Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Купи прежде картину, а после рамку!
(Козьма Прутков)
 

Ӑртивансен Сӑварӗ: «Ах, мӗншӗн ун чухне?..»

Ӑртивансен Сӑварӗ19.04.2023 21:302656 просмотровИзменить Удалить

Ӑртивансен Сӑварӗ

Яковлева вилес умӗн канӑҫ паман пӗр ыйту пирки шухӑшласа...

Ӗмӗрӗн вӗҫне ҫитсе тӑнӑ ҫынсенчен чылайӑшӗ хӑй пурӑнса ирттернӗ ҫулӗсемпе уйӑхӗсене, ҫӗрӗсемпе кунӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарса, мӗльт-мӗльт ӗмӗлккен те пулин курса аса илет пулӗ тетӗп. Хӑшӗсене вара, уйрӑмах шухӑшпа тата туйӑмпа пуяннисене, пурнӑҫ вӗҫӗ кӗтмен-туман ҫӗртен апла е урӑхларах татӑлни канӑҫ памасть пулӗ, ыйтусен хуравне ыйхӑ ҫӗтерсе шыраттарать ӗнтӗ. Калӑпӑр, чӗрӗк ӗмӗрне те пурӑнса ҫитеймен Кашкӑрсен Кӗҫтенккийӗ (К.В. Иванов) куҫӗсене яланлӑх хупиччен ҫапларах ыйтнӑ иккен: «Йӑнӑш пулчӗ-им ӗнтӗ?».

Иван Яковлев виличчен пӗр виҫӗ уйӑх маларах вырӑсла пӗр сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кӑна ас тунӑ теҫҫӗ, ӑна ҫине-ҫинех каланӑ мӗн: «Ах, зачем тогда... Ах, зачем тогда...». Шел, ун чухне патриархӑмӑртан пӗри те чӑвашла ыйтма тавҫӑрайман, вӑл мӗн пирки ҫапла каланине ӑнланмасӑр юлнӑ. Кашкӑр Хуначи (Геннадий Волков этнопедагог) хӑйӗн «Судьба патриарха» кӗнекинче (Шупашкар, 1998) хуравӑн тӗрлӗ тӗсӗсене сӗнсе, Яковлевӑн пурнӑҫра пулнӑ ӗҫне-пуҫне аса илсе ӗнентерме тӑрӑшни пур. Вӑл сӗннӗ тупсӑмсем мӗн пурӗ вырӑнлӑ та тӗрӗс пек. Ҫав хушӑрах Иван Яковлевӑн вӑрӑм ӗмӗрӗнчи «ах, мӗншӗн ун чухне?» тесе ыйтмалли самантсем питех те нумай пулма пултарнине асра тытмалла-тӑр. Вӗрентӳҫӗн пуҫӗнче пурнӑҫӗ вӗҫленсе пынӑ кунсенче тӑван чӗлхемӗр сӑмахӗсем кӑна (вӗсенчен чи хакли – анне) асра юлнине шута илсен, иккӗмӗш (вырӑс) чӗлхинчи «зачем» тата «тогда» ыйтуллӑ сӑмахсем ачалӑхпа мар, каярахри ӗҫ-пуҫпа ҫыхӑнни ҫинчен калаҫҫӗ-тӗр. Ҫак ыйтӑвӑн хуравне Иван Яковлев ҫырнӑ пулӗ тесе шухӑшлаттаракан «Халала» пӑхса тухсассӑн уҫӑмлӑн ӑнкарма тата тупма май килеймӗ-ши тесе шутлатӑп.

Чӑвашсене вырӑслатаканӗ е истори хушнӑ ӗҫе тӑваканӗ?

Иван Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне тӗрлӗ ҫынсем тӗрлӗ ҫулсенче тӗрлӗрен хаклани паллӑ. Чӑваша юратманнисенчен чылайӑшӗ ӑна чӑваш ачисене малтанласа тӑван чӗлхепе вулама-ҫырма вӗрентнишӗн юратман, тӗрлӗ элексене ӗненсе, «вӑл чӑвашсене вырӑссенчен пистересшӗн» тенӗ. Унӑн ӗҫне капла хак пани ӑна политика тӗлӗшӗнчен айӑпламалли сӑлтав пулса тӑнӑ та ӗнтӗ. Ку мелпе ытларах Яковлевпа пӗрле вӗрентӳ тытӑмӗнче вӑй хуракан тӳре-таврашӗ усӑ курнӑ, ун шкулне тӗрлӗ тӗрӗслевсемпе хӑшкӑлтарсах ҫитернӗ. Хушӑран ҫак ҫула хӑш-пӗр вӗчӗх чунлӑ чӑваш суйласа илни те паллӑ.

Вӗреннӗ ырӑ чӑвашсем Яковлев хӑйне пуҫлӑхсем ятлассинчен хытах шикленнине, вӗсен умӗнче яланах тӳрре тухма тӑрӑшнине асӑрхаман мар ӗнтӗ. Чӑваш шкулӗсен инспекторӗ мӗншӗн ҫавнашкал хӑтланнине вӗсем ӑнланнах темелле. Ун чухнехи официаллӑ политика Раҫҫей империне патша тата православи тӗнӗ тӗреклетет текен шухӑша тӗпе хунӑ-ҫке-ха! Ҫав идеологие пӑхӑнасси вара патшалӑх тытӑмӗнчи ӗҫсене туса пыракан кашни тӳрен тивӗҫӗ пулнӑ. Аслӑрах вырӑнсенче лараканӗсем кӗҫӗнрех ӗҫсене тӑваканӗсене асӑрхасах тата тӳрлетсех тӑнинче вӗсем хӑйсене айӑпласран шикленнипе те ӑнлантарма пулать пек. Ку ӗнтӗ аслӑрах тӳре-шарана ӑнланма тӑрӑшни пулчӗ-ха.

Кунашкал патшалӑх тытӑмӗ совет влаҫӗ хуҫаланнӑ тапхӑрта та ҫавнашкалах пулнине ятарласа ӗнентерни кирлех те мар-тӑр. Ун чухнехи тӗп хаклав парти билечӗ пулнине мансах кайман-ха эпир. Яковлев ӗҫне хакласси те ун чухнехи официаллӑ политика хӑш еннелле сулӑннинченех килнӗ темелле. Ӑна ҫыравҫӑсем те ӑша хывмасӑр юлма пултарайман. Ухсай Яккӑвӗн «Хура элчел», Петӗр Хусанкайӑн «Поэтпа миссионер» ятлӑ поэмисене илер-ха. Вӗсене сӑвӑҫсем 1929‑1930 ҫулсенче хайлани паллӑ. П. Хусанкай Яковлев-«миссионера» вилӗмсӗр «Нарспине» ҫыраканӗпе (Кашкӑрсен Кӗҫтенккийӗпе) хирӗҫлетсе сӑнарланӑ. Акӑ мӗн калать унти Яковлев:

«Ҫапла. Истори хывнӑ мисси.

Хисеплӗ ӗҫ. Мухтавлӑ ӗҫ...

Нумайӑшӗ ҫакна пӗлмеҫҫӗ,

Пӑтраштарма, пӑсма пӑхрӗҫ.

 

“Чӑвашсене сутатӑн”‑ терӗҫ.

Вӗсемшӗн хаклӑ кӗлетке.

Сӗт тутасем ялав ҫӗклерӗҫ –

“Тӑванлӑх, танлӑх...” Эх-хе-хе!

 

Фантази, Константин, фантази...

Культура, никӗс кирлӗ. Да.

А пирӗн мӗн? Эпир вӗт – Ази,

Дикарь эпир, эдӑк-идак.

 

Хура пӳртрен тухса пӗтмен те,

Ӑҫта пире ун пек ӗмӗт.

Реформа! Хам та эп тӗллентӗм,

Яш чух вӑл пит илемлӗ вӗт.

 

Ансат пек ху тӗллӗн утмашкӑн,

Пӗрне те пуҫ ҫапас килмест.

Анчах кӑшт пурӑнса курсассӑн

Ӑна-кӑна чухлатӑн эс.

 

Европшӑн тимӗр дисциплина,

Ӑна татаймӑн кӑшласа.

Асав шӑлсен саккунӗ иртнӗ,

Ӑса хӑйрас пулать, ӑса!

 

Чӑваш йӑхне ҫухаттӑр, юрӗ...

Анчах вӑл уншӑн макрӗ-ши?

Вӑл, тен, ют ятпалах ыр курӗ:

Мул пултӑр мужике, ҫӗр-шыв.

 

Ҫӗр-шывӗ хӗсӗк ун, хӑй чирлӗ;

Йӗрӗх, хӗртсурт паян кунта.

Ӑна халь вырӑс чунӗ кирлӗ,

Вара мӗн пулӗччӗ унта...

Пит пысӑк ӗҫ, вышкайсӑр пысӑк;

Истори хушнӑ ӗҫ... Ҫапла...

Мӗн пур асапӗ. Чирӗ-хысӗ

Ман пуҫ ҫинче вӗт, шухӑшла!

Эсир манран ак ютшӑнаттӑр;

Анчах... анчах... Вӗт кам пӗлет –

Тен, ман чӗре те ыратать-тӗр,

Манра та чӑваш юнӗ вӗт...»

 

Миссионер сасси чӗтренчӗ,

Унтан ун шурӑ тутӑрӗ

Хӑвӑрт кӑна тухса ҫӗкленчӗ...

Кӗҫтук ӑна куҫран пӑхрӗ.

 

«Артист-ши? Е чӑнласах-ши?

Кӗрсе курсанччӗ ун ӑшне...».

Поэтпала «чӑваш (кулак) аслашшӗ»

Чӗнмерӗҫ урӑх пӗр-пӗрне.

Юлашки ҫавран виҫҫӗмӗш йӗркинче икӗ сыпӑк ытларах пулнине авторпа «Сунтал» редакцийӗн шухӑшӗсем тӳр килменнипе ӑнлантарма май пур. Кайранхи (юсаса хушнӑ) редакцире автор ҫак йӗркене ҫапла юсанӑ: «Поэтпала ҫырулӑх ашшӗ». Эппин, редакци ҫыннисем Яковлев пирки «кулак аслашшӗ» тесе ҫырма хистенӗ, автор килӗшменрен икӗ вариантне те кӗртме тивнӗ-тӗр.

Петӗр Хусанкай ҫак хайлава тепӗр хут 1960 ҫулсенчен кая мар юсанӑ, унӑн ятне те ҫавӑн чухнех улӑштарнӑ пулас (вӑл ҫулсенче Иван Яковлев пирки миссионер тесе ҫырмастчӗҫ ӗнтӗ, анчах та аслӑ вӗрентекенӗмӗр тӗн пирки каланисене ун кӗнекисене кӗртме пуҫламанччӗ-ха, вӑл ӗҫе ҫӗнетӳ тапхӑрӗнче кӑна пуҫӑнтӑмӑр). Ҫав иккӗмӗш редакципе пичетленнӗ «Поэт» ятлӑ поэмӑна сӑвӑҫ темиҫе ҫӗнӗ ҫавра кӗртнӗ, хӑшӗсене тӗпрен ҫӗнетнӗ. Вӗсенче ҫутлӑхҫӑн (ҫутлӑх «просветительство», ҫутлӑхҫӑ «деятель просветительского дела») сӑнарӗ чылай улшӑннӑ, урӑх вӑхӑт хаклавӗсемпе пуянланнӑ. Хӑшӗ-пӗрне илсе кӑтартар-ха кунта:

«“Чӑвашсене вырӑслататӑн!” ‑

Тесе пӗри мӑкӑртатать.

“Хӗрес ҫумне эс пӑталатӑн!” ‑

Тесе тепри мана хӑртать.

 

Эп пуп та, мӗн те мар, пӗлетӗн,

Анчах йӗри-тавра тӑшман

Йӑшӑлтатать хура ҫӗленӗн...

Шкула, шкула сыхласчӗ ман.

 

Епле эс сыхлама пултарӑн

Пусмасӑр аслисен йӗрне?

Кам урапи ҫине ларатӑн –

Юрлатӑн ҫавӑн юррине.

 

Шӑпам пит йывӑр ҫӗклеттерчӗ:

Истори хушнӑ ӗҫ ҫапла.

Мӗнпур асапӗ, хурӗ, терчӗ

Ман пуҫ ҫинче-ҫке, шухӑшла!

 

Хӑш чух, пит тарӑхса ҫитсессӗн,

Пур таврари чӑвашсене

Ертсе каяттӑмччӗ тетӗн,

Тӗнчен таҫти пӗр хӗррине!

 

Анчах саманисем халь урӑх,

Ҫук ку чухне Моисейсем.

Ӗҫле те, ватӑ, тӳс те пурӑн,

Шалти пур тарӑхна ҫӗнсе...»

1971 ҫулта Педагогика институчӗн (халӗ И.Я. Яковлев ячӗллӗ университетӑн) пысӑк залӗнче хӑйне евӗрлӗ Аслӑ пуху пулса иртнӗччӗ. Ун чухне эпӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче иккӗмӗш курсра ӑс пухаттӑм, тӑван чӗлхемӗрпе литературӑмӑра професси шайӗнче пӗлме ӗмӗтленеттӗм. Ҫав пухури калаҫупа ӗҫ-пуҫ ман малтанхи айван шухӑшлава тӗпрен улӑштарма, паянхи шухӑшӑмсен сӑн-сӑпатне ҫирӗпленсе ҫитме пулӑшрӗҫ. Пӗрремӗшӗнчен, чӑвашӑн кириллицӑна тӗпе хунӑ ҫырулӑхӗ Яковлев букварӗсенчен мар, Питӗр хулинче 1769 ҫулта кун ҫути курнӑ «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» кӗнекеренех пуҫланнӑ иккен (чылайӑшӗ ҫак факта паян кунчченех пӗлмеҫҫӗ-ха). Чӑваш ҫырулӑхӗн ҫӗр ҫуллӑхне палӑртнӑ ҫак уявра эпӗ Яковлев ӗҫленӗ вӑхӑта тӗрӗсрех ҫӗнӗ ҫырулӑх тапхӑрӗ, унчченхине вара кивӗ ҫырулӑх тапхӑрӗ тесе каламаллине ӑнланса ӑша хыврӑм. Иккӗмӗшӗнчен, ҫулсем иртнӗ ҫемӗн Яковлевӑн ӗҫне-хӗлне ун чухнехи официаллӑ идеологсем «ку лайӑх, лешӗ япӑх» текен виҫепе хаклани те (парти обкомӗн хаклавӗччӗ ҫак позици), вӗрентекенӗмӗрӗн сӑнарӗнчен пуҫ ҫапмалли турӑш (мифла сӑнар) туса хуни те (Кашкӑр Хуначин халӑха ертсе каякан Моисей сӑнарӗ; асӑннӑ пухура вӑл «вперед, к Яковлеву» тесе аслисене сехӗрлентерсе ӳкернӗччӗ, пирӗн йышшисене алӑ ҫуптарнӑччӗ) туллин, пӗрлӗхлӗн ӑнланма чӑрмантарнине ӑнкарса илтӗм. Иван Яковлева унӑн ырӑ енӗсем кӑна мар, ҫитменлӗхӗн курӑнакан енӗсем те ҫӗклеҫҫӗ, чӗрӗ ҫын пек курма пулӑшаҫҫӗ.

Малтан каланисене пӗтӗмлетес тӗллевпе эпӗ Атнер Хусанкайӑн пӗр статйинчи («Мифологические концепты об И.Я. Яковлеве в контексте официальной идеологии, русского и чувашского национализмов») ҫак йӗркесене илсе парасшӑн (оригинал чӗлхипех, куҫармасӑрах пичетлетӗп):

«Сейчас как будто наступает новый этап осмысления личности нашего Патриарха и его духовного наследия. При объективной деконструкции миросозерцания И.Я. Яковлева надо бы избежать опасности его вторичной (третичной) мифологизации, которая заключается в том, что мы стараемся вписать конъюнктурные концепты в “новый” миф о Яковлеве, придаем его лику однозначную благостность, сглаживаем его противоречия, многомерность, мучительные размышления и заблуждения по позициям относительно будущности чувашского народа, пытаемся прояснить (и тем самым сделать безобидными) борения его духа. Но Яковлев и без нас велик, это личность [...] и не нуждается в нашей чрезмерной апологии» (сб.: «И.Я. Яковлев и проблемы якевлеведения. Чебоксары: ЧГИГН, 2001. С. 13).

Чӑн та, Иван Яковлев вӑл эпир ҫӗклемесӗрех хӑватлӑ та мӑнаҫлӑ, чӑваш халӑхне ура ҫине тӑма пулӑшнӑ чӑн-чӑн титан. Пирӗн вара ытларах патриархӑмӑр ӑшӗнче мӗнлерех хире-хирӗҫле шухӑшсем кӗрешнине, йывӑр лару-тӑрусенчен еплерех ҫаврӑнса тухма май килтернисене аса илмелле. Хӑш-пӗр ӑнӑҫуллах пулса пырайман ӗҫшӗн вӑл кулляннипех ҫырлахма пултарнӑ, тепӗр (ӗмӗтре кӑна юлнӑ) ӗҫ пирки вара мӗн ҫӗре кӗричченех шухӑшласа пурӑннӑ. Яковлевӑн пурнӑҫне лайӑх пӗлни пире паянхи кун халӑхӑмӑр умне тухса тӑнӑ ыйтусене лайӑхрах курма, вӗсене ӑнӑҫлӑрах татса памалли ҫулсене шыраса тупма майсем туса парать. Паян ытларах Яковлев вӑхӑтӗнче курӑнман, халӗ тарӑна кайнӑ «чирсенчен» сывалмалли майсем шырамалла пек. Ку тӗлӗшрен Иван Яковлев ҫырнӑ тесе шутлакан «Халал» редакцийӗсемпе списокӗсем еплерех тата хӑҫан ҫырӑннине тӗрӗс пӗлни чылай пулӑшма пултарӗ пире. Унӑн хӑй калас текен шухӑшӗсене официаллӑ, конъюктурӑллӑ идейӑсенчен уйӑрса пӑхни ӑҫта чӑнлӑх, ӑҫта суя пулнине тӗрӗс пӗлме, чӑн-чӑн ҫутлӑхҫӑ сӑнарне уҫӑмлатма май парӗ пире. Ун пек чухне А.В. Жиркевич Яковлев ҫинчен 1917 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче ҫапларах ҫырса хунине асра тытмалла: «Он сам сознался мне, что в официальной переписке говорит не всегда то, что думает по вопросам школьного образования, воспитания, дисциплины, порядка (палӑртни манӑн – Ӑ.С.) Вражда его к новшествам на каждом шагу чувствуется. Поэтому-то его считают отжившим свой век, отсталым, даже вредным. Но старик хитер, наружно идет на уступки, кое-где отмалчивается, кое-где лукавит, как бы соглашается. Интересный, сложный, новый для меня тип» (Жиркевич А.В. Мои встречи... С. 35). Ӗҫ кӑларас тӗллевпе ҫырнӑ хутсенче Яковлев-ҫын сӑнарӗнчен ытларах Яковлев-тӳре сӑнарӗ ӳкерӗннине асра тытмалла. Кирек мӗнле чиновникӗн те ӑна вырӑна лартма пултаракан аслӑрах вырӑнта ларакан тепӗр тӳре пурри пирки маларах калаҫса илнӗччӗ ӗнтӗ. Кунта Яковлев шӑпах та ҫавӑн йышши сӑнарпа шухӑш пирки каланӑ ӗнтӗ.

«Халал» тексчӗсенче Яковлевӑн хӑш сӑнарӗ калӑпланнӑ-ши?

2021 ҫулта И,Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн издательствинче тухнӑ «Язык и слово» статьясен пуххинче манӑн харӑсах виҫӗ ӗҫ («О редакциях и списках “Завещания чувашскому народу”, «Об атрибуции “Завещания вашскому народу” тата «Образ автора в “Политическом завещании” и “Завещании чувашскому народу”») кун ҫути курчӗ, вӗсене эпӗ ун чухне «Чӑваш халӑх сайчӗн» вулавҫисем патне те ҫитернӗччӗ. Малалла хам ҫырнисене ансатлатса, ӗҫ-пуҫ еплерех пулса иртнине хронологи мелӗпе каласа парасшӑн.

1918 ҫул. Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче чиркӗве патшалӑхран уйӑрасси пирки декрет тухать. Акан 5-мӗшӗнче А.В. Жиркевич хӑйӗн кун кӗнекине (Жиркевич А.В. Мои встречи с И.Я. Яковлевым. Чебоксары, 2006) ҫапла йӗркесем ҫырса хурать: «Сейчас был у меня И.Я. Яковлев. Он приезжал просить меня помочь ему составить духовное завещание...» (С. 43).

Акан 8-мӗшӗ: «Ходил к Яковлевым. Иван Яковлевич хотел со мною посоветоваться относительно текста духовного завещания. Дело в том, что из Казани ему прислан проект письма-обращения, с которым он обратился бы к чувашам, восстановляя их против большевиков. Яковлев находил, что текст ему не нравится. А, по моему мнению, тут или ловушка или подлость. Кто-то хочет за спиной Яковлева издать документ против большевиков, документ, в котором, кроме того, много глупостей и передёргиваний. Подпиши Яковлев такое воззвание – и он явится политическим агитатором против Советской власти. Я ему раскрыл глаза на эту ловушку и он, кажется, уразумел в чём дело, сказав, что послушается моего совета и откажется участвовать в каком-то тёмном, ничего не обещающем предприятии. […] К счастью, к нему приехал сын его Николай из Петрограда. Я указал сыну на документ и тот, почтя текст воззвания, со мною согласился» (С. 43).

Акан 11-мӗшӗ.: «По его (Яковлева. – Ӑ.С.) просьбе я ему составил три черновика ответов на бумаги из Казани, где ему предлагают продолжать издательскую деятельность по переводу священных книг на чувашский язык, устроить школу для сирот воинов-чувашей, погибших в эту войну и обратиться с посланием к чувашскому народу по поводу событий, происходящих в России, причем прилагается заготовленный текст послания. Я убедил Яковлева осудить это послание как политическую прокламацию тупой пробы, вообще уклоняться от всех предложений на том основании, что его самого гонят из школы, подорвав его авторитет, как же работать при такой обстановке?» (С. 44).

Акан 17-мӗшӗнче Яковлев хӑйне шкулта хӗсӗрлени пирки Алексей ывӑлӗ патне телеграмма ярать.

Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗ: «Из Москвы Яковлеву пишет сын его, профессор, что там со дня на день ждут переворота – в смысле восстановления монархии. Молодой Яковлев добился, что Ленин прислал в Симбирск две телеграммы, запретив трогать Ивана Яковлевича. […] Яковлев – тяжкодум, как все мужики. Он ничего не делает официально под впечатлением минуты. Я сам видел не раз, как он верно угадывал падение того или иного, власть имущего, лица, крушение того или иного начинания, вопроса...» (С.46‑47).

Паллах, совет влаҫӗ вырӑнне малтанхи монархи таврӑнма пултарасси пирки те шухӑшланах ӗнтӗ пирӗн Яковлев. Чӗмпӗре 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче халӑх ҫарӗ пырса кӗрет, хӗрлисене хӳтерсе ярать. Вӑл ҫак фактшӑн чунтан савӑнни, вӗсемпе пӗрле ӗҫлеме пулни (калӑпӑр, комучӑн Самарти комитетне кайса унта тухса калаҫма хатӗрленни) паллӑ. Эппин, вӑл, лайӑх практик пек, кирек хӑш влаҫпа та сӑмах тупма, хӑй ӗҫне май килтерме тӑрӑшнӑ. Хусантан янӑ хута большевиксене хирӗҫле хут вырӑнне хурасран шикленнӗ пекех, шуррисем ӑна хӗрлисем майлӑ ӗҫленӗшӗн айӑплама пултарни пирки те шухӑшламан мар ӗнтӗ вӑл. Кунта Иван Яковлевича каллех ывӑлӗсем пулӑшнӑ. Николайӗ, Хусантан янӑ халал текстне сивлесе, ашшӗнчен мӗн-мӗн ҫинчен ҫырмаллине ыйтса пӗлет те, ҫав шухӑша Алексей пиччӗшӗ патне ҫитерет, лешӗ вара, ашшӗн планне чылай улӑштарса, «Халалӑн» чи малтанхи алҫыру редакцине йӗркелет. Ҫак «Завещание» ятлӑ текста Иван Яковлев шуррисен умӗнче тӳрре тухма хатӗрленӗ (тен, кӑтартнӑ та) тесе шутламалла (халӑх ҫарӗн салтакӗсене вӑл Чӗмпӗр чӑваш шкулне вырнаҫтарни те паллӑ). Ҫав 1918 ҫултах ҫак халалӑн машинкӑпа ҫапнӑ текстне Яковлев Жиркевиче те кӑтартнӑ, хӑйӗн валли ҫырса илме ирӗк панӑ. Хӑйӗн биографне вӑл ҫапла ӳкӗнӳллӗ сӑмахсем каланӑ имӗш: «Вижу, однако, что ни школа, ни сам чувашский народ не оказались во время революции и последовавших за нею переворотов на высоте христианских идеалов. Думаю, поэтому, что и завещание мое чувашскому народу, оставленное на случай моей смерти лет десять тому назад, было бы несвоевременно теперь опубликовать, так как я в нем говорю о православии и тому подобных предметах, ныне находящихся в поругании и забвении» (Яковлев И.Я. Манӑн пурӑнӑҫ. М.: Республика, 1997. С. 597).

Яковлев-ашшӗ каласа панӑ шухӑшсем ҫакнашкал черетленсе пынӑ:

[1.] Читали бы Св[ятое] Писание[.]

[2.] Окончить перевод Библии.

[3.] Содействовать [Симбирской чувашской] школе.

[4.] О [чувашском] языке.

[5.] Ивочк[а] [внук И.Я. Яковлева. – О.А. Яковлева].

[6.] Шатров [Николай Яковлевич Шатров, дававший средства на Чувашскую школу в Симбирске, фабрикант». – О.А. Яковлева].

[7.] С[ельско]х[озяйственные] знания, техника [ку уйрӑм блока хыҫаларахри листасенче ҫырса хунӑ. – Ӑ.С.]

Шел пулин те, Яковлев-ывӑлӗ ҫак кирлӗлӗхне кура вырнаҫтарнӑ блоксенчен хӑшне-пӗрне улӑштарса лартнӑ. Калӑпӑр, вырӑс ҫынни (Шатров) пирки каланӑ блока вӑл тӗн блокӗ хыҫҫӑнах кӗртнӗ, ҫапла майпа унти шухӑшсене политика сӗмӗ парса сулмаклатнӑ. Унти шухӑшсем Иван Яковлев-инспекторӑн пуҫлӑхсем патне янӑ хучӗсенче йышлӑ тӗл пулаҫҫӗ, чи малтан 1908 ҫулта пичетленнӗ «Краткий очерк Симбирской чувашской учительской школы (по случаю сорокаления. 1868‑1908)» брошюринче (ӑна Яковлев ывӑлӗ Алексей Хусан вӗренӳ округӗн попечительне юбилей ирттерме тата пичетлесе кӑларма тивӗҫтермелле ҫырни паллӑ). Пӗрремӗш блока, «Халалри» пекех, «идея христианского просвещения инородцев светом Евангелия» вырнаҫнӑ, иккӗмӗшӗнче – «идея сближения и объединения их (вырӑс мар халӑхсене. – Ӑ.С.). Унти сӑмахсен чылай пайне Алексей Иванович тӳррӗнех илсе «Халала» кӗртни хытах тӗлӗнтерет. Вунӑ ҫул хушшинче (1908‑1018) политика лару-тӑрӑвӗ те улшӑннӑ ӗнтӗ, чӑвашсем этнокультура нацийӗ пулса тӑнӑ, политика нацийӗ йӗркелессишӗн тапаҫланнӑ, «Халалра» вара халӑхӑн нимӗнле хӑй евӗрлӗхӗ, ирӗклӗхӗ пулмалла мар тесе вӗрентнӗ, яланах «покорный исторический спутник» тата тарҫи пулмалла-мӗн. Ҫак шухӑша «Политика халалӗнче» (1918) Иван Яковлев урӑхларах калать-ҫке: «Твердо верую, что не может погибнуть многомиллионный русский народ. Значит, если вера моя осуществится, не погибнет и чувашское племя – пока тесно будет слито с общей Родиною Россией». И.Я. Яковлев чӑваш Рассейре тата вырӑс хушшинче ирӗлсе пӗтмессе шанать, вӗсем пулсан чӑваш халӑхӗ те упранса юласса шанать.

«Политика халалӗн» 3-мӗш блокӗнче калани те Алексей Иванович хайланӑ йӗркесенчен уйрӑлса тӑрать: «Но я признаю, что можно учредить такое монархическое правление, при котором одинаково хорошо будет житься всем подданным, всем народностям, всем вероисповеданиям – првление, при котором не будет преобладания узконациональных, узкоклассовых, узкорелигиозных интересов, как было в России при самодержавном строе». Паллах, романтикӑлла идилли те пур ҫак сӑмахсенче. Ҫапах та патша саманинче (Раҫҫей империйӗнче) уйрӑм нацин, унӑн тӗнӗн тата класӗн интересӗсем хуҫаланни пирки Яковлев тӗп-тӗрӗс каланӑ, хӑйӗн ывӑлӗ ҫырнӑ йӗркесене вӑл хирӗсленӗ. Ҫавнашкалрах шухӑша ҫутлӑхҫӑ Жиркевича 1921 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗнче те каланӑ иккен: «Я рассказал вчера И.Я. Яковлеву о том, что как пишут мне из Вильны, литовцы не мешают русским насаждать свои русские учреждения с родным языком. Старик даже заплакал при этом сообщении. По его словам, он всю жизнь терпел как инородец (чуваш) от принципа старого бюрократического режима – всячески мешать нерусским народностям жить свободно, веровать по-своему, употреблять свой язык (палӑртни манӑн. – Э.С.)» (Жиркевич А.В. Указ. соч. С. 278»). Ҫапларах ирӗклӗ шухӑшлав Яковлевӑн текен «Халалӗн» пӗр редакцийӗпе списокӗнче те ҫук. Мӗншӗн тесессӗн вӗсене Алексей Иванович революцичченхи вырӑс национализмӗн шухӑшӗсене тӗпе хурса ҫырнӑ-ҫке! Хальхи чӑваша эпир Яковлев ячӗпе мӗн вӗрентнине ку таранччен те ӑнланса илместпӗр-ха, тен, чура психологийӗпе пурӑнма ытла та аван пулнине ӑнланса ҫитрӗмӗр-ши? Алексей Яковлев, сӑмах май каласан, 1918 ҫулта нимӗҫсене Мускава пама шухӑшланӑ каварҫӑсен йышӗнче пулни паллӑ, вӗсем (академи, аслӑ шкул профессури) вырӑс мар халӑхсене тӳсме пултарайман иккен! И.Я. Яковлев вара влаҫсен политикине народник, ҫутлӑхҫӑ куҫӗпе хак парать. Вӑл чӑвашсене политика пирки шухӑшлама, пуҫа ватма кирлӗ мар тесе калать, ҫав хушӑрах хӑй ҫав ӗҫе хастар хутшӑнать. Чӑваш халӑхӗн ячӗпе калакан халал сӑмахӗсене чӑвашла мар, вырӑсла ҫырни те шухӑша ярать вулакана. Халӑхӑмӑр ячӗпе ҫырнӑ халалах-ши ҫав вырӑсла хайланӑ йӗркесем?

Кайран, 1921 ҫулта, ку вырӑсла текста (машинккӑпа ҫаптарнӑ иккӗмӗш редакцие) чӑвашла Иван Яковлевичӑн кӗрӳшӗ И.С. Степанов куҫарни паллӑ. Ҫавӑн чухне вӑл, хунчӑкамӗ ыйтнипе, ҫак йӗркесене хушса хурать: «Чӑваш хушшинче пӗр-пӗр килӗшӳсӗр ӗҫ час-часах пулкалать. Эпӗ ҫавна пӗрре анчах курман. Ҫапла акӑ чӑвашран хӑшӗ те пулин мала туха пуҫласан, ыттисем ӑна такӑнтарма пӑхаҫҫӗ, ҫулне пӳлеҫҫӗ. Вара унӑн та ырӑ ӗмӗчӗ татӑлать, ҫине пыракансем хӑйсем те тип-типӗ тӑрса юлаҫҫӗ. Эсир апла ан пулӑр. Ҫӳле ҫӗкленекене мӗн хал ҫитнӗ таран ҫӗкленме пулӑшӑр. Хӑпарса ҫитсе тӗрек илсен вӑл вара хӑй сире аялтан ҫӳле турта-турта кӑларӗ. Малти урапа кусан хыҫалти унран юлмасть».

Ҫапла вара, Иван Яковлевӑн чӑн тӗрӗс шухӑшӗпе унӑн чӑн сӑнарӗ «Политика халалӗнче» тата Жиркевичӑн кун кӗнекинче ӳкерӗнсе юлнине куртӑмӑр. Унӑн тӗп шухӑшӗпе кӑмӑлӗ Алексей Иванович ҫырнӑ тата якатнӑ «Халалӑн» чи малтанхи редакцийӗн планӗнче ӳкерӗнсе юлнине пӗлтӗмӗр.

Юлашки редакци тата унӑн списокӗсем мӗне пула йӗркеленеҫҫӗ?

Аллине пуснӑ тата алӑ пуснӑ вырӑнӗпе (г. Симбирск) кунне («4 августа 1921 г.») лартнӑ 3-мӗш редакцин алҫыру списокӗсем вара тепӗр виҫӗ ҫултан кӑна йӗркеленеҫҫӗ. Тӗп сӑлтавӗ – ҫав ҫул Атӑл тӑрӑхӗнче хӑрушӑ выҫлӑх алхасни. Лару-тӑрӑва лайӑхрах пӗлме А.В. Жиркевичӑн кун кӗнекине тепӗр хут уҫса пӑхӑпӑр:

«25 июля [1921 г.]. Вчера ходил поздравлять молодую Яковлеву (вӑл кун Алексей Иванович мӑшӑрӗпе хӗрӗн ят хунӑ кунӗсем пулнӑ. – Ӑ.С.). У Яковлевых, несмотря на именинную обстановку, было вчера как-то особенно неприятно сидеть. И тут нужда, забота о хлеме насущном дают себя знать. […] Часа полтора беседы с ним (Алексей Ивановичпа. ‑ Ӑ.С.) показали мне, что он как-то духовно опустился, стал пессимистом, брюзгой, довольно односторонне относящимся к событиям, совершающимся в России Прежняя уравновешенность с него как бы соскочила. Практик житейский так и лезет из него. [...] Иван Яковлевич, между прочим, обрушился на духовенство, но не на более недостойную часть его, а на все духовную иерархию. Он удивляется, как Советская власть не разгонит, не упразднит архиереев, монахов и попов каким-либо особым декретом, выдвинув на место их хотя бы так называемых евангельских христиан, которые раз навсегда и покончили бы с православием, столько зла принесшим и приносящим русскому народу (палӑртни манӑн. ‑ Ӑ.С.). А полгода назад Яковлев же говорил совсем иначе» (Жиркевич А.В. Указ соч. С. 267‑268).

«6 Августа [1921 г.]. Алексей Иванович Яковлев экстренно уехал в Москву в связи с наваленной на его плечи новой задачей о помощи голодающим Симбирской губернии, с делами Симбирского университета. Старик Яковлев уверяет, что сын его сбежал из Симбирска, чтобы не принимать активного участия в первом вопросе (палӑртни манӑн. – Ӑ.С.). Тут трудно добраться до истины. Но А.И. Яковлев не из тех, которые делают что-либо зря, необдуманно. […] А.И. Яковлев […] и другие избраны, с разрешения Советской власти, в комитет по принятию помощи голодающим местам Симбирской губернии» (там же. С. 268‑269).

А.В. Жиркевич, Алексей Ивановичӑн ӗҫ ҫавӑрас ӑсталӑхне палӑртса, питӗ тӗрӗс калани тепӗр ҫыруран аван курӑнать. Мускава ҫитсен Алексей Иванович тӳррех Британи коммерци миссине ҫул тытать, ҫакӑн ҫинчен асӑннӑ мисси представителӗн Монтгомери Гроувӑн Британи библи обществине 1921 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗнче янӑ ҫырӑвӗнчен пӗлме пулать:

«После прибытия нашей миссии я встретился с мистером Яковлевым, бывшим профессором Московского университета. Во время беседы он говорил о своем отце, господине Иване Яковлеве, который был великим лингвистом и считался авторитетом в области чувашского языка – одного из аборигенных племен, разбросанных в России и Сибири. Мистер Яковлев сообщил мне, что существовала обширная переписка между вашим Обществом и его отцом, так как Ваше Общество решило опубликовать Библию на чувашском языке, и я понял, что господин Яковлев-старший должен был подготовить перевод» [НА ЧГИГН. Ф. II. Д. 2380. Инв. № 8900. Л. 32 (с. 1)].

И.Я. Яковлев тӗн кӗнекисене чӑвашла куҫарас тата пичетлесе кӑларас тӗлӗшпе чӑннипех тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑ ӗнтӗ, чылай ҫул хушши вӑл куҫару комиссийӗн пайташӗ те пулнӑ. Алексей Иванович Британи коммерци комиссине мӗнле тӗп сӑлтавпа ҫитнине вара ҫырӑвӑн малалли йӗркисенчен пӗлме пулать:

«Мистер Яковлев сказал мне, что в данный момент как профессор он зарплату не получает, и он был почти без гроша; тогда как его отец потратил почти все, что у него было, на исследования по чувашскому языку, и лишился всего, что откладывал на черный день. Профессор сказал, что он мог бы прокормить своего отца, но уверен, что тот умрет от нужды зимой, если какая-нибудь денежная помощь не будет ему оказана (палӑртни манӑн. – Ӑ.С.). Он решил узнать, не будет ли оказана отцу какая-нибудь денежная помощь, учитывая его долгие связи с Вашим обществом».

Ҫак ҫырура уйрӑммӑн палӑртнӑ шухӑша (Яковлев ҫывхарса килекен хӗлле вилме пултарать тенине) ҫирӗплетме Алексей Иванович хӑй ҫырнӑ «Халал» текстне кӑтартса ӗнентерме тӑрӑшнӑ-тӑр. Унта алӑ пусни пурри те, анчахрахри дата-вӑхӑт пулни те Британи прагматикӗшӗн шанмалли сӑлтавсем пек туйӑнман-тӑр. Ахальтен мар вӑл Иван Яковлев Британи обществин пайташӗ пулнине ӗнентерекен хута кӑтартма ыйтнӑ. Жиркевич ҫапла ҫырать:

«19 августа [1921 г.]. У Яковлевых радость: приехали оба сына – Алексей Иванович и Николай, первый вернувшись из Москвы, второй – из Петрограда» (там же. С. 270).

«23 августа [1921 г.]. Был у Яковлевых. Видел вместе старика и двух его сыновей. В этой семье общая черта – деловая практичность. […] Теперь сыновья Яковлева – один в Москве, другой в Петрограде – полезли в отделения английского библейского общества с заявлением о крайней нужде их отца в надежде на то, что выпросят ему пособия от англичан. Англичане, как люди практичные, потребовали документы. Стали искать диплом. Яковлев спросил у меня. Я не только признался в том, что документ этот у меня, но и отдал Яковлеву подарок, мне сделанный. […] Сегодня Николай увез от меня и диплом, и мешок с перепискою отца» (там же. С. 271).

Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн кӑна Иван Яковлев хӑйӗн ывӑлӗсен вӑрттӑн хӑтланӑвне пӗлет. Тӑватӑ паёкран (апат-ҫимӗҫ илме уйӑрса панӑ укҫаран) иккӗшне арӑмӗпе хӑйне, тепӗр иккӗшне Ильминский арӑмӗпе хӑйӗн Лида хӗрне пама килӗшет. Ку вӑрттӑн ӗҫшӗн вӗсене паян айӑплама кирлӗ мар-тӑр. Выҫлӑха пула ҫын тем тӗрлӗ япӑх ӗҫ тума пултарасси паллӑ ӗнтӗ. Ҫапах та «Халалӑн» юлашки редакцийӗпе списокӗсем, вӗсем ҫинчи датӑпа алӑ пусни мӗнле майпа пулса кайнине пирӗн пӗлмеллех тетӗп. Малтанхи редакцийӗсем влаҫ ҫине-ҫинех улшӑнса тӑнипе ҫыхӑннӑ пулсан, юлашки редакцийӗ вара выҫӑ вилессинчен хӑтӑлса юлас тӗллевпе ҫырӑннӑ темелле.

Мана Яковлевсен хӑтланӑвӗ мар, паянхи политиксен суя пропаганди, Яковлев каланисене пӑсса кӑшкӑрашни тарӑхтарать. Эпӗ хӑй вӑхӑтӗнче ҫак фактсем пирки хамӑрӑн пӗр хисеплӗ академике каланӑччӗ. Шел, вӑл ун чухне хӑйӗн таврашӗнчи йӑпӑлтисен сӑмахӗсене итлерӗ, Яковлев ячӗпе политика дивиденчӗсем пуҫтарчӗ. Тӗрӗслӗх, вӑхӑт ҫитсен, тапса тухатех иккен!

Статья пуҫламӑшӗнче эпӗ Иван Яковлевич пӗр вӗҫӗм каланӑ сӑмахсен («Ах, зачем тогда?») тӗрӗс хуравӗ пирки каланӑччӗ. Халь шутлатӑп та, ҫав ыйтӑва вӑл хӑйӗн таврашӗнчи чӑвашла пӗлмен ҫынсенех панӑ-тӑр тетӗп... Унӑн пӗр ачи те чӑвашла калаҫма пӗлмен, паян урӑхла калакансем вара е пӗлмеҫҫӗ, е пӗр вӑтанмасӑр суяҫҫӗ. Ҫут тӗнчерен каякан ашшӗ-амӑшӗпе юлакан ачи-пӑчи пӗр-пӗрне ӑнланманнинчен пысӑкрах ҫылӑх пур-ши вара? Ара, вилнӗ чӑвашсем леш тӗнчере те хӑйсен тӑванӗсемпе ӗҫсе-ҫисе, чӑвашла калаҫса пурӑнаҫҫӗ тенӗ-ҫке ваттисем. Эпӗ ҫакна ӗненетӗп.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3776.66.5761
2023.04.20 17:12
Agabazar
Кам та кам хайне «çутта тухнă» тесе шутлать, алă тăратăр!

Пур-и кунта унашкал каппайланма хăякансем?
Agabazar // 3776.66.5761
2023.04.20 17:23
Agabazar
Иван Яковлевич Яковлев юлашки çулĕсене Мускавра пурăнса ирттернĕ. Анчах ăна пăхса пурнаканĕ чăвашах пулнă. Вăл çыннăн ячĕ паллă.

«Анастасин» тенĕ ăна. Ятне астумастăп. Иван Яккăлччăн йăхсемĕ. Унпа пĕртăваннин ачи е ачин ачи. Ăна юри Кăнна-Кушкинчен ват çынна пăхма чĕнсе илнĕ пулнă.

(Кунта çакăн пек аналоги пуçа пырса кĕчĕ тата. Хуракассинчи пысăк трагеди хыççăн чĕрĕ юлнă, анчах сусăрланса юлнă ачасене Мускава леçнĕ, пульниццара пăхмашкăн вара кунти чи маттур çап-çамрăк хĕрсене ăсатнă)

Анастасинпа Иван Яккăлччă пĕр-пĕринпе чăвашла калçнă пуль ĕнтĕ.

Чăвашăн 100 пин сăмах, 100 пин юрă, 100 пин тĕрĕ... Яковлев çапла каланă имĕш. Анчах та çакна çырнисен пуххинче тупаймăр.

Мĕншĕн тесен вăл сăмахсене эпир урăх çын урлă пĕлĕтпĕр. Çав урăх çын çын вăл шăпах çав Анастасин текенни.

Анастасин çырса юлнă Яковлевăн çав сăмахĕсене.
Agabazar // 3776.66.5761
2023.04.20 18:34
Agabazar
Ҫут тӗнчерен каякан ашшӗ-амӑшӗпе юлакан ачи-пӑчи пӗр-пӗрне ӑнланманнинчен пысӑкрах ҫылӑх пур-ши вара?
Кулленхи пурнăçра лозунг пек кăларса тăратма, тен, каять кун пек калани те. Сайра хутра, тейĕпĕр.

Анчах та пурнăçра социолингвистика пур. Вăл ăславăн саккунĕсем пур. Çав саккунсем вара Швейцари сехечĕ пекех лайăх ĕçлеççĕ. Шак-шак, шак-шак, шак-шак,....

Паллах, эп кунта Витталий Григорччăна вĕрентесшĕн мар. Мансăрах пĕлет вăл ăслав саккуĕнесен пурнăçри вырăнне. Ахальтен мар вăл çамрăк чухне Уралта инженер-металлург ĕçне те вĕренме хăтланса пăхнă.

(Юрий Скворцов пек: вăл Хусанти авиаци институтĕнче çур çул вĕреннине сахăлăшĕ çеç пĕлет).

Иван Яккăлччăн ачисем пĕлни-пĕлменни тĕлĕшпе çакна калама пулать. Алексей Иванович ВОВ хыççăн ашшĕ пирки кĕнеке кăларнă. Хăйĕн килти архивĕнчи материалсемпе усă курса темелле.

Архивра — чăвашсем Иван Яккăлччă патне янă чăвашла çырăвĕсем. Епле вуламалла-ха?

Вара вăл хăй патне Александра Маркова аспиранткăна, каярахпа Канюкова пулса тăнăскере, чĕнсе илет.

Лешĕ куçарса панă вара.
Agabazar // 3776.66.5761
2023.04.20 18:58
Agabazar
Николай Яковлевич Шатров. Фабрикант, меценат. Ун пирки ку статьяра «вырăс» тенĕ. Пирĕн тĕп яковлевçă Краснов ăна вара «ирçе» тетчĕ. Кун пирки те «Тăван Атăлта», те «Ялавра» çыруллă хыпар та пулнă. (Чăваш шкулне тĕрлĕ халăх çыннисем пулăшни пирки каланă материалта).

Интернетра çак хыпара тĕрĕслеме май çук. Анчах та Красновăн вăл хăй çеç пĕлекен çăлкуçсем те пулма пултарнă.
Иван Яковлевичӑн кӗрӳшӗ И.С. Степанов
Çакăнта «кĕрÿшĕ» тенине епле ăнланмалла?
Станьял // 3680.19.5670
2023.04.20 19:50
Хисеплё Ёртиван !
Тухтёр чарнё сёртех, чирлё пуспах, Иван Яковлев синчен сырнине вуласа шухёшларём. Яковлев таври лару-тёрёва тёрёсрех хак хуни килёшрё, ваттин шухёшё самана ылмашнё вёхётра мёнле улшёнса пынине курма тёрёшни лайёх.
Вак халёхсен урёхран Яковлев пулман та, шырасан та тупаймассё.Чёваш халёхёшён Яковлев мёнле пуррипе хаклё. Унра пурри-суккине шырани, тён кусёрёвёсем, халал историйё, Чёваш гимназисткипе юратуллё пулни, большевик кёрлаппанёсеме, халёх сарёпе тавлашни тата ытти те Ленин, Луначарский, Юман,
Кошкинский, Хусанкай, Ухсай, Чебанов, Юхма хак панисем сумёнче саврённи халлёхе тёп ыйту мар-ха.
Чёваш ХАЛЁХНЕ хальхи конюнктурён тасатнё Яковлева кётартман. .Ёста эс астёвакан 1971 султах хатёрленё нумай томлё (12 томлё) Сырнисен кёларёмё?
Наука докторёчен пысёкрех пётёмлету кирлё.
Agabazar // 3384.63.2004
2023.04.21 09:42
Agabazar
Виталий Петрович Станьял, тухтăрсем чараççĕ пулсан, тен, ку япаласемпе муритленмелле мар пуль?

Чĕрĕлессе кĕтмелле. Е, тен, пит асăрханса çеç, пайăн-пайăн вуламалла, паллашмалла?

Лайăх сывлăхлисем, тапса тимĕр татмаллисем пур вĕт! Çавсем вулаччăр! Çавсем паллашчĕр!

Унтан вара ĕçе кÿлĕнччĕр!

Унӑн пӗр ачи те чӑвашла калаҫма пӗлмен, паян урӑхла калакансем вара е пӗлмеҫҫӗ, е пӗр вӑтанмасӑр суяҫҫӗ.
Кун пирки Лидия Дмитриевна Некрасова çапла калать. Там есть одна записочка на чувашском языке [Лидия Ивановна çырнă имĕш].

Ее примерный перевод мне продиктовали на даче ребята, строители из Чувашии:

«Судьба человека - прямая.

Но горе и мучения вьются вокруг него, как змея.

Есть счастье одно на жизненном пути,

как полевой цветок.

Когда солнце засветит, цветок радуется,

свою голову в сторону жизни наклоняет.

Но горе, мучения и змея своей ядовитой слюной скоро его заморозят».

…По-моему, это обо всем.

Она переслала записку из лагеря в одном из писем.

Это была небольшая записка на обороте вышивки.

Она могла послать чувашские строки матери, Екатерине Алексеевне. Или своей дочери, тоже Екатерине Алексеевне, которая знала чувашский язык, поскольку воспитывалась у Ивана Яковлевича в Симбирске.
Agabazar // 2043.81.6773
2023.04.22 12:36
Agabazar
Лидия Ивановна Некрасова çырăвĕсем Шупашкарта, Чăваш патшалăх университетĕнче упранаççĕ. (Ксерокопийĕсем — унчченхи управçăсен архивĕнче, тейĕпĕр).

Университетри управлăха пымалла та — тĕрĕслемелле: чăнах та çырура чăвашла майлаштарнă фрагмент пур-и, çук-и?

Управлăх аякра мар вĕт, çывăхрах.

Е вăл управлăха никам та кĕртмеççĕ-ши?



Ĕнтĕ халĕ пирĕн, Краснов вилнĕ хыççăн, тĕпчевçĕ-яковлевçăсем те юлмарĕç пулĕ. Тепĕр енчен, вăл вырăна нимĕн чухламан çынна пырса лартаймастăн.

Пырса лартма пулать-ха ĕнтĕ, анчах та лешĕ ĕçпуçа татах та ытларах юхăнтарса яма пултарать.

Краснов хăй хыççăн вĕренекенĕсене хăварнă-ши? Çук пулĕ. Кăна ăнланма та пулать. Вĕренекенсене хатĕрлени вăл — хăвăн валли конкурентсем майлаштарнипе танах. Алри çăкăра ирĕкпе ыттисене валеçсе пани.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики