Çĕрпӳ
Хăпартланать виçесĕр пӳ —
Хавасăм кăкăрăм тулли.
Ак сарăлса ларать Çĕрпӳ,
Ман çамрăклăх хули.
Пĕлӳ вучахĕ, альма матер!
Паян та эсĕ чĕрере.
Паян та сан шăпушăн хатĕр
Кĕмешкĕн эп чĕрре.
Иртни аса килет халь пĕтĕм.
Пĕр ирхине ача пуçпа
Çăпатапа килсе эп кĕтĕм,
Анчах та — чăрсăр шухăшпа.
Пулсаччĕç ĕмĕтсем хăватлă,
Шутлаттăм эпĕ савăнса:
Виç çул иртет-и е тăваттă,
Астăнăм кайĕ çуталса.
Пĕр эпĕ çеç-и? Пурте хăйшĕн
Веçтернĕ шухă кайăка.
Тĕнче пек пысăк ĕмĕтсемшĕн
Никам та хумĕ айăпа.
...Хула çине пăхса пĕр вĕçĕм
Калланчĕç шухăшсем нумай.
Çынна курнать-и манăн ĕçĕм
Е çав-çавах эп тăрнаккай?
Чĕреçĕм сăвăпа хĕрет-и, —
Вăл ман сăвапăм, ман савни.
Пур хам виçе, пур хамăн кредо —
Хам евĕр тĕнчене курни.
Сахал-и эпĕ ăшталаннă
Хам телее шыра-шыра.
Ан пултăр выçă куç, куштанлăх
Нихçан та пирĕн хушăра.
Сăнан пăхма эп чĕмсĕр майлă,
Чапа хăварнăн ырана,
Туятăп эп, пĕлетĕп лайăх
Поэзири хам вырăна.
Çӳретĕп эп хама хам маннăн
Ĕç-пуç пирки пăлханнă май.
Мухтанмалли çукрах-ха манăн.
Тумаллисем кăна нумай.
Салам, Çĕрпӳ, ман яшлăх килĕ.
Тĕл пулнă хыççăн санпала
Вĕрет питрен хастарлăх çилĕ,
Каллех çĕклет ман кăмăла.
Çĕн вăй-хăват ăшра çуралчĕ.
Илтетĕп ĕмĕт чĕннине.
Чи хаклă ĕмĕтĕм — çырасчĕ
Ман хамăн тĕп кĕнекене!
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...