Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Мускав ҫулӗ
Вот с этой русскою землей
Сама судьба связала нас.
Габдулла Тукай
Урам анлă ай тееççĕ,
Унтан анли улăх пур;
Улăх анлă ай тееççĕ,
Унтан анли Атăл пур;
Атăл анлă ай тееççĕ,
Унтан анли тинĕс пур;
Тинĕс анлă ай тееççĕ,
Унтан анли Раççей пур.
Чăваш халăх юрринчен
1. Таркăнсем
Ятламас нихçан та вăрмана ытлашши юратса кайман, яланах ăна кичем те кăмăла хуçакан япала тесе шутланă. Вăрмана кĕрес пулсан та касмăкçă унта хăйне кирлĕ йывăçа çеç шыранă — ак ку варсак чĕрес тума юрать, ку чăрăш вуллинчен кĕсле лайăх пулмалла тенĕ. Унти илеме, унти мĕн пур ӳсентăранпа тискер кайăксен пурнăçне вăл ăнланман.
Ахтупайпа пĕрле вăрçă çулĕсемпе çӳресе тата халь ик эрне ытла чăтлăхра пурăнса Ятламас вăрман илемне кăшт чухлакан пулчĕ, çĕр çулхи юмансемпе, вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕренесемпе, куçа илĕртекен чечексемпе, сар кайăксемпе хăй тĕллĕн «калаçма» вĕренсе çитрĕ.
Çынсенни пекех, кайăксен те кашнин хăйĕн юрри-кĕвви, хăйĕн савăнăçĕпе хурлăхĕ, хăйĕн тусĕсемпе тăшманĕсем пур иккен. Пĕр кайăкăн юрри ансат, тин калаçма вĕренекен ача сăмахĕсем пек, теприн кăткăс, пуян, вун ик кукăрлă, Янтуш мучи кĕслепе калакан чаплă кĕвĕсем пек. Пĕр кайăк вăрманта сăпай кăна пурăнать, никама тивмест, никама кансĕрлемест, тепри, мăрса евĕр, пурне те хăвалать, пурне те хĕсĕрлет.
Ĕлĕк Ятламас вăрманти нумай кайăка пачах палламастчĕ, вĕсем пирки ялан Ахтупайран ыйта-ыйта пĕлетчĕ. Халĕ сассинчен, мĕнле вĕçнинчен тата мĕнле чупнинчен вăл чылайăшне уйăрса илме пултарать.
Акă çывăхрах чăп-чап! чăп-чап! тунă сасă илтĕнет. Пĕлет Ятламас — пилеш кайăкĕ. Сукмакран инçе те мар тепĕр пĕчĕк кайăк хыр йĕкелне кăшăклать. Ку вăл кукăр сăмса, хĕл кунĕнчех чĕпĕ кăларакан хитре кайăк.
Ĕнер кăна-ха Ятламас кӳлĕ хĕрринче пĕр кайăк мĕн хăтланнине пăхса ларчĕ. Çывăхрах чылайччен йăпăртатса çӳрерĕ çав апăрша, унтан сасартăк куçран çухалчĕ. Ятламас ăна хăй асăрхаман хушăра вĕçсе хăпарчĕ пулĕ тесе шутланăччĕ, çук, вĕçсе хăпарман. Кăшт тăхтасан çав кайăк кӳлĕрен вĕлтĕртетсе чупса тухрĕ (ишсе мар, чупса тухрĕ, мĕншĕн тесен вăл шыв айĕнче те çĕр çинчи пекех çӳрет иккен, хăйне валли апат-çимĕç шырать). Ятламас ку тĕлĕнтермĕш пирки Ахтупайран ыйтрĕ.
— Ара, вăл аляпи, вăрман çерçийĕ, — терĕ юлташĕ.
Пурне те пĕлет Ахтупай, пурне те сăнама ĕлкĕрнĕ вăл сĕм вăрманта пĕр-пĕччен сĕтĕрĕнсе çӳресе.
Юлташне шыраса Ятламас хырлăх тăрăх шалтан шала утрĕ. Ура айĕнче тин тăкăннă çулçăсем чăштăртатрĕç. Хутран-ситрен вĕтĕ туратсем çăтăртатса хуçăлчĕç. Умрах вăрăм хӳреллĕ пĕр пакша йывăç çине хăпарса тарчĕ. Ятламас вăл ĕçленĕ вырăна пырса пăхрĕ — шĕшкĕ тĕмĕ айĕнче çĕре тăкăннă мăйăрсем сапаланса выртаççĕ. Йĕкĕт вĕсенчен пĕр-иккĕшне алла илсе тĕрĕслерĕ — пурте пушшисем, «çиçĕм тивнисем». Туттисене йăлтах пакша суйласа пĕтернĕ. Пулать те ăслă чĕр чун: катса та пăхмасть, анчах выçă мăйăра пĕр йăнăшмасăр уйăрса илет.
Ятламас мĕн пур мăйăра çĕре сапаларĕ те малалла утрĕ. Ахтупая кăшкăрса чĕнчĕ — хирĕç сасă пулмарĕ. Таçта çӳрет ĕнтĕ, те каллех Турханкасси çырми патне çитиччен кайнă? Кĕтсех тăр, паян та пĕр çĕклем кайăк йăтса килет.
Юлашкинчен Ятламас ăна кунта шырани усăсăр пулнине чухласа илчĕ те каялла çаврăнчĕ, майĕпен çĕр пӳрт еннелле çул тытрĕ. «Мĕн шырамалли пур Ахтупая», — терĕ вăл, — тĕттĕм пулас умĕн хăех таврăнать!»
Вăрманта пурăнакан çын туйăмĕпе Ятламас çĕр пӳрте кĕрсенех сисрĕ: кунта такам пулнă. Ак урайĕнче ăвă татки выртать — çын ăвă чĕртнĕ. Апат та çинĕ вăл — çăкăр тĕпренчĕкĕсем тăкăнса юлнă. Çук, Ахтупай мар, урăх çын пулнă кунта.
Ятламас тĕлĕннипе ним шутлама аптраса тăчĕ. Йĕрлесе тупрĕ-шим вара вĕсене Тукай мăрса? Çапла шала кĕчĕç-ши вăрмана ун çыннисем? Вăл çĕр пӳртрен тулалла тухрĕ. Типме çакнă тирсем патне пырса пăхрĕ. Ют çын вĕсене те тĕрĕсленĕ. Капкăнсем патне анчĕ — унта та пулнă вăл. Кам, кам шыраса тупма пултарнă-ха вĕсене?
Ятламас чĕри хыттăн тапма пуçланине туйрĕ те кăшт лăпланас тесе хăй килсе пăрахнă каска пуканĕ çине пырса ларчĕ. Унччен те пулмарĕ — ун умне хура мăйăхлă çӳллĕ те тĕреклĕ çын тухса тăчĕ. Пĕр вăхăт хушши вĕсем сăмах чĕнмесĕр пĕр-пĕрне сăнарĕç. Курчĕ Ятламас, палламан çыннăн аллисем чукмар пек. Вăл алăсемпе пĕрре çапсан таçта çитиччен ыткăнса кайăн. «Чăнах та çапăçма тивет-ши вара? — шухăшларĕ Ятламас. — Кам пулчĕ-ха ку вут пек çунса тăракан хура куçлă тăсланкă?!»
— Мĕн пăхатăн ман çине? — тек вăл сăнанине чăтаймарĕ Ятламас. — Ун пек пăхма эпĕ упа мар пулас…
— Вырăсла кала, эп чăвашла пĕлместĕп, — терĕ палламан çын.
— Вырăсла та калама пултаратăп, — терĕ Ятламас. Вăл хăйĕн сăмахĕсене вырăсла куçарса пачĕ.
— Сунарçă-и эсĕ? — терĕ лешĕ.
— Сунарçă. Вара мĕн?
— Нимĕн те мар. Мĕн ятлă?
— Тĕне кĕртмен мана. Çавăнпа та ят хуман.
— Хăш ялтан?
— Ятсăр çырма пуçĕнчен.
— Ку мĕне пĕлтерет?
— Пурне те пĕлсен час ватăлăн! — кулчĕ Ятламас. — Хă, эс хăвна кура чăрсăр çын. Хăрамастăн.
— Камран хăрас манăн?
— Манран та хăрама пулать. Тен, эпĕ вăрă-хурах? Тен, манăн унта тата вунă çын тăрать. — Палламан çын хăй тухнă еннелле ал сĕлтсе кăтартрĕ.
— Вăрă-хурахсем пире тивмеççĕ, — терĕ Ятламас. — Пирĕн мĕн пур пуянлăх — ухă пĕкечи, мĕн пур выльăх та — пĕртен-пĕр йытă çеç. Вăл та таçта çӳрет ав…
— Апла эпир санпа пĕр тăван. Атя паллашар. Мана Северьян Суббота тесе чĕнеççĕ.
— Мана Ятламас теме пултаратăн. Вĕсем пĕр-пĕрне алă пачĕç.
— Ну, кала, кам эсĕ? — тӳрех ыйтрĕ Ятламас.
— Курап, эс мана усал тăвас çын мар, — ăна хирĕç вырнаçса ларчĕ Северьян. — Калам: таркăн этем эпĕ. Чулхула патĕнчен, аякран килетĕп. Хамăр князь тиунне вĕлертĕм. Ну, староста пеккине эппин…
— Мĕншĕн вĕлермелле пулчĕ-ха ăна?
— Ман савнине мăшкăлларĕ. Чăтса тăраймарăм.
— Начар апла сан ĕçсем.
— Начар.
— Кунта та йывăр пулать сана. Пирĕн мăрса сирĕн тиунран ырă тетни? Ак эпир унтан тарса çӳретпĕр. Вăрçăран таврăннăранпа ун куçĕ умне курăнман.
Ятламас ăна кĕскен Чалăмра пулнă ĕçсем çинчен каласа пачĕ.
— Ав мĕнле иккен, — терĕ Северьян. — Эпĕ кунта çăлăнăç тупатăп тесе. Таçта çак çывăхра манăн паллакан çынсем пурччĕ. Виçĕ çул каялла пире Кăрмăша çитиччен леçсе хăварчĕç. Анчах ял ятне астумастăп…
— Ял ятне пĕлмесен тупаймастăн, — хуравларĕ Ятламас.
— Çук, тупатăп! — терĕ çирĕппĕн Северьян. — Эп пĕлетĕп — çак таврара, Атăл хĕрринче. Йĕкĕчĕсем пĕри Ахтупай, тепри Иливан ятлăччĕ…
— Ахтупай?
— Лайăх астăватăп — Ахтупай.
Ятламас, вăл темле кулăшла сăмах каланă пек, ахăлтатса кулса ячĕ.
— Телейлĕ эсĕ, Чулхула вырăсĕ! — терĕ вăл. — Ху шыракан çынна яла çитиччен тупрăн! Ахтупай вăл — ман юлташ. Эпир унпа иксĕмĕр пурăнатпăр!
— Чăнах-и? — тĕлĕнчĕ Северьян. — Ăçта вăл халь?
— Халех килет. Вăл манăн кунĕпе кайăк хăвалать. Хам та кĕтсе ывăнтăм ĕнтĕ.
Ахтупай вĕсене тата нумай кĕттерчĕ, çĕр пӳрт патне тĕттĕм пулас умĕн çеç тухрĕ. Каска пуканĕ çинче ларакан çынна вăл чылайччен тинкерсе пăхрĕ, юлашкинчен, палласа илчĕ те аллинчен темиçе кайăка пăрахса ун патне ыткăнчĕ.
— Северьян, эсĕ вĕт ку? — терĕ вăл ăна ыталама хатĕрленсе.
— Эпĕ, Ахтупай, эпĕ, — ăна хирĕç ура çине тăчĕ Северьян. — Палларăн иккен çапах та, ман хаклă тусăм!
— Аран-аран палларăм. Пăхатăп — Ятламаса хирĕç тепĕр хура çын ларать. Мĕн амакĕ ку тетĕп. Ăçтан тупăнчĕ иккĕмĕш Ятламас тетĕп.
— Çавăн пекех пĕр сăнлă-и вара эпир? — кулчĕ Северьян юри Ятламас çумне пырса тăрса.
— Пĕр сăнлă пулмасăр! Иксĕр те хура, иксĕр те мăйăхлă, сухаллă. Куçăрсем те пĕр пек. Йĕкĕреш темелле сире, чăнах! — савăнса калаçрĕ Ахтупай.
— Аллуна пар, — терĕ Северьян Ятламаса. — Паянтан эпир санпа пиччĕшĕпе шăллĕ пулатпăр. Килĕшетĕн-и?
— Килĕшетĕп ара.
— Анчах калаçса татăлар: хăшĕ пиччĕшĕ, хăшĕ шăллĕ пулать пиртен?
— Пиччĕшĕ эпĕ, — терĕ Ятламас. — Ман шутпа, эсĕ нумай кĕçĕнрех, çапла-и?
— Çулĕсем пур-çке, — ал сулчĕ Северьян. — Сухал ӳстернĕ çын ăçтан çамрăк пултăр ĕнтĕ?
— Ак сухалсене кастаратпăр та, никам та ватă тесе калаймасть. Ахтупайран та çамрăк каччă пулса тăратпăр.
— Ахтупай халĕ те каччă-им вара?
— Çук, авланнă. Часах ывăлĕ те йĕкĕт пулса çитет.
Çапла калаçса вĕсем Ахтупай курăк çине пăрахса хăварнă кайăксем патне пырса тăчĕç.
— Хăвăртрах апат пĕçермелле пуль, сунарçă, — терĕ Ятламас тем пысăкăш ăсана çĕклесе илсе. — Сан тусу нимĕн те çимен-тĕр-ха паян. Эс килетĕн пуль тесе типĕтнĕ какай сĕнме те пĕлмерĕм ăна.
— Атьăр, тасатса пăрахатпăр, — хăвăрттăн кайăк тĕкне татма пуçларĕ Ахтупай. — Мĕнле, яшка пиçиччен чăтатăн-и, Северьян?
— Икĕ кун выçă çӳренине пăртак чăтма пулĕ-ха, — терĕ Северьян.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, çĕр пӳрт умĕнчи тунката çинче çуллă какай яшки пăсланса ларчĕ. Ятламас хăйĕн юлташĕсем умне вĕр çĕнĕ виçĕ кашăк кăларса хучĕ.
— Кусене паян ĕçсĕр аптранипе турăм, — терĕ вăл. — Чун сиснĕ пекех, виççĕ хайларăм тата. Питĕ вырăнлă пулса тухрĕ…
— Манпа сунара пымасть, ав мĕнпе аппаланать кунта, — яшка ăсиччен малтан кашăка çавăркаласа пăхрĕ Ахтупай. — Ма, начар мар. Яла кайса сутма та пултаратăн. — Вăл Северьяна апата ларма хушрĕ. — Çак хурантан иккĕн кăна çиеттĕмĕр-ха. Ак виççĕн пултăмăр. Ну, лайăх пурăнар санпала, Северьян!
— Эс каланă пек пултăр, — терĕ лешĕ. Унтан васкамасăр сăх сăхса илчĕ те хăйĕн айĕнчи каска пуканне хуран ларакан тунката патнерех куçарчĕ.
2. Тунсăх
Северьян çĕр пӳртре виçĕ кун пурăнчĕ. Юлташĕсем ăна хăйсемпе пĕрле сунара та, пулла та чĕнмерĕç. Вĕсем тăван çĕр-шывне пăрахса килнĕ вырăс çынни чунĕпе мĕнле асапланнине лайăх курчĕç.
— Хăнăхтăр, — терĕ Ахтупай Ятламаса. — Хăйĕн хуйхине манса чĕре суранне кăштах сиплетĕр.
Анчах Северьян хăнăхаймарĕ. Тăваттăмĕш кунĕнче вăл ирех сиксе тăчĕ те хăйĕн пушă миххине ярса тытрĕ.
— Каçарăр, тăвансем, — айăплăн сăмах хушрĕ вăл. — Эп тек тӳсме пултараймастăп. Кайса пĕлем, мĕн пулса иртнĕ пирĕн килте эп тухса тарнă хыççăн. Анне юлчĕ-çке ман унта, Фрося юлчĕ…
— Тен, каймасан авантарах пулмасть-и, Северьян? — терĕ Ятламас. — Шыраççĕ-çке вĕсем халь сана! Пĕр-ик эрне те пулин пурăн вăрманта, кайран куç курать.
— Çук, тек пĕр кун та пурăнаймастăп. Чĕре йăлтах çурăлса тухать. Сывă пулăр. Спаçипă сире мана çапла пăхнăшăн. Пĕлместĕп, тен, килĕп, тен, килеймĕп те…
Северьян тухса кайнă хыççăн кунта юлнă таркăнсем те кăмăлтан нумай сĕлкĕшленчĕç. Пысăк инкек тӳссе ирттернĕ вырăс çинчен калаçнă май вĕсем хăйсен ăнман пурнăçĕ çинчен те шутламасăр тăма пултараймарĕç. Вĕсен те ытлашши савăнмалли çук-çке. Çу кунĕсем иртсе пыраççĕ. Хăçанччен пурăнмалла ĕнтĕ вĕсен çак сĕм вăрманта? Шартлама сивви килсе çапсан ăçта кайса кĕмелле? Упа пек çĕр айĕнчи шăтăкра лармалла-и? Чуна усрас тесе кун пек эрне, уйăх, виç уйăх пурăнма пулать, анчах ĕмĕр пурăнма çук.
— Паян сан арăму килмелле, манман-и эсĕ? — аса илтерчĕ юлташне Ятламас.
— Вăл килĕ-ха, эп уншăн хуйхăрмастăп, — терĕ Ахтупай. — Мана Северьян тухса кайни пăшăрхантарать. Тытса йăлмаклаççĕ ĕнтĕ ăна князь çыннисем. Вĕсен аллине вăл хăех пырса кĕрет.
— Уншăн кунта та йăлмак, — терĕ Ятламас. — Кунта ăна Тукай мăрса ярса илет те таканласа Хусана ăсатать. Тен, вăхăтра тухса кайса вăл тĕрĕс турĕ. Те паян килсе тытаççĕ-ха пире, те ыран…
— Кăна эс чăнласах калатни, Ятламас? — темле çĕнĕ япала илтнĕ пек, юлташĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕ Ахтупай.
— Чăнласа пулмасăр. Ялтан вунă çухрăмра пурăнакан çынсене тупма пит йывăр тетне? Пĕр-пĕр ухмахĕ каласа кăтартать те çĕрле килсе тухса пире ним мар çыхса пăрахаççĕ.
— Апла мĕн туса тăратпăр эпир кунта? Вăрмана шаларах кĕрер. Пĕр чун пырса ан тухайтăр пирĕн пата! Çапла-и?
— Эп те çапла шутлатăп, — лăпкăн çеç хуравларĕ Ятламас. — Пирĕн Çавал патнерех тапас пулать. Мăрса çыннисем мар, сунарçăсем те ан çитейччĕр. Анчах шалта пурăнма та кансĕр пулать-çке пире. Выçă вилместпĕр-и эпир унта?
— Вилместпĕр. Эрнепине Альпи пырса çӳреççĕ. Кăшт çăнăхпа кĕрпе илсе пыраççĕ. Атя, паянах куçса каятпăр, Ятламас.
— Килтисене мĕнле систеретĕн?
— Систеретĕп. Вăл сан ĕç мар. Урасене укçалла илмен, çĕр çухрăм пулсан та утатăп…
— Утма пулĕ-ха ăна. Çапах та кăшт кĕтсе пăхар, тен, паян-ыран кам та пулин килĕ.
Чăнах та, шăп кĕтнĕ вăхăтра çĕр пӳрте Эрнепи çитсе кĕчĕ. Ахтупайпа Ятламас ун çине пăхрĕç те тĕлĕннипе пĕр вырăнта хытса тăчĕç: Эрнепи, ялан хĕр пек çӳрекенскер, шап-шур шуралса кайнă.
— Мĕн пулчĕ, Эрнепи? — сехĕрленсе ыйтрĕ Ахтупай.
— Упа куртăм, — аран-аран çăвар уçрĕ Эрнепи.
— Ман ун пекех хăрарăн вара? Упа сана тивет-и?
— Ара, тӳрех ман пата пырать. Малта — çури йăраланать, ун хыççăн — ами… Эп ним тума пĕлместĕп. Çари-и! çухăрса ятăм та йывăç çумне тĕшĕрĕлтĕм. Ура вăйĕсем пĕтсе кайрĕç…
— Вара?
— Вара çури ман пата çитрĕ те мана сăмсипе тĕрткелет. Нăш-нăш шăршлать. Ами çавăнта юнашарах тăрать. Унтан пăрăнса кайрĕç. Ак çакăнтах, сирĕн çĕр пӳрт патĕнчех…
Эрнепи çурăм хыçне кутамккаласа çакнă хутаççине вĕçертрĕ те ăна Ахтупай еннелле тăсрĕ.
— Мейĕр, — терĕ вăл. — Тархасшăн шыв парăр, хăранипе пуль, çăвар йăлт типсе ларчĕ. Сывлама йывăр…
Ятламас курка йăтса кӳлĕ хĕррине шыв ăсма чупрĕ. Ахтупай Эрнепи валли пукан илсе пычĕ те арăмне пуçран шăлса пĕчĕк ачана лăплантарнă пек лăплантарма тытăнчĕ.
— Эс вăрманта ӳснĕ-çке, мĕнле упаран хăратăн? — терĕ вăл. — Упа мăрса мар, çынна тивмест. Ăна тарăхтарма çеç юрамасть. Тарăхтармасан, кам та пулин çиллентермен пулсан упа çынна нихçан та тапăнмасть, пăрăнса каять. Кĕркунне вĕсем тутă, пушшех никама та тивмеççĕ.
— Сана калама лайăх! — терĕ Эрнепи. — Эп пĕр-пĕччен-çке-ха. Тата эпĕ упана кун пек çывăхран пĕрремĕш хут куратăп. Вăл ним хăрамасăр ман паталла утать-çке…
— Ара, сан йывăç çине улăхса каймаллаччĕ! — йĕкĕлтерĕ ăна упăшки.
— Ан кул! — терĕ Эрнепи. — Йывăç çине хăпарма мар, ман ура çинче тăма та вăй юлмарĕ. Эп чĕре çурăлса тухать пулĕ тесе…
— Ну, тепринче ун пек хăрамастăн. Çапла-и?
— Тепринче эп пĕччен килместĕп, кампа та пулин иккĕн килетпĕр.
Эрнепи Ятламас пысăк куркапа ăсса килнĕ шыва йăлтах ĕçсе ячĕ те алăк урати çине кĕрпе тасатма пырса ларчĕ.
— Сирĕн тепре шыв патне каймалла пулать, — терĕ вăл. — Халех эп сире пăтă пĕçерсе çитеретĕп. Чупăр, чупăр, вутă хатĕрлĕр, шыв ăсса килĕр.
— Ан чăрман, кан пăртак, — терĕ ăна упăшки хăтăрнă пек. — Пăттине эпир хамăр та пĕçерме пултаратпăр. Апат пĕçерме тесен ман Ятламас темле хĕрарăмран та ирттерет.
— Ман вучах умĕнче пăхса ларас-и вара? — кулчĕ Эрнепи.
— Выртса кан пăртак, — терĕ Ятламас. — Чăнах, пăттине хамăр та пĕçеретпĕр.
— Эп ывăнман. Часрах шыв ăсма чупăр, — васкатрĕ Эрнепи. Ахтупай вăрçнине хăлхана чикмесĕр вăл çĕр пӳрте тирпейлеме, арçынсем касса хатĕрленĕ пушăта тĕркесем туса тула кăларма пикенчĕ. Ĕçленĕ хушăрах вăл Ахтупайпа Ятламаса ялти паллăрах хыпарсене пĕлтерме те ĕлкĕрчĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...