. Ҫакна Егоров ҫирӗплетет. Федотовӑн этимологи словарӗнче те ку сӑмах пур, анчах Егоровӑннинчен ытларах уҫса паман.

Ытти чӗлхесене илес пулсан, Карыш Пушкӑртстанри топонимсенче тӗл пулать. Тӗслӗхрен Ҫӗн Карӑш (пушк. Яңы Ҡарыш) ял ячӗ. Хӳтӗлев ҫурт-йӗрӗпе вӑл ҫыхӑннӑ-и — калама йывӑр. Тепӗр енчен «карыш» тени пӗчӗк осётр йышши пулӑ ячӗ те. Ку ят Омск еннелле сарӑлнӑ. Тутарсенчен лекнӗ теме те юрать. Сӑмах май, «карӑш» ятпа чӑвашсем те темле пулла каланӑ. Ашмарин словарӗнче ҫырӑнса юлнӑ, анчах мӗнле пулӑ пулни паллӑ мар. Карша ятлӑ топонимсем те пур. Сӑмахран, Казахстанра. Анчах крепоҫпа вӗсем ҫыхӑннӑ-и, ҫук-и — калама хӗн. Тӗпчес пулать (ку статьяшӑн ытла анлӑ тӗпчев пулӗччӗ).

Карша ятне шыранӑ май Пушкӑртстанри ҫав ятлӑ ял ҫине лекрӗм. Иккен, ҫав ял ҫывӑхӗнче 1961 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уҫлӑхран таврӑннӑ аппарат аннӑ. Унта манекен пулнӑ тата «Звездочка» йытӑ. Ун хыҫҫӑн вара космоса Юрий Гагарин вӗҫсе кайнӑ... Перӗм енӗнче те Карша ятлӑ ял пур… Анчах вӑл тӗрӗк халӑхӗпе, ахӑртнех, ҫыхӑнман.

Сӑмах май, Чӑвашри Карӑшлӑх ялӗ пирки кӑштах. Ку ял ӗлӗк пулнӑ, халь вӑл ҫук ӗнтӗ. 1940-мӗш ҫулсем хыҫҫӑн ун пирки асӑнмаҫҫӗ. Вӑл ял хальхи Александр Невский ячӗллӗ арҫын мӑнастирӗ патӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ пулас.

Пӗтӗмлетсе каласан. Карӑшлӑх ял ячӗ кайӑкпа ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине татса пама йывӑртарах. Пӗр енчен пулма та пултарать, тепӗр енчен пӗрешкел илтӗнекен сӑмахсем те пулма пултараҫҫӗ. Ҫавах та Мӑн Сӗнтӗр патӗнче кӑна пур-ҫке, ытти тӑрӑхсенче ҫук. Анчах ҫакӑ ку гипотезӑна пач пӑрахӑҫлама сӑлтав памасть. Хӑш-пӗр япаласем чӑн та-ҫке, уйрӑм вырӑнта кӑна упранса юлнӑ…

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3865.03.5286
2023.03.23 16:24
Agabazar
Чăвашла Википедире «Çурт-карман» тенĕ.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики