«Шеллерĕç...»
Пахча çимĕç тухăçлăхĕ çулсеренех хăйĕн хуçине савăнтарать. Ара унăн тухăçĕ вуçех хăй тăрăшнинчен килет-çке. Çĕрулми калчисем симĕс авăрсемпе тата шурă е кĕрен чечексемпе савăнтарнă кунсенчен ку чухне колорадо нăррисем кил хуçине тăватă уран упалентерме пуçларĕç. Хăмла çырли пек çакăнса тăракан эсрелсене пĕр вырăнта пуçтарса пĕтернĕ хушăра каялла çаврăнса пăхатăн та, «тинĕс матросĕсем» пеккисем тăрăхлашса, хăрах куçĕсемпе хĕсĕккĕн пăхса шăл йĕрсе лараççĕ. Çапла терткеленсе çĕрулмие çăлса хăварнă хыççăн та асапĕ пĕтмест-ха. Авăрсем тĕсне çухатсан пулса çитнĕ çимĕçе «ик ураллă кайăксем» куç хываççĕ.
Вĕсенчен сыхланас тесе пĕрреччен, канмалли кун, çĕр каçмаллах кайса выртрăм йăрансем хушшине. Ларса ывăнса çитсен çемçерех вырăна пуçа хутăм пăртак тĕлĕрсе илес тесе. Нумай вăхăт иртрĕ-и, сахал-и, сасартăк манăн çĕр лаптăкĕ тĕлне пĕр машина çитсе те чарăнчĕ. Вăтам çулхи арçынсем кĕреçисене йăтса эпĕ выртакан тĕле пычĕç те:
— Эсĕ кунта мĕн тăсăлса выртатăн? — терĕç.
Вĕсем виççĕн. Çакна кура чĕнме шиклентĕм. Аптранă енне:
— Хамăр çĕрулми лаптăкĕ çукран, хуçи курман чухне çур михĕ пек те пулин кăларса кайса тутанса пăхас терĕм, — суйрăм çакскер.
— Пирĕн пек нушаллă çын иккен эсĕ. Тавай, пирĕнпе пĕрле ĕçле. Кĕреçӳ çук пулсан, чавса кăларнине пуçтарса пыр, — терĕç çакскерсем.
Мĕн тăвăн? «Каçхи туссене» пулăшмаллах пулчĕ. Вилес килмест-çке-ха хир варринче.
Васкаса ĕçлеççĕ тата хăйсем! Вĕсенчен манăн та юлас пулмасть. Нăрăсене пухнă чухне те е çум çумланă чухне те кун пек тертленмен эпĕ.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, тулнă михĕсене машина кузовĕ çине пӳске пек ывăтрĕç те, ман çĕр лăптăкĕ çине (эпĕ кӳршĕсенни çинче выртаттăмччĕ) çаврăнса та пăхмарĕç. Эпĕ ăçта пурăннине ыйтса пĕлчĕç кăна, хама кил умнех антарса хăварчĕç. Те тăрăшса ĕçленине кура, пĕр михĕ çĕрулми пăрахса хăварма та манмарĕç.
— Сахал тесе ан ӳпкеле, — терĕç, хускалса кайнă майăн.
Çапла «шеллерĕç» мана каçхи кĕтмен хăнасем.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...