Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Чалӑм крепоҫӗ
Вĕсем Захарьин воевода сотникне тав турĕç те хăйсем пĕлекен тӳрĕ сукмакпа крепоçалла хăпарма пикенчĕç. Анчах темиçе эрне выçлă-тутлă пурăнса халтан кайнăскерсен тӳрĕ хăпарма вăй çитеймерĕ. Пăртак тапаçланнă хыççăнах малтан пĕри, унтан тепри хашкакан пулса канма ларчĕ.
— Пулмасть пиртен хăпарасси, — терĕ Ятламас. — Айтăр Ар-Сĕнтĕртен çаврăнса каятпăр.
Çыран хĕррине пырса вĕсем ял енчи ту сĕвекĕ патне тухрĕç. Кунта, сăрт айккинче, çӳлтен кусса аннă чул катрамĕсем йышлăн выртаççĕ.
— Ну, Ятламас, пуçла ывăтма, вырăссем сан валли хатĕрлесех хунă! — терĕ Ахтупай вĕсем çине кăтартса.
Хăй вăл пысăк чул татăкне çĕклесе илчĕ те:
— Пĕт эсĕ, Чалăм крепоçĕ! — тесе Атăлалла вăркăнтарчĕ.
Ăна кура Ятламас тепĕр чул катрамне ярса тытрĕ.
— Çĕр çинче сан яту та ан юлтăр. Пĕт эсĕ, Чалăм крепоçĕ! — терĕ вăл та.
Вĕсем хыççăн ыттисем те ылхан сăмахĕсем каласа пĕрер чул татăкĕ ывăтрĕç.
— Халĕ çӳле айтăр, — терĕ Ахтупай. — Пирĕн хамăр ларнă тĕттĕм пӳлĕме çĕрпе танлаштармалла.
— Кайрăмăр! — пуçри ялккасне хывса сывлăшра пăлтăртаттарчĕ Ятламас. — Кайрăмăр Чалăма аркатма, тăвансем.
19. Чалăм çинчен хунă легенда
Урам кĕтессинче, темĕн чухлĕ пĕрене купаласа хунă çĕрте, ват çынсем йышлăн лараççĕ. Аллисенче — тупăлха патаксем, урисенче — çу каçиччен те хывман кивĕ çăматăсем. Пăхма сăн та, кĕлетке те пур-ха хăйсен, анчах вĕсенчен нумайăшĕ сакăр вуннă урлă та каçнă ĕнтĕ, килтисем вĕсене «çурт-йĕр хураллама» çеç хăварнă. Старикĕсем вара кунта тухнă хыççăн килĕсем пирки те, хăйсене шанса панă, халĕ аслашшĕсем вăрçманнипе усă курса юнашарах тусан айĕнче айкашакан мăнукĕсем пирки те йăлтах манса кайнă. Вĕсем сывламасăр тенĕ пек ларса Янтуш старик калавĕсене итлеççĕ.
Сайра килсе çӳрет ку таврана юрă ăсти Янтуш. Килĕ пысăк старикĕн — пĕтĕм Атăл тăрăхĕ. Унăн пур çĕре те çитмелле, мĕн пур хыпара пĕлмелле, пур ялта та хăйĕн халапĕсене каласа кăтартмалла, пурне те кĕсле каласа савăнтармалла.
Юратаççĕ Ахтупайпа Ятламас Янтуш кĕсле каланине. Кунĕ-кунĕпе итлеме хатĕр вĕсем ăна. Яланах ун юррисене вĕренсе юлма тăрăшаççĕ, кайран пĕр-пĕрне «Янтуш кĕввисене» киленсе каласа кăтартаççĕ вара.
Паян та Ахтупай Янтуш старик яла килнине пĕлсен килти ĕçе пăрахсах урама тухрĕ, аван мар пулин те ваттисем хушшине, аслашшĕ çумне пырса ларчĕ. Ятламас çук-и тесе пăхса илчĕ — курăнмасть, пĕлмест пулмалла-ха вăл чаплă кĕслеçĕ яла килни çинчен.
Янтуш пĕр юррине юрласа пĕтерчĕ те сывлăш çавăрмалăх чарăнса тăчĕ, таврара ларакансем мĕн илтнине чĕрисене вырнаçтарччăр терĕ пулас. Ăна сăмах хушса чăрмантаракан пулмарĕ — старик хăйĕн ĕçне çын вĕрентмесĕрех лайăх пĕлет.
— Ну, халĕ сире çĕнĕ юрă юрласа парам, — терĕ вăл шывланнă куçĕсене сăхман çаннипе шăлса. — Чалăм çинчен. Пĕр паттăр çын Чалăм хулине илни çинчен…
Старик пĕвĕпе кăштах кĕсле çине ӳпĕнчĕ, унăн хытанка пӳрнисем ачашшăн янăракан хĕлĕхсем тăрăх чупса иртрĕç. Янтуш пичче хурлăхлă сасăпа пуçласа ячĕ:
Хусанпала Мускав хушшинче
Чалăм хули ларать сăрт çинче.
Йĕри-тавра юман хӳмесем,
Çын пырайми хăруш синкерсем.
Хапха панче тăрать çĕр хуралç,
Картишĕнче канать пин хуралç.
Пур енче те лартнă тупăсем,
Темĕн чухлă вĕсен етрисем.
Мăрса патне çӳрет Хусан патши,
Ăна ылтăнпала илĕртет.
Пирĕн пек те мĕскĕн чунсене
Ытларах хĕсмешкĕн хĕтĕртет.
Ĕмĕрлĕхе туслă пулас тесе
Патша парать ăна хăй хĕрне.
Тупăсем те нумай кӳртерет,
Ухăсем те нумай турттарать.
Пулнă-мĕн çак мăрсан пĕр тăшман
Çамрăк каччă, элккен утаман, —
Улпут мар вăл, мулран пуян мар,
Чунĕпе çеç маттур, пит хастар.
Çак йĕкĕт Атăлпа иртмессерен
Мăрса тухнă çыран хĕррине.
Вăл шутланă ăна пĕтерме,
Хăйне пăхăнманшăн тавăрма.
Виç хут иртнĕ йĕкĕт Атăлпа,
Пушăлла мар, ялан таварла,
Виçĕ хутчен хураха тухса
Мăрса юлнă ăна çаратса.
Ырă йĕкĕт çакна чăтайман,
Тавăрма шутланă мăрсана.
Чулхулана çитнĕ васкаса,
Ĕмпӳ патне кĕнĕ пуç тайма.
Ĕмпӳ панче ларнă ушкăнпа
Чулхулан хисеплĕ çыннисем —
Ватă турхансемпе улпутсем,
Çара ертсе пыран вăйпутсем.
Йĕкĕт вара хывнă çĕлĕкне,
Пуç тайса вăл тухнă йĕркипе.
Итлсме вăл ыйтнă вĕсене
Хăйĕн чĕре панчи сăмахне.
— Итлĕр халĕ мана, улпутсем,
Чулхулан хисеплĕ çыннисем,
Итлĕр халĕ мана, тăвансем,
Ĕмпӳпеле ырă вăйпутсем.
Парăр эсир мана тĕкĕрçсем,
Парăр эсир мана хĕç-пăшал,
Вара эп илĕп пĕр каçрах
Эсир илмен Чалăм хулине.
— Мĕн тăвасшăн эсĕ, ырă йĕкĕт,
Мĕнле илĕн эсĕ Чалăма?
Вăл ларать-çке çӳллĕ сăрт çинче,
Хурал йышлă унăн умĕнче.
— Мĕнле илĕп эпĕ Чалăма —
Каламастăп сире халлĕхе.
Парăр эсир мана тĕкĕрçсем,
Парăр эсир мана хĕç-пăшал.
Виçĕ кун та виçĕ çĕр вара
Канашларĕç унта улпутсем.
Парас терĕç ăна хĕç-пăшал,
Парас терĕç ăна тĕкĕрçсем.
Йĕкĕт анчĕ каллех Атăлпа, —
Атăлпа мар, унăн хĕррипе, —
Шăналăкпа витнĕ лавсемпе,
Тĕкĕрçсем тиенĕ лавсемпе.
Йĕкĕт пырса çитрĕ хулана,
Сăрт çинчи хăрушă Чалăма.
— Эсир, — терĕ, — ырă тĕкĕрçсем,
Халь ĕнтĕ пăрахăр калаçма.
Çĕрле эпĕ тухăп картишне,
Эсир хатĕр пулăр çапăçма.
Тĕп тăватпăр мĕн пур хурала,
Кĕçĕрех илетпĕр Чалăма.
Йĕкĕт чĕнсе илчĕ хурала,
Калăр терĕ хăвăр мăрсана,
Таварпа эп килтĕм Чалăма,
Ирĕк патăр кĕрсе çĕр каçма.
Чупса кайрĕç хурал çыннисем,
Хыпар турĕç хайхи мăрсана.
— Кĕртĕр, — терĕ мăрса вĕсене
Хăна лавĕсене курсанах.
— Килсе кĕчĕ хăех ку айван
Темĕн чухлĕ тавар тиесе.
Ак кăтартăп сана каç пулсан,
Пĕтĕм халăх выртса çывăрсан.
Тĕттĕм пулса килчĕ таврана,
Çынсем ыйха путрĕç Чалăмра.
Анчах кĕçĕр йĕкĕт çывăрмасть —
Унăн куç хупма та юрамасть.
Çур çĕр çитнĕ. Мăрса тумланса
Картишне ак тухрĕ тарçипе.
Пырса пăхрĕ — йĕкĕт çывăрать,
Ĕçе тытăнмашкăн та юрать.
Анчах акă йĕкĕт вăранса
Ярса тытрĕ ăна кăкăртан.
Пĕррех пачĕ ăна хырăмран,
Тепре пачĕ ăна ĕнсинчен.
Сиксе тăчĕç вара тĕкĕрçсем,
Пăвса тухрĕç мĕн пур хурала.
Йăлтах пĕтрĕç мăрса çыннисем,
Вăранмарĕç вĕсем ыйхăран.
Пĕр çынна çеç тивмерĕ йĕкĕт —
Вĕлермерĕ мăрса арăмне.
Кимĕпе ăсатрĕ вăл ăна
Пĕлтермешкĕн хăйĕн ашшĕне.
— Кала эсĕ, — терĕ, — аçуна,
Манса кайтăр хăйĕн кĕрӳшне.
Ӳлĕмрен ан килтĕр вăл кунта,
Ан шыратăр Чалăм хулине.
Чалăм тени çуккă тĕнчере.
Кĕлпе кăмрăк çеç халь сăрт çинче.
Унта тăлăх вил тăпри курнать,
Тăпра çийĕн çĕлен шăхăрать…
Кĕсле юлашки хут тĕнкĕлтетсе илчĕ те чарăнчĕ. Янтуш мучи ун çине ытларах ӳпĕнсе шухăша кайнă евĕр пуçне чикрĕ. Вăл кун пек ларнăран стариксем пурте ун кивĕ çĕлĕкĕн йышлă саплăкĕсем çине пăхрĕç. Никам та нимĕн те чĕнмерĕ — кунта шăплăха пăсни вырăнсăр пулнине кашниех туйса тăчĕ темелле.
Ахтупай хăйĕн аслашшĕ канăçсăррăн хускалса илнине сисрĕ те ун еннелле çаврăнчĕ. Курчĕ вăл — аслашшĕн икĕ куçĕнчен те куççуль шăпăртатса юхать. Старик патак пек хытса кайнă аллисемпе ăна шăлса тăма та ĕлкĕреймест. Çапах та хăй чунĕ çемçелнине палăртасшăн мар курăнать, кăххăм! кăххăм! ӳсĕрет, сăмса шăнкартам пекки тăвать.
Самай вăхăт иртсен тин вăл хăйне кăшт алла илчĕ те чи ватă çын тивĕçĕпе Янтуш старике сăмах хушрĕ:
— Тавах сана, Янтуш, юррусемшĕн. Ӳлĕмрен те çапла килсе çӳре, — терĕ. — Халь çитĕ эппин. Ĕнтĕ кĕрсе кăшт чей ĕçсен те юрать. Уттарар майĕпен пирĕн пата…
— Чăрмантарас-и вара? — терĕ юрăçă кĕслине миххе чиксе.
— Чăрмантармастăн, Янтуш, кĕрсе тухса пире чыс тăватăн! — терĕ Пикпав.
— Чысĕ-мĕнĕ… Атя эппин, ватă шăм-шаксене кăштах сиплер санпа…
Миххине тирпейлĕн хул хушшине тытса Янтуш Пикпав старик хыççăн утрĕ. Ыттисем вĕсене пĕр сăмахсăр пуç тайса ăсатрĕç.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...