Кукамай
Сарă сĕтел тавра хĕрсем лараççĕ. Спалюк аппа шăтăкла çыхать, Нинукпа Уках тĕрĕ тĕрлеççĕ. Вĕсемпе юнашарах кукамай. Вăл манăн пĕчĕк йăмăка, ăшă утиялпа чĕркенĕ Надеждăна, чĕрçи çинче тытса ларать.
Халь кăна-ха радиопа «Айдар» спектакле итлерĕмĕр, пурте ун çинчен калаçаççĕ.
— Пинерпие питĕ хĕрхенес килет. Ирĕксĕр качча пачĕç те ăна, çын вырăнне хумаççĕ. Айдар йышши кулаксем çав териех усал пулнă-и вара, кукамай? — тесе ыйтрĕ Спалюк аппа.
Кукамай шăл тунине кăтартса кăмăллăн кулкаларĕ те:
— Эсир пĕлместĕр çав ăна, пĕлместĕр. Усал анчах-и?.. Эпĕ хам тӳссе курнă унашкал пурнăçа, — терĕ.
Хĕрсем пурте шăпланчĕç.
— Çамрăк чухне эпĕ ятлă хĕр пулнăччĕ, — терĕ кукамай. — Шăхасан пасарне кайма хăраттăм. Каччă терĕшсем утма памастчĕç мана унта, хыçранах кĕпĕрленсе çӳретчеç. Пасартанах вăрласа каяс текенсем те сахал марччĕ.
— Мĕнле вăрласа? Çынна та вăрласа кайнă-и?
Кукамай пирĕн çине пăхрĕ те каллех кăмăллăн лăхăлтатрĕ.
— Вăрлатчĕç çав, вăрлатчĕç. Лайăх хĕрсене арăмлăха вăрласа каятчĕç,— терĕ вăл. — Аран тара-тара хăтăлаттăм эпĕ те вĕсенчен, Çапах, тепле пулсан та, эпĕ хамăн упăшка пулассине чунăм килĕштернипех качча тухрăм. Пуян çĕртенччĕ вăл, хамăр ял ачиех-ха. Хамăр ялсем пулсан та, çын ăшĕ витĕр пăхса курăнмасть-çке, ăçтан пур енĕпе те пĕлсе çитерĕн.
— Вара пирĕн кукаçи те усал çын пулнă-и? — хăраса кайса ыйтрĕ Спалюк аппа.
— Кукаçу усал çын марччĕ, Спалюк. Çук, усал çын марччĕ. Кайран, хамăр тĕллĕн хуçалăх тытма пуçласан, аван килĕштерсе пурăнаттăмăр эпир. Анчах унччен пурнăç марччĕ, тем каламалла, хама хам мĕнле тытмалли пирки те аптраттăм. Пĕррехинче мана хуняма çăкăр пĕçерме хушрĕ. Каласанах кăвас хутăм та, кăвасĕ лайăх йӳçсе хăпарчĕ. Ирех вут хутрăм, чуста çăрма тытăнтăм. Хуняма ман таврашрах кăштăртатса çӳрет, мана пулăшкалать. Чипер çăрса тăнă çĕртех манăн алла темскер, пăрçа пек хытă япала кĕчĕ. Пăхатăп та — чуста ăшĕнчен шăрçа тухрĕ. Чип-чипер шăрçах, пăрçа пĕрчи пек кĕленче шăрçа, «пул куç шăрçи» теттĕмĕр эпир ăна. Эпĕ пĕрре хăраса, тепре намăсланса кайрăм. Юрать-ха, чустине çăрнă чухне тухрĕ. Çăкăр çинĕ вăхăтра хăшин те пулин çăварне лекнĕ пулсан, мĕн темеллеччĕ-ши?.. Хайхи шăрçана пытарас тесе кăна тăраттăмччĕ: «Кин, мĕн тупрăн ара?» — тесе ыйтрĕ манран хуняма. «Шăрçа тупрăм çав», — тетĕп, хамăн пит-куç вут ăшне хунă пек пĕçерме тапратрĕ. «Мĕнле шăрçа тата? — тет хуняма. — Чуста çинче тупрăн-и çав? Ăçта-ха, кăтарт-ха, мĕнле майпа пырса лекнĕ вăра вăл унта?» — тет. Хуняма шăрçана манран илсе чăланти арчинех пуçтарса хучĕ. Каçхине эпĕ чĕрес йăтса ĕне сума тухрăм та, хуняçапа хуняма кĕлет умĕнче мăкăртатса ларнине илтетĕп. «Итле-ха эс, старик, итле, кине текех çăкăр пĕçерттерес мар», — тет хуняма. «Мĕншĕн тата? Хăвна пулăшу мар-и-ха вăл?» — тет хуняçа. «Эй, ан кала, каçхине кăвас çине юри шăрçа ятăм, çавна тупрĕ», — тет хуняма. «Тупнă пулсан, вара мĕн-ха?» «Мĕнле «мĕн-ха» пултăр унта, ара, çавна пĕлместĕн-и? Кăвас лайăх çăрать вă-ăл, старик, кăвас лайăх çăрать, çавна пĕл эсĕ. Кăвас лайăх çăрçан, çăкăр тутлă пиçет, сĕтеклĕ пулать. Тутлă çăкăра нумай çиетĕн, анать вăл, йăлăхтармасть, нумай пĕтет. Нумай пĕтет, илтрĕне-е?» — терĕ хуняма хыттăнах. «Апла-и çак? ăм-м», — терĕ хуняçа, урăх пĕр сăмах та шарламарĕ. Çавăнтан кайран мана тек кăмака умне ямарĕç вара, турчăка тытса кураймарăм. Ĕне сума та лартмарĕç.
Кукамай калама чарăнчĕ те тăхлан тĕслĕ куçĕсемпе, таçта темĕн курасла, аяккалла тинкеренçи пулчĕ.
— Çаплаччĕ çав. Усаллисем анчах мар, хыт кукар пуянсем те пулнă, — ассăн сывларĕ кукамай, йывăррăн йăшăлтаткаласа. — Манăн хуняман та çӳпçере виçĕ чĕрес шăратнă çу кăвакарса пăнтăхнăччĕ, çĕрсе кайнăччĕ. Хамăра яшка çине, витре ытла кĕрекен хурана та, мăйăр пек çеç çу катăкĕ ярса паратчĕ. Çуллăрах аш яшки пĕçерес-мĕн пулсан, юлашки яшкара сивĕнсе шăннă çăва кашăкпа пуçтарса илсе, тепĕр яшка пĕçермелĕх тесе, чĕресе хуратчĕ. Çавăн пек пурăннă эпĕ çамрăк чухне, качча тухсан малтанхи çулсенче.
Хĕрсем ĕçлеме чарăннă, пурте кукамай çине тĕлĕнсе пăхса лараççĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...