Шупашкар
Тĕп хуламăр çамрăк мар иккен —
Юлнă ун пĕр сий пăлхарсенчен.
Пирĕн несĕл Паттуран тарса
Ларнă Атăл тăрăх хăпарса.
Сăвартан юлман тăрса пăлхар:
Атăлти утрав çинче — Поляр.
(Полярта выртан ырăсене
Асăнса кĕл тунă хăш чухне.)
Ӳкнĕ çичĕ ĕмĕр каяллах
Карттăсем çине тăван хула,
Ячĕ пулнă ун Вăта-Сăвар.
(Халĕ те пур пирĕн ик Супар.)
Ячĕ-шывĕ сумлине курса
Ларнă ун патнех Путай мăрса.
Ишĕлнĕ те çуннă Ишлĕ те,
Хĕсĕннĕ çывăхарах тĕлте.
Тупăнман телей ку тăрăхра —
Тапăннă йĕри-тавра хурах.
Атăлçи хурахсенчен тип шар
Мĕн тери тӳсмен-ши Шупашкар?
Тарçăри пек пурăннă чăваш,
Аптраса сывланă хаш та хаш.
Хусанпа Мускавăн хушшинче
Хĕç вылянă пирĕн çĕр çинче.
Тăнă тĕлĕнсе чăваш вара,
Кĕреймен питех Шупашкара.
Хĕн килсен хула хăй тĕрекне
Кӳнĕ тăтăш вырăссен çарне.
Тав çапах упранăшăн чуна,
Панăшăн курма хальхи куна.
Тиврĕ çĕнетме тĕн йĕркине,
Манасса манман ĕлĕкхине.
Аслă чиркĕве лартсан вара
Тарнă киремет хăра-хăра...
Шурă-шурă Шупашкар тесе
Асăнатпăр шав хисеплесе.
Пăлхарти Шур Çурт, Саркел хули —
Пуринче те курăн чыс палли.
Ĕнтĕ чыс ан пĕттĕр нихăçан:
Чысĕ пĕтес çук — чун йăшмасан.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...