Яков Гаврилович Ухсай Пушкăртстан Республикин Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче 1911 çулхи чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче çуралнă.
1925 çулта вăл Пишпӳлĕкри хресчен çамрăкĕсен шкулĕнче, унтан Ĕпхӳри педагогика институчĕн хатĕрлев уйрăмĕнче пĕлӳ илнĕ. Пушкăрт АССР Халăх Комиссарĕн Совечĕ çумĕнчи наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ. 1930-1933 çулсенче Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ университетра вĕреннĕ, студент чухнех «Коммунар» хаçат ĕçне хутшăннă. 1934 çулта Я.Ухсай Чăваш писателĕсен союзĕн правленийĕн секретарĕ пулнă, Ульяновскри тата Патăрьелĕнчи педагогика училищисенче вĕрентнĕ (1936-1939).
Тăван çĕршывăн аслă вăрçи çулĕсенче поэт фронтра пулать. Совет Çарĕн паттăр воинĕсемпе пĕрле Атăл хĕрринчен Шпрее патне çити утса тухнă.
Çар хаçатĕнче ĕçленĕ, совет салтакĕсен паттăрлăхĕ çинчен нумай сăвă-поэма çырнă. 1946 çулта киле таврăннă, 1949 çулччен кĕнеке издательствин редакторĕ пулнă.
Я.Ухсай çырнисем шухăшпа санар хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăраççĕ. Вăл сăвăлла трагедипе сăвăлла роман жанрĕсене аталантарас ĕçе пысăк тӳпе хывнă. Унăн «Кĕллук мучи», «Çĕр», «Шурă хурăнпа калаçни», «Чапаевпа тĕл пулни», «Ача чухнехи çăлтăрăм» поэмисем, «Ту урлă çул», «Акăшкӳл» сăвăлла романĕсем, «Хура алчел», «Тутимĕр», «Шуйттан чури» трагедийĕсем Ухсай чăн-чăн сăмах ăсти пулнине туллин çирĕплетсе параççĕ.
Я.Ухсай литература тĕпчевĕнче те, куçару енĕпе те нумай вăй хунă. Вăл чăваш поэзийĕн классикĕн К.В.Ивановăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕпчев ĕçĕсем çырнă, тăван çĕре, çут çанталăка хӳтĕлесе хĕрӳ статьясем пичетленĕ.
Поэта Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ (1945), Чăваш халăх пбэчё (1950) ятне панă, Ленин, Октябрьти Революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Паллй», икĕ хутчен Отечественнăй вăрçă орденĕсемпе наградăланă, унăн ятне Чăваш АССР Ĕçпе Паттăрлăх мухтавĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Ана Чăваш АССР Патшалăх пре-мине (1971), РСФСР А.М.Горький ячĕллĕ Патшалăх премине (1972) панă.
Я.Ухсай 1938 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕнче тăнă.
Поэт 1986 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Пушкăрт Республикинчи Слакпуç ялĕнче пытарнă, ун ячĕпе музей комплексĕ йĕркеленĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...