Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Виҫҫӗмӗш пайӗ. Чалӑм крепоҫӗ
— Се язь воевода великого князя Василпя Ивановича всея Руссии… Борис Иванович Лупин сын Горбатов… от имени… пожаловал есмы оною шертною грамотою… чуваша и горни черемиса…
Сие учреждено во Васильевом Новограде… год 7032…
Князь Суздальский и наместник Новогородский…
Ахтупайпа Ятламас, чылай аякра тăраканскерсем, паллах, грамотăн кашни сăмахне илтсе юлаймарĕç. Тата ытла эрешлĕ çырнăран нумай сăмахне ăнланмарĕç те. Анчах аслă князь ячĕпе çырнă çак чаплă хута илекен çĕтĕк сăхманлă çĕр ĕçлекенсен паянхи телейне вĕсем ăмсанмаллипех ăмсанчĕç.
Князь шертнăй грамотăна вуласа пĕтерчĕ те явăнса трубка пек пуласран икĕ аллипе сарса тытса чыслăн Эхмемете тыттарчĕ.
Крепость хапхи умĕнче тăракан мĕн пур халăх, Охримкка старик маларах вĕрентнĕ тăрăх, çĕлĕкĕсене хывса чĕркуçленсе ларчĕ.
— Ӳлĕмрен пирĕн тек нихçан та пĕр-пĕринпе çапăçмалла ан пултăр! — терĕ Лупин-Горбатый князь халăха чĕркуçленнĕ çĕртен тăма хушса.
— Пĕр-пĕрин патне пырсан пирĕн — сире, сирĕн — пире çăкăр-тăварпа кĕтсе илмелле пултăр! — çирĕплетрĕ ун сăмахне Эхмемет.
Çакăнпа чаплă тĕл пулу пĕтрĕ. Вырăс воеводисем халăха юлашки хут пуç тайса крепоçе кĕрсе çухалчĕç.
Çывăхри чăваш ялĕсемпе çармăс ялĕсенчен килнĕ çынсем мĕн пулса иртнине шавлăн сӳтсе явса Сăр шывĕ тăрăх сарăлса выртакан анлă улăхри йышлă сукмаксемпе килĕсене саланчĕç. Вĕтлĕх вăрманпа, хăвалăхпа, лапсăркка çирĕк йывăççисем хушшипе утнă май хăйсем вĕçĕмсĕр Василь-Новгород хули çине çаврăна-çаврăна пăхрĕç, — лайăх калаçу пулса иртрĕ паян çапах та вырăссем тин çеç лартнă çĕнĕ хулара!
Тăлăха юлнă çынсем пек туйрĕç хăйсене çак вăхăтра Ахтупайпа Ятламас. Пысăк та теветкел ĕçпе хыпăнса ӳкнĕ Эхмемет вĕсене аса илмерĕ, вĕсем патне юлашки хут калаçма та пымарĕ. Вăл хăйĕн тахçанхи тусĕпе — Кирша старикпе ыталашса каллех крепоçе кĕрсе кайрĕ.
Крепость умĕ йăлтах пушанса юлчĕ. Тĕкме тунă çĕрте çеç пуртă сассисем илтĕнчĕç. Вырăс ăстисемпе пĕрле Ахтупайпа Ятламас юман тăрăхĕсене татрĕç, чутларĕç, вĕçĕсене шĕвĕртсе пĕр тикĕс тĕкме туса ларта-ларта пычĕç. Теприсем Атăл хĕрринчен лавĕ-лавĕпе чул турттарчĕç.
Хĕл çывхарнине систерсе сивĕ çил вĕрчĕ. Атăлпа Сăр тăрăх кайăк хурсем карталанса иртрĕç. Чĕрере тунсăх ӳснĕçем ӳсрĕ. Ыран мĕн пуласси пирки тыткăна лекнĕ тĕкĕрçĕсем нимĕн те пĕлмерĕç.
Кăмăла хуçакан çакăн пек кунсенчен пĕринче Ахтупайпа Ятламас кĕтмен çĕртен хăйсем патне икĕ юлан ут юртăпа пынине курчĕç. Юлан утпа килекенсем кĕрхи çумăр ан виттĕр тесе темле епанча пĕркеннĕ пулин те тыткăна лекнĕ çынсем вĕсене çийĕнчех палласа илчĕç, — кусем Лупин-Горбатый воеводăпа унăн стремяннойĕ пулчĕç.
— Çаксем-и? — терĕ воевода лашине сасартăк чарса.
— Çаксем.
Ахтупайпа Ятламас сисрĕç: князь вĕсен шăпине татса пама килчĕ.
— Аван-и, ман ĕлĕкхи туссем? — хавассăн ыйтрĕ Лупин-Горбатый.
— Аван-ха, пурăнкалатпăр турă пулăшнипе, — терĕ Ятламас. — Сывлăх сунатпăр сана, воевода, сана та, стремянной.
— Тавах ыр сăмахшăн! — пĕр вырăнта тăма кăмăлламан лашине ташлаттарчĕ князь. — Акă мĕн, ратниксем. Эпĕ сире тыткăна илнĕ çынсемпе пĕрле Мускава ăсатасшăнччĕ. Анчах чăвашсене шертнăй грамота панă хыççăн тата хам стремянной çине тăрса ыйтнипе кунта юлма ирĕк паратăп. Кирек мĕн тăвăр — хăвăр килĕре каятăр-и, крепоçре пурăнатăр-и е пĕр-пĕр яла каятăр — сирĕн ирĕк. Анчах пире хирĕç тек çапăçнă ан пултăр! Ун чухне хăвăра хĕрхенессе ан кĕтĕр вара! Тата акă мĕн, — ытарлăн калама тăрăшрĕ вăл. — Кунта пулса иртнĕ ĕç çинчен, вырăссем чăвашсемпе çармăссене шертнăй грамота пани çинчен, унти халăха каласа парăр. Сирĕн çынсем унта та пире хирĕç çапăçма пăрахчăр…
Ку сăмахсем хыççăн князь чĕлпĕрне пушатрĕ те, ун лаши чĕвен тăнă пек çӳлелле çĕкленсе илсе сиккипе малалла вĕçтерчĕ. Ун стремяннойĕ кăшт тăхтаса тăчĕ, вăл каччăсене тем каласшăнччĕ курăнать, анчах лаши çынтан юласшăн пулмарĕ, князь урхамахĕ хыççăн тапса сикрĕ. Иван Дормидонтович вĕсене чипер юлăр тенĕ пек ал сулса хăварма çеç ĕлкĕрчĕ.
6. Сарыев мăрса
Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть тесе ахаль каламан çав. Мĕн тума персе ямалла пулнă ĕнтĕ Сарыев мăрсан ватăлса йӳтеме пуçланă Бурнаш умĕнче Сăр тăрăхĕнчи çынсем айванланса Василь-Новгорода вырăссем патне кайни пирки? Кайнă — кайнă, ĕçĕ те пĕтнĕ, ун çинчен вырăс воеводисем пĕлеççĕ те, Сарыев мăрса пĕлет. Бурнаша мĕн тума кирлĕ ку хыпар? «Ухмах эпĕ, тупата, чăн-чăн тăм пăшал, чĕлхене тытма пĕлменшĕн хĕртнĕ хулăпа ăшаламалла мана пĕрре. Ăс кĕрсе çитмен ача пек хăтлантăм, инкек çук çĕртен хам валли инкек тупрăм. Ырă çын умĕнче каланă пулсан юратчĕ, çав чалпашка умĕнче персе ятăм…»
Çапла вăрçса пычĕ хăйне хăй Сарыев мăрса шĕкĕр хуларан килелле таврăннă чух. Çул вăрăм пулнăран вăл Булат Ширинпа хăйĕн хушшинче пулса иртнĕ калаçăва темиçе хут та аса илчĕ. Хытă ятларĕ ăна пысăк карачи Хусан мăрсисемпе княçĕсем умĕнче!
— Мĕнле мăшкăл! Мĕнле мăшкăл! — терĕ вăл кукăр патаккипе хăмсарса. — Казан ханлăхĕнче ясак тӳлесе пурăнакан çынсем вырăссем патне шăрт хучĕ илме каяççĕ! Пĕр ялтан çеç мар-ха, темиçе ялтан пуçтарăнаççĕ çав хăрăннă хулана. Куназ-мăрса Сарыев вĕсене тытса чараймасть пулать. Итлемеççĕ ăна хăйĕн çыннисем, мĕншĕн тесен вăл мăрса мар… Чӳпĕк, мунчала. Пире хӳтĕлемесен, пирĕншĕн тăрăшмасан мĕн тума ярлăк панă сире, Тау ягы турханĕсене, кала-ха, Сарыев тусăм? Малашне мĕн курса тăмалла пулать ĕнтĕ пирĕн вырăссем кун пекех пуçсăрланма тытăнсан? Эс хăвна çеç мар, пĕтĕм Казан ханлăхне намăс кăтартрăн, куназ-мăрса Сарыев! Ăнлантăн-и çавна?
Мĕн ăнланмалла марри пултăр унта Сăр тăрăхĕнче, ханлăх чиккинче пурăнакан мăрсашăн? Мĕн тĕлĕнмелли пур чăвашсемпе çармăссем хăйсен çывăхĕнче çĕнĕ хула туса лартсанах вăл хулана кĕпĕрленсе пынинчен тата вырăссемпе туслă пулма тăрăшнинчен? Сарри кунтан пĕрре те тĕлĕнмест. Сăр тăрăхĕнчи чăвашсемпе çармăссем тата ирçесем вырăссенчен нихçан та ютшăнман. Ялсем юнашарах лараççĕ пулсан çынсем усалпа та, ырăпа та пĕр-пĕрин патне çӳреççех ĕнтĕ. Пасарĕ те, масарĕ те пĕрле тенĕ пек, пурăнан пурнăçри нуша Сăр ку енчи çынсене — леш енне, леш енчисене — ку енне хăвалать. Ку таврари сунарçăсен ытлашши тир тупăнчĕ — вĕсем ăна сутма вырăс пасарне каяççĕ, килте тыткалама тимĕртен тунă ăпăр-тапăр кирлĕ — ăна никамран та мар, ялсем тăрăх çӳрекен вырăс ăстисенчен илсе юлаççĕ. Чăвашсемпе çармăссем юлашки вăхăтра вырăссем патне хăнана та çӳреме пуçларĕç. Ара, мĕн пытармалли пур. Сарри хăй те вырăс сотникĕсемпе вырăс усламçисемсĕр ĕçкĕ ĕçсе курман. Икшер, виçшер лавпа сахал киле-киле кĕнĕ-и вырăссем Сарри кил-çуртне? Раштавра, çăварнире, мăнкунта мăрса пĕтĕм кил-йышĕпе Кăрмăша е ун çывăхĕнчи ялсене кайнă. Çакăн хыççăн ялти çынсене: эсир вырăссемпе ма ун пекех хутшăнатăр тесе мĕнле вăрçăн-ха? Ахаль мар пĕркун Эхмемет ун килне ним хăрамасăр чупса пычĕ. — Сарри мăрса, — терĕ вăл, — эпир вырăссампа сăмах татма çĕнĕ хулая каятпăр, пымастни-ке пирĕнпе? Лайăх хонтă полать ĕнтĕ малашне пирĕншĕн ку хулая лартнă хыççăн, тинех вырăссен хӳттинче порăнма тытăнатпăр. Ертсе кай пире, тупата, вара пирĕн сăмаха ытларах ĕненĕç…
Сарри тутарсенчен хăраса, иккĕленсе тăчĕ, каймарĕ унта, анчах хăйĕн çыннисене тытса чарас шухăш унăн пуçра та пулман.
Халь ĕçсем урăхла килсе тухрĕç ав. Тутар мăрси Бурнаш ун пирки Булат Ширина элеклесе пама та ĕлкĕрнĕ иккен. Хусан умĕнче ырă ятлă пуласшăн ватă хаким, Саррие путарса ун çĕрĕсене хăйĕн аллине туртса илесшĕн. Çавăнпа ялан Сăр хĕрринелле çул тытать те Бурнаш. Чăвашсем вырăссем патне каçса килнине пĕлсен е мăрса пӳртĕнче пĕр-пĕр сотник ларнине курсан качака сухалне пĕтĕркелесе чеен кулма тытăнать…
Çуна кĕрт хӳсе кайнă çул тăрăх йывăррăн шунă май Сарыев мăрса ӳлĕмрен Бурнаш тĕлĕшĕнчен хăйне мĕнле тыткаласси çинчен шутлать. Мĕнле тăрантармалла ун ĕмĕтсĕр хырăмне? Хусанта ун çинчен элеклеме пăрахтăр тесе кăмăлне мĕнле çавăрмалла? Кам пĕлет, тен, унпа пачах урлă пулсан лайăхрах? Вара куç умĕнче йăпăлтатас йӳтĕм те пĕтет…
Тĕттĕм пулас умĕн Сарыев хăйĕн тарçине лашасене Юмансаралла пăрма хушрĕ. Тукай мăрсана курманни нумай пулать, тем тесен те ун патне кĕмесĕр иртме юрамастех.
Халиччен ку таврара пĕрре те пулманскер, вăл Тукай ялне лайăхрах курас тесе çийĕнчи тăлăпне те хывса пăрахрĕ.
— Çитетпĕр-и? — йывăçсем хушшипе малалла ӳпĕнсе пăхрĕ мăрса.
— Укăлча хапхинчен кĕтĕмĕр ĕнтĕ, — терĕ ăна тарçă. Сарыев тинкеререх пăхрĕ те урам ик айккипе юрпа витĕннĕ çурт тăррисем кăштах курăна-курăна юлнине асăрхарĕ. Çурчĕсем хăйсем палăрмаççĕ — вĕсен пурисем нумайăшĕн çĕр айĕнче. Мăрса ку енче çуртсене чаплăрах тăваççĕ, икĕ чӳречеллĕ пӳртсем те пур тенине илтнĕччĕ. Çук иккен, Тукай ялĕ Сăрьелĕнчен нимпе те уйрăлса тăмасть.
Тарçă урамра тĕл пулакан çынсенчен: «Мăрса килĕ ăçта кунта?» — тесе ыйтмарĕ, Тукай кил-çуртне ахалех шыраса тупрĕ.
Сарыев çывăрса кайнă урисене аран-аран хускаткаласа çуна çинчен анчĕ те хапхана хыттăн шаккарĕ. Хапха яриех уçăлса кайрĕ.
— Кĕрт лашасене, — ал сулчĕ мăрса хăйĕн тарçипе, ун хыççăн тин Тукай тарçине ыйту пачĕ:
— Хуçа килте-и?
— Çук, вăл нумайранпа килте çук, — терĕ лешĕ.
— Халĕ те таврăнман-и? — Тукай пирки йăлтах пĕлнине систерсе каларĕ мăрса.
— Таврăнман.
— Апла пулсан арăмне кала: Сарыев мăрса çĕр каçма кĕресшĕн те. Анчах часрах, эп шăнса кайрăм.
Тарçăпа пĕрле ун патне пӳртрен кĕпе вĕççĕнех Чураппа чупса тухрĕ.
— Ах, ырă çыннăм! — ăна аякранах ыталаса илме хатĕрленнĕ пек, пусма çинчен ик аллине те Сарыев еннелле тăсрĕ вăл. — Ма кĕместĕн часрах? Ма ыйтса чăрманатăн? Юрать, паллах, юрать!
Çапла хавассăн калаçрĕ пулин те, хăй ун патне тăлăп йăтса пыракан мăрса çине асăрхануллăн пăхрĕ. Курчĕ вăл, упăшки пекех çӳллĕ, тĕреклĕ, тулли питлĕ çын. Мĕнле этем вăл — ăна турă пĕлет.
— Тахçанах кĕрсе курасшăн çунатăп сирĕн пата! — Чураппан çинçе пӳрнисене чăмăртарĕ хăна. — Ниепле тĕл килмест те тĕл килмест. Халь юри аслă çултан пăрăнса кĕтĕм… Паллашар: Сарыев мăрса.
— Вăл аван-ха, кĕни питĕ аван… Чураппа, — терĕ Тукай арăмĕ. — Эсĕ Хусантан пулĕ-ха?
— Çавăнтан.
— Пирĕн хуçа пирки нимĕн те илтмерĕн-и унта?
— Çук, Чураппа, нимĕн те илтмерĕм. Булат Ширин хăй ыйтрĕ манран: Тукай мăрсана ăçта илсе кайнине пĕлместĕн-и? — терĕ. Эп пĕлместĕп терĕм.
Пӳрте кĕрсен те сăмах-юмах Тукай мăрса çинченех пулчĕ.
— Пĕтрĕ, çухалчĕ пирĕн кил хуçи, — терĕ Чураппа. — Вăрçа каяп тесе тухса кайрĕ те, ак миçе уйăх ĕнтĕ нимле сас-хура та çук. Пĕр-пĕр çын урлă хăй ăçта пурăннине систересчĕ унăн, ăна пĕлтерме те май тупаймасть курăнать. Те вĕлерчĕç ăна вырăссем, тупата…
— Вилмен-тĕр-ха, чиперех пурăнать-тăр. Тыткăнри япала çавă ĕнтĕ вăл… йывăр унтан çăлăнса тухма. Питĕ нумай тарăхтартăмăр-çке эпир иртнĕ çулла вырăс вайпучĕсене.
— Çапах та эс хăтăлса юлнă ав, тыткăна лекмен…
— Ара, çын телейĕ пĕр пек мар, вăрçăра тĕрлĕ килсе тухать, — хăйне тĕртсе каланă пек йышăнчĕ ун сăмахĕсене Сарыев. — Пирĕн енчи çармăс мăрсисем те çакланнă унта. Болдуш, Темир…
— Чăнах-и? — хыпăнса ӳкрĕ Чураппа. — Кайса пĕлесчĕ, вĕсем таврăнман-ши? Санран инçе пурăнаççĕ-и вăл мăрса кил-йышĕсем?
— Инçе мар. Эп кайса ыйтса сана çын урлă пĕлтерме те пултаратăп.
— Ырă çын пул, Сарри тусăм. Пулăш пире çакăн пек йывăр вăхăтра. Унсăрăн ним шутлама пĕлместпĕр ашшĕ пирки. Нухрат йăлт начарланса кайрĕ ĕнтĕ ашшĕшĕн Хуйхăрса…
— Нухрат сирĕн хĕр пулĕ-ха вăл? — сăмах тĕртрĕ Сарыев мăрса.
— Ара, эп сана хам хĕрпе те паллаштармарăм-иç! — Пĕççисене шартах çапрĕ Чураппа. — Нухрат, мĕн туса ларатăн эсĕ унта? Тух-ха наччас, Сăр енчен килнĕ мăрсапа паллаш акă.
Тĕпелти пĕчĕк пӳлĕм алăкĕ чăриклетсе уçăлчĕ те, унтан акăш уттипе çӳллĕ кăна хĕр ача тухса тăчĕ.
— Мĕскер, анне? — терĕ вăл çинçе пилĕкĕнчи шарăç пиçиххине тӳрлеткелесе.
— Илтмесним, аçу пирки калаçса ларатпăр. Унпа пĕрле тыткăна лекнĕ çынсем пур тет Сăр таврашĕнче…
Нухрат ним шарламасăр амăшĕ çумне шăппăн пырса ларчĕ.
«Хитре, — терĕ Сарыев ун çине ытараймасăр пăхса, — пулать те çавнашкал илемлĕ сăн çут тĕнчере! Пăхса тăранмалла мар çав. Тути, тӳрĕ сăмси… Куçĕсем тата, куçĕсем! Çук, курман эпĕ кун пек илемлĕ хĕр ачана чăваш хушшинче!»
Чураппа та сисмесĕр тăма пултараймарĕ: вăй питти çын, хĕрĕх-хĕрĕх пиллĕке çитнĕ мăрса, хăйĕн куçĕсем Нухрат куçĕсемпе тĕл пулсан вун çичĕ çулхи каччă евĕр хĕрелсе кайрĕ.
— Пурăнатпăр çапла икĕ хĕрарăм, — терĕ Чураппа. — Ывăл пур пирĕн, анчах вăл килмест те темелле. Те мулла пуласшăн, вĕренет те вĕренет…
— Анне, ма ун пек калатăн? — ӳпкелешнĕ саспа сăмах хушрĕ Нухрат. — Мулла пулма çеç вĕренеççĕ-и вара Хусанта?
— Юрĕ, эс тухса уçăлса çӳре, — тĕртрĕ амăшĕ хĕрне хăй çумĕнчен. — Кулса калатăп мар-и, мĕнле чухламастăн çавна? Кай, кай, унсăрăн эс пирĕн сăмаха татах та тиркеме пăхăн.
Нухрат пĕр сăмах чĕнмесĕр пӳртрен тухса çухалчĕ.
— Чипер хĕр ӳстеретĕн, мăрса арăмĕ, — тинех тăна кĕнĕ пек пулчĕ Сарыев. — Мĕн каласси пур, чипер. Май килсен илсе пыр-ха эсĕ ăна пирĕн еннелле, манăн ун валли маттур каччă ӳсет…
— Йĕркеллĕ калаç! — вăтаннă пек пулчĕ Чураппа. — Хĕрарăм пуçпа мĕнле пырас-ха унта? Çук ĕнтĕ, ун пек мар, хăвăр килĕр пирĕн пата, юри килĕр тепрехинче.
— Тен, килĕпĕр те. Питĕ кăмăла кайрĕ сан хĕр ачу… Кăтартасчĕ ман ывăла, Пикпулата… Эппин, Тукай таврăнтăр-ха, пĕтĕм йышпа хăнана персе çитĕпĕр. Хăвăр та пырăр пирĕн паталла. Çапла-и?
— Тукай таврăнсан ăçта каясси пирки мĕн каламалли пур! Ун чухне эп таçта çитме те хатĕр. Таврăнтăрччĕ çеç. Ниепле те кĕтсе илейместпĕр-çке ав. Çухатрĕ пирĕн хăлат хăйĕн йăвине…
— Тупать ак. Тукай пек паттăр çын ниçта та пĕтмест. Ан хуйхăр, Чураппа, халь-халь таврăнать тесе кĕтсе çеç пурăн, — лăплантарма пăхрĕ хăна.
Ирхине вĕсем çапла калаçса татăлчĕç: Сарыев Сăр таврашне çитсенех Болдушпа Темир таврăннипе таврăнманнине кайса пĕлет те ун хыççăн Юмансара хăйĕн çыннине ярать. Çуркунне вĕсем ывăлĕпе е пĕтĕм кил-йышĕпе хăнана килеççĕ, Нухратпа Пикпулат пирки сăмах пĕтерсе хураççĕ.
Тăванлашма ĕлкĕрнĕ çынсем пек, вĕсем питех те ăш пиллĕн калаçрĕç, упăшки пĕлĕшĕсем патне çав тери час хăнăхакан Чураппа япшар чĕлхеллĕ те элккен сăн-питлĕ Саррие чунтан кăмăлласа пăрахрĕ.
Мăрса тухса кайнă-кайманах вăл хĕрне урамран чĕнсе кĕртрĕ те ăна хăйĕн савăнăçĕ çинчен хавхаланса каласа кăтартма тапратрĕ.
— Ытлашши пуçна ан ус, хĕрĕм, пире юп курса пурăнакан çынсем пĕтмен-ха çут тĕнчере, — чĕвĕлтетрĕ вăл. — Ав мĕнле лайăх çын тĕлне пултăмăр санпа иксĕмĕр. Аçу вĕсем патĕнче темиçе хутчен те хăнара пулнă иккен. Вăрçăра та пĕрле çӳренĕ вĕсем, Хусанта куркаланă… Тăван пичче кĕрсе тухнă пекех туйăнса кайрĕ тупата! Ара, эп ун ывăлĕ пирки калатăп мар-и сана. Ывăлĕ те хăйĕн пек чипер пулĕ-ха унăн. Тинех тупрăн пулас эсĕ ху шыракан этеме…
— Ан тĕлĕнтер, анне, — вăрçма пăхрĕ хĕрĕ, — эп никама та шырамастăп. Мĕн тума кирлĕ ун ывăлĕ мана? Çын пӳлĕхçĕ панă телейпе пурăнать, вăл паманнине ирĕксĕр туртса илеймĕн. Тата ăçтан пĕлетĕн-ха, те лайăх çынсем вĕсем Сарри таврашсем, те ниме тăман çынсем.
— Лайăх çынсем пулмалла. Усал этем пĕрре калаçнинченех паллă. Ан тулаштарса тăр эсĕ мана нарастаран! Пĕтĕм кăмăла çĕклентерсе хăварчĕ иккен те ку Сарри, эс пĕли-пĕлми хурлама пăхатăн.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...