Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Тӑваттӑмӗш пайӗ. Мускав ҫулӗ
— Мĕн, тупрĕ-им?
— Тупрĕ. Ав часрах каялла тарса килчĕ.
— Ăçтарах вара шăтăкĕ? — малалла тинкерсе пăхрĕ Северьян. — Нимĕн те çук пек-çке унта…
— Пулма тивĕç. Йытă вăл йăнăшмасть, шăршинченех пĕлет.
Тепĕр самантран сунарçăсем тип çырма урлă тăсăлса выртакан хыр йывăççи умне çитсе чарăнчĕç. йывăç хирĕнсе тухнă çĕрте, тымарсем айĕнче, темле шăтăк палăрать. Таврари юр пăрланса çап-çуттăн курăнакан пулнă.
— Кунтан тухаймасть вăл, Ахтупай! — пăшăлтатрĕ Северьян. — Куран, шăтăкĕ йăлтах питĕрĕнсе ларнă.
— Тухать, Хураçка йĕкĕлтесе кăларать ăна. Анчах халь пирĕн васкама юрамасть, ăна мĕнле майпа тытасси пирки шутласа пăхмалла. Эппин, ĕçе тытăниччен кăшт çырткаласа илер мар-и? Хырăм выçман-и санăн?
— Выçмасăр! Ара, эс мана килте апат çиме те памарăн. Таçта пит васкарăн çак…
— Кирлĕ пулнă, Северьян, васкамалла пулнă пирĕн, — терĕ Ахтупай.
Вĕсем тунката пекки тупса ун çине юнашар ларчĕç те хĕвĕсенчен пĕрер чĕл çăкăрпа шăрттан татки кăларчĕç. Ахтупай ури хушшине Хураçка вырнаçрĕ. Вăл хăйне паçăрхи пекех канăçсăррăн тытрĕ, виçĕ кун апат çитермен пек, вĕçĕмсĕр сунарçăсен куçĕнчен пăхрĕ.
— Лăплан эсĕ, айван! — юнарĕ ăна Ахтупай. — Упа çăмне тăпăлтариччен малтан ак какай çисе пăх. — Вăл йытта шăрттан хуçса пачĕ.
— Хăрать, мĕскĕн.
— Хăрăн ара, упа-çке вăл! Хамăн та темскер чĕре йăшкать. Çапăçма тытăнсан пĕр-пĕр йăнăш тăвас марччĕ, вăл вара хамăра пĕтерет.
— Иккĕн кансĕртерех çав. Упа тытма сахалтан та виçĕ çын кирлĕ.
— Юрĕ, мĕнле те пулин майлаштаратпăр. Тарма юрамасть унтан. Тата мĕшĕлтетмелле мар.
— Ман ăçта тăрас ĕнтĕ? — çисе ярайман апатне каялла чикрĕ Северьян. — Мĕнле тытма шутлатăн-ха эс ăна?
— Халех калаçса татăлатпăр, — вăрăм çĕççине тăла ăшĕнчен кăларса çавăркаласа пăхрĕ Ахтупай. — Ман шутпа, çапла тусан майлăрах пулать. Эс шăтăк тĕлне, ак çак йывăç çине, улăхса тăратăн. Вăл сиксе тухнă-тухман ăна пуçран пуртă тăршшĕпе паратăн. Эп ăна сăнăпа кĕтсе илеп. Çак йывăçран тĕрентерсе ăна сăнă çине лартап. Эпир аттепе çапла тытаканччĕ. Ну, пуçлатпăр-и?
— Пуçлатпăр, — юр çине лартнă пурттине алла илчĕ Северьян.
Чи чăрмавлă ĕç сунарçăсемшĕн Хураçкана упа шăтăкне кĕртсе ярасси пулчĕ. Хăйне шăтăкра кам кĕтсе выртнине пĕлекен йытă пĕчĕк ача пек йынăшрĕ, тапаçланчĕ, анчах хăрушă çăткăн кайăк патне ниепле те кĕресшĕн пулмарĕ. Чылай асапланнă хыççăн Ахтупай вара ăна урипе тапа-тапа шалалла кĕртсе ячĕ.
Вĕсем Северьянпа хăйсен вырăнĕсене йышăнчĕç. Шалтан йытă тулашнă сасă илтĕнчĕ. Часах Хураçка нăйкăшса каялла сирпĕнсе тухрĕ. Упа тухманнине курса Ахтупай ăна тепре хăваласа кĕртрĕ. Иккĕмĕш хутĕнче упа çилленсе çитрĕ пулас, шăтăк айккинчи пăрланнă юра лăштăрр ишсе антарса пуçне тулалла кăларчĕ.
— Çап! — пĕтĕм вăйпа кăшкăрчĕ юлташне Ахтупай. Çын сассине илтсен упа пĕтĕм кӳлепипе малалла сикрĕ. Çапма ĕлкĕрчĕ-и ăна Северьян, ĕлкĕреймерĕ-и, Ахтупай асăрхаса та юлаймарĕ, упана кăкăрĕнчен сăнăпа яшлаттарса каялла хăй палăртса хунă йывăç патнелле чакма тытăнчĕ. Сăнă вĕçĕ йывăçа çитсе тăрăнчĕ, упа вара тапăнса пырса ун çине ытларах та ытларах тирĕнчĕ. Вăл хăрушшăн мĕкĕрсе ячĕ, ик уран тăрса хирĕнчĕ те Ахтупай сăннине хуçса пăрахрĕ. Çав вăхăтра Северьян ăна çурăмран пуртă çивĕчĕшпе пачĕ. Упа тепре мĕкĕрсе ун еннелле çаврăнчĕ. Вăл хăйне çапла пăтăрмах тунă сунарçа малти урипе пĕрре çапсах вĕлерсе пăрахасшăнччĕ пулас, анчах кăна тума унăн вăйĕ çитеймерĕ, вăл Северьяна сăхман аркинчен çаклатса илсе çĕре ӳкерчĕ те, касса янă йывăç пек, ун çине йăванчĕ. Северьян пĕрре хыттăн ахлатса илме çеç ĕлкĕрчĕ.
Хăраса ӳкнĕ Ахтупай упана кайри уринчен пырса туртрĕ — ăçта унта! Çакăн пысăкăш эсремете пĕр çын вырăнтан мĕнле хускатайтăр? Вăл Северьян пурттине шыраса тупса часрах кӳсек касса илчĕ, мекĕрленсе унпа хирме тытăнчĕ.
Çав вăхăтра ун çурăмĕ хыçĕнче хĕрарăм сасси илтĕнсе кайрĕ, Ахтупайпа юнашар, пĕлĕт çинчен сиксе аннă пек, Нухрат тухса тăчĕ.
— Пулăш, — терĕ ăна Ахтупай, вăл кунта килессе тахçантанпа кĕтнĕ евĕр. — Ну, çĕклерĕмĕр!
Иккĕн вĕсем упана кăшт вырăнтан хускатма пултарчĕç. Упана йăвантарнă хыççăн Северьян та ĕхлетсе сасă пачĕ.
— Мĕнле, тăраятна, Северьян? — вилменнишĕн савăнса сăмах хушрĕ Нухрат.
— Тăмалла пуль, — терĕ вырăс ирĕксĕртен кулса, — Çемçе те унта, çапах ытлашши майлă мар. — Вăл ахлаткаласа ура çине çĕкленчĕ те хăй выртнă вырăна тинкерсе пăхрĕ. — Ав кĕлетке ӳкернĕ пекех йĕр юлнă!
— Мĕнле пусарса вĕлермерĕ вăл сана, Северьян?
— Юр çăлчĕ. Унсăрăн пĕтнĕччĕ. Эп сывлăш тухманнипе вилетĕп пуль тесе. Тата пуçран ачашласа илчĕ вăл мана, пуç ыратать.
Ахтупайпа Нухрат тин асăрхарĕç: Северьянăн çамкаран çӳлерех пĕр вырăнта çӳç пачах çук, ăна ывăçласа илсе упа тăпăлтарса кăларнă. Вилес умĕн вăл сунарçăнне пуç тирне кăштах сӳсе илмен иккен.
— Кун пек юрамасть, çыхса ярас пулать, — терĕ Нухрат. Вăл çăм тутăрĕ айĕнчи çӳхе явлăкне туртса антарчĕ те унпа Северьян пуçне çыхса ячĕ. — Ак халь çĕлĕкне тăхăнма пултаратăн, — çĕртен шап-шур юр пулнă çĕлĕкне илсе пачĕ вăл. — Çапах та сире ятламалла, арçынсем. Эсир мана чĕнмен. Ма улталарăн-ха эс, Ахтупай?
— Эпир пит ир килтĕмĕр. Сана вăратас мар терĕмĕр, — хуравларĕ Ахтупай.
— Эп кĕтсе тăратăп çав. Тул çутăлса çитрĕ — вĕсем килмеççĕ те килмеççĕ. Сирĕн пата пытăм, аçу калать, вĕсем паçăрах кайрĕç тет.
— Тепĕр тесен лайăх та пулса тухрĕ, Нухрат. Куратăн, мĕнле упа тĕлне пултăмăр. Тен, вăл Северьян вырăнне шăп сана ярса илетчĕ…
— Çук, ярса илместчĕ. Эп сирĕн пек мĕшĕлти мар. Виççĕн ăна часрах тытаттăмăрччĕ.
— Ну, тепрехинче чĕнĕпĕр эппин сана. Юрать-и?
— Ултавçă эсĕ, Ахтупай, — терĕ Нухрат. — Сан пĕр сăмахна та ĕненме çук. Эп чунтан ыйтрăм ĕнер. Ăна пĕлнĕ пулсан çăвар та уçмастăмччĕ. — Çавăнтах вăл упана тапса илчĕ. — Ай-ай пысăк вара ку упи! Мĕнле илсе каятăр ăна?
— Илсе каятпăр! — терĕ Ахтупай. — Лавпа турттарса тухатпăр. Анчах пулăш эс пире, Нухрат. Кала унта аттене, çуна кӳлсе килтĕр.
— Мĕнле тупать-ха вăл сире?
— Эс йĕрне те кăтартса яр. Ним мар тупать. Тата çапла кала: çулла пурăннă вырăнтан кунтарах те.
— Юрать, — лашине утланма хатĕрленчĕ Нухрат. — Анчах упа какайĕ çитеретĕр-и кайран?
— Çитеретпĕр, паллах. Пĕр пăт какай касса паратпăр!
— Кĕтĕр эппин. Эпир Иштерек пиччепе халех килетпĕр!
Кăна хĕр ача шахвăртса каларĕ, вăрмана вăл пĕччен те, Иштерек пиччепе те урăх пымарĕ. Каçхине вара Ахтупай ăна аптраса ӳкнĕ Северьян вырăнпах выртать тесе пĕлтерсен Пайпике карчăк патне пыма пĕр турткаланса тăмасăрах килĕшрĕ.
— Каллех суятни, Ахтупай? — терĕ хăй çапах та. — Чăнах сывă мар-и сан тимĕрçӳ?
— Çитсен куратăн, — хуравларĕ Ахтупай. — Упа ăна пуçран лайăхах сăптăрса илнĕ пулмалла. Каччă вĕриленсе кайнă.
— Атя эппин часрах. Тен, ăна пулăшу кирлĕ, — васкарĕ Нухрат.
— Мĕнпе пулăшăпăр-ха ăна эпир, санпа иксĕмĕр?
— Ăшă сăмахпа. Чирлĕ çынна эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сыватаççĕ. Çапла-и, Ахтупай?
— Тĕрĕс. Йăпат эс ăна пăртак. Тем тесен те вăл… хăвăрăн тимĕрçĕ.
— Ан кул, — тĕртрĕ хĕр ача Ахтупая. — Тен, эп ăна чунтан юрататăп? Эс кулса пыратăн…
— Çук, пĕрре те кулмастăп, Нухрат. Лайăх çын вăл, Северьян. Ăна юратма юрать…
— Анчах эс хăйне каласа ан пар. Тахçанхи юлташ тесе санран пытармарăм ав…
— Каламастăп.
— Пайпике инке хăваласа кăлармĕ-ши пире? Мĕн тесе пырса кĕретпĕр-ха унта?
— Хăваламасть. Эпир санпа какай леçме килетпĕр-иç? — хăва карçинккари какая уçса кăтартрĕ Ахтупай.
— Чăнах та, — терĕ Нухрат. — Эппин кӳр, ăна эпĕ йăтам. Унсăрăн мана аван мар…
Пӳрте кĕрсен Нухрат тӳрех тĕпелелле иртсе Пайпике инкене пĕр карçинкка какай тыттарчĕ, ун хыççăн тин путмар çинче выртакан Северьян патне пычĕ.
— Паçăр хăй шӳт тăватчĕ, эп ăна йывăр аманман тесе, — çывăхра тенкел çукран каччă ури вĕçне пырса ларчĕ вăл.
— Пăртак выртсан иртет, — терĕ Ахтупай. — Халь ăна вĕри сĕт кирлĕ, Пайпике инке. Ĕне пăруламан-и сирĕн?
— Çук, пăруламан. Кăçал кая юлчĕ. Сума пăрахни те нумай пулать ĕнтĕ…
— Халех эп чупса кайса илсе килетĕп, — хыпаланса ӳкрĕ Нухрат. — Пирĕн сĕт нумай.
— Çук, çук, — чарчĕ ăна Пайпике инке. — Ан чăрман, Нухрат. Аннӳ тем каласа пĕтерĕ. Хамах тупатăп кӳршĕрен. Наччас кайса килетĕп…
Кил хуçи хĕрарăмĕ вăр-вар кĕрĕк тăхăнчĕ те кăкшăм йăтса кӳршелле чупрĕ. Ун хыççăн темле сăлтав тупса Ахтупай та таçта çухалчĕ. Каччăпа хĕр тĕттĕм пӳртре иккĕшех тăрса юлчĕç.
Малтан Нухрат ним сăмах чĕнме те пĕлмерĕ. Вăл хăйĕн чĕри хыттăн тапнине тата кăмака хыçĕнче шăрчăк чĕриклетнине çеç илтрĕ. Тĕпелти вучахра кăвайт çăтăр-татса çунчĕ, ун çути хура пӳрт пĕренисене тĕксĕммĕн çутатрĕ.
Хĕр ача чирлĕ çын патне çывăхарах куçса ларчĕ те васкамасăр тăлăп аркине сирчĕ.
— Мĕн, эс чирлемеллипех чирлерĕн-и, Северьян? — терĕ вăл ун сăн-питне пĕрремĕш хут çапла çывăхран сăнаса пăхса.
— Упа айĕнчен тухнă хыççăн кăшт шăнтăм пулмалла. Темскер тарлаттарать, — терĕ Северьян.
— Аманнă вырăн сурмасть-и?
— Хускалман чухне ыратмасть, пăртак хускалсанах чуна кайса тивет. Анчах эс ан пăшăрхан, Нухрат, эп çирĕп ӳтлĕ, час сывалатăп…
— Сывал çав. Унсăрăн сан тусу Ахтупай тимĕрç лаççинче пĕччен мĕнле ĕçлетĕр? Йывăр пулать ăна, çапла-и?
— Вăл та тĕрĕс, — минтерне тӳрлетсе кăшт çӳлерех выртасшăн пулчĕ каччă. — Çапах та мĕн тума килтĕн-ха эс, Нухрат? Аннӳ пĕлсен мĕн калать ĕнтĕ сана? Çынсем те тем шутлама пултарĕç…
— Мĕн шутлаççĕ вара çынсем? Эп, мĕн, кунта каччă патне килнĕ-и? Пайпике инке пире пăртак тăван та тивет. Эп ун патне час-час килсе çӳретĕп.
— Ав мĕнле…
— Чăнах ара. Тепĕр чух вăл мана юмăç пăхса ярать. Тем те пĕр каласа пĕтерет вара, кулса вилмелле. Анчах кулма юрамасть ун умĕнче, хăтăрса тăкать. Юратмасть вăл чалак çынсене.
— Пуçласа илтетĕп, Пайпике инке юмăç та пăхать апла?
— Мĕнех вара? Вăл йывăр ĕç-и? Пирĕн ялта хĕрарăмсем пурте юмăç пăхаççĕ. Сахвине патне эпир ытла кирлев пулсан çеç каятпăр.
— Эппин, эсĕ те пĕлетĕн пуль юмăç пăхма?
— Пĕлетĕп паллах. Пăхса ярас-и сана? — кулса ыйтрĕ хĕр ача.
— Пăхса пар-ха, ман пулас ăрăс пирки тĕпĕ-йĕрĕпе кала, — пăчă пулнăран çийĕнчи тăлăпне пилĕк таран сирсе пăрахрĕ тимĕрçĕ.
— Кӳр эппин, — асăрханса каччă аллине сĕртĕнчĕ хĕр ача. — Ывăç тупанне пар. Анчах эс ан кул, эп йăлт тĕрĕссине калатăп. Тата ун пек ан пăх ман çине, куçăхтарма пултаратăн…
Северьян именнĕ пек пулса куçне айккинелле пăрчĕ.
— Кулмастăп. Тĕрĕс каласан ылтăн çĕрĕ туса паратăп сана… —
— Итле, Северьян. Эс кунта вырăс çĕр-шывĕнчен килнĕ, Чулхула патĕнчен… Санăн унта аçу-аннӳ çук. Камалсăр, пĕр-пĕччен çын эсĕ. Пурнăçра эс хурапа шурра нумай курнă. Çынсене усал тумастăн, анчах çынсем сана ырăпа тавăрниех пулман. Пурлăх пухма пĕлетĕн, анчах вăл пурлăх сан алăра тăмасть, мĕншĕн тесен эсĕ ытлашши уçă кăмăллă. Тĕрĕс калатăп-и?
— Тĕрĕс калатăн.
— Пирĕн ялта нумай пурăнмалла пулать санăн, мĕн ватăлса çĕре кĕричченех… Ку ялта хăвна телей кĕтет…
— Телей кĕтет-ши вара? Инкек мар-и? Лайăхрах пăх-ха ал çинчи йĕрсене.
— Юмансарта сана пĕр хĕр юратать. Çĕрĕн-кунĕн шутлать вăл сан çинчен, эсĕ ăна ху сисместĕн. Хĕрĕ чухăн йышран, сăнĕпе хитре. Хурарах хăй, куçĕсем пиçнĕ çĕмĕрт пек…
— Асту, кăвак куçлă мар-и? Эп кăвак куçлисене саварах паратăп, — терĕ Северьян.
— Çук, хура куçлă. Эс ăна качча илетĕн, сирĕн вунă ача пулать.
— Ытла нумай мар-и ку? Тен, саккăр кăна пулĕ?
— Ан кансĕрле, — ăна кăшт алăран туртрĕ Нухрат. — Юмăçпа ун пек шăл йĕрсе калаçмаççĕ… Эчел инçе-ха санăн, эс çут тĕнчере тăхăр вун тăххăра çитиччен пурăнатăн. Арăму сана пытарнă хыççăн тата вунă çултан тин çĕре кĕрет. Çар хĕсметне çакланса куратăн, анчах сана хĕç витмест…
— Пĕтрĕ-и? — терĕ Северьян хĕр ача аллине хыттăн чăмăртаса.
— Пĕтрĕ. Каларĕ тесе калăн, шăп эп юмăç пăхнă пек пулать пурнăçра…
— Ун пек пулсан ытла начарах мар. Тавах ырă суннăшăн…
— Вăл эпĕ ырă сунни мар ара, турă çырни. Сахвине карчăк патне кай, вăл та çавнах калать сана…
— Каймастăп, эс каланă пекех пултăр.
— Халь çывăр, — каччăн пуçри суранне çыхнă тутăра тӳрлетем пекки турĕ Нухрат. — Эп каям, анне çухатрĕ пулĕ тата. Пайпике инке таврăнмасть ав…
— Халех килет, лар ĕнтĕ пăртак, — терĕ Северьян. — Ан васка ун пекех. Çав тери лайăх мана кунашкал юмăçа итлесе выртма.
— Йăлăхтармарăм-и?
— Йăлăхтарма терĕн! Чуна çемçетрĕн манăнне! Тавтапуç сана килсе ларнăшăн. Ӳлĕмрен те килсе çӳре…
— Килместĕп, — терĕ Нухрат.
— Ма килместĕн?
— Ахалех.
— Паян ма килтĕн эпппн?
— Сана курма. Тунсăхласа çитрĕм те кĕрсе тухас терĕм.
— Чăнах те?
— Чăнах ара.
— Итле-ха, Нухрат, — тăрса ларасшăн пулса минтер çине чавсаланчĕ Северьян. — Кала-ха пĕр пытармасăр, мĕнле хăрамарăн халь ман пата килме? Вăрмана мĕнле тухса пытăн паян?
— Питĕ пĕлес килет-и? — терĕ Нухрат ун çине нумайччен куç тулли пăхса ларнă хыççăн.
— Çав тери пĕлес килет.
— Эппин итле. Чун чăтмарĕ, çавăнпа килтĕм. Вăрмана та çавăнпа пытăм. Сана курас килчĕ. Асаплантăм-асаплантăм — тӳсĕм пĕтрĕ. Хăçанччен чăтса пурăнмалла манăн хам чуна уçса памасăр? Хăвала мана, Северьян, анчах эпĕ айăплă мар… Темшĕн килсе кĕтĕн эсĕ пирĕн яла…
— Эп сана хăваламастăп, — терĕ Северьян. — Анчах юратма та пултараймастăп сана. Ман савни пур…
— Ăçта вăл?
— Хамăр ялта.
— Фрося-и?
— Çавă. Эс ăна ăçтан пĕлетĕн?
— Ыйтса пĕлнĕччĕ. Юлташусемех каласа кăтартрĕç. Анчах вăл вилнĕ-çке, сан хĕр ачу?
— Пур пĕр эп ăна çеç юрататăп. Каçар эс мана, эпир санпа иксĕмĕр савнисем пулса пĕтерейместпĕр…
— Нихçан та-и?
— Нихçан та. Кăмăлна йывăр ан ил, тĕрĕссине калатăп.
— Эппин, сывă пул, — вырăн çинчен шуса анса алăк патнелле утрĕ хĕр ача. — Юсан часрах…
— Чипер кай, Нухрат, — пăшăлтатнă чухнехи сасăпа çеç тавăрчĕ Северьян.
Алăк уçăлса хупăнчĕ. Пăлтăрта икĕ хĕрарăм мăкăртатса калаçни илтĕнсе кайрĕ — Пайпике инке сĕт тупса таврăнчĕ пулас. Пӳртре паçăрхинчен те тĕттĕмрех пек. Урам енчи пĕртен-пĕр карăнтăкран çутă кĕми пулнă ĕнтĕ. Тĕпелти вучах та ялкăшса пӳрт пĕренисене çутатмасть. Кăвайт хуманнипе вăл халь-халь сӳнсе ларас пек вăйсăррăн тĕлкĕшет.
9. Юлашки çуна çулĕ
Нухрат каç пулас умĕн амăшне шӳт туса асăрхаттарсах хунăччĕ: эпир паян упа тытрăмăр, манăн Ахтупайсем патне упа какайĕ çиме каймалла тенĕччĕ. Амăшĕ ăна пĕлекен çынсем патне кайма чармарĕ, анчах кирлĕ-кирлĕ мар çĕрте апат çисе çӳренинчен кулма пăхрĕ.
— Мĕнле кĕрсе ларатăн-ха ĕнтĕ çын сĕтелĕ хушшине? Вĕсен лăпăр-лапăр апатне мĕнле çиетĕн? — терĕ.
— Ăçтан пĕлетĕн, тен, вĕсен апачĕ пирĕннинчен те тутлă? — хирĕçлеме пăхрĕ Нухрат.
— Ан калаç. Выльăхĕ-масарĕ пӳртре. Витери пек çăрăлса пурăнаççĕ иккен те…
— Çук, Ахтупайсен чылаях таса. Эрнепи пит тирпейлĕ хĕрарăм вăл. Апачĕ те тутлă, эп çисе курнă.
— Эс какайне киле илсе кил, — вĕрентрĕ амăшĕ. — Аçу та тутанса пăхтăр. Ыйт вĕсенчен ытларах, атте каласа ячĕ те.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...