Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Телей шырани
Альпи кăшт лăпланнă пек пулчĕ, анчах ват хусах тытасран шикленсе çурлине кăкăрĕ тĕлĕнчен илмерĕ.
— Мĕн пурăнни пирĕн? Кун иртет те çĕр иртет. Куçран куççуль типмест. Хăвăр мĕнле кайса килтĕр Мускава? Эп паçăр чупкаласа çӳресе эсир калаçнине итлесе те пĕтереймерĕм…
— Лайăх çитсе килтĕмĕр! — хăпартланнă пек каларĕ Ятламас. — Ахтупайпа иксĕмĕр тахçанах çитсе курасшăнччĕ-ха вырăссен шĕкĕр хулине. Тукай валли майра çураçас тенĕччĕ, халлĕхе пулмарĕ-ха. Тепре кайсан ĕç кăларăпăр-и…
— Эсир тепре те каясшăн-и унта? — терĕ Альпи.
— Çавăн пек туйăнать. Çураçма тытăннă майрана çураçасах пулать. Вырăссен аллине лекмесĕр ку мăшкăлтан тухаймастпăрах эпир, чăвашсем. Вырăссем пире кăштах хĕрхенĕç-и.
— Темĕн-çке. Эп, ухмахскер, ăна-кăна нимĕн те пĕлместĕп-те-ха, çапах пуплем-ха санпала. Сан шутпа, вырăс çăкăрĕ тутар пашалăвĕнчен тутлăрах пек-и, Ятламас?
— Йӳçĕ, — шухăша кайса хуравларĕ каччă. — Çăкăрĕ — йӳçĕ. Пирĕн пекех тарпа та куççульпе çăрса пĕçереççĕ. Тӳре-шари хаяр, ĕмĕтсĕр. Хура халăх тени унта та ахлатса кăна пурăнать, Альпи.
— Çапла пуль, çапла пуль, — хăвăрттăн каларĕ хĕр. — Пирĕн пекки унта та телейсĕр ĕнтĕ. Калаççĕ-çке, пуртан пыл тумлать, çукран юн тумлать теççĕ. Таçта кайсан та çавăн пек пуль çав. — Альпи чарăнса тăчĕ, унтан вăтанарах: — Хĕрсем мĕнле, хĕрсем хитре-и вырăс таврашĕнче? — тесе ыйтрĕ.
— Ху пĕлетĕн, эп хĕрсем çине пăхсах каймастăп, инке арăмсем çине ытларах куç хыватăп.
— Ăна пултараканччĕ-ха эс.
— Халь ватăлтăм ĕнтĕ, инке-арăмсем те юратми пулчĕç. Мускавра пĕрне те тупаймарăм. Мăрье тасатмалли мелкерен хăранă пек хăраççĕ. Эс ху мĕнле, качча тухма шутласа хуман-и?
— Шутласа хунă, — терĕ Альпи.
— Кама каясшăн?
— Мăрсана.
— Вăл илмесен?
— Хам пек чухăна.
— Вăл та илмесен?
— Хапха юпине. Ăна качча тухатăп та кил-çурт хураллатăп.
— Апла та начар мар, — терĕ Ятламас. — Эп ак чăнласах авланасшăн. Мана качча пымасни, Альпи? Хура тесе тиркемесне?
Сăмах тавăрса калас вырăнне хĕр ăна куçран тинкерсе пăхрĕ, чăнласа калать-и ку е ахаль çеç йĕкĕлтет терĕ пулмалла. Унтан кĕтмен çĕртен каласа хучĕ:
— Эс илтнĕ-и? Ухтепи вилнĕ, — терĕ. Каларĕ те питрен хĕрелсе кайрĕ. Ятламас ăна асăрхаман пек пулчĕ.
— Илтнĕ. Хам пытарса килтĕм. Ахтупайпа иксĕмĕр тирпейлерĕмĕр.
— Ма килмен-ши вăл çынсемпе пĕрле? Ма халăхран татăлса юлнă-ши? Вара унашкал вилĕмпе те вилместчĕ, — чунтан пăшăрханса каларĕ Альпи.
— Эрнепи амăшĕ Альтук аппа калать, вăл Хусантан ывăлне, Туканаша, кĕтнĕ тет. Çавăнпа юлнă курăнать. Ывăлĕ килсе çитеймен.
— Туканашне ашшĕшĕн тытса хупман-и вара, вăл ирĕкрех çӳрет-и? — тĕлĕнсе ыйтрĕ Альпи.
— Хупман тет. Вăл пĕрре килсе те кайнă иккен яла. Урасметпа та тĕл пулса калаçнă тет вĕсем.
— Мĕнле хăраман-ши Урасметран?
— Мĕн хăрамалли пур? Çăхан çăханăнне куçне чавса кăлармасть. Туканаш вăл, Урасмет пекех, Хусан мăрсисене сутăннă. Вĕсем патĕнче вĕренчĕ, вĕсен тĕнне йышăнчĕ, çавсемшĕнех тăрăшать ĕнтĕ. Кирлĕ пулсан ашшĕне те тутарсен аллине тытса парать ак.
Альпин Ухтепие хĕрхенсе тата пăртак калаçас кăмăл пурччĕ, вăл Ятламаса: «Савнисĕр юлтăн-çке, ватă каччă, халĕ мĕнле пурăнатăн ĕнтĕ?» — тесе те тĕртсе илесшĕнччĕ, анчах шарламарĕ. Вилнĕ çын пирки мĕн çăвар вылятмалли пур? Ахаль те тем пекех хуйхăрчĕ пулĕ-ха ват хусах хăйĕн телейсĕр савнийĕшĕн. Çитменнине тата, шăпах Ятламас таврăннă тĕле килсе тухрĕ ку инкек. Ав хăех пытарнă Ятламас ун виллине.
— Эй, санпа калаçса тĕттĕм пулса та кайрĕ, Ятламас! — терĕ Альпи хыпăнса ӳкнĕ пек пулса. — Мĕнле таврăнас ĕнтĕ ман пĕр çĕклем утăсăр?
— Эсĕ пушăта кайрăм те.
— Ара, манăн пушăтăм та çук-çке.
— Ак ман тĕркеме йăт. — Ятламас ăна аллисенчен тытсах пушăт тĕркемĕ патне илсе пырасшăн пулчĕ.
— Ан кул, Ятламас! Йăтмастăп. Тĕттĕмре те пулин кăштах выратăп курăк.
Хĕр çапла каласа варт! çаврăнчĕ те чупсах вăрманалла кĕрсе кайрĕ. Ятламас киле унсăрăнах таврăнчĕ.
Вăл çул тăршшĕпе Альпи çинчен шухăшласа пычĕ. Мĕн каласси пур, кăмăла каять ăна хĕр! Кур-ха, ватăлмасть Ахтупай йăмăкĕ. Качча тухма тахçанах вăхăт çитнĕ унăн, çулпа çамрăк теме те çук ăна, çапах та сăнпа та, пӳ-си енчен те вун çиччĕри пекех-ха. «Ĕлĕк кăштах савать пекчĕ мана, — шухăшларĕ каччă утнă май, — тĕл пулмассерен чунтан калаçнă пек туйăнатчĕ. Халь мĕнле-ши? Çулланнă хĕр хăй туйăмне пытарма пĕлет çав, ун кăмăлне тӳрех чухласа илеймĕн. Çамрăк чухне хĕр ачан — пурте куç умĕнче, вăл пĕрре сăмахланă хушăрах чунне уçса парать. Халь Альпипе пупле-ха — вăл сана ним мар шăвăç чуманпа лартса ярать. Турă пĕлет халь унăнне — кама савать вăл, камшăн çунать ун чĕри. Ав хапха юпине качча каятăп тесе шахвăртрĕ. Юпана качча тухатăп та кил-çурт хураллатăп терĕ. Пыр та калаç унпа».
Ял патне çывхарса пынă май каччă хăлхине темле юрă пырса кĕчĕ. Ятламас кăшт чарăнса итлерĕ те ку юрă вăйă кĕвви пулнине уйăрса илчĕ. Юрланă сасă ял енчен мар, таçтан уçланкăран килет. Хĕрсем пĕр-пĕр уçланка вăййа тухнă ĕнтĕ. Çамрăклăхăн ĕмĕр иксĕлми вăй-хăватне нимле инкек те хупласа хураймасть иккен: çынсем сĕм вăрмана тарса килсе чипер вырнаçса та пĕтмен-ха, нумайăшĕн, Ятламасăнни пек, çурт-йĕрĕ те çук, хĕрсем вăййа тухма та пуçланă. Çĕрле çеç тата ваттисене тарăхтарас мар тесе майĕпен çеç юрлаççĕ, анчах таврара пур пĕр юрă янăрать. Эппин, пурнăç чарăнса ларман, пурнăç малалла пырать. «Аптрамастпăр, Альпи, — тет хăй тĕллĕн Ятламас, — тĕнчере çутă кун пĕтмен-ха пирĕн, пĕтмен!»
3. Сĕрен хулли
Хĕл кунĕсем çав тери вăрăм пулнăн туйăнчĕç. Килетĕп тесе шантарнă чаплă хăна хăйне темĕнччен пуç çаптарнă евĕр, вăрахчен кĕттерчĕ кăçал çуркунне. Нумайăшĕн ĕнтĕ ларсенче пĕрре вăрмелĕх çăнăх çук. Çăкăр хутне кĕмелĕх какай тупас тесе арçынсем çеç мар, хĕрарăмсем те сунара çӳреççĕ. Çуркунне сунар ĕçĕ те йывăрланчĕ. Аякка кайма çук — çырмасем шывпа тулнă. Çывăхра мĕнех, персе ӳкерĕн? Ăсанпа пăчăр тытнипех кил-йыша тăрантарма кансĕр.
Ахтупайпа ашшĕ шыв-шур вăхăтĕнче пĕр çамрăк упана йĕннинчех хупăрларĕç. Хаяр кĕрешӳре упа Иштереке кăшт çеç хăй айне туса çурса пăрахмарĕ. Юрать Ахтупай ăна пуртăпа çамкаран çапса тăнран кăларчĕ. Асаплă ĕç хăйне кура тупăшлă пулчĕ — сунарçăсем тем пысăкăш нӳхрепе йăлтах какайпа тултарса лартрĕç. Тем тесен те ку какайпа ака ĕçне пĕтериччен пурăнма пулать.
Вăрман вăрманах çав, ял таврашĕнче çĕр питĕ майĕпен типет. Ваттисем каланă тăрăх, сĕрен шакăртми шакăртаттарма та вăхăт çитсе пырать, анчах хăртнă вырăнсемпе уçланкăсем çав-çавах юртан тасалса пĕтмеççĕ. Кун пек пулсан ака ĕçĕ кая юлать. Çынсем çĕнĕ вырăнта тырă начар пуласран хăраççĕ. Тата анисем те питĕ пĕчĕк-çке — килсерен пĕрер саплăк çĕр анчах. Миçе çул вăрман хăртмалла халь чипер ана-çаранлă пулас тесен!
Çулсерен сĕрене ялĕпех сăра тăваканччĕ, кăçал ун пирки шухăшламалли те çук. Сăра вырăнне ахаль шерпет — максăма е хурăн шывĕ — ĕçсен те пырать. Хурăн шывне ачасем вăрмантан витри-витрипе йăтаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем: сиплĕ вăл, тутă тытать, ытларах ĕçĕр ăна тесе хистеççĕ пулин те, ачасем унпа тăранмаççĕ-çке, вĕсем иртен пуçласа каçчен çăкăр ыйтаççĕ.
Ахтупайсене ялта пурнăçа йӳнеçтерме пĕлекенсем тесе шутлаççĕ, вĕсем ав салат туса сăра юхтарма та хăват çитернĕ. Пинеç инкепе Эрнепи сĕренте çынпа тан ĕçсе çиме ĕмĕтленеççĕ. Ятламас кăçал никамран та чухăн ак. Мĕн пытармалли пур, вăл аран-аран хĕл каçрĕ. Сунара çӳреме юратмасть вăл, кайăка-енлĕке çӳренине çил хăвалани вырăнне кăна хурать. Ăна, касмăк ĕçĕпе пурăнакан çынна, пулле е урăх хатĕр пар, хăвăл йывăç е чипер хăма пар. Анчах вăрман варринчи ялта кашăк-çăпала, катка-пичке е сĕрме купăс-тренчĕл таврашне кам туянтăр? Ун пек япалана кашниех хăй тума тăрăшать-çке. Аякка сутма каяс — ниçта кайма пĕлмелле мар. Çитменнине тата, çывăхра, çирĕм-вăтăр çухрăмра, пĕр ял та çук тесе калаçаççĕ.
Хĕлле Ятламас пĕр лав ăпăр-тапăр тиесе таçта кайса та пăхрĕ. Ытлашши пуйса килеймерĕ пулас. Яла вăл пĕр сап-сарă вырăса лартса килчĕ. Вырăсĕ — таркăн пулчĕ-и вăл, усламçă-и — ун патĕнче ик эрнене яхăнах пурăнчĕ. Ăна килне леçнĕ чухне ватă хусах çуна çине пĕртен-пĕр сурăхне хурса тухнă терĕç. Сурăх вырăнне Ятламас таçти ялтан чаплă кăна сĕрме купăс илсе килчĕ. Унпа вара чунĕ киленичченех йăпанчĕ ватă каччă, купăса мĕн çуркуннечченех алăран вĕçертмерĕ. Çынсем урамра е вăл пурăнакан пĕчĕк çеç çĕр пӳртре сĕрме купăс янăранине илтсен ав Ятламас сурăхĕ макăрать тесе ахăратчĕç. Вăл купăса Ахтупай та пĕрре кăна мар каласа курнă. Акăш-макăш хитре япала, çăмăл, янравлă. Пăхсах паллă, чăн-чăн ăста тунă ăна.
Пĕррехинче вăл сĕрме купăса улахра Альпи те курнăччĕ. Ытти хĕрсемпе пĕрле вăл та ташларĕ, юрларĕ каччă каланине ытараймасăр. Çапах та киле саланас умĕн Ятламас хăйне ăсатма тухсан унтан ыйтмасăр та хăвармарĕ.
— Тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтеретĕн эсĕ, Ятламас, ма сурăх сутсах илмелле пулчĕ санăн çав купăса? Эс ху та ӳнер çын-çке, хăвăн та ал-уру çитме пултарнă, — терĕ.
— Чăннине калас-и? — пĕр кулмасăр ыйтрĕ каччă.
— Ара, чăннине пулмасăр!
— Çынран пытарас мар пуль эппин. Унсăрăн эсĕ те, ыттисем пекех, усал шутлăн. Итле: çак купăс вăл пĕр сурăх хакне мар, вунă сурăх хакне тăрать. Ăна сутакан вырăс çапла каларĕ те мана. Ачасем выçă ларнăран çеç сутатăп терĕ. Юратса пачĕ вăл мана, хисеплесе. Ăнланатни? Ку сĕрме купăса пăхса эпĕ ун пекки тата тăватăп, пĕр лав туса тултаратăп. Çĕр-шыв типсен вĕсене Хусана е урăх çĕре кайса сутатăп. Эпĕ ĕнтĕ ăна икĕ хутчен хăпăтса пăхнă, икĕ хутчен каялла çыпăçтарнă. Ăнланатни?
— Хусана ан кай, Ятламас, унта тем курасси пур, — татăклăн каласа хучĕ Альпи. — Эсир Хусана асăнсанах манăн чĕре кăрт! сикет.
— Э-э, нимĕн те мар. Эпир унта пулса курнă. Суту-илӳ вăйлă Хусанта. Эп вăрттăн пырса кĕретĕп те укçа туса вăрттăн тухса каятăп. Сан валли атă илсе килетĕп, пуян тутар хĕрарăмĕсен йышши. Чăн-чăн пике евĕр ярăнса кăна утса çӳретĕн вара урам тăрăх.
— Ан ухмахлан. Эс мана ялти хĕрсем умĕнче намăс кăтартас тетне? Илместĕп эпĕ ун пек япалана!
— Илетĕн.
— Çук, илместĕп!
— Апла эс мана юратмастăн.
— Юрататăп тесе вара çапла ята ярас-и? Пирĕн ялта кам унашкал атăпа çӳрет? Эс мана Тукай хĕрĕ Нухрат вырăнне хуратăн-и?
Ятламас аллинчи сĕрме купăсне хăвăрттăн çĕре хучĕ те Альпие хыттăн ыталаса илчĕ, ăна тек калама памасăр вĕçĕмсĕр чуп тума пикенчĕ.
— Эс Нухратран та чипер, Альпи. Эс пукане пек. Нухратран ăслă, унтан маттур! — хĕр пит-куçне вĕри сывлăш çаптарса хĕрӳллĕн калаçрĕ вăл. — Ак хул хушшине хĕстеретĕп те йăтса каятăп сана. Туйĕ, çĕн хăтийĕ çав пултăр. Мĕнле, качча тухатни мана, Альпи?
— Кăмака çине вир акса ӳстерем-ха, вара пыратăп. Иксĕмĕр валли тепрер кĕпе тăвам…
— Чăнах те.
— Чăнах ара.
— Эпир иксĕмĕр пĕрле пурăнма тытăнсан, тупата туршăн, кăмака çинче те вир ӳсет. Ак пăхса тăр…
Каччă ăна каллех ыталама тăчĕ, анчах хĕр хальхинче ирĕк памарĕ.
— Сывă пул. Çапах та Хусана ан кай, — терĕ вăл. — Манăн сана унта кăларса ярас килмест. Ахтупая та ан илĕртнĕ пул пирĕнне. Пурăнтăр килте ачи-пăчине пăхса.
— Тен, каймăп та, шутласа пăхам, — тавăрчĕ Ятламас чылай аякран.
Сĕрен кунне уявлама вăл ытти каччăсем пек шакăртмапа мар, сĕрме купăспа тухрĕ. Хĕрсем ăна: «Э-э, купăс пулсан сĕрен чаплă иртет вара. Килях, килях, Ятламас, эпир сана сĕрен хуллипе хĕртме памастпăр!» — тесе çухрашса кĕтсе илчĕç. Каччăсем ăна хĕрсен ушкăнĕнчен сĕтĕрсе тухрĕç те хăйсемпе пĕрле урам тăрăх илсе кайрĕç.
Нумай çĕрте хапхасем умне сăра витрисем лартнă. Ĕçеççĕ, çиеççĕ, иртен-çӳрене сĕрен хуллипе çапкаласа илеççĕ. Ахтупайсен умĕнче Ятламаса та хулăпа чашлаттарчĕç.
— Сан çумра усал çук-и? Ятламас, сана иртнĕ çултанпа усал ермен-и? — терĕ Иливан. Ахтупай ывăлĕ ăна хулăпа тепре туртса çапасшăнччĕ, анчах ват хусах унран пăрăнса тарма ĕлкĕрчĕ.
Эрнепи ăна кăпăклă сăра ĕçтерчĕ, çăмарта, чăкăт çитерчĕ. Ырă хĕрарăм мар-и Эрнепи, кĕсьене те темиçе чăкăт çаврашки чикрĕ Ахтупай арăмĕ.
Каç кӳлĕм çамрăксем ушкăнпа хире кайрĕç (тĕрĕссипе, ку хир пулмарĕ, пысăк кăна уçланкă пулчĕ). Унта çапă пуçтарса вут хучĕç, пĕр-пĕринпе тупăшса ун урлă сикрĕç. Яла вĕсем тĕттĕм пулсан тин таврăнчĕç. Ятламасăн ĕнтĕ кăштах канса сывлăш çавăрма та вăхăт пулмарĕ, ăна вĕçĕмсĕр купăс калаттарчĕç. Каччăсем хыççăн ăна çийĕнчех хĕрсем ярса илчĕç, вăл вара купăсне таçта пытарса хăварса киле тул çутăласпа çеç таврăнчĕ.
Асăнмалăх мĕн юлчĕ ват хусахшăн сĕрен кунĕнчен? Эрнепин кăпăклă сăри, каччăсем мĕн пур хуйха-суйха манса кайса ура хуçса ташлани тата… Альпи кулли. Çав тери хаваслă тытрĕ хăйне унăн çĕнĕ савнийĕ сĕрен кунĕнче, ялан кулса, ялан ташласа каччă чунне ирĕлтерсех ячĕ. Алхаснă хушăра пĕррехинче хĕр ăна хулăпа хăваларĕ. Анчах ăçтан тытайтăр Альпи вăрăм ураллă Ятламаса? Каярахпа хăй хăваласа çитрĕ вăл ăна. Хăваласа çитрĕ те унăн тарласа вĕриленсе кайнă аллинчен ярса тытрĕ. Хулăпа çапасшăнччĕ — хĕрхенчĕ. Ăçтан çапатăн-ха унта, хĕр хăй сана парăннине пĕлтерсе малтанах çар-и! çухăрса ячĕ пулсан? Каччă ăна хулăпа хăмсарать кăна, хĕр ĕнтĕ хулă сĕртĕничченех пилĕкне пĕкĕ пек авса хунă.
Сĕрен хыççăн пĕтĕм ял акана тухрĕ. Ятламас та темиçе кун хăйĕн пурлă-çуклă çĕрĕ çинче кăштăртатрĕ. Ĕçрен вăл ыттисенчен маларах пушанчĕ та Хусан пирки аса илтерме тӳрех Ахтупай патне чупса пычĕ.
— Тукай мăрса манчĕ пире, хăйĕн шанчăклă çыннисене ниçта та чĕнмест, — кулса мăйăхне шăлкаласа калаçрĕ ватă хусах. — Хамăр тĕллĕнех каймалла пуль шĕкĕр хулана. Манăн сутма темиçе купăс пур, санăн хăнтăрпа кăш тирĕ нумай. Çитсе килер Хусана тепре, манăн унти савнисене курас килекен пулчĕ, Ахтупай.
Вĕсен калаçăвне итлесе тăракан Иштерек Ятламаса каласа пĕтерме те памарĕ.
— Çук, тăванăмсем, Хусан пирки çăвар та ан уçнă пултăр, — терĕ вăл. — Эс те ан кай, Ятламас, Ахтупая та ямастăп. Инкек çук çĕртен инкек шыраса ан çӳрĕр. Пĕлетĕр пуль, Атăл çине кăçал никам та кайман, эсир те ан курăнăр, тутарсене çул ан кăтартăр. Эпир кунта куçса килнине пĕлсен яла тӳрех иçниксем персе çитĕç. Тата вăхăчĕ те çул çӳремелли вăхăт мар халь — мăй таран ĕç. Сĕрме купăсусем тармаççĕ, Ятламас, вĕсене кайран та сутатăн.
Ятламас вара Иштерекпе ун кил-йышне тек вăрçтарас та темерĕ. Вĕсем Ахтупайпа урама тухрĕç те ваттисем ялти ĕçсем пирки калаçнине итлеме пикенчĕç. Пĕрене çине пуçтарăнса ларнă вăй питти çынсемпе кĕреçе сухаллă ватăсем ял тулашĕнче киремет карти тăвасси çинчен юмахлаççĕ иккен. Хăйсем васкамасăр, питĕ ĕçлĕн, пĕр тавлашмасăр калаçаççĕ. Пĕр ушкăнĕ ĕнтĕ ĕнер пулас киремет карти вырăнне кайса та пăхса килнĕ, халĕ çынсем чи ваттипе — Пикпав старикпе — сăмах татасшăн. Старик мĕнле пупленинчен çынсем çакна чухлаççĕ: Пикпав вăл вырăна лайăх пĕлет, тен, ыттисенчен маларахах пулса курнă-ха вăл унта, хăй тĕллĕн ку сăрт киремет карти тума майлă тесе шутласа хунă, анчах йăли çапла — ват çын сăмахне итлемесĕр ĕçе татса пама çук.
— Хĕрлĕ çыр айккине, ватă хурамасем патне тумалла, — тет старик татăклăн, — урăх вырăн шырама кирлĕ мар. Картине тытма ыран тухатпăр. Кăнтăр апачĕ тусан пурте çакăнтах пуçтарăнăр вара, хăвра пырса чĕнессе ан кĕтĕр…
Никам йыхăрмасăр пуçтарăннă пуху саланма та ĕлкĕреймест — тахăшĕ халăх хушшине çĕнĕ хыпар илсе çитерет: яла Атăл хĕрринчен Сахвине карчăк килсе тухнă. Кĕтмен хыпар çынсене самаях тĕлĕнтерсе пăрахать, вĕсем, лайăх-и ку, юмăç карчăк вăрманти яла шыраса тупни, е лайăх мар-и тенĕ евĕр, пĕр вăхăт шухăша кайса лараççĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...