Александр Вениаминович Тимбай 1925 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче Тутар Республикин Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан вĕренсе тухсанах Хĕрлĕ Çара кайнă, часах фронта лекнĕ, йывăр çапăçусене хутшăннă. Виçĕ хутчен аманнă, инвалид пулса киле таврăннă. Вăрçă чарăннă çул Чăваш пединститутне вĕренме кĕнĕ, ăна пĕтерсен нумай çул хушши ачасене чăваш тата вырăс чĕлхисем вĕрентнĕ. «Хатĕр пул» журналта ĕçленĕ. Çав вăхăтрах сăвăсем, поэмăсем, калавсем çырма та вăхăт тупнă Александр Вениаминович, вĕсем хаçат-журналта пичетленĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче «Вуник асамçă» (1974), «Хумсем, хумсем...»(1975), «Вăрçă сăввисем» (1980), «Тӳпе» (1985) кĕнекисем тухнă. Вулакансем уйрăмах «Антăлу» сăвă кĕнекине ăшшăн йышăннă. Унта автор хăйĕн ăрăвĕн паттăрлăхне яр уççăн çутатать, вăрçа питлет, тăнăç пурнăçшăн кĕрешме чĕнет.
Çыравçă 1999 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче вилнĕ.
А.Тимбай 1981 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн членĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...