Ывăл


Эсĕ — ман чере таппи


Ывăлăма — Артема халаллатăп

 

Ывăлăм, чун çутиçĕм... Эсĕ çут тĕнчене килсен маншăн çак çĕр çинче иккĕмĕш пурнăç пуçланнине туйрăм, пепкем. Нихăçан та, нихăçан та пĕччен пулмасса туйса, пĕтĕм чун хавалĕпе çапла пăшăлтатрăм: «Ывăлăм, ман чĕре таппиçĕм, ман чун çутиçĕм...» Маншăн кăвак хуппи уçăлчĕ, çут тĕнче çуталчĕ, ывăлăм.

Тĕпренчĕкĕм, ĕмĕтĕм... Эсĕ манăн пуриăçăмри чи çутă ĕмĕтĕм, ывăлăм. Сана чĕре айĕнче йăтса çӳренĕ чухнех çак çĕр çине ЭСĔ килессе — ЫВĂЛ килессе чун-чĕремпе туяттăм, сисеттĕм, ĕмĕтленеттĕм. Ĕмĕтĕмри ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ: манăн ЭСĔ, ЭСĔ, ЭСĔ пур, ывăлăм.

Ывăлăмçăм, сывлăшăм... Санăн сывлăшупа — эпĕ, эсĕ — манăн сывлăшпа сывлатпăр. Этем çак çĕр çинче сывлăшсăр пĕр минут та пурăнма пултараймасть, эпĕ те сансăр пĕр самант та пултараймастăп, ывăлăм.

Пепкемçĕм, пăхаттирĕм... Манăн вăй-хăватăм, иксĕлми мулăм. Пĕчĕк те çепĕç аллусемпе мăйран нихăçан уйрăлмасла ыталаса илетĕн. Пире никам та, нимĕнле усал вăй та, нимĕнле çил-тăвăл та уйăрайманнине туйса хама юмахри паттăртан та вăйлăрах туятăп. Вăй парса тăракан хăватлă ПĔЧĔК. ЭТЕМ, эсĕ манăн пăхаттирĕм, ывăлăм.

Малалла

«Ывăлне вутра çунтарнă палачсем...»


Ывăлне вутра çунтарнă палачсем.

Ĕненме пит йывăр çак сăмахсене.

Ман ылхан çунтартăр вĕсене!

Амăшне илсе çитернĕ палачсем:

 

«Ывăлун кĕлне пуçтар та куркана

Вĕçтерсе яр çилпеле ăна!»

 

Ывăлĕн кĕлне илсе çитернĕ вăл килне,

Вăл ăна шăварнă куççульне тăкса.

Ывăлĕ, асамлăн чĕрĕлсе тăрса,

Тав тума пуçланă амăшне.

 

Ĕненес килет ман çакă сăмаха,

Тав тăвас килет ман савнă халăха.

Ывăлăма


Кашни хусканăву пĕр ылтăн —

Манран пуян этем те çук.

Ах, ывăлăмçăм, ывăл, ывал,

Пин çуллăх вăй кĕрет аçун.

 

Вĕçсĕрлĕхри тусан пĕрчи те

Ан лартăрччĕ лĕпкӳ çине,

Хăвла пĕр тантăш çил ачи те

Вĕçсе ан кĕтĕрччĕ хĕвне —

 

Сана салтак пекех сыхлатăп,

Çĕрле те улшăнмасть хурал.

Аннӳ кăшт ытларах пăхсан та

Тупатăп кĕвĕçмешкĕн хал.

 

Эс пур та — эп ача пек сывă.

Тетте тесех сана тытам.

Ах, ывăлăмçăм, ывăл, ывăл,

Ман ывăл, ылтăн чăмăрккам.

Усрав ывăл


Çамрăк мăшăр — Алексейпе Шура — Парăнтăк станцинчен Хусана каякан пуйăс çине ларчĕç. Вĕсем хăнана мар, таваршăн та мар Хусана çула тухнă. Вĕсем Çĕпĕре кайма шут тытнă. Ялтан тухса кайма çăмăлах та пулмарĕ Шурана. Килĕнче ват амăшĕ, кĕçĕн йăмăкĕпе шăллĕ юлаççĕ-çке, вĕсене шкултан вĕренсе тухма укçа-тенкĕ, тумтир те кирлĕ. Шуран ашшĕ вăрçăран таврăнаймарĕ. Амăшĕ чирлĕскер, макăрсах юлчĕ. «Хĕрĕм, эсĕ таврăниччен пурăнаяс та çук ĕнтĕ эпĕ, ан кай», — тесе ӳкĕтлерĕ Шурана. Шура каймасăр пултарайманнине амăшне пĕлтермерĕ. Инçе çула каймасан Алексейпе малашне пурнăç пулас çуккине каламарĕ. Алексей Шурана уйрăлса каяссипе хăратать. Сăлтавĕ те пур çав. Пилĕк çул пĕрле пурăнаççĕ вĕсем, анчах та ача-пăча çук. Çак сăлтава пула Алексей Çĕпĕрелле тухса кайма шут тытрĕ. «Унта ĕçлекелесе укçа тусан, пульницăсем тăрăх çӳресе пăхăн, кунта ялта тухтăрсенчен ача шыраса çӳреме намăс. Манран ун чух кулсах вилĕç», — терĕ Алексей икĕ уйăх каялла. Инçе çула кайма укçа тăвас тесе пушмак пăруне те, сурăхне те сутса ячĕç. Вара аякка тухса кайма çирĕп шут тытрĕç.

Пуйăсра халăхĕ лăк туллиех. «Ăçта каяççĕ-ши кусем? Эпир ĕнтĕ телей шырама каятпăр, çемьене сыхласа хăварасшăн», — тесе шутлать Шура.

Малалла

Амăшĕпе ывăлĕ


Çапăçу хирне ăсатрĕ амăш ывăлне.

Çĕнтерсе килме пиллерĕ паттăр çарпуçне:

 

«Турăпа пĕрле ялан пул. Вăл сыхлатăрах.

Çĕнтерӳпеле эс таврăн, ывлăм, хăвăртрах...»

 

Çĕршыва сыхлама кайрĕç паттăр ывăлсем,

Вĕсене килте кĕтеççĕ ватă амăшсем.

 

Тăшмана çапса аркатрĕç юнлă вăрçăра,

Çарпуçне çĕмрен амантрĕ пĕр çапăçура.

 

Амашне часах пĕлтерчĕç нукерсем çакна,

«Эс пехил пани пит кирлĕ», — терĕçĕ ăна.

 

Ăмăрткайак пулса вĕçрĕ амăш ун патне,

Куççульпе çуса тасатрĕ ывлĕн суранне.

 

Çавăнтах суран ӳт илчĕ, сиплĕ вăй тупса,

Ывлĕ амăшне тав турĕ, сывалса тăрса.

 

...Амăшне паян мухтатăп хамăн сăвăра,

Ывалне телей сунатăп çакă пурнăçра.

 

03.05.2007.