Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Дайте нам лучших матерей, и мы будем лучшими людьми.
(Ж.П. Рихтер)
 

Victor: ШУ(пашка)Р(ха)ЛӐХ(ӗ). Йӑх тымарне кӑкларӗҫ

Victor01.07.2008 15:076432 просмотров
Нормальный памятник.
Неброско и просто.
Туристам понравится, это главное ;+)
(Антон Николаев)



Шупашкар кӳлемӗшӗнче нумай пулмаст' Чӑваш тӗрӗ-ҫырӑвӗн палӑкне вырнаҫтаратчӗҫ. Чӑваш кӗпине йевӗрлекен ҫӗтӗк ҫаксарнӑ йаш чепурашкӑсем хула ҫыннисене палӑк уҫӑвне чӗнекен флайӗр салатса ҫӳретчӗҫ. Чи вырӑс-мар сӑнлӑ тырӑс майрашкӑсем тутисене тӑсса салива сикме хатӗр вӗсенчен пӑрӑнса иртетчӗҫ. Листофкӑ ман алӑра та хуҫланчӗ – авалхи чӑваш тӗррин палӑкне темӗнле панк лартат' иккен, кам вырӑсла пӗлет – килсе курӑр тенӗ пек ҫырнӑ: "Мы говорим на одном языке (вырӑсла?). Эпир пӗр чӗлхӖпе калаҫатпӑр". Чӑн-чӑн чепурашкӑлла пулӑм ҫакӑ тахӑш чӑваша вырхантарчех пулӗ. Епӗ хам та икӗ-питлӗ: иртен пуҫласа ҫурҫӗрччен вырӑс-тырӑс пулма тивет (маршруткӑ-универ-маршрурткӑ-лавкка-телевисӑр-инттӗрнет), ҫурҫӗртен ирччен чӑваш пекех хӑрлатса ҫывӑратӑп – анчах кун пек вырханӑва еп кӗтменччӗ. Тахӑш харсӑр чӑваш каччӑ (йе сӗмсӗр пике) палӑкран "йӑх тымарне" сӑнлакан миттал тӗрре хирсе кӑларнӑ, йурийех салив тӗпне пенӗ пул', йе хӑй ӗҫӗпе тантӑшӗсене лахӑлтаттарнӑ пул'. Мӗнех, Шупашкарӑн чиперкке кӳлемӗшӗ тавра кунсерен тем тӗрлӗ выл'ӑх та иртсе ҫӳрет. Камне пӗлнӗ пулсан, мӗн тӑвӑттӑм-ши? Хам та йӑваш пулмасан, турис валли ӑсталанӑ палӑка сӑтӑр кӑтартнӑшӑн ҫӑмартисене касӑттӑм – йунашарах Каснӑ ҫӑмарта палӑкӗ тутарӑттӑм. Хулипех, йӑхӗпех кулӑттӑмӑр.

***
Ун йышши палӑк-кӗнекесене таҫти тамӑкра, темӗнле сӑпӑрчӑк аваллӑх пасӗсемпе сывласа халччен халӑхра курӑнман-илтӗнмен ӑсчахӑмӑрсем шутласа кӑлараҫҫӗ. Мӗнле меслетсемпе, камран ыйтса пӗлни ҫинчен, пире никам та пӗлтермест'. Епир, чӑвашсем хамӑр несӗлсене, йӑласене часрах манса вырӑса, тутара тухма тӑрӑшатпӑр – кунашкал палӑксем вара хушшӑмӑрта (Чепурашкӑ Йен респупӑликкинче) сарӑлса тымарланнӑ ҫӗнӗ йӑлана пач хирӗҫлесе хураҫҫӗ. Ну, ӑҫтан ҫак шурлӑх халӑхӗн пурлӑхӗпе ӑслӑхӗ пултӑр? Кам афтӑр? Кама канӑҫ памаст' несӗлӗмӗрсен ҫӗрӗк вилли? Ун вырӑнне славенсен орнамӑнтне кӑтартас мар-и? (http://forum.na-svyazi.ru/?showtopic=295028&st=15) Епир вӗт-ха пайан славенсем! Туриссемшӗн вара пур те пӗрех!
Елли Йурйӗф ӳкернӗ йӑх йывӑҫҫи те мӑклӑ-хӑйахлӑ йӳҫлӗх выл'ӑх-чӗрлӗхне канӑҫ памаст'. Унччен кӳлӗ тӗпне пулнӑ чӗкеҫ сасси тухсан, ӑна ҫыранти шапа кваклатса витлеме тивӗҫлӗ. Ан тив, пире – симӗс ӳтлисене, сивӗ чӗреллисене – унашкал асилтерӳ кирлӗ мар, – ыран пулатпӑр шурӑ ӳтлӗ майра та коспот'ын.
Иртнӗ кунсенче уйартса йачӗ те, ҫанталӑк вӗри тӑратчӗ. Хӗвелпе сӑра пӗҫертсе йачӗ-ши шурлӑх халӑхӗн ӳтне? Пайанхи кун чи тархтармӑш паллӑна (йалавра та, керпӑра та, - пур ҫӗрте!) лаптак аллипе хирсе кӑларнӑ. Ех, лахӑлтатрӗ пул' ӑш каниччен! Кӑкласа хучӗ тинех тирӗнчӗк тымара! Кашни кун пӗрер-икшер татсан - ас ту - туриссен йака чул умӗнче тӑрса фоттŏ ӳкерӗнмелле пулӗ.

***

Камсем есир?
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2008.07.01 16:00
Аçтахар Плотников
Ну пĕлместĕп. Пĕр енчен ку палăк — ытла вырăнсăр. Чăваш руна палăкĕ мар, чăваш тĕрри палăкĕ. Рунăсем вара пачах та урăхла пулнă. Йăнăшсем нумай пулни - питĕ япăх. Шупашкарта чăвашла пĕлекен çын юлман-ши вара? Пурте вырăса тухса пĕтнĕ-шим? Пĕрремĕш класс ачи куçăрнă тейĕн...
Victor // 2742.10.7558
2008.07.01 16:15
Victor
Статистиккă тăрăх (переппйҫ) чăвашсенчен 86 процценчĕ - 10 çынран тăххăрăшĕ - чăвашла пĕлет. Шупашкартисем-ЧăвашЕнрисем те пĕлеççĕ. "Йăваш" е "йывăр" пулнипе кăна калаçма юрамасть. Ку феноменпа кашни утăмрах тĕл пулан. :D

«Слово "челхепе" (сорри, чувашского шрифта нет) написано неправильно, лишняя галка над вторым "е"» - Lukfee, http://forum.na-svyazi.ru/?showtopic=295028&st=15

«точно позор!!!!!!!!!!!!! если не исправили» - Koljan, http://forum.na-svyazi.ru/?showtopic=295028&st=15

«Çавăнпата туйăнать чăвшла калаçма вăл вăтаннă пек.» Маштавăш, http://forum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=9;t=1876;st=280
Victor // 2742.10.7558
2008.07.01 16:43
Victor
Тата на-связи чепурашкисен (чепоксар тырăсĕ) кулăшĕсем (чăвашсем, пирĕн çак йăхташсем чăнах сÿтĕк е катăк :) ):

meo: «Подскажите мне пожалуйста, откуда у древних чуваш символ "гора" (2 ряд сверху, самый левый)??? Мож я чего не знаю, но по моим представлениям гор в радиусе километров 500 не припоминаю...» :D

ellvi: «Древние чувашские сказки начинались примерно так: "Давным-давно, когда небо было близко, а звёзды были большими", что дало возможность некоторым историкам сделать предположение, что предки чуваш жили в горах.»

efro: «Душевная красота, духовный взлет (подъем может все же?), человечность - таких понятий в чувашском вроде вообще нет. Прозрение перевести забыли на чувашский. А разум просто афигеть как перевели. И непонятно, если это чувашские руны, то почему сначала идет текст русский, а после следует перевод ЭТОГО текста на чувашский. Где логика?»

:D Çаксем чăвашла пӗлмеççĕ-и? Кусем пирĕнтен чăвашрах!






2008.07.03 10:31
тусăмсем пĕлеççĕ
тăнтансем вĕсем, эсĕ чăвашла çырнине хуратнă вĕсем. Чăвашла çырнишĕн "отдельный раздел" на чердаке пур теççĕ...

На-связи-ру модераторсемпе палăкĕсенчи намăслă йăнăшсем хушшинче тӳррĕ çыхăну пур.
Victor // 2742.10.7558
2008.07.04 15:12
Victor
Хуратнă!? :D Пĕртте тĕлĕнместĕп. Паян Шупашкарта тарăн пытаннă проццессем пыраççĕ - вĕсен халиччен никам та ят паман. Чăвашсем чăваш чĕлхине хăйсенчен уйăрса ун валли ятарлă вырăн шыраççĕ - чăваш чĕлхи юрамасть ĕçлĕ калаçура, пуян суту-илÿре, çÿлти оффиццаллă шайра - калаçакан япала чăваш чĕлхи пулин те. Çав форўмрах чăваш чĕлхи йăнăшĕсене хăш чĕлхепе çырса кăтартнă?! - вырăсла.

Чăваш чĕлхи валли хатĕрленĕ вырăн вара - чăн-чăн тупăк - чĕлхен пĕтĕм çÿп-çапне пĕр çĕре пухса çунтарма питĕ çăмăл. Çунтарса яр чăваш арххифне, чăваш куманиттарй инститтутне, чăваш филолокй факуультетне, ыттисене - «хĕрлĕ ĕне» йăлтах çĕнĕрен çăтĕ.

Чăвашла çырнă постсене те мĕн тума пĕр çĕре пухаççĕ - пĕтĕмпе пĕрле хуратма çăмăл! :)

«Чуваш.орг»ăн та çав хавшак самант пурах - пĕтĕмпех çак сайтра пухмалла мар. Сапаласа ямалла - чĕлхе вирўс пек, пур çĕре те хыптăр.

Ытти чухне чепурашкăсене (хам та çурма-чепурашкă) пит шеллетӗп: вĕсен чĕрисем чăвашшăн тулса çитнĕ, анчах паян ун пирки калаçма юрамасть - чăвашлăх чул пек çакăнса тăрать çынсен чĕрисем çинче - йăвашлăх, вăтанчăклăх чулĕ. Çак йухăма хирĕç тепĕр йухăм пур - чăвашлăх пире кирлĕ мар, вырăс пулмалла текенни - Раççей наццоналисăмĕ - ун пирки калаçни те çук - вăл та вăрттăн япала. Тарăн проццес.

Çак тарăн авăр тĕпне çитме пĕлеймест пулех чăвашлăх - çур-çулĕнчех тĕппипе пăсланса пĕтет. Эп пăхса тăрăп :D

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики