Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +1.3 °C
Лучший руководитель тот, у которого подчиненные много способнее его.
(Гудмунд Хернео)
 

Аçтахар Плотников: «Еркӗн» поэмӑри топонимика

Аçтахар Плотников24.04.2023 10:122567 просмотров

Николай Шупуҫҫынни

Николай Шупуҫҫыннин ячӗ чӑваш культуринче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ӑна чӑваш литературин никӗсне хывакансенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар пуль ӗнтӗ. Чӑваш халӑхӗшӗн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланнӑ май литературӑна та аталантармалла пулнӑ. Чӑвашсен литератури пачах та пулман теме май ҫук ӗнтӗ, анчах вӑл темле пуян пулнӑ пулин те, ытларах енӗпе халӑх пултарулӑхӗ ҫинче никӗсленнӗскер пулнӑ. Юмахсем, юрӑсем, тата ытти енлӗ пултарулӑх. Шӑп та ҫав вӑхӑтри ҫынсем чӑваш литературин никӗсне хывнӑ та ӗнтӗ. Малтанах вӑл юмахсемпе халапсем ҫине таяннӑ, каярах вара хӑй тӗллӗн вӑй илнӗ. Анчах Николай Шупуҫынни, Константин Иванов тата ыттисем шӑп та шай литературӑн пуҫламӑшне амалантарнӑ.

Паянхи кун чылай чухне «чӑвашӑн вӑл ҫук, ку ҫук» теме юратаҫҫӗ. Анчах ҫапла сӑмахланӑ хыҫҫӑн малалли ӗҫе тӑвакансем ҫук. Ҫук япалана пур тума мехел ҫитермелле. Константин Иванов, Николай Шупуҫҫынни тата вӑл вӑхӑтри ытти ҫыравҫӑ-сӑвӑҫ шӑп та лӑп ҫук япалана пур тума пултарнӑ та ӗнтӗ. Чӑваш халӑхӗн поэмӑсем пулман-тӑк — вӗсем ӑна хайланӑ. Историллӗ хайлавсем пулман — Николай Шупуҫҫынни «Еркӗн» поэма ҫырнӑ. Ман шутпа пирӗн вӗсенчен ку тӗлӗшпе чӑн та тӗслӗх илмелле, «вӑл ҫук та ку ҫук» тесе алӑ усса лармалла мар.

Чӑваш калать: «Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен, ҫапах вӗренсе вӗҫне тухаймӑн», — тет. Эпӗ та нумай пулмасть кӑна «Еркӗн» поэма пирки пӗлтӗм. Николай Шупуҫҫынни пире валли нумай поэма, сӑвӑллӑ юмах хӑварнӑ. Апла пулин те ун биографийӗнче чылай чухне «Еркӗне» асӑнмаҫҫӗ. Поэми малтанхи хут «Сунтал» журналта 1927 ҫулта пичетленнӗ пулас, 1930 ҫулта Мускаври СССР-ти халӑхсен тӗп издательствинче уйрӑм кӗнекен кун ҫути курнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл шкул программине те кӗнӗ, шкул ачисем ӑна вӗреннӗ. Анчах каярахпа поэмӑна вӑйлӑ тиркесе пӗтернӗ те чӑваш литературинче ӑна мана пуҫланӑ. Ҫапла вара «америкӑна» эпӗ нумай пулмасть кӑна «уҫрӑм» — «Еркӗн» поэма пуррине пӗлтӗм.

«Еркӗн» поэма пирки

Ку статьяра паян эпӗ ҫак поэмӑна сӳтсе явасшӑн мар. Ӑна ырласа та хурласа сахал мар статья ҫырнӑ. Эпӗ хам мӗнле пулин ҫӗнни калайрас ҫук пуль тетӗп. Литература тӗпчевҫи те мар эпӗ, ку ӑсталӑха ӑса хывман, унашкал ятарлӑ пӗлӳ ҫук манӑн. Сӑмахӑм ман паян поэмӑри топонимика пирки пулӗ.

Топонимика пирки калаҫу пуҫлас умӗн поэмӑн сюжетне те кӗскен каласа памалла пуль. Поэма Урха ятлӑ пуян пирки пырать. Вӑл, имӗш, хӑйӗн аллинче пӗтӗм тавралӑха тытнӑ. Хайхи Кӗтерне патша Шупашкарта хӑнана килсе кайнӑ чухне (историллӗ хайлав теме шӑп ҫак пулӑмпа ҫыхӑнтарнипе кӑна калама пулать, ытти — йӑлт шухӑшласа кӑларни, историпе ҫыхӑнманни) Урха Кӗтерне патша куҫне лекет, еркӗнӗ пулса тӑрать. Кун пирки автор уҫӑмлӑ каламасть, анчах ҫапах та Кӗтерне ӑна хӑйӗнпе пӗрле Хусана илсе каять. Малалли ӗҫ-пуҫ вара юратӑва пула пулса иртет. Кунта Урхан хӗрӗ Чӗкеҫ мала тухса тӑрать. Сухати (автор ӑна поэмӑра Сухатӳ тет) вӑхӑтӗнче вӑл Еркиней йӗкӗтпе паллашать, ӑна юратса пӑрахать. Маттур Еркинее те Чӗкеҫ кӑмӑла каять. Анчах вӗсене пӗрлешме шӑп та лӑп Шуртан улӑхӗ ура хурать. Урха аллине вӑл Кӗтерне патша парнеленипе лекет. Анчах маларах вӑл улӑхри утта Ентимӗр урти (шайкки) ҫулса тӑнӑ иккен. Еркиней ашшӗ, Ентимӗр, хӑйӗн йӗкӗчӗсемпе Урал тӑрӑхӗнче ҫаратса ҫӳренӗ хушӑра Урха ҫаранти утта ҫулма та ӗлкӗрнӗ иккен. Урха мӑшкӑлӗ пулас мар тесе Ентимӗр тӑрӑхӗнчи ҫынсем меслет тупаҫҫӗ — вырӑс тӗнне йышӑнса Шупашкарти пуҫлӑхсен кӑмӑлне ҫавӑраҫҫӗ, ҫапла май вара ҫулнӑ утти пуҫтарса каяҫҫӗ. Урха ҫакна пула тулӑхать, хӑйне валли тӗрӗслӗх шырама Катӗрне патша патне ҫул тытать. Анчах унпа унччен туслӑ пулнӑ Шупашкар воеводи халь ӗнтӗ Шуртансене майлӑ, вӑл хӑйӗн Мускаври тусӗсене Урхана нӳрӗ те сивӗ нӳхрепе хупса хума ыйтать. Ҫапла май Урха темиҫе ҫул тыткӑнра пурӑнать. Анчах унӑн та ҫыннисем сахал мар, вӗсем Урхана пулӑшма Кӗтерне патша патне ҫитеҫҫӗ, Урхана ирӗке кӑларттараҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра Чӗкеҫ пӗве ҫитет. Еркиней те евчӗсене яра-ярах тӑрать. Урхаран темиҫе ҫул хыпар ҫукран унӑн мӑшӑрӗ Пинерпи парӑнать, хӗрне Еркинее пама килӗшет. Шӑп та лӑп туй кӗрленӗ вӑхӑтра Урха таврӑнать. Халь ӗнтӗ вӑл вӑйсӑр мар, Шупашкарти воеводӑран хӑрамасть... Хӗрӗ Ентимӗр йӑхне, Еркинее, качча каясси унӑн кӑмӑлне каймасть. Еркиней унӑн тӑшманӗ-ҫке... Вӑл хӗрне туя пӑсма ыйтать, анчах Чӗкеҫ Еркинее вӑйлӑ юратать те ашшӗн кӑмӑлне пурнӑҫласшӑн мар. Ӳкӗте кӗртейменрен Урха ӑнсӑртран Чӗкеҫе наркӑмӑшпа вӗлерет (вӑл хӗрне вӗлересшӗн марччӗ, туя кӑна пӑсасшӑнччӗ, анчах ӗҫ ҫапла пулса тухать). Поэма Пугачев пӑлхавӗпе вӗҫленет. Еркиней пӑлхавҫӑсен ретне кӗрет, паттӑрӑн ҫапӑҫать. Ҫӗрпӳре хайхи Урхана тӗл пулать те ӑна вӗлерет, Чӗкеҫе тӗп тунӑшӑн ҫапла май тавӑрать.

Поэмӑна тишкерсен унта таса ҫын сахал теме пулать. Еркинее илес — пӗр енчен паттӑр, анчах унтан паттӑррисем те пур. Сухатире, сӑмахран, ӑна ҫӗнекен кӗтӳҫ пур. Урха ҫыннисем улӑха ҫулма килсен те вӑл вӗсемпе кӗрешес вырӑнне Чӗкеҫпе йӑпанать. Хӑйӗн туйне пӑснӑ хыҫҫӑн та, Чӗкеҫ наркӑмӑша пула вилнӗшӗн вӑл Урхана тавӑрма шутламасть, Пугачев утаманпа пӗрле ҫӗмӗрттерсе ҫӳренӗ хушӑра кӑна ӑна ярса илет. Ашшӗ, Ентимӗр — хурах ӗҫӗпе пурӑнать, ҫынсене ҫаратать. Улӑха хӑйӗн аллине илмешкӗн вӑл хӑйӗн тӗнне те сутма хатӗр. Урхана илес пулсан та ку тӗлӗшпе вӑл тасарах: хӑйӗн тӗнне сутнине тавҫӑрса илсен, халӑхран вӑтанса Кӗтерне патша парса янӑ хӗресе шӑтӑка кайса пытарать. Шупашкарти воеводӑна илсен вӑл пушшех те тӳрӗ кӑмӑллӑ марри курӑнать: кам ун аллине ытларах ҫуллать — вӑл ҫавсен майлӑ (патша-тӑк — патша аллине, Урха-тӑк — чӑваш пуянӗн аллине…). Урхапа унччен туслӑ пулни те уншӑн ытла хаклӑ мар. Шуртанрисем вырӑс тӗнне йышӑнсан вӑл вӗсене майлӑ пулса тӑрать. Пӗртен-пӗр Пинерпи таса юлать пулас. Вӑл ни хӑйӗн тӗнне улӑштармасть, упӑшки Кӗтерне патшапа ҫыхланса кайсан та ӑна пӑрахса каймасть, унпа юнашарах юлать. Урха хӑй таврӑниччен туй тӑвасран ҫулталӑк кӗтме ыйтсан та хӑйӗн сӑмахне тытать. Темиҫе ҫул иртнӗрен кӑна Чӗкеҫе качча пама килӗшет. Тен, ҫавна пулах автор ӑна поэма вӗҫӗнче чӗрӗ хӑварать. Чӗкеҫе хӑйне илес пулсан эпӗ ӑна тӗслӗх вырӑнне илмелли сӑнар пек хакламан пулӑттӑм. Пӗрре курса юратса пӑрахнӑ Еркинейшӗн вӑл тем тума та хатӗр. Ашшӗ сӑмахӗ те уншӑн хисепре мар. Хӑйӗн юрату хӗлхемне йӑпатассишӗн вӑл ашшӗне хирӗҫ каять, туй хыҫҫӑн мӗнле хурӑнташланса пурӑнасси пирки те шухӑш ҫук унӑн.

Поэма питӗ кӑсӑклӑ, унпа паллашма сӗнетӗп. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе вулама йывӑр пулин те, вӑл чӑваш литератури пӗрремӗш утӑмӗсене тунӑ вӑхӑтри хайлав. Ҫавна май унашкал кӑлтӑксене каҫарма та юрать. Эпир вара кунти поэмӑри топонимика пирки калаҫса илер.

Шупашкар уесӗн 1912 ҫулхи картти.

Шупуҫҫыннин хайлавӗсенчи топонимика

Николай Шупуҫҫыннин хайлавӗсене ыттисенчен уйӑракан паллӑсенчен пӗри вӑл — вырӑнти топонимикӑпа усӑ курни. «Вӗре ҫӗлен» сӑвӑллӑ юмахра, сӑмахран, вӑл ман тӑван ялпа усӑ курнӑ — ӗҫ-пуҫ Лапсарта пулса иртет. Ҫавна май пирӗн тӑрӑхри топонимикӑна та тӗпчеме май пур.

Ак, сӑмахран, ман тӑван ял пирки мӗнле вӑл ҫырать:

Лапсар ялӗ пысӑк ял,

Пысӑк ял та аслӑ ял,

Сакӑр ялӑн хушшинче

Ялтӑртатать тӳпере.

Кунтан эпир Лапсар ял чапӗ инҫене сарӑлнине, ун тавра ытти ялсем йышлӑ пулнине пӗлме пултаратпӑр. Чӑн та сахал мар вӗсем кунта. Ак, 1912 ҫулхи Шупашкар уесӗн карттине пӑхсан Лапсар таврашӗнче Чӑркаш (Чергашъ), Иккӗмӗш Ҫӗньял (Вторые Синьялы, Ассакасси ялӗн пайӗ), Ассакасси (Аса-касы), Ҫатракасси (Сятра-касы), Вӑрманкас (Вурманъ-касы, Хӗрлӗ Ҫыр ялӗн пайӗ), Вӑрманкас (Вурманъ-касы, Шупашкар ҫывӑхӗнчи Вӑрманкас), Хӗрлӗ Ҫыр (Хирлесиръ), Ҫӗньял (Синьялы), Ойкасси (Ой-касы), Пайтерек (Байдеряково, халь Кӳкеҫе кӗрет) ялсем вырнаҫнине куратпӑр. Ҫак карттӑна курсан кӑна эп Ассакасси ялӗнчи урамсем мӗне пула ҫавнашкал кукӑр-макӑр вырнаҫнине ӑнкарса илтӗм: иккен, унччен вӑл икӗ ял пулнӑ пулас. Ҫатра-Лапсар шкулне вӗренме пилӗк ялтан ҫӳреттӗмӗр: Лапсар, Чӑркаш, Ассакасси, Ҫатракасси тата Вӑрманкас. Вӗсенчен Ассакассипе Чӑркаш ялӗсем чи пӗчӗккисемччӗ. Халь чылайӑшӗ ҫӗнӗ урамсене пула ӳссе кайрӗҫ, Ассакассипе Чӑркашра вара 1980–90-мӗш ҫулсенче пӗршер урам кӑначчӗ. Чӑркаш ялӗнчи урам тарӑн ҫырман икӗ айккинчеччӗ, Ассан — кукӑр-макӑр тӑсӑлаканскер. Тата Лапсар еннелле вӑл тӑрук 90 градуслӑ кӗтес туса пӑрӑнать. Шӑп ҫав кӗтес ӗнтӗ ӗлӗк-авал Иккӗмӗш Ҫӗньял пек ҫырӑнса юлнӑ та пуль ӗнтӗ. Каярахпа ял пысӑкланнӑ та икӗ пайӗ пӗрлешнӗ.

«Еркӗнре» те эпир пит нумай ял ятне тупатпӑр. Урхан алли мӗн тери анлӑ сарӑлнине сӑнланӑ май Николай Шупуҫҫынни ҫапла ҫырать:

Ункӑ ҫинчи улӑхра

Тӑхӑр Тӑрӑн тӑрӑшать,

Тӑват Марка майлашать;

Йӗршӳ ҫинчи улӑхра

Икӗ Апаш аптранӑ,

Виҫӗ Шӑмӑш шӑмшакки

Урхашӑнах хавшаннӑ.

Кунта ял тӗмисем сӑнланнӑ. Тӑрӑнсем, маркасем, апашсем, шӑмӑшсем — ҫаксем пурте ял тӗммисем. Хайхи Лапсар ялӗ кӗрекен Шӑхча тӗмми пекех ӗнтӗ (ку поэмӑра Лапсара асӑнман пулин те). Шуртан таврари ялсем те поэмӑра тӗл пулаҫҫӗ: Андриян Николаев ҫуралнӑ Шуршӑл та, инҫех мар ларакан Макаҫ, Тутаркасси:

Шуртан та, Шуршӑл та, Макаҫ та,

Тутар касси те ярать ҫынсене —

Ӗҫре пиҫсе ҫитнӗ чӑвашсене

Пурмиссӑр пухнӑ халӑх пуххине.

Николай Шупуҫҫынни хӑйӗн хайлавӗсенче чӑн ял ячӗсемпе усӑ курать. Макаҫ вырӑнне шутласа кӑларнӑ пӗр-пӗр Пилешкассипе те усӑ курма пулӗччӗ пулӗ (ҫыравҫӑсем ҫапла тӑваҫҫӗ те), анчах Николай Васильевич чӑннисемпе усӑ курать. Кӑшт урӑхлатать пулин те — вӗсем чӑн ялсемех. Урха пурӑнакан ял ятне Сившу тенӗ. Ку тӑрӑхра унашкал ял ҫук, анчах ҫак ял ятӗнче, паллах, Шупуҫҫынни ҫуралнӑ Иккасси ялне тупма пулать. Тӗрӗсрех ӗнтӗ Сившу ялӗ тахҫан Иккассипе пӗрлешнӗ. Ял ячӗ тахҫанах ҫухалнӑ ӗнтӗ, вӑл ят ват ҫынсен халапӗсенче кӑна юлнӑскер пулнӑ (хӑйӗн суя ятне те ҫавӑнтанах илнӗ ӗнтӗ автор) — анчах Шупуҫҫынни, истори юхӑмӗнче вӑл ан ҫухалтӑр тесе, унпа поэмӑра усӑ курнӑ. Тӗпче-тӗпче Иккассине вырӑсла мӗншӗн «Второе Икково» тенине те пӗлме пултартӑм: Пӗрремӗш Иккасси тесе, иккен, ӗлӗк Шорккана каланӑ пулнӑ. Шоркка — Пӗрремӗш Иккасси пулнӑ, хальхи Иккасси — Иккӗмӗш Иккасси.

Чӑн топонимикӑпа усӑ курнӑ тесе каларӑм ӗнтӗ, анчах хӑшӗ-пӗрине урӑхлатса ҫырнӑ. Сухати поэмӑра «Сухатӳ», Йӑршшу шыв ячӗ — Йӗршшӳ. Юрать-ха Ҫавалӗ те, Унки те — хальхилле ҫырӑннӑскерсемех. Орфографи тӗлӗшӗнчен вӑл ятсене мӗнле ҫырасси ҫирӗпленсе ҫитеймен пуль теме юрать пуль те — анчах пирӗн тӑрӑхра вӗсене Сухати, Йӑршшу теҫҫӗ, ҫак ятсемпех. Ашмарин словарӗнче те ҫак формӑсемпех ҫырӑннӑ. Апла Николай Васильевич ку ятсене юри урӑхлатнӑ.

«Еркӗн» поэма ҫине эп хам Сухати пирки шыранӑ май тӑрӑнтӑм. Аса илтерем, Сухати вӑл — Акатуйпа Сапантуй евӗрлӗ пысӑк пухӑ, уяв ячӗ. «Суха тунин туйӗ» тенинчен кӗскелсе пулнӑ (поэмӑра автор та ҫакна асӑрхаттарса хӑварать). «Еркӗн» поэмӑра вара темиҫе сыпӑкри ӗҫ-пуҫ шӑп та лӑп Сухатире пулса иртет. Унсӑр пуҫне автор Сухати пуххи Иккассине куҫнӑ вӑхӑта мар (Ашмарин словарӗнче ҫапла ҫырӑнса юлнӑ), ӗлӗкхи вырӑнта иртнӗ чухнехине сӑнласа парать. Кӑна Ҫӳлтикасси ялне асӑннӑран (вӑл ятпа эпир халь те Ойкасси, Ҫӗньял, Хӗрлӗ Ҫыр ялсене калатпӑр…), Сухати Йӑршшу юханшывӗпе юнашар иртнине каланӑран палӑртма май пур. Йӑршшу хӗррипе кӗтӳ ҫӳретекен кӗтӳҫ те шӑп та лӑп унтан Сухатине хӑварать...

«Еркӗнри» чылай топонима пӗлетӗп пулин те хӑш-пӗр вырӑн маншӑн ҫӗнӗлӗх пулчӗ. Ак ҫак сыпӑка пӑхар-ха:

Ҫӳлти кассен уй тӑвайкки

Йӗршшӳ ҫумнех перӗннӗ,

Вӑрман пуснӑ сӑрчӗн ҫамки

Тӗксӗмленсе тӗрӗннӗ.

 

Тӑват ялӑн киремечӗ

Хӗрлӗ ҫыран хӗрринче;

Асӑнмаллӑх, ун тивлечӗ,

Ҫӑлкуҫ юхать тӗлӗнче.

Ку вырӑна вуланӑ май Сухати вырӑнӗ ӗлӗк шӑп Ҫӳлтикассисен (Ҫӗньял, Ойкас, Хӗрлӗ Ҫыр) пулнине ӑнланса илме пулать. Маншӑн вара чи пысӑк вӑрттӑнлӑх — малалла асӑннӑ Киремет вырӑнӗ. Ҫӗньяла, Ойкаса, Хӗрлӗ Ҫыра тата унпа каярах пӗрлешсе ларнӑ Вӑрманкаса илес-тӗк — шӑп та лӑп тӑватӑ ял пулать те. Вӗсем те, Лапсарпа Чӑркаш тата Ассакасси пекех, пурте ҫумма-ҫуммӑнах вырнаҫнӑ, ҫавна май ҫак ялсен пӗрлехи киремет вырӑнӗ пулма та пултарнӑ. Ҫӗньялсен (Ҫӳлтикассисен) хальхи киремет вырӑнӗ ӑҫта вырнаҫнине пӗлетӗп, анчах поэмӑра асӑнаканни вӑл мар пулас. Пур-ха вӑл таврара пӗр ҫӑлкуҫ, унта ҫитсе курмалла пуль…

«Еркӗн» поэмӑна ҫырнӑ май Николай Шупуҫҫынни ҫавӑн пекех сноскӑсем сахал мар ҫырса хӑварнӑ. Ҫав шутра, Йӑлӑмри Акӑш кӳлли патӗнчи улӑх Сившусен пулни пирки ҫырса хӑварни пур. Сноскӑра автор Иккасси темест, Сившу ялӗ тесех ҫырать. Кунта мӗн калас ӗнтӗ? Шоркка ялӗ патӗнче икӗ ҫил арманӗ сыхланса юлнӑ, вӗсене ӑсталама пысӑк пӗренесене шӑп та лӑп Йӑлӑмран (Атӑл леш енчен) илсе килнӗ теҫҫӗ. Апла чӑн та Иккасси ҫыннисен ҫав улӑх пулма та пултарнӑ. Ку ӗнтӗ тепӗр хут чӑвашсем хӑйсен ял таврашне кӑна мар, самай инҫери тӑрӑхсене пит лайӑх пӗлнине ҫирӗплетсе кӑтартать. Тӗттӗм ҫырмара ларман, тухса ҫӳренӗ. Пӗр ҫыравҫӑ ҫырнӑ тӑрӑх юнашар ял пулнине турпас юхса килнинчен кӑна пӗлмен.

«Еркӗн» поэма топонимсене асӑнас тӗлӗшпе чӑн та питӗ пуян. Ку тавлашмалли ыйту тесе никамах та каламӗ пуль. Вӑл кӑна мар, пирӗн тӑрӑхри чӑвашсемшӗн ҫак поэма ҫӗннине пӗлмелли питӗ паха материал. Мана хамӑн тӑвансем Сухати пирки каласа паман пулсан, унпа ҫыхӑннӑ топонимсене уҫса паман пулсан, Сухати маншӑн темле ӑнсӑртран илнӗ е шутласа кӑларнӑ ят пулӗччӗ. Анчах ҫавӑн пек пухӑ пулнӑ, вӑл кӑна та мар, автор ӑна шӑп та лӑп авалхи вырӑнта, вӑл мӗнле иртнине сӑнласа панӑ. «Еркӗн» поэма, хӑш-пӗр литература тӗпчевҫисем ҫырнӑ тӑрӑх, тӗрлӗ класссен хушшинчи кӗрешӗве аванах уҫса паман пулин те топонимикӑсене тӗпчемешкӗн питӗ паха материал. Ҫакӑ вара автор ӑна ҫырнӑ чухне вырӑнти топонимикӑпа усӑ курма хӑраманнине пула пулса тухнӑ.

«Еркӗн» историллӗ поэмӑ-и?

Статьяна вӗҫленӗ май хайлав историпе мӗнле ҫыхӑнни пирки кӑшт сӑмах хушмалла пуль. «Еркӗн» историллӗ пулӑма тӗпе хурса ҫырнӑ поэма шутланать. Чӑвашла историллӗ хайлавӗсенчен пӗри. Истори ҫине таянса ҫырни кунта ҫук мар: Кӗтерне патша Шупашкарта чӑн та чарӑннӑ, тӗрлӗ халӑх ҫыннисене пухса ӑна чӑн та кӑтартнӑ, Пӑкачав пӑлхавӗ пулса иртнӗ, вӑл Ҫӗрпӳ хулине чӑнах та илнӗ… Кусем чӑнласах та пулнӑ ӗҫсемех пуль, анчах ыттисене ҫирӗплетме йывӑртарах ҫав. Пулнӑ-и Урха ятлӑ пуян ҫын? Ентимӗрпе унӑн шайкки чӑн та пулнӑ-и? Автор Туйсар ятне асӑнать, сноскӑра Чӑваш наци музейӗнче унӑн шлепкипе туйи упраннине кӑтартать. Урӑх нимех те ҫук… Ҫавна май историллӗ поэма теме ман шутпа йывӑртарах. Чи нумаййи те ҫурмаисториллӗ поэма теме май пур. Урха ятлӑ ҫын пулнипе пулманнине пӗлместӗп, анчах Сухати чӑн та пулнӑ. Вӑл чӑн та Йӑршшу шывӗ хӗрринче иртнӗ, каярахпа ӑна Иккасси ҫыннисем туянса кайнӑ. Халӑх каланӑ тӑрӑх — пӗр витре эрехле.

Пӗтӗмлетӳ

Паллах, сӑвӑ хайлас тӗлӗшпе Николай Шупуҫҫынни Константин Иванов пек гениллӗ ҫынпа танлашайрас ҫук пуль. Анчах вӑл та хӑйӗн валли литературӑра уйрӑм йӗр тупнах. Ку вӑл: халапсемпе усӑ курса калӑпӑшлӑ поэмӑсемпе сӑвӑллӑ юмахсем ҫырасси, тата вӗсенче вырӑнти топонимсемпе усӑ курасси. «Вӗри ҫӗлене» унччен асӑнтӑм ӗнтӗ. Ыттисенче те топонимсем сахал мар вӗт. «Хитре Чӗкеҫ» сӑвӑллӑ юмахра, сӑмахран, Кармал ялӗ. Вӑл хӑш ял пулнине халь калаймастӑп пулин те чӑн ялах пулма кирлӗ. Е «Янтрак ятравӗ» поэмӑна илес пулсан. Кунта та пӗр купа топоним. Шел те, ку хайлавпа эпӗ пит ҫывӑх паллашман, ҫавна май ун пирки хальлӗхе ҫырса кӑтартаймастӑп (кунта Шупуҫ яла асӑннӑ… Сившупа вӑл ҫыхӑннӑ-ши?). Анчах ҫакӑ пӗтӗмпех Николай Шупуҫҫынни топонимсемпе (чи пӗлтерӗшли — чӑн топонимсемпе) анлӑ усӑ курнине ҫирӗплетет кӑна. Ҫакӑ унӑн литературӑри хӑйнеевӗрлӗхӗ пулнине кӑтартса парать.

Х.К. Тен, «Янтрак янтравӗпе», «Аслӑ суеҫӗпе» (унта Матьӑка кӑна асӑннӑ-ха) тата «Хитре Чӗкеҫпе» ҫывӑхрах паллашнӑ хыҫҫӑн, тепӗр тӗпчев те ирттерме май пулӗ… Хальлӗхе ку вырӑнта сирӗнпе сывпуллашар-ха…

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2917.5.3173
2023.04.24 14:03
Agabazar
Ăçтан пуçланать чăваш литератури? Шупуççыннирен-ши?

Пелмастапар абирь тя минь барас парня,
Сана, чиберь патша, пора-мырынь Ання,
Jоратнышан пире. Пелмаста мар хальчен
Тора, хужу сюльда. Пельзан и дах чечень.
Памалых сяванжен, нимень сjок чон анчах, —
Парня вырня полдар вулда аппинь санах!

Çак сăвă 1769-мĕш çулта кун çути курнă. Ун чухне Шупуçсыннисем килесси тĕлĕшпе тĕлленмен те.
2023.04.24 15:19
Аçтахар Плотников
Эп пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсем пирки калатӑп. Халапсем, юмахсем, юрӑсем — вӗсем те вӗт-ха литературӑн пӗр пайӗ. XIX ӗмӗр вӗҫӗнче ҫеҫ чӑваш литератури пуҫланнӑ тесен, паллах, тӗрӗс мар.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики