Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Тот кто имеет ЗАЧЕМ жить, вынесет любое КАК.
(Ницше)
 

Виталий Станьял: Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ

Виталий Станьял22.12.2023 21:475341 просмотров

Тӑхӑрьял тӑрӑхӗн вӑтӑр виҫӗ паллӑ ҫыннине пӗлет чӑваш тӗнчи. Акӑ халӗ тепӗр писатель ячӗ хушӑнчӗ. Вӑл тахҫанах палӑрнӑ ҫыравҫӑ ӗнтӗ. Хусанти «Сувар» хаҫат редакторӗ пулнӑ журналист, ҫивӗч статьясен блогерӗ Константин Малышев.

Костя Малышев мана паянхи чӑваш литературин Пуҫламӑш тапхӑрне ҫаврӑнса пӑхтарать. Аса илнинчен, ачалӑха сӑнланинчен пуҫланӑ нумайӑшӗ литература ӗҫне. Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ, Трубина Мархви, Хумма Ҫеменӗ, Карачӑм Харлампьев, Мария Ухсай ҫырнисем ӗмӗрлӗх палӑкӗсем пулса юлчӗҫ. Чалтан вӑрҫин хӑйӗн синкерлӗ ӑрӑвӗ пулчӗ. Ун ҫинчен те ачалӑх куҫӗ витӗр сахал мар ҫырӑнчӗ. Эпӗ чӑвашла вуланисенче вӑл вӑхӑтӑн тӗрӗсне ӑнланманнине мухтани кӳрентерчӗ. Вӑхӑт урапи пурне те пӗр касмасть ҫав! Халӗ чӑнлав (документлӑх) никӗсӗ вӑйланчӗ, илемлӗ хайлавсем тепӗр хут чӑн пуррипе никӗсленсе тухма пуҫларӗҫ. Вӗсенче самана сӑн-сӑпачӗ витӗмлӗрех палӑрать. Константин Малышев кӗнекинче ХХ ӗмӗрӗн 80-90-мӗш ҫулӗсем ытарлӑн та, тӳррӗн те тӗрӗс ӳкерӗнсе пичетленнӗ.

Унӑн «Ачалӑхӑм» калав кӗнеки Чӑваш кӗнеке кӑларӑшӗнче кӑҫал селӗм пахалӑхпа, хытӑ хуплашкапа, фотосӑнсемпе, 800 экземплярпа пичетленсе тухнӑ. Пур енчен те мухтама юрать. Автобиографиллӗ пайтах кӗнекесенчен пӗри вӑл. Ача-пӑча кӗнекисем тӗрли пур. Пӗрисем ҫутҫанталӑка, чӗрчунсене, халӑх йӑли-йӗркине упрама чӗнеҫҫӗ. Теприсем уҫҫӑнах тискерлӗхе мухтаҫҫӗ, вӗлерни-вӑрланине ырлаҫҫӗ. Иртмест-ха чӑвашра аркатас шухӑш. «Ҫапӑҫма вӗрентмелле» тет Тимӗркке, унсӑрӑн неонацистсене кам хирӗҫ тӑмалла» тет вӑл. Унӑн тата ун майлискен хӑйсен тӗрӗслӗхӗ.

Малышев кӗнекине Тимӗркке ентешӗм хӑй вуласа тухнӑ та, ман шухӑша пӗлес тесе йӑтса кӗчӗ. Тӳрех майлӑ пуласса кӗтнӗ пулӗ те вӑл, анчах пирӗн калаҫу пӑтӑрмахлӑ пуҫланчӗ. Ачасене тискерлӗхе вӗрентнине хирӗҫ эпӗ. Патриотизм вӗлерни-ҫунтарниче, пуҫ каснинче мар.

Кӗнеке умӗнче «16 ҫултан аслӑрах ачасем валли» тесе ҫырнӑ. Эппин, ку кӗнеке яш-кӗрӗм валли-и? Ҫапла пулса тухать. 14 ҫулта этеме паспорт параҫҫӗ, вӗсем «17 ҫулхи яш ӗмӗрӗ килсе ҫитрӗ пулмалла» тесе юрлаҫҫӗ. Кӑларӑмӑн виҫӗ редактор, виҫӗ корректор тата ыттисем пурте пур. Вӗсем ача-пӑча литературинче ачасем ҫинчен ҫырни тата ачасем вулама ҫырни пуррине лайӑх пӗлеҫҫӗ. Пайласа вӗрентнине манса кайнӑ пулмалла: улттӑчченхисен (шкулчченхисен), 7-10 ҫулхисен тата 11-16-ри хунав ачасен (подростоксен) кӗнекисем тӗпрен расна. Вӗсем хушшинче питӗ пысӑк уйрӑмлӑх. Н.В.Никольский ячӗллӗ педучилищӗре сапӑрҫисене (воспитателӗсене), педагогика университетӗнче пуҫламӑш класс уйрӑмӗнче вӗрентнӗччӗ те, мана кӗнеке хӑш ӳсӗмри ачана юрӑхли самаях кирлӗ. Халӗ чӑваш пахчисем, классӗсем хупӑнаҫҫӗ пултӑр, наци сапӑрҫисем кирлӗ мар турӗҫ, анчах литературӑн тытӑмӗ, тӗллевӗ, кирлӗлӗхӗ халех ҫухалмӗ-ха.

Константин Малышевӑн «Ачалӑхӑм» кӗнеки пурне те юрӑхлӑ та кӑсӑк. Шӳрелсенчен ытларах вӑл аслӑ ӑстрӑмри вулакансене хытах хускатма пултарать. Кашни этемӗн асран кайми ачалӑхӗ пур, кашниех чылай саманта ӑшра хӑварнӑ. «Э-э, кун пекки манпа та пулнӑччӗ ҫав» теме пултаратпӑр. Тутарстанри Пӳркел ачисем, тантӑшӗсем, кил-йышӗ ҫинчен сӑмах пырать кӗске калавсенче. Тӑхӑрьял таврипе, историйӗпе, ҫыннисемпе паллаштарать. «Пӳркел сӑмах та «пӳрлӗ кӳлӗ» сӑмах майлашӑвӗнчен тухса кайнӑ теҫҫӗ». Тӑхӑр ялта студентсемпе фольклор практикинче пулнӑскер, эпӗ капла ят панипе килӗшместӗпех, мӗншӗн тесен унта пӳрлӗ шывсем, пӳрлӗ ҫарансем ҫинчен сӑмах-юмах тӗл пулманччӗ. Юман ҫыравҫӑ та апла ҫырман. Ял ячӗсем кунта сӑвӑри пек - Мертлӗ, Чапӑрлӑ, Элшел, Ескӳл, Пимӗрсел, Шемек, Киштек, Саркамӑш, Раккасси те Таккавар! Кашни ялӗнчен чаплӑ ҫыравҫӑсем тухнӑ: Пӑрӑнтӑкра Иван Яковлев, Пӳркелӗчен Иван Юркин, Мӗтри Юман, Владимир Ухли, Пимӗрселтен Тайӑр Тимкки, Константин Петров, Раккассинчен Валентин Урташ, Элшелтен Николай Дедушкин, Владимир Чебоксаров, Валерий Ашкеров, Василий Цыфаркин... Пурне те хисеплесе пӗтереймен Малышев, нумайӑшне асӑнать пулсан та. Тантӑшӗсен, аслисен ячӗсем тата! Клачаппа, Калюк аппа, Уринккасем, Мӑльӑксем, Ятман, Михха Куля, Ляванччи, Сухал Влуча тете, Палассӑ Славик, Пӑнччи Сашшук - чат хамӑр чӗннӗ пек. Вырӑнти пуплев илемӗ, сӑнарлӑхӗ тетӗп ҫакна. Сайра усӑ куракан «кам-тӑр, мӗнле-тӗр, хӑҫан-тӑр» тенисем - хайлаври ырӑ пулӑм, чӗлхе ырлӑхӗ.

Пӳркелсене палланӑран тата Малышев ашшӗне тахҫантанпах лайӑх пӗлнӗрен Костян кӗнекине мухтать ку тесе калама вирлӗ мар. Литература критикӗшӗн хайлав хаклӑ. Унти шухӑшсем, сӑнарсем, чӗлхе хӑйсене хӑйсемех мухтаҫҫӗ е хӳтӗлеҫҫӗ. Йӗркеллӗ критик хӑйне килӗшменнине калама вӑтанса тӑмасть ӗнтӗ. Константин Малышевӑн пуласлӑхӗ пысӑк пулнӑран, «Ачалӑхӑм» хыҫҫӑн анлӑрах кӗнекесем тухасса шанса, пӗр-ик асӑрхаттару каласа хӑварӑп. Кӗнекене «литературно-художественное издание» тенӗ. Эппин, унта документла чӑнлӑхӗ тӗп вырӑнта тӑмасть. Апла пулсан, малаш ӑрури вулакана илемлӗх енчен хытӑ сӑвӑрнӑ хайлав хӑвармалла. Алексей Толстойӑн «Детство Никиты», Михаил Пришвинӑн «Курымышка» е хӑй асӑнакан Максим Горькин автобиографиллӗ повеҫӗсем асилӳ ҫыраканшӑн ҫирӗп шкул пулмалла. Вӗсен ҫирӗп шӑнӑрӗ кирлӗ. Тата эпир ҫапла калатпӑр тесе, аван калама май пур ҫӗртех ют сӑмахсене (паровоз, молоковоз, катафот, полевой) илемлӗ хайлава кӗртсе тултарни вырӑнлӑ мар. Тасалӑха пӗтерес йӗрпе кайсан, кӗҫех вырӑсла-акӑлчанла-чӑвашла ҫырма тытӑнмалла пулать. Чӑвашла калаҫакансем чакса кайсан та, пирӗн пуян чӗлхе таса халлӗнех упранса юлма тивӗҫ.

Тепре кӑларнӑ тӗле вырӑн-вырӑн юсама сӗннӗ пулӑттӑм. Калавсенче пӑрӑнса, тӑсса кайнӑ тӗлсем сиксе тухаҫҫӗ. Ячӗсене тӗрӗс парӑсӑнччӗ. Сӑмахран, пӗрремӗш калава «Ачалӑхӑм» мар, «Мунча кӗни» тейӗттӗм. «Юратнӑ хӗр» ятне «Юратнӑ хӗрача», «Пӗрремӗш юрату» калава «Ыталаса чуптурӗ» тенӗ пулӑттӑм.

Кӗскен - лайӑх кӗнеке ҫырнӑ Константин Малышев. Вӑл пирӗн тапхӑра анлӑ илнӗ, Иртнӗ ҫулсем те, хальхи кунсем те публицист сӑмахӗпех тухнӑ. Ҫапах та, илемлӗ калавсене тӗплӗ якатни аван. Каллех калатӑп: тӗременсем ҫавна асӑрхамасан, вӗсем кирлеми пулса юлаҫҫӗ.

Кӗнеке кӑларӑшӗн пархатарлӑ ӗҫне пӗтӗмӗшле ытамлама май ҫук манӑн. Ҫавӑнпа ача-пӑча литературине сӑнаса тӑракансене те, ҫыракансене те Профессионал писательсен союзӗнче сисӗнмелле тӗкӗ пама пуҫласса сунатӑп.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 4063.27.9564
2023.12.22 22:12
Agabazar
Станьял! Элшель, Ескӳль, Пимӗрсель тенисенче мяхкий-снак çырмалла мар!
Сергей Пятаков // 9897.4.9787
2023.12.23 09:03
Мĕн пахи пур-ши Малышев кĕнекинче? Автор асаилĕвĕсене çырса кăларнă. Çав лăпар-лапăра вуласа хамăн хаклă вăхăта сая ямастăп ĕнтĕ эп. Кирек камшăн та хăйĕн ачалăхĕ кăна хаклă.
Agabazar // 2222.21.6086
2023.12.23 12:03
Agabazar
Владимир Ухли хăйĕн романне «Пÿркелсем» теме те пултарнă. Анчах апла каласан «ма суян!» текенсем сиксе тухнă пулĕччĕç. Пÿркелте пачах та апла мар имĕш.

Капла вара, пĕр сасса улăштарнине кура, пырса перĕнейместĕн.
Станьял // 2174.53.5099
2023.12.23 21:09
Ёсчен Акапасар!
Ухлин "Шуркелсем" романне пуркелсем суда панё та, выляса янё. Эсё тёрёс асёрханё.
Ман орфографи йёнёшёсене турлетнёшён тав тёватёп. Авторён тата критикён (манён) йёнёш шухёшсене шёкёлчесен аванрах пулатчё!
Agabazar // 2222.21.6086
2023.12.24 04:49
Agabazar
Владимир Ухли тата Пÿркел çыннисем судлашни пирки нихçан та илтмен.

Çапла пулма пултарасси тĕлĕшпе çеç тĕшмĕртме хăтлантăм.

Эппин вара ним пĕлмен çĕртен тавçăрса илтĕм пулса тухать.

Пятаков! Кĕнекене хурлама ан васка! Халь эпĕр пурăнакан самана литературăра сăнланса юлмаллах. Кам тăвĕ çавнашкал литературана? Эсĕ те, эпĕ те мар. Пиртен пулмасть.
Вырăк // 3141.92.0713
2023.12.24 08:56
Акапасар хăта яланхи пекех тĕрĕс.
ялтан // 2621.19.5120
2024.01.04 15:35
Автор илемлĕ литература мĕнне ăнланса илеймен, хăйне ниçта хурайманнипе кăна çырнă (самолюбование), Ю.Исаевăн кĕнеки пекки. Малти вырăнта "художественное воображени" тени пулмалла,"эп çырни чăн пурнăçра пулнă" тени мар.
Ваня // 2069.9.6614
2024.01.04 19:03
Питӗ аван кӗнеке пулчӗ , кӑсӑкланса вулатӑп.Хамӑр ял ҫыннисен калаҫӑвӗ тӑрӑх, пурнӑҫ ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке. Маттур, Константин Анатольевич, Эсир пурнӑҫра та питӗ йӗркеллӗ ҫын. Чунтан САВӐНАТӑп Сирӗншӗн!
Agabazar // 3610.6.2762
2024.01.04 21:31
Agabazar
Тем пекехчĕ. Анчах та эсĕ кĕнеке вулакан çынах-ши?

Ман шутпа, кĕнекене чăвашлах çырнă, унта темĕнле «хамăр ял калаçăвĕ» мар.

Чăвашсем вара паровоз мар, пăравус теççĕ.

Колхоз хирне килти выльăхсем кĕрсе каяссинчен сыхлама ятарласа çын тытатчĕç. Çавнашкал çынна Пулявай тетчĕç. Паллах, вырăсла «полевой» теничен. Анчах та пурпĕрех пулявай тени тересрех пулать чăваш чĕлхинче.
Евразиец // 3447.04.5759
2024.01.08 11:43
У нас пИсателей больше, чем читателей.

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики