Степан Аслан (Степан Степанович Степанов) Канаш районĕнчи Тури Сурăм ялĕнче 1917 çулхи чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Тăван ялĕнче пуçламăш пĕлӳ илнĕ. Унтан Шăхасанти колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Почтальон пулса ĕçленĕ. Район хаçачĕн редакцийĕпе тачă çыхăну тытнă. 1934 çулта ăна хаçат ĕçне чĕнсе илнĕ. 1938–1940 тата 1941–1942 çулсенче çарта пулнă. Демобилизаци хыççăн каллех район хаçачĕн редакцийĕнче вăй хунă. Литературăри çитĕнӳсемшĕн ăна Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп грамотине панă (1967).
С.Аслан 1980 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче вилнĕ.
Литература ĕçне вăл сăвăсенчен тытăннă, вĕсене «Çт. Яратай» псевдонимпа çырнă. Каярах калавсемпе повеçсем хайлама пуçланă, пысăк калăплă романсем çырнă. Унăн малтанхи калавĕ «Сăмакка айăкки» 1937 çулта «Сунтал» журналта пичетленнĕ. С. Аслан 1956 çултанпа СССР Писателĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ пулнă.
Паллăрах кĕнекисем: «Ахрат» (1957), «Алла-аллăн» (1958), «Хăват» (1961), «Сехмет (1967) романсем.
Кĕнекесем
Хайлавĕсем
Хушма каçăсем
- Степан Аслан ячĕ нихăçан та сӳнмĕ (Галина Еливанова, Хыпар, 2007, 240 №)
- Акнă вăрă путланман (Елена Трофимова, Çамрăксен хаçачĕ, 2013)
- Паллă çыравçă (Елена Арланова, Урал сасси, 2007)
- Кулăш ăсти — Степан Аслан (Елена Арланова, Канаш, 2012, 47№)
- Паллă çыравçă (Степан Аслан çуралнăранпа 95 çул çитнĕ май) (Елена Арланова, Канаш Ен, 2012, чӳк, 16)
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...