Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Возлюби Бога и поступай как хочешь.
(Святой Августин)
 

Аçтахар Плотников: 2008 ҫула пӗтӗмлетсе

Аçтахар Плотников25.12.2008 17:096369 просмотров
http://chuvash.org/blogs/comments/161.html — кунта 2006 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.
http://chuvash.org/blogs/comments/531.html — кунта пӗлтӗрхи, 2007 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ.

Яланхи пекех япӑххине аса илер.
1. Ман пурнӑҫра хурлӑхлӑ хыпар пулчӗ — атте ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайрӗ. Ку сӑлтава пула аталану самай чакрӗ — фотосессисем те ҫителӗклӗ ирттереймерӗм.
2. Пӗлтӗр сервер хваттере куҫрӗ пулсан, кӑҫал вара пушшех те пӗтсе ларчӗ. Яланхи пекех, пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртрӗ. Лайӑх хыпарӗ кӑҫал та пур — ҫӗнӗ сервер туянса, ӑна ӗнерлесе те ҫитернӗ, анчах, хостинга вырнаҫтарман-ха...
3. Почта системине йӗркелесси пулмарӗ тейӗпӗр — планран кӑларса пӑрахма та тивет пулӗ. Электронлӑ лавккана вара тума палӑртса. Унсӑр пуҫне ҫынсем ыйтаҫҫӗ — кирлӗ теҫҫӗ.
4. Ҫӗнӗ уҫӑ оффис валли hunspell словарьне хатӗрлеймерӗм. Сӑлтавӗ — вӑхӑт ҫукран. Тепӗр енчен, Firefoxӑн 3-мӗш верси валли турӑм.
5. history.chuvash.org сайт тӑрӑх вӗренӳ хатӗрне туса ҫитереймерӗм. Пуҫласа-ха ӗнтӗ... анчах туса ҫитермелле.
6. Шоркка патӗнчи армансемпе нимӗн те тӑваймарӑм.

Ҫитӗнӳсем пирки.
1. Firefoxӑн 3-мӗш верси тухнӑ хыҫҫӑн ун валли чӑвашла интерфейсне турӑм. Ҫапах та вӑл вӗҫне ҫитмен япала.
2. Сайт кӑштах улшӑнчӗ — ҫӗнӗ тум тӑхӑнчӗ. Паллашу кӗтесӗ те, пӗлтӗр палӑртнӑ пек, кӑштах аталанчӗ — анкетӑсем канашлура, "Суварӑн" сайтӗнче вырнаҫрӗҫ.
3. Ҫӗнӗ икӗ сайт ӑсталарӑм: http://chuvash.org/lib/ (ӑнсӑртран тума пуҫларӑм та...) тата http://lapsar.chuvash.org (хамӑн тӑван ял ҫинчен)
4. Шкул ачисем хушшинче литература конкурсне ирттертӗмӗр.
5. Википедири статьясен шучӗ 9 пинрен иртрӗ. Эпӗ хам унта сахал кӗрсе туха пуҫларӑм — ытларах chuvash.org сайтне информаципе тултарма тӑрӑшрӑм.
6. Ҫулҫӳревсем нумаях пулмарӗҫ пулин те ҫав-ҫавах пур: Вӑрнар тӑрӑхне кайса килтӗм.
7. Темиҫе конференципе мероприятине хутшӑнтӑм.
8. Хам тӑван шкулта темиҫе тӗлпулу ирттертӗм. Ханасем: Юхма Мишши, Эдисон Патмар, Ева Лисина. Ку пуҫарӑва Юхма Мишши сӗннипе пуҫларӑм. Пысӑк тав ӑна уншӑн.
9. ЧПУри вӗренӳ малалла пырать. Пӗр курс пӗтрӗ-ха... Иккӗмӗшне куҫрӑм.

Ҫитес ҫул валли палӑртса хунисем:
1. Сервера хута ямалла. Хальлӗхе ӗҫлемен сайтсене чӗртмелле.
2. history.chuvash.org сайт тӑрӑх вӗренӳ хатӗрне туса пӗтермелле.
3. Шоркка арманӗсем пирки манмалла мар — май пулсан мӗн те пулин тумаллах.
4. Хуллен-майӗпен Hunspell сӑмахсарне лайӑхлатмалла. Уҫӑ офисӑн ҫӗнӗ версине лартмалли май тупмалла.
5. Паллашу кӗтесне малалла аталантармалла.
6. Сайтра ҫырӑнтару ушкӑнӗсене тумалла — почта урлӑ проектсене аталантарччӑр.
7. Канашлӑва ҫӗнӗ движок ҫине куҫармалла. Ку ӗҫе пуҫласа ӗнтӗ, пуҫланине вӗҫне ҫитермелле.
8. Ҫӗнӗ литература конкурсне ирттермелле. Ку ҫулхине тӑван ял тӑрӑхӗпе ҫыхӑннӑ халапсемпе ҫыхӑнтармалла. Конкурса ҫамрӑксене хутшӑнтарма тӑрӑшмалла.
9. Тӑван ял катррине туса пӗтермелле. Информаци ытларах пухмалла.
10. Локализацисен сайтне тумалла. Питӗ кирлӗ сайт, аттук, тунӑ ӗҫ харӑма каять.

Пӗтӗмӗшле илсен вара ҫитӗнӳсем сахалланма пуҫларӗҫ, тӑвайман ӗҫ нумайлана пуҫларӗ. Тума палӑртни те нумайланса пырать. Тӑвалла пулсан та малалла утма тӑрӑшмалла ӗнтӗ.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2008.12.26 20:53
Сире питех те лайах анланатап.Атте вилни 3 сул иртне пулсан та вал суккине ененес килмест. Кашни утама ; " Атте менле хаклана пулечче-ши ?"-тесе шутласа таватап. Хашпер чухне атте те, анне те телекре яланхиллех пиренпе перлех, каласассе, анне кукальпе ханалать, атте-пылпа... Мен планланине печчен пурнаслама май сук, пулашакансем пуле?
mnn87 // 2725.6.3314
2009.01.11 13:31
Эсир пите пысак ес таватар! тавтапус сире уншан! Темисе хут аппаланса пахна хыссан енер сирен сайта шыраса тупрамар! пурнасра тем те пулать,сывах сынсем пиртен уйралса кайнине эпир менле чарас тесен те чараймастпар. Мана йывар чухне эпе ялан пер калаша аса илетеп:"таканса уксен те тама веренер". Эпир сирен синчен нимен те пелместпер сав. Эпе сирен сайта пахса тухрам. Эсир телпулусем йеркелетер. Вал телпулусем синчен менле пелме пулать-ши? Юлашки хут акатуйра пулначче сулла. Ун хыссан пер концерт,пухану синчен те илтмен.Эпир чаваш самракесем сирен телпулусем синчен пите пелесшен,май пулсан пулашма та пултаратпар. Chpok21prizrak191283@yandex.ru или MNN87@yandex.ru

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики