Усрав ывăл
Çамрăк мăшăр — Алексейпе Шура — Парăнтăк станцинчен Хусана каякан пуйăс çине ларчĕç. Вĕсем хăнана мар, таваршăн та мар Хусана çула тухнă. Вĕсем Çĕпĕре кайма шут тытнă. Ялтан тухса кайма çăмăлах та пулмарĕ Шурана. Килĕнче ват амăшĕ, кĕçĕн йăмăкĕпе шăллĕ юлаççĕ-çке, вĕсене шкултан вĕренсе тухма укçа-тенкĕ, тумтир те кирлĕ. Шуран ашшĕ вăрçăран таврăнаймарĕ. Амăшĕ чирлĕскер, макăрсах юлчĕ. «Хĕрĕм, эсĕ таврăниччен пурăнаяс та çук ĕнтĕ эпĕ, ан кай», — тесе ӳкĕтлерĕ Шурана. Шура каймасăр пултарайманнине амăшне пĕлтермерĕ. Инçе çула каймасан Алексейпе малашне пурнăç пулас çуккине каламарĕ. Алексей Шурана уйрăлса каяссипе хăратать. Сăлтавĕ те пур çав. Пилĕк çул пĕрле пурăнаççĕ вĕсем, анчах та ача-пăча çук. Çак сăлтава пула Алексей Çĕпĕрелле тухса кайма шут тытрĕ. «Унта ĕçлекелесе укçа тусан, пульницăсем тăрăх çӳресе пăхăн, кунта ялта тухтăрсенчен ача шыраса çӳреме намăс. Манран ун чух кулсах вилĕç», — терĕ Алексей икĕ уйăх каялла. Инçе çула кайма укçа тăвас тесе пушмак пăруне те, сурăхне те сутса ячĕç. Вара аякка тухса кайма çирĕп шут тытрĕç.
Пуйăсра халăхĕ лăк туллиех. «Ăçта каяççĕ-ши кусем? Эпир ĕнтĕ телей шырама каятпăр, çемьене сыхласа хăварасшăн», — тесе шутлать Шура.
Тăватă талăкран пĕр станцине анса юлчĕç вĕсем. «Ăçта каймалла, кам патне пырса алăк уçмалла?» — пуçа ватать Алексей. Станцирен аякка кайма çук, укçа-тенки те хĕсĕк. «Çакăнта пăхкаласа çӳресен кĕрсе ларăпăр вокзала», — тесе Алексей хăй хыçĕнчен Шурăна утма хушрĕ. Арăмĕ вокзалта ларать, Алексей тухса утрĕ. «Каç пуличчен ĕç пирки ыйткаласа çӳрекелем-ха», — терĕ. Çамрăк мăшăр кирек мĕнле йывăр ĕçе те пуçăнма хатĕр пулчĕ. Шура вокзалта Турăран ыйтса ларни пулăшрĕ-пулăшрех.
Вăл тăватă талăк хушши пуйăс çинче: ĕç тупасчĕ, яла каялла таврăнас марччĕ, тесе кĕл турĕ. Вокзал çумĕнчи çуртра ĕçе илчĕç вĕсене, чукун çул çинче ĕçлеме тытăнчĕç. Алексейĕн разрячĕ те пур. Хваттер те пачĕç вĕсене, кивĕрех те ĕнтĕ, алă-ура çавăрсан юсаса ярĕç-ха.
Çапла çу иртсе кайрĕ. Хваттерне те юсарĕç, вут-шанкă, кăмрăк та хатĕрлерĕç. Канмалли вăхăтсенче вакун пушатма та тухаççĕ. Шура Алексейран кая мар ĕçлет. Укçа-тенкĕ те пухма пуçларĕç. Шура укçине амăшне те ярса пачĕ, пуçĕнчен çаплах пульницăна каясси тухмасть.
Пульницăна Алексей те пычĕ, вăл хăй хăлхипе илтесшĕн пулчĕ тухтăрсен сăмахне. Пĕр эрне çӳрерĕç вĕсем пульница пӳлĕмĕсем тăрăх. Юлашкинчен тухтăр: «Сирĕн Шура, пурте йĕркеллех, упăшкăра тĕрĕслес пулать», — терĕ. Шура хĕпĕртенипе макăрса ячĕ. Алексей ачашăн вĕт, килсе тĕрĕслеттеретех ĕнтĕ. Сипленсен вĕсен те ача пулатех. Алексей пульницăна кайма килĕшмерĕ, хирĕçсех кайрĕ. Шура ăна ӳкĕте кĕртеймерĕ. Çапла тата виçĕ çул иртрĕ.
Пĕр ăшă та хĕвеллĕ кун Мускав енчен пуйăс килсе чарăнчĕ. Шура хăйĕн бригадипе (Алексейран уйрăм ĕçлет, вăл хăй бригадир) составсене тĕрĕслесе юсаса тăраççĕ. Вакунран анакан çынсен хушшинче икĕ хĕрарăм калаçса тăраççĕ.
«Кунта çитиччен пăхса килтĕмĕр-ха та. Ăçта çити каять-ши çав ача? Кам пăхĕ-ши ăна? Ытла та пĕчĕк вĕт, тата апачĕ те çук», — çак сăмахсем унăн хăлхине кĕчĕç. Шура ăнланса илейменнипе тепĕр хут кам çинчен сăмах пынине ыйтрĕ. Вирхĕнсе чупса кĕчĕ вăл вакуна, хăйĕн алли-ури чĕтрет, сывлăшĕ пӳлĕннĕ. Аялти çӳлĕк çинче чĕркенĕ пĕчĕк ача выртать, хăйĕн куçĕсем кăн-кăвак та пысăк. Шура хыççăн бригадăри икĕ хĕрарăм кĕрсе тăчĕç. Шура вĕсем çине пăхать, анчах та хăйĕн сасси тухмасть. «Илетĕп», — тесе пĕр сăмах çеç калама пултарчĕ. Вакунтан анса юлчĕç вĕсем, пуйăс кайрĕ. Хыпаланса чупса хваттере пырса кĕчĕç. Хĕрарăмсем салатрĕç ачана, хут татăкĕ тухрĕ. Арçын ача иккен, Вова ятлă, 6 уйăхра.
Шура çак кунхине ĕçе каймарĕ, вăй-хал пухрĕ. Каçхине Алексей ĕçрен таврăнчĕ. Ача тупни çинчен Шура савăнса каласа пачĕ мăшăрне, лешĕ вара ача выртакан пӳлĕме кĕрсе те пăхмарĕ. «Кирлĕ мар мана çын ачи, халех леçсе пар», — терĕ. «Ăçта леçес ĕнтĕ? Эпĕ ăна пуйăсран илсе юлтăм», — теме çеç пултарчĕ Шура.
Тепĕр кунне Шура ним тăвайманнипе ачана илсе милици участокне пырса кĕчĕ. Унта ăна мĕнле пулнине тата кам курнине тĕплĕн каласа пачĕ. Çырнă хут райĕçтăвкома, пульницана каясса пĕлтерчĕç. Хăй вара милици пӳлĕмĕнче ларнă чух çирĕп шут тытрĕ: «Çук, Вовăна никама памастпăр.» Райĕçтăвкомра ăна: «Ултă уйăхра ачана шыраса килекен пулмасан, вăл хăвăн пулĕ. Ун чух вара хутсене те вĕçне çитичченех йĕркелесе çитерĕпĕр», — терĕç. Пульницăра икĕ уйăх тытрĕç Вовăна, тĕрĕслерĕç. Шура кунĕн-çĕрĕн канăç курмарĕ. Вовăн сăнĕ куç умĕнчен каймарĕ. Çичĕ уйăх та çитрĕ, ача хыççăн килекен пулмарĕ. Шура вара ачана усрава илчĕ, канма тухрĕ. Алексей япалисене тиесе урăх станцăна, çĕнĕ арăм патне куçса каирĕ.
Вова сакăр çула çитнĕччĕ ĕнтĕ. Шура çемье çавăрни вунултă çула кайнăччĕ. Станцăра пурăнакан пĕр украинец пĕрлешме сĕнчĕ. Шура килĕшрĕ. Çулталăкран Шура хĕрача çуратса пачĕ. Тата икĕ çул иртсен ывăл кун çути курчĕ. Мĕн тери пысăк савăнăç Шурăн. Вовăн савăнăçĕ те виçесĕр, ашшĕ те, йăмăкĕ те, шăллĕ те, тата юратнă амăшĕ пур.
Вова урамра пĕр хут кăна мар çак сăмаха илтрĕ: «Шура сан аннӳ мар, эсĕ тупăннăскер». Çапах та вăл амăшне каласа памарĕ. Çакнашкал кăсăк ыйтусем çеç пачĕ: «Анне, çыннăн миçе анне пулать?» Амăшĕ вара: «Пĕрре кăна, пĕрре кăна», — тесе хуравларĕ.
Çулсем сисĕнмесĕрех вĕçсе пычĕç. Вова та ӳссе çитĕнчĕ. Вĕренсе тухса ĕçлеме пуçларĕ, çара кайма та вăхăт çитрĕ. Çапла пĕррехинче çак поселокрах пурăнакан Нина ятлă вăтăр сакăр çулсенчи хĕрарăм килсе алăка шаккарĕ. Вова килте пĕчченехчĕ. Лешĕ иртсе ларчĕ, аннӳ хăçан килет тесе ыйтрĕ. Унтан сасартăк макăрса ячĕ. «Мĕншĕн макăратăр эсир, Нина аппа?» — тĕлĕнсе ыйтрĕ Вова. «Эпĕ Нина аппу мар, санăн аннӳ», — тесе хучĕ вăл. Уяр кунра аçа çапнă пекех пулчĕç ку сăмахсем Вовăшăн. «Çук, манăн анне ĕçре, часах таврăнать, — терĕ Вова, унтан хушса хучĕ — эсир мана чăрмантарса ан ларăр, манăн вăхăт çук. Эпĕ военкомата пуçтарăнатăп, çара кайма хут килчĕ», — терĕ те Вова алăка уçрĕ. Тепĕр кунне те хĕрарăм каллех килчĕ, Вова алăка та уçмарĕ.
Вовăна çара ăсатнă кун станцăра халăх нумай пуçтарăннă. Çамрăксем юрлаççĕ, ташлаççĕ, пĕр хĕрарăм кăна чарăнаймасăр макăрать. Вова ăна курмăш пулчĕ. Шура ун патне пырса мĕншĕн макăрнине ыйтать. Ара, пĕр поселокри хĕрарăмах вĕт, ятне те лайăх пĕлет Шура, халиччен куркаланă та. «Шура, каçар мана, Вова манăн ача вĕт», — тет Нина куççуль витĕр. Шура тĕлĕннипе нимĕн те чĕнеймест пĕр хушă. Лешĕ вара темиçе çул каялла пулса иртнине каласа парать.
Нина — Мускав хĕрĕ, çамрăкла юратура йăнăшса ача çуратать. Каччи ачана йышăнмасть, ашшĕ-амăшĕ Нинăна килĕнчен хăваласа кăлараççĕ. Çапла вăл ултă уйăх хăйĕн мăн аккăшĕ патĕнче пурăнать. Мăн аккăшĕн сывлăхĕ япăхлансан, Нинăн унтан кайма тивет. Çапла вара вăл çула тухать, ачине кӳршĕ вакуна хурать, хăй те çав пуйăспах Çĕпĕр еннелле каять. Çитсе чарăннă станцăра ачипе пĕрлех анса юлать. Ывăлне кам илнине, ăçта пурăннине те пĕлсе, сăнаса тăрать. Пĕр кун та ирттермен вăл Вовăна курмасăр. Ача садĕнче вылянине е шкула кайнине, килте чӳрече умĕнче уроксем хатĕрленине пĕтĕмпех курса тăрать. «Аван çын пăхать, ӳссе çитĕнсен ачи хăйне те пăхĕ», — тесе йăпаннă вăл. Малтанах хваттерсĕр, çынсем патĕнче кăна пурăнкаланă Нина. Халĕ акă хваттерĕ те пур, телейĕ çук. Шура çак историе итлесе пĕтерсенех Вовăна чĕнсе илет. «Вова акă санăн çуратнă аннӳ. Вăл сана ăсатма килнĕ, сывпуллаш ачам унпа, тав ту ăна сана çуратнăшăн», — тет. Вова калать: «Нина аппа, тав сире, ăсатма килнĕшĕн, эсир манăн АННЕНЕ тав тăвăр мана ӳстернĕшĕн», — тет те, урăх нимĕн каламасăр пăрăнса утать. Хăйĕншĕн ют хĕрарăма вăл пĕр ăшă сăмах такалама пултараймасть.
Икĕ çул сисĕнмесĕрех иртет. Вова çартан таврăнать, икĕ çул хушши ĕçлесе хваттер илет, авланса çемье çавăрать. Шурăн пĕчĕккисем те ӳссе çитĕнеççĕ, анчах та мăшăрĕ сарăмсăр вилсе каять. Усрав ывăлĕ яланхи пекех хăйне тăван амăшĕн çунатти айĕнче туять. Хуçăк турат мар вăл, унăн юратнă амăшĕ, йăмăкпа шăллĕ те пур.
Хăйне печĕк чухне ют çын аллине панăшăн Вова чун панă амăшне каçарма пултараймасть, унăн пĕртен-пĕр амăшĕ çеç — Шура амăшĕ пур. Нинăна ватлăх кунĕсенче ку пушшех те чун-чĕрине ыраттарать. Вăл вара хваттерне улăштарса Мускав облаçне пурăнма куçса каять. Çамрăк чухне тунă айăпа Нина ниепле те сиреймест, уншăн каçару çук.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...