Пётр Егоров
Тепри пулсассăн ют çĕре кайсассăн
Пытарĕччĕ йăх-несĕл таврашне.
Чапа тухсассăн, аллăран каçсассăн
Каларăн уççăн ху чăн чăвашне.
Сана ĕçченлăх, çивĕч ăс пилленĕ,
Вĕсем упранă тăлăх ачана.
Эс вĕсене пулах çӳле çĕкленнĕ,
Хăвпа пĕрле çĕклерĕн халăхна.
Асамлăха ăçтан ăнкарнă эсĕ?
Ырлать, мухтать ăсталăхна тĕнче.
Виçелĕх, шайлашу, ачашлăх тĕсĕ
Пĕр тикĕс курăнать çуртусенче.
Çуллахи Сад картипеле эрешĕ —
Çак тĕнчери кĕтретсенчен пĕри.
Карта илемĕн тупсăмĕ мĕнре-ши'
Ăсна килмен-ши чăвашсен тĕрри?
Санра сăн илнĕ Смольнăй мăнастирĕ,
Эсех çĕнетнĕ Петергоф сăнне.
Миçе хутчен-ши Питĕрпурăн ирĕ
Сăнанă эсĕ ыйхă татнине?
Ытти çĕрте те эсĕ йĕр хăварнă:
Ăна пĕлтерĕ Хĕллехи Кермен,
Ĕлккен чиркĕвӳпе мухтанĕ Пярну...
Мĕн чухлĕ çурт сăнне-ши ӳкермен?..
Санра грузин янралĕ чĕрлĕх чĕртнĕ,
Ĕçе вĕрентнĕ Питĕрпур çынни.
Чун-чĕрӳне, тен, лăпланмасăр хĕртнĕ
Тăван йăху шăпишĕн те çунни.
Кас-кас, тен, хытă тунсăхланă пулĕ
Сăр вăрманне çитсе курас тесе.
Ачалăхра тăксассăн та куççулĕ,
Манаймăн пурнăç панă кĕтесе.
Мухтавлă ывăлне — сана манмарĕ
Тĕрекленсе çĕкленнĕ халăху.
Сан палăкна лартса чипер чысларĕ —
Шупашкарти сăртра эс халĕ ху.
Эс ĕлĕк пулнă керменти канашçа
Эсех — тĕп архитектор çумĕ те.
Çурт-йĕрĕн ăстисем халь талпăнаççĕ
Илем хушма тăван çĕрĕмĕрте.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...