Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Поистине ловок тот, кто умеет скрывать свою ловкость.
(Ф. Ларошфуко)
 

: Вӗрентекенсене ЧӐВАШЛА ӗҫлеме вӗрентме май пур-ши?

14.04.2009 10:574463 просмотровИзменить Удалить
Ку сайта нумай чӑваш чӗлхипе сӑмахлӑхне вӗрентекен кӗрсе тухать. Ҫӗнӗ технологисене алла илнисем те чылай. Эпӗ те кӑштах компьютерпа ӗҫлекелеме пӗлетӗп. Ман пек ҫӗнӗ технологисене ачасене алла илме пулӑшас текен вӗрентекенсене пӗрле пухма, вӗсемпе вӗрентӳ ирттерме май ҫук-ши? Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӑпӑр, ҫӗннине вӗренӗпӗр. Мӗнле аван пулмаллаччӗ...
Ачасене ҫӗнӗлле вӗрентеймесен, чӑнахах та, чӑваш чӗлхи те пӗтӗ. Пуласлӑх - ачасенче. Паянхи куна тивӗҫтерекен пӗлӳ пама тӑрӑшмалла. Эпир вара, вӗрентекенсем, кашни уйрӑмшаррӑн тапаҫланатпӑр. Пирӗн пӗрле пухӑнса калаҫмаллаччӗ, канашламаллаччӗ...
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

2009.04.14 12:14
Аçтахар Плотников
Паллах май пур. Тăрăшмалла çеç. Сăмах май «Компьютеррăн» кăçалхи 12№ (24.03.09 числара тухнă) паллашма сĕнетĕп. Унта шăп та лăп шкулсенче информатикăна вĕрентес ыйтăва тăратнă. Унта 2-3 статья пур — вĕсемпе паллашмаллах пулĕ тетĕп.
Элпи // 3004.53.9023
2009.04.14 15:27
Мана информатика мĕнле вĕрентмелли мар, чăваш чĕлхи урокĕсенче мĕнле майпа усă курмалли интереслентерет. Компьютера пачах та хăв тĕллĕн вĕренме питĕ йывăр. Гуманитари вĕреннĕ хыççăн урăхла шухăшлама вĕренме чăнах та хĕн.
Ajdush // 8765.0.5192
2009.04.14 15:48
Migulaj çырать:
Чăваш республикинчи кашни шкулта чăвашла шрифт пур-ши?
Элпи // 3004.53.9023
2009.04.14 17:03
Чăваш шрифчĕсем пур, вĕсем нумай та. Кашни шкултах - темиçе. Çуккисем "Чăваш чĕлхи электронла справочинксенчен" уçласа илме пултараççĕ. Ку йывăрлăх мар. Анчах та вĕрентекенсем шрифтсемпе пăтрашăнаççĕ. Пĕр-пĕринпе информаци улăштарнă чух шрыфчĕсене те çырса пама маннăран пăтăрмахсем сиксе тухма пултараççĕ. Шрифт пулни аван, раскладка пулни тата пахарах!
Анонимла // 2878.4.5876
2009.04.17 13:55
Акă, эпĕ хамах (8-мĕш класра вĕренекен ывăлăм пулăшнипе) чăвашла сайт турăм. Анчах унта чăвашла çырмалла тумалли майне пĕлместĕп-ха. Ун вырăнне «Вордра» çыратăп та копи туса кĕртетĕп. Чăвашла çырмалли программăна кам тупса парĕ-ши? Министерство ку ыйтупа пач та ĕçлемест. Вĕсен «çăкри» вĕт-ха вăл! Манăн сайт: http://www.chuvsite.ucoz.ru/
2009.04.17 15:25
Аçтахар Плотников
>Чăвашла çырмалли программăна кам тупса парĕ-ши?
Программи хатĕр. Çитес вăхăтра пурте пулĕ. Ĕнер кăна вăл программăна епле лартмаллине ăнлантарса паракан текста хатĕрлерĕм. Халь ăçтан ăна уçласа илмеллине пĕлтерместĕп — сайчĕ хатĕрех мар. Чăваш чĕлхе кунĕ тĕлне хатĕр пулĕ.
alex-net // 1923.21.0986
2009.04.29 12:11
Админ, ăçта-ха сан Интернета чăвашлатакан программусем?
2009.04.29 12:48
Аçтахар Плотников
Кăшт кĕтме тивет. Вăл чăваш чĕлхи коммисийĕн сайтĕнче вырнаçнă. Сайтне хальлĕхе кăтартма хушмарĕç — унта пĕр япалана юсамалла (комисси ятне улăштарма шутланă). Вăл сайта чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне уçасшăнччĕ — май килмерĕ.
Çитес вăхăтра, çу уйăхĕнче, чĕлхе комиссийĕн çĕнĕ ларăвĕ пулĕ — ун хыççăн ĕçлесе каять. Енчен те тата та малалла тăсаççĕ пулсан — ку сайтра вырнаçтаратăп (тăрăшса тунă ĕçе кăтартмаллах ĕнтĕ). Ман хатĕр — кăтартмалли çеç юлнă.
alex-net // 2263.9.8217
2009.05.03 19:53
Маттур ача эс, админ! Комментари страницине те чăвашла çырмалла туса панă.
alex-net // 2263.9.8217
2009.05.03 19:55
Админ, "Сайт тусĕсем" баннер лартсан тата аван пулĕччĕ.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики