Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Неожиданное случается в жизни чаще, чем ожидаемое.
(Плавт)
 

Аçтахар Плотников: Уҫӑ хапха

Аçтахар Плотников05.08.2009 10:144745 просмотров
Нумай пулмасть «Тӑван Атӑл» журналта Виктор Рсайӑн «Уҫӑ хапха» калавӗ пичетленчӗ. Эпӗ ӑна электронлӑ вулавӑша кӗртрӗм. Кӗртнӗ май вуласа тухма та тиврӗ. Хайлавӗ мана питӗ килӗшрӗ — ҫыравҫӑ сӑнарсене вӑйлӑ калӑпланӑ. Интереслӗ, хӑй вӑхӑтӗнче ӑна пичетленӗ-ши, е каярах ҫеҫ, политика енӗнчен кӑшт ҫемҫелсен ҫеҫ вӑл вулакансем патне ҫитнӗ? Калавра ҫав тапхӑрти тӗрлӗ енӗсене уҫса панӑ — кунта пуянӗ те япӑхах мар пек тухать, чухӑннин пурнӑҫӗнче те пурте йӗркеллех мар иккен. Никантӑр ашшӗ халалне асра тытса хӑйӗн пурнӑҫне йӗркелет — пӗтӗм вӑйне хурса ӗҫлет. Кирле пичче эрехе пулах ӗҫлемесӗр выҫӑ пурӑнать. Ҫапах та Никантӑр пулӑшать — тырӑ кивҫенле парать. 10 пӑт вырӑнне 13 те пама йывӑр мар ӑна... Кирле пичче иртнӗ пурнӑҫӗшӗн куллянса пурӑнать, Никантӑр — хальхи пурнӑҫпа (ҫавӑнпа та тен пулӗ унӑн ӗҫӗ ӑнӑҫса пыраҫҫӗ?).
Кашни сӑнарӑн лайӑх енӗ те япӑххи те пур:
Никантӑр — ӗҫчен, кирлӗ чухне пулӑшма та хатӗр. Анчах та ҫынсен пурнӑҫне сутма та хатӗр — студентсемпе пӑлханнисене тыттарса ярать. Ҫав шутрах Кӗркурине те ҫӗҫӗпе чиктерсе вӗлерме хушма пултарать.
Кирле пичче — пурнӑҫри хӑйӗн вырӑнне лайӑх чухлать. Мала сикмест. Пурнӑҫне те вӑл лайӑх йӗркелеме ӗмӗтленнӗ — ав, хӗрне те юратнӑскерне качча илнӗ. Шел те ӗмӗтленни пурнӑҫланман: арӑмӗ вилнӗ, ачине лайӑх вӗрентсе ҫитереймен. Анчах та Кӗркуришӗн унӑн чунӗ ҫунать, уншӑн вӑл пӑшӑрханать — Никантӑрпа вӑрҫса ан ҫӳре тесе вӗрентет, ҫӗҫӗпе чикнӗ хыҫҫӑн ун умӗнче ларать...
Кӗркури — ашшӗ вӗрентейменнине пула ӑса вӑл урӑх ҫӗртре пухнӑ. Ҫавӑнпа та красногвардейцӑсем ӑна «молоденцӑ» теҫҫӗ иккен, анчах та ял халӑхӗ те, ашшӗ те унӑн ӗҫне ырласах каймасть — таҫта ҫапкаланса ҫӳрет. Тен Кӗркурин те ӗмӗчӗ ҫутӑ пулӗ — вӑл чухӑнсене пурнӑҫне лайӑхлатасшӑн, хулара выҫӑ ларакан халӑха пулӑшасшӑн, анчах та чунӗ унӑн пушӑ пулни курӑнать. Чухӑнсен пурнӑҫне лайӑхлатас ӗмӗте вӑл хӑйӗн юратӑвӗнчен те ҫӳле лартать — Клавье ӑна килешет пулин те хӗр ашшӗн ҫуртне тустарасси уншӑн нимӗн те мар.
Клавье — ку сӑнар калавра активлӑ мар. Эпир унӑн пӑшӑрханӑвӗпе ҫеҫ паллашатпӑр. Анчах та вӑл телейсӗр. Тӗрӗссипе каласан, Кӗркурипе пӗр-пӗрне килӗштерни тем пысӑкӑш телей пулмалла пек. Анчах та ҫав вӑхӑтра вӑл телейпе ниепле те килленме май ҫук иккен — пуяннисемпе чухӑннисем хушшинче «вӑрҫӑ» пурать. Клавье те вара калавра сунталпа мӑлатук хушшине лекнӗ тимӗр евӗрех. Ҫавӑнпа та пулӗ вӑл чӑтаймасть — ашшӗне сутать.
Калавра пурин шӑпи те япӑх вӗҫленет: Никантӑра тытса каяҫҫӗ, Кӗркури вилет, Кирле пичче ухмаха ерет, Клавьене Кирле пичче вӗлерет. Рсай, калава ҫапла вӗҫлесе, ман шутпа пӑлхавӑр (революци) йӗркеленсе ҫитнӗ пурнӑҫа кӗрсе кайса ҫынсен шӑпине епле тустарса тухма пултарнине кӑтартнӑ. Ыйтӑвӗсене те вӑл тӗрӗс лартать: спичкӑ тӑвакансем выҫӑ ларнишӗн суха тӑвакан айӑплӑ-ши? юратӑва хӑвӑн ҫӳтӑ ӗмӗтӳнчен ҫӳле лартма пулать-и? хӑв курайман ҫынна ҫӗҫӗпе чиксе пӑрахма пулать-ши? иртнӗ пурнӑҫшӑн хуйхӑрса эрех ӗҫсе лармалла-и? ашшӗ халалне пурнӑҫлани ҫӗнӗ саманара нивушлӗ ниме те тӑмасть?

Калав «Шкул вулавӑшӗ» пайра пичетленнӗ, ҫавна май ӑна шкул ачисене вулама параҫҫӗ пулӗ-ха... Эп шкул программипе паллашман та хӑш клас ачисене вулаттарнине пӗлместӗп. Интереслӗ, шкул ачисем калав шухӑшне туйса илейреҫҫӗ-ши? Е ӑна вӗсем пӑлхавӑр вӑхӑтӗнчи пурнӑҫ епле сӑнланни пек кӑна вулаҫҫӗ?

ХК: тем тесен те вӑл вӑхӑтри ҫыравҫӑсем чӑн та ӑста пулнӑ. Халӗ ун пек калав сайра ҫыраҫҫӗ... Ытларах пайӗ ним шухӑшсӑр, хальхи пурнӑҫри пулӑмсене купаласа тултараҫҫӗ те — сюжетӑн тӗп йӗрне те тупма йывӑр. Чуна та пӑлхатаймаҫҫӗ хальхи хайлавсем — хӑшӗ-пӗри ҫеҫ пултарать.
 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Фанат Виктора рсая // 1579.1.6751
2022.04.27 11:28
Хорошо пишешь, мне нравится
Фанат Виктора Рсая // 1005.39.5422
2022.04.27 11:35
Ку мана текст килешмен

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики