Поэзи
Ирĕклĕ строфасем
«Мĕн вăл поэзи?» — ыйтатпăр час-час.
Кам хуравлать? Тен, ăс-хакăл вĕçевĕ
кăйкăр пулса ярăнни вăл?
Анчах
ма илĕртет улăхри кĕвĕ-çемĕ?
Авă, пĕри, мăн пăта çапнă пек,
пат! çеç татса евитлет:
Пурнăç ларкăчĕ!
Çук! — тет тепри. — Ман поэзи тӳлек
кăмăл пусаркăчĕ,
шухăш кустаркăчĕ.
—Сансăр çу кунĕ те темĕншĕн сивĕччĕ, —
каччă хĕре пăшăлтатрĕ хуллен, —
ăшăтрĕ сарă çӳçӳн ылтăн çивĕчĕ —
вăл сар хĕвел пайăрки пулчĕ, тен?
Килчĕç кунсем юрăсем юрласа,
манăн поэзи — сан ăшă куллу.
Кĕçĕр чечеклĕ садра, юратса,
сан аллупа ыталать тĕлпулу.
— Манăн поэзи — çанталăк типсен
çĕр сăн-питне ешертен шалкăм çумăр, —
терĕ сухаçă, — хаваслă питсен
чăн тупсăмне пĕлессишĕн ан çунăр.
Çӳл тӳпери аслати кăлтăртатăвĕ
калĕ сире ун пирки — ăшшăн тав тăвăр!
«Мĕн вăл поэзи?»
Шухăш чĕнмест.
Ма кĕнекеçĕ
Ним те пĕлмест?
Ак уй-хирте ахăрса туй тăвать çил-тăман,
ак çул çинче сăвăпа ăшăнать пĕр тăван.
Хыçлă çуна сулăнса çапăнать сулнăка,
мамонт шăмми пек шуралчĕ пĕр хăрăк çăка.
«Эх-хе-хей, Кĕçтенттин! —
хуйхăрса çил вĕрет. —
Шухăшу сан — пин-пин!
Вăл пасар пек вĕркет...»
Йывăр ӳкерчĕк
ӳкрĕ куçа,
йывăр ӳкерчĕк
усрĕ пуçа.
«Мĕн вăл поэзи?» — ыйтатпăр, тĕпчетпĕр час-час,
е, Буало пек, çыратпăр трактат та час-час.
Ку ыйтăва тапраттăр
халь çамрăк Хусанкай.
Эп пулăп комментатор
сăмахăм юхнă май:
«Тепри, поэзи тенĕрен, ыйха манса тата
шырать ун вăрттăн кĕтретне, тухать кандидата!»
Тăнлавĕнчен хĕссе ак тытрĕ Пушкин,
çӳрет çĕтсе пин шухăш хумĕнче.
Хум лăплансан, темле пăтравлă юшкăн
улаланса выртать ун умĕнче.
Вăл хĕвелле сирсе ярать çынсемшĕн
тăхлан пек йывăр шухăш пĕлĕтне.
Чăн пурнăçа пăхма ытла кичемшĕн
шырать янравлă лира хĕлĕхне.
«Çапах ытла ют пулнă шиксĕр Байрон
хĕвелсĕр Альбион çĕршывĕнче». —
Çак шухăшран аран хăпса, пуç тайрăм
эп бронза Пушкина пĕррехинче.
Поэзи мĕн-ши?
Калама хăяймăп.
Лĕпĕртисем тасалччăр ман асран!
Хисеп тесе, вăлта ярса лараймăп,
Калас сăмах хисепĕ пулмасан!
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...