Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Иккӗмӗш пайӗ. Хусан мӗлки
Ахтупай çĕр пӳрт алăкне пушăт таткипе çыхса хăварнăччĕ — вăл çаплипех тăрать. Çак кунсенче ун пӳртне никам та килсе курман. Пĕччен кичемрех пулать, паллах, анчах мĕн тăвăн? Пĕрремĕш хут мар, Ахтупай кун пек пурăнма тахçанах хăнăхнă. Ак айпăлта илет те мĕн те пулин каскалама пуçлать, ĕçленĕ хушăра вăхăт иртни сисĕнмест — кĕçех каç пулать.
Вăл, ывăннă çын пек, тунката çине вырнаçса ларчĕ, вăрманти шăплăхран тĕлĕнсе йĕри-тавралла çаврăнса пăхрĕ. Кайăксем вĕçни курăнмасть — эппин, кăнтăрла иртнĕ, каç кӳлĕм вĕсем ирхинехи пек пăлтăртатса çӳремеççĕ.
Çапах та ав пĕри аташса юлнă иккен. Ытла инçе те мар пилеш кайăкĕ пек кайăк çырла çиет. Хыпать-хыпать те çăварĕнчи пĕрчине каялла кăларать, унта-кунта пăхкаласа илет, татах хыпать. Пĕр çырлине çисе ярать, теприне сăхма пуçлать. Хыпать, унтан каялла кăларать.
Ак упа сарри тĕмĕсем хушшинчен чăх пысăкăш икĕ ăсан вĕçсе тухса кайрĕç — пĕри, аçи, хуп-хура, ами вара хăмăртарах. Ахтупай ухă пĕкечине ярса илсе вĕсем хыççăн чупрĕ (çакăнта çывăхра ăçта та пулин лараççех, аялтан вĕçнĕ чух вĕсем аякка каймаççĕ), анчах ăсансем сунарçа сисрĕç ĕнтĕ, пĕр-пĕрне йыхăрса хурăнлăхалла кĕрсе çухалчĕç. Хурăнлăхри уçланкăра Ахтупай вĕсене тепре тупрĕ, аякранах персе йăм-хура ăсан аçине тĕмсем хушшине ӳкерчĕ.
Асанĕ пысăках мар, анчах мăнтăр. Сунарçа паян пурăнма çитет.
Ахтупай кайăка кăкăр тĕлне тытрĕ те чарăна-чарăна тăрса майĕпен каялла утрĕ.
Вăл çĕр пӳрт патĕнче хăйне кам кĕтнине чухласа илме те пултараймарĕ-ха. Çывăха çитсе куçа-куçăн пырса тăрăнсан каччă шартах сикрĕ: ун умĕнче Эрнепи тăрать. Ăна курсан ним шутлама пĕлмерĕ каччă — савăнмалла-и вăл килнĕшĕн е хĕр ача ун патне хурлăхлă хыпар пĕлтерме килнĕ?
Чи малтан вĕсенчен Эрнепи сăмах хушрĕ.
— Эс паçăр ма ун пекех тартăн? — терĕ вăл каччă еннелле тепĕр утăм туса. Вăл Ахтупай аллинчи ăсана курчĕ ĕнтĕ, каччă паçăр ăçта чупнине те пĕлчĕ, çапах та хăй сунарçă сăмах тавăрса каласса кĕтрĕ.
— Эс ма килтĕн, Эрнепи? — тинех хăйне алла илчĕ Ахтупай.
— Мĕн, каяс-и манăн? Эп сана кансĕрлеп-и?
— Уншăн мар, — ăсанне çерем çине хучĕ Ахтупай. — Сан унта мĕн те пулин пулман пулĕ-çке?
— Çук, — терĕ Эрнепи. — Пачах урăхла — манăн савăнăç паян! Ну, инкек те пулчĕ, паллах. Маншăн савăнăçпа инкек яланах пĕрле çӳреççĕ…
— Мĕнле инкек? — ун патне çывхарса ăна чавсисенчен тытрĕ Ахтупай.
— Ун çинчен сана кайран калăп, — терĕ Эрнепи. — Эс кунта пĕчченех-и? Кĕçĕр сан патна никам та килмест-и?
— Килмест, — Эрнепи хаваслă пулнăшăн хăй те хĕпĕртерĕ каччă. Вăл сисрĕ ĕнтĕ: тем тесен те Эрнепи инкекĕ пысăках мар, пулнă пулсан та иртсе кайнă, куçĕсенче ав — пĕрре пăхсах паллă — савăнăç.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, хĕрпе каччă хушшинчи ютшăну таçта кайса çухалчĕ, часах ĕнтĕ вĕсем çунакан вучах умĕнчи каска пуканĕ çинче юнашар, пĕр-пĕрин çумне йăпшăнса ларчĕç. Эрнепи хутран-ситрен вучаха шанкă пăрахма е хуранти яшкана пăтратма тăркаларĕ, унтан хăйĕн вырăнне пырса ларса вĕçĕмсĕр калаçрĕ.
— Мĕнле, тăварсăрах пĕçеретпĕр пуль? — кулса ыйтрĕ вăл.
— Тăвар пур-çке, — ура çине тăчĕ Ахтупай. — Халех илсе тухатăп.
— Çук, пĕрле кĕретпĕр! — терĕ Эрнепи. — Манăн унта шала кĕрсе курас килет.
Ахтупай ăна пĕрене хушăкĕнчен пĕр чĕптĕм тăвар тупса пачĕ, лешĕ, ĕненмен пек, тăварне чĕлхе çине хурсах тĕрĕслесе пăхрĕ.
— Кур-ха, эс пуян пурăнатăн кунта! Пуртă пур, хуран пур, тăвар пур. Арăм çеç çитмест.
Ахтупай сăмах тавăрса калас вырăнне ăна тĕттĕмре хыттăн чăмăртаса илчĕ.
— Вĕлеретĕн, упа!
Эрнепи ун аллинчен вĕçерĕнчĕ те качча улăм çине тĕртсе ярса тулалла чупса тухрĕ.
— Ан ашкăн, яшка тăкăнать! — терĕ вăл хăй патне вăтанчăклăн пырса тăнă качча.
Уçă сывлăшра — вăрманта е улăхра, пĕр-пĕр шыв хĕрринче — пĕçернĕ яшкана раснах тутлă теççĕ. Ку чăнах та çапла-тăр, мĕншĕн тесен Ахтупайпа Эрнепи вучах тĕтĕмĕ çинче пиçнĕ яшкана çав тери юратса çирĕç.
— Тавах пире сыхлакан сĕм вăрмана, — терĕ Эрнепи. — Кăна ĕмĕрте сунманччĕ: Ахтупайпа иксĕмĕр пĕр хурантан яшка çирĕмĕр. — Вăл хĕвел тухăç еннелле тăрса икĕ аллипе питне сăтăрса илчĕ — ку унăн турра кĕл туни пулчĕ пулмалла.
— Халь ĕнтĕ ман пӳрте атя, — хуранĕпе тирĕк-чашăкне йăтрĕ Ахтупай.
— Çук, тусăм, — яшт тӳрленсе тăчĕ Эрнепи. — Унта кĕместпĕр. Эп халь пӳртре лараймастăп, ман вăрманта çӳрес килет. — Вăл каччă аллинчи савăт-сапана илчĕ те пӳрте хăй кайса хучĕ, унтан шухăша кайса тăракан качча хыçалтан пырса тытса унпа кĕрешме пикенчĕ.
— Сана вăйлă теççĕ, — ăна енчен енне çавăркаларĕ Эрнепи, — эп санран нумай вăйлăрах иккен… Кур-ха мĕнле энчен эсĕ…
— Ан тĕлĕнтер! — варт! çаврăнса ăна аллисенчен ярса илчĕ Ахтупай.
— Чăнах ара. Хăвах шутла: эпĕ çулталăк ытла тамăкра пурăнтăм, пĕр çутă кун курман эпĕ çав ĕренкĕсĕр Урасмет патĕнче. Çапах та чăтса ирттертĕм, парăнмарăм. Эсĕ мĕнле? — ăна тӳрех куçран пăхрĕ Эрнепи. — Сан чăтăмлăху çитрĕ-и? Çук, эс ку синкере чăтса ирттереймерĕн. Эс мана мантăн, ытла час мантăн!
— Манман, ун пек ан кала! — пĕтĕм чун хавалĕпе кăшкăрчĕ Ахтупай. — Миçе кăна пымарăм эп сан патна, сана курма май çуккишĕн мĕн чухлĕ асапланмарăм! Эрни-эрнипе вăрманта çӳреттĕм, пĕр пысăк упапа çапăçса вилсе выртас килетчĕ. Ак халь те ялан çак çĕр пӳртре…
— Тек ан кала, — чарчĕ ăна Эрнепи. — Каçар, тен, чунна ыраттармалли сăмах персе ятăм пулĕ. Ытла пĕр-пĕччен асаплантăм, çавăнпа вăл…
— Эп çилленместĕп, Эрнепи. Анчах мана ан ӳпкеле. Хам айăпăма эп хамах лайăх туятăп, ун пирки пĕччен чухне нумай-нумай шухăшланă. Çăлмарăм сана вăл каçхине. Урăх çын каланă пулсан ĕненместĕмччĕ, тăвану Иливан сан пирки вăл Урасмета качча тухма килĕшнĕ терĕ те — ĕнентĕм…
— Эх, мĕнле кĕтмерĕм-ши ун чух эпĕ сана! — куççуль витĕр каларĕ Эрнепи. — Çут тĕнчере ун пек никам та никама та кĕтмен-тĕр. Ирхине те шанчăк çухатмарăм. Эсĕ…
— Айван пулнă. Хăвăнпа калаçмасăрах ĕненнĕ! Каçару та ыйтмастăп санран. Ун пек япалана каçарма май çук! — терĕ Ахтупай.
— Юрĕ ĕнтĕ, лăплан, эп ăна тӳссе ирттернĕ.
— Çапах та чун ыратать.
— Ман чĕре уншăн мар, урăххишĕн ыратать, — хурлăхлăн каларĕ Эрнепи. — Пĕлетĕн-и, мĕншĕн? Маншăн каллех инкек сиксе тухрĕ, Ахтупай. Çавăнпа юри килтĕм сан патна. Чун чăтмарĕ. Килместĕмччĕ те пулĕ — Элентей кăнтăр кунĕнчех тапăнма пуçларĕ. Качча илетĕп тет, Урасмет сана çураçма каласа хăварчĕ тет.
— Чăнах-и? — терĕ Ахтупай.
— Чăнах ара.
— Апла ан кай унта тек.
— Ăçта каяс-ха манăн? Ăçта пурăнас? Йăвасăр кайăкпа пĕрех-çке эпĕ çут тĕнчере! — Эрнепи питне саппун аркипе хупларĕ те ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ.
— Килне кай, — утнă çĕртен чарăнса ăна ачашлама пуçларĕ Ахтупай. — Çук, киле кайма юрамасть, Альтук аппа пур пĕрех каялла парса ярать сана. Ман патăмрах пурăн… вăхăтлăха. Кайран куç курать унта.
— Эх, Ахтупай, — макăрма пăрахмарĕ-ха Эрнепи. — Кунта виç кун пурăнма пулать, тăватă кун. Вара мĕн? Ун пек сĕтĕрĕнсе çуриччен авăра путса вилес…
— Çук, вилместпĕр, Эрнепи. Эпир санпа пурăнатпăр-ха. Çăпатана кутăн сыракан пуличчен пурăнатпăр, каларĕ тесе калăн…
— Телейлĕ пулăпăр-и санпа? — кăн-кăвак куçĕсемпе ытараймасăр пăхрĕ Эрнепи каччă çине. — Сан яту та «ах» сăмахпа пуçланать-çке. Ĕмĕр тăршшĕпе ахлатмалла пулмĕ-и? Кала-ха, тусăм…
— Ахлатсан та пĕрле! — терĕ Ахтупай. Вара вăл тĕл пулнăранпа пĕрремĕш хут Эрнепие тутаран каçăхса кайса чуптурĕ. — Хамăн телейĕме ĕненессĕм те килмест…
— Çапах та эс ĕнен.
— Эх, эс, чунăм, манăн ăш çунтармăш, телейсĕр инке арăм!
— Ун пек ан кала! — кăкăртан тĕртрĕ ăна Эрнепи. — Эп арăм мар, эп хĕр, хĕр, илтетĕн-и? — хăй питрен пиçнĕ çырла пек хĕрелсе кайрĕ.
— Каçар, — терĕ Ахтупай.
Вĕсем ура айĕнчи типнĕ курăка чăштăртаттарса майĕпен çĕр пӳрт еннелле утрĕç.
…Ирхине вĕсем тул çутăлнă-çутăлман вăранчĕç. Эрнепи васкаса питне çурĕ те пĕчĕкçеç чĕреспе çырмана шыв ăсма чупрĕ. Çул çинче вăл сапаланса каясран темиçе юман кăшăлĕпе тыттарнă чĕресе пĕрре çеç мар çавăркаласа пăхрĕ — ытла ăста çынах туман пулмалла çав ку япалана. Кам пĕлет, тен, тăваканăн ал айĕнче кирлĕ пек хатĕрсем пулман пуль.
Ахтупай чăтаймарĕ, Эрнепи шыв ăсса килнине курма çĕр пӳрт умне тухрĕ. Хĕр ача çăлне час тупаймарĕ пулас е юри васкамарĕ, каччă чылайччен кĕтнĕ хыççăн ăна шырама кайма тиврĕ. Килет, килет ун савнийĕ, ав аялта çын мĕкĕлтетни курăнать. Анчах мĕн йăтса килет вăл? Хĕр ача чĕресне çаккинчен тытман, кăкăрĕ çумне хĕстернĕ. Тен, ун чĕресĕнче шыв мар, шерпет пулĕ, тин тухнă хĕвелĕн çути, ун ăшши пулĕ. Васкамасăр, чарăна-чарăна утать Эрнепи. Хăй вĕçĕмсĕр калаçать, чĕвĕлти сăмахсем каласа чĕресĕнчи хĕвел ăшшине, хăйĕн чун ăшшине, сукмак ик айккипе тĕл пулакан чечексене, унта та кунта пăр та пăр! вĕçсе çӳрекен кайăксене валеçет тейĕн. Ак хĕр ача Ахтупая асăрхарĕ, çап-çутă та хаваслă сăнне тата ытларах çутатса йăл-л кулса илчĕ.
— А-у! Чĕресӳ пит йывăр-çке, Ахтупай, йăтса хăпартма пулăш-ха, тархасшăн! — кăшкăрчĕ вăл, çав тери ывăннă çын пек, пĕр йывăç çумне сĕвенсе. — Пĕлетĕн-и, эп путса лартăм унта, шурлăхра, юрать-ха упасем туртса кăларчĕç…
Ахтупай кулать, вăл та тем каласшăн. Анчах чĕлхе итлемест-çке. Вăл вĕçсе каяс пек хăлаçланать те пысăк утăмсемпе Эрнепие хирĕç чупса анать.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...