Сĕве Атăла юхса кĕрет. Пĕрремĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Телей шырани
Тукай ялта чи чаплă пӳрте ярса илнĕ. Чӳречисене пралук карса кантăк лартнă, хапхисем сăрлă, пӳрт хыçне таçта çитиччен çӳллĕ хӳме тытса кайнă. Кам пурăннă-тăр ку çуртра вăл киличчен — Северьян ăна пĕлмест, анчах тем тесен те ахаль çын туса лартман ĕнтĕ ăна, пĕр-пĕр мăрса тунă. Таçта кайсан та телей мар-и Тукайăн! Ним асапланмалли те çук, пĕтĕмпех янтă. Ыттисен пурин те çĕр пӳрт, унăн — кермен. Тен, Хусанта та çурт пулĕ-ха. Пулма тивĕç, мĕншĕн тесен ывăлĕ тахçантанпах унта пурăнать теççĕ, арăмĕсем те пурте мăрса та князь таврашĕсем теççĕ. Çапах та килне илсе каймарĕ вăл Северьяна Хусанта, лаши çине утлантарчĕ те тӳрех яла илсе килчĕ. Хăрамасть Туканаш çул çӳреме, хăйĕнпе пĕрле нимле хурал та илмерĕ.
Северьян яла çитнĕ-çитмен çĕр пӳрт чавма пикенесшĕнччĕ, анчах мăрса ăна тума та вăхăт памарĕ.
— Малтан тимĕрçĕ лаççи ларт, вара çуртпа аппаланатăн, — терĕ вăл.
— Каллех пĕччен ĕçлеттеретни мана, Тукай мăрса? Пулăшма çын уйăрса памасна? — ыйтрĕ тимерçĕ.
— Ахтупая паратăп.
— Ахтупая тетĕн?
— Çавна çав. Мĕн тĕлĕнсе пăхатăн? Вилмен, пурăнать-ха сан тусу çут тĕнчере. Эп вĕсене темиçе çынна Магмет Беззусов патне кăларса ятăм. Сунталсем, туптавсем кирлĕ-çке сире. Çавăнтан ыйтса пăхас терĕм-ха. Юмансартан турттарса килме пит аякра…
Северьян мăрса çумне тек ыйтусемпе çыпăçмарĕ, Ахтупай çинчен илтсен унăн чĕри йăлтах савăнăçпа тулса ларчĕ. Ав мĕнле иккен-ха, каллех Ахтупайпа пĕрле ĕçлемелле пулать унăн тимĕрçĕ лаççинче. Ăна та сĕтĕрсе килнĕ иккен Тукай мăрса аякри çĕр-шыва. Иртнĕ кунăн çути çук теççĕ. Пур, пур, Северьян Ахтупай ăна чи йывăр вăхăтра пулăшнине нихçан та манас çук. Вĕсем вăрманта пĕрле пытанса пурăнни, сунара çӳрени, Юмансарта тимĕрçĕ лаççинче ĕçлени нихçан та ун асĕнчен тухас çук.
Ахтупайпа пĕрле вăл темле йывăрлăха тӳсме те хатĕр. Кунта та, Тукай патĕнче, çăмăл пулассине ан кĕт, халтан кайиччен, тăрăнса ӳкиччен ĕçлеттерет ĕнтĕ вĕсене мăрса, çапах та тĕрмере мар, ирĕкре, çапах та пĕччен мар, юлташпа пĕрле.
Тимĕрçĕ астăвасса Ахтупайăн пĕр йăла пурччĕ: тахçан курман çынна курсан е мĕн пирки те пулин çав тери савăнсан вăл çынна тӳпкеме, тепĕр чухне унпа алла-аллăн тытăçсах кĕрешме юратать. Çавăнпа тимĕрçĕ лаççи патне Ахтупай çывхарнине асăрханă-асăрхаман Северьян ĕçлеме пăрахса, урисене сарса, аллисене хыçалалла ярса кĕрешме хатĕрленсе тăчĕ. Ахтупай чăнах та темле савăнăçлă сăмах кăшкăрса ячĕ те юлташĕ çине ыткăнчĕ, ăна пĕтĕм вăйпа чышкăлама тапратрĕ. Унтан кĕрешӳ, тĕркешӳ пуçланчĕ, вĕсем ыталашса çĕре персе анчĕç.
— Çитет! — терĕ юлашкинчен Северьян Ахтупайăн хурçă пек çирĕп аллисене аран-аран вĕçертсе. — Пыршă-пакартана кăларатăн. Ним вăй та çук халь манăн. Пултараймастăп санпа…
— Хусан мăрсисен çăкăрĕпе начарлантăн апла?
— Йăлт халтан кайрăм, Ахтупай.
— Вĕсен урхамахĕсене нумай таканларăн-и?
— Малтан хама таканларĕç, тăванăм, акă кур. — Тимĕрçĕ ăна хăйĕн ури çинчи какайланса кайнă тĕлсене кăтартрĕ. — Нихçан илтменнине чура ятне илтрĕм. Ячĕ çеç мар, пурнăçĕ те чăн-чăн чура пурнăçĕччĕ.
— Кунта çăмăлтарах пулĕ тетне?
— Пĕлместĕп. Çапах та Хусанти пекех пулас çук. Унта тамăкчĕ.
— Тукай та акăш-макăш усал халь. Çак çулсенче йăлт урса кайрĕ. Этемле калаçмасть, тӳрех алă çĕклет. Аллинчен чĕн пушă татăлмасть унăн.
— Ав мĕнле. Ара, вăл ĕлĕк те ырă пулман.
— Халь пушшех тискер. Асту, кирлĕ-кирлĕ мар çĕртен ан тавлаш. Мана пĕррехинче кăштах хĕнесе вĕлермерĕ. Вĕçерĕнсе тарма ăс çитереймен пулсан чуна илетчĕ те пуль…
Каçпа юхан шыв хĕрринчи хӳшĕре вĕсем, пĕр-пĕрне тахçантанпах курман савнисем пек, çĕрĕпе сăмахласа выртрĕç. Çĕтĕк шăналăк витĕр тӳпери çăлтăрсем курăнаççĕ, çеçен хирте инçе те мар шакалсем тискеррĕн улаççĕ, тепĕр чухне вĕсенчен хăраса хӳме çуммипех утсем тĕпĕртетсе иртеççĕ, икĕ тус калаçаççĕ те калаçаççĕ. Шурăмпуç çуталса килнине тата хĕвел хĕрелсе тухнине вĕсем туймарĕç, ире хирĕç иккĕш те вилнĕ пек çывăрса кайрĕç.
Тимĕрçĕ лаççине вĕсем темиçе кун хушшинчех тирпейлесе лартрĕç. Вучах турĕç, вĕркĕч вырнаçтарчĕç, сунталсене илсе кĕчĕç. Часах вара çеçен хирти ялта, çырма хĕрринче, туптав сасси янăрама пуçларĕ. Тукай ун чухне килте çукчĕ, вăл тĕкĕрçĕсемпе чылай вăхăтлăха инçетри яла кайнăччĕ. Мăрса вырăнне тимĕрçĕ лаççине унăн кĕрӳшĕ Пикпулат чупса пычĕ.
— Ĕçлеме пуçларăр-и? — терĕ вăл тимĕрçĕ лаççине хуçа пек пăхса çаврăнса.
— Пуçларăмăр теес пулать-и… Вучах çунать, вĕркĕч ĕçлет. Хăйра тума пысăк чул çеç çук.
— Ăна ĕнтĕ хăвăр тупатăр. Вăрлăр пĕр-пĕр арман хуçинне.
— Тупатпăр, — терĕ Ахтупай. — Хуçа хушать пулсан вăрлама кайма та юрать.
— Вăрлăр, анчах ан тытчăр сире. Эп çавăн пек тарçăсене юрататăп.
Упăшки хыççăн ăна шыраса тимĕрçĕ лаççине яла паян çеç килнĕ Нухрат кĕрсе тăчĕ.
— Эс, Пикпулат, нумай ан тăр, сана унта Махмут кĕтет, — терĕ те каялла тухрĕ. Ун хыççăн Пикпулат та куçран çухалчĕ. Вучах кутĕнче тар юхтарса ĕçлекен тимĕрçĕсем ку хитре пикене лайăххăн курса юлма та ĕлкĕреймерĕç.
— Мĕн терĕ вăл сана, апат çиме пыма каласа хăварчĕ-и? — кулма пăхрĕ Северьян.
— Çавăн пек каларĕ пулас. Вĕркĕч кĕрленĕрен эпĕ чиперрĕн илтеймерĕм ăна…
— Хăваласа çит-ха, тĕплĕрех ыйт, эс мĕн каланине ăнланаймарăмăр эпир те.
— Хыçран хăвалама кирлĕ мар. Кайран ак хăех килет.
— Темĕн-çке. Килет-ши? Куртăн пуль, пĕр сăмах хушмарĕ пире.
— Пултăрах. Такама кирлĕ вăл сăмах хушни. Мăрса арăмĕ пулнă та вĕçкĕнленсе кайнă.
— Ма килнĕ вăл кунта? Çеçен хирте мĕн туса пурăнать вăл?
— Упăшкине сыхлать, — терĕ Ахтупай. — Хусана кайнă тетчĕç-ха, упăшки çавăнтан илсе килчĕ пуль.
— Ку мăнтăркка арçыннăн миçе арăм? — кĕтмен çĕртен ыйтрĕ Северьян.
— Пĕлместĕп.
— Темиçе пулĕ-ха. Мăхамет тĕнне йышăннах ĕнтĕ вăл?
— Йышăнмасăр. Вĕсем пурте мăхамет тĕнĕпе пурăнаççĕ. Кунта илсе килмест, ытти арăмĕсем Хусанта-тăр. Нухратне те ялта пуçласа куратăп. Вăл Сăр таврашĕнчен килсе çӳрекен марччĕ-ха.
— Апла вĕçкĕнленнĕ тетĕн ăна, хăйне мăн кăмăллăн тытать тетĕн? Ĕлĕк ун пек марччĕ вăл.
Ахтупай кулса çеç илчĕ.
— Ĕлĕк те çавнашкалах пулнă ĕнтĕ. Эс ăна асăрхаман çеç. Юратакан çынсем суккăр çынсемпе пĕрех теççĕ, вĕсем пĕр-пĕрин кăлтăкĕсене курмаççĕ тет.
— Тен, çапла та пуль. Маншăн чăнах лайăх пекчĕ. Хусанта пурăннă чухне эп ăна ырăпа кăна асăннă. Ак халь качча кайнă та сăмах та чĕнмест. Упăшки çук чухне тĕл пулам-ха, эп ăна мĕн каламаллине пĕлетĕп. Ак çĕрле тытатăп та пĕвене ывăтатăп. Тапаçлантăр ишме пĕлмен пăру пек.
— Нухрат унтан ним мар ишсе тухать. Астумасним, вăл лере Атăл урлă ишсе каçатчĕ.
— Ну, эппин, нухайсене парса яратăп. Кунта нухайсем час-час тапăнаççĕ тет. Шыратăр упăшки хăйĕн хитре арăмне. Эп ăна мăн кăмăлланма вĕрентем. Пуян тесе пире çын вырăнне те хурасшăн мар. Сăр таврашне кайиччен тепре курасчĕ вăл вĕçкĕне. Чăвашла мĕнлеччĕ-ха? Эп зана хылха чикки барап. Çаплаччĕ-и? Тĕрĕс калатăп-и?
— Кур-ха, эс чăвашла манман, — терĕ Ахтупай.
— Ăна вăрçмалăх сăмах тупăп. Вырăсла тăк — вырăсла, чăвашла тăк — чăвашла.
Нухрат тимĕрçĕсем хăйĕн çинчен çапла усал калаçнине пĕлмерĕ. Вăл упăшкине тата Магмет Беззубовпа ун çыннисене ăсатрĕ те тĕттĕм пулса çитсен пахча хыçĕпе Северьян çĕр пӳрчĕ патне çывхарчĕ. Каччă çĕр пӳртре пĕчченех-ши тесе итлесе пăхрĕ. Калаçни-туни илтĕнмест. Майĕпен шаккарĕ — нимле сас-хура та çук. Алăка туртса пăхрĕ — ăна питĕрмен. Нухрат шăппăн пӳрте кĕрсе тăчĕ.
— Северьян! Çавăн пекех хытă çывăратна вара эс?
Сак çинче такам йăшăлтатса илчĕ.
— Нухрат, эсĕ-и ку?
— Эпĕ.
— Эс йăнăшнă. Северьян çĕр пӳрчĕ — юнашар.
— Илсе кай эппин, Ахтупай. Эп тупаймăп та…
Ахтупай ăна вырăс тимĕрçĕн алăкĕ патнех çитерсе хăварчĕ.
— Халь тупатни ĕнтĕ, аташса каймасни?
— Ан кул, — терĕ Нухрат. — Эс темскер ан шутла, Ахтупай. Ман унпа пĕр ĕç çинчен пуплемелле.
— Пуплĕр, пуплĕр, тимлешĕр, — терĕ Ахтупай. — Ан хăра, тем тесен те эпĕ Северьян тусĕ, никама та калас çук…
Вăл каç Ахтупай начар çывăрчĕ. Эрнепи аса килчĕ ăна, ачисем — Иливанпа Чечекпи — куç умĕнчен кайма пĕлмерĕç. Хăçан çаврăнса çитĕ-ши вăл сĕм вăрманти тăван ялне? Тата мĕн вăхăт тытĕ-ши вĕсене аякри çеçен хирте Тукай? Хăй те канăçсăр пурăнать кунта, кунĕн-çĕрĕн çеçен хир тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳрет, тĕкĕрçĕсене те этем пурнăçĕпе пурăнма памасть. Çулсем иртеççĕ те иртеççĕ. Çамрăк мар ĕнтĕ Ахтупай, хĕрĕх патне çывхарать. Яла таврăнасчĕ те лăпкăн çеç пурăнасчĕ. Сунара çӳресчĕ, вăрман касасчĕ, ачисене ӳстересчĕ.
Нухрат хăйĕн ĕлĕкхи савнийĕ патне çĕр хута килсе кĕни нимĕн чухлĕ те савăнтармарĕ ăна. Кунта хĕпĕртемелли сахал. Пĕрре килĕ çапла, тепре килĕ, юлашкинчен çынсем те сисĕç. Хăçан та пулин вăл çиеле тухатех, ун пек япалана çынран пытараймастăн. Вара мĕскер? Северьяна ĕмĕрлĕхех пуç ярĕç, тĕрмере çĕртĕç е çакса вĕлерĕç. Пикпулат ăна çакăнта хăварать-и? Нухратшăн ним те мар — упăшкипе кăшт вăрçкаланă та иртсе кайнă. Ун пек-кун пек пулсан кӳме урапи кӳлтерет те Сăр таврашне тухса вĕçтерет. Северьяна асăрхаттарас пулать, унсăрăн пĕтет каччă, пĕтет.
Тепĕр кунне тимĕрçĕ лаççинче ĕçленĕ хушăра Ахтупай хăйĕн тусне чăвашсен пĕр тенешне аса илтерчĕ.
— Пĕлетни, Северьян, пирĕн çавăн пек сăмах пур: вăйăран вăкăр тухать, — терĕ вăл.
— Вара?
— Вара ним те мар. Вăйăран вăкăр тухать, çавă анчах.
Ахтупай ку сăмахсен пĕлтерĕшне вырăсла куçарса пачĕ.
— Ăнлантăн-и?
— Ăнлантăм. Кăна эс мĕн пирки каланине те чухлатăп.
— Чухларăн апла? Питĕ лайăх. Сан çавăн пек пулса тухмĕ-и, Северьян?
— Ан хăра, вăл ыран каять, — терĕ Северьян.
— Уншăн савăн. Капла тем пулса тухасси пур. Саншăн хамăн та чĕре вырăнта мар. Мур тĕпне кайса кĕтĕр вăл, Нухрат!
— Савăн тетĕн? Юратакан çын тухса кайнăшăн мĕн хĕпĕртемелли пур-ши, Ахтупай?
— Эпĕ инкек сиксе тухасран хăратăп.
— Тухин ара. Пирĕн хăçан инкек пулман? Яланах ырлăх кĕтетпĕр, хурлăх тӳсетпĕр. Эп хам инкексĕр пурăннине астумастăп. Кĕçĕр вăл мана хăйсен хыçне пыма каларĕ. Каяс мар-и вара, Ахтупай?
— Ан кай, — терĕ юлташĕ. — Пуçна кастарать вăл санăнне, çав шухă хĕрарăм. Хăй те пĕтет, сана та тĕп тăвать. Ан çыхлан унпа, итле ман сăмаха.
— Каймасан пултараймастăп. Юрататăп-çке эпĕ ăна, Ахтупай! Мăрса хĕрĕ пултăр, упăшки пултăр, пур пĕр юрататăп. Манма тăрăшрăм — манаймарăм. Сахал шухăшланă-и эпĕ ун çинчен Хусанта чухне!
— Ĕненетĕп, тăванăм. Çапах та сыхлан. Ку ĕрехет хакла ларать сана. Çитменнине, ыранах каять-çке тата. Вара каллех ăша çунтар уншăн, тимсĕлсе, пăшăрханса кĕтсе пурăн ăна.
— Çав лайăх та, — терĕ Северьян ытарлăн. — Чĕре вутла çунать, эс юратнă çынна кĕтетĕн, шухăш тĕллĕн унпа калаçатăн. Мантăн-и çавăн пек вăхăтсене?
— Манман, — терĕ Ахтупай, — анчах ĕлĕкхипе танлаштарсан пусăрăнтăм. Хевте пĕтрĕ. Ĕлĕк чух, яш чух, хĕр тесен хӳме урлă та сикеттĕмĕрччĕ, халь апла мар, тăптăм чарать.
Северьян йĕкĕлтенĕ пек кулса çеç илчĕ.
— Улшăннă эс, улшăннă, Ахтупай. Кĕçĕр ман вырăнта пулсан каяттăнччĕ-и эс? — Кăна вăл юри хыттăн ыйтрĕ.
— Каяттăмччĕ! — пĕр шухăшласа тăмасăр тавăрчĕ Ахтупай. — Эс те вĕçтер. Вĕçтер, ман сăмаха итлесе ан тăр. Мĕн пулать те мĕн килет — кай. Тепĕр чухне пĕр каçшăн пĕтĕм пурнăçа пама та шел мар. Килениччен юрат пĕрре. Çав юрату хамăр тӳсекен асапсемшĕн парне вырăнне пултăр. Тĕксĕм кĕрхи кун пĕрре хĕвел пăхса илнĕ пек пултăр.
— Кăна итлеме кăмăллă, — терĕ Северьян. — Халĕ эпĕ ĕлĕкхи Ахтупая куратăп. Паçăр санра чура калаçатчĕ, халь этем калаçать. Ай да, Ахтупай! Апла чăнах каяс-и?
— Кай. Анчах ан пӳл, ман сăмах пĕтмен-ха. Эп сана, ĕревĕçе, пĕр ĕç хушасшăн.
— Мĕнле ĕç-ши вăл?
— Ĕнер каçхине Нухрат йăнăшпа кĕрсе кайсан çуралчĕ-ха вăл шухăш. Ĕлĕш вăхăт мар-и ку маншăн терĕм. Упăшки те, ашшĕ те ун сăмахне итлеççех ĕнтĕ, вăл мана халь çăлма пултарать терĕм. Итле-ха, Северьян, калаçса пăх хăвăн Нухратупа, хăтартăр мана çак тертлĕ пурнăçран.
— Мĕнле хăтарма пултарать вăл? — ăнланмарĕ Северьян.
— Ара, тарçăран хăтартăр. Вăл ӳкĕтлесен ашшĕпе упăшки такама та киле яраççĕ. Сан сăмахунтан тухмастех ĕнтĕ вăл, хăй сĕкĕнекен хĕрарăм. Ман ĕç мар тесен шахвăртса пăх, систер ăна: шанма çук, Ахтупай хăйĕн чараксăр чĕлхипе такам умĕнче персе ан ятăрччĕ те.
— Ăнлантăм, — терĕ Северьян. — Усал шухăш тытнă эсĕ, анчах тăрăшса пăхăп. Ун пек хăратма кирлĕ мар, ахалех калаçать вăл ашшĕпе. Усси пулать-и, пулмасть-и, анчах сăмах хушăп.
Лайăх вăл çут тĕнчере шанчăклă юлташ пурри. Северьянăн хăйĕн те пурнăçĕ ăнса пытăрах. Тутарсем каларăшле, пехмет пултăр.
…Тимĕрçĕ лаççи юхан шыв хĕрринче ларать. Виçĕ утăм тăватăн та — пĕве, ун хыçĕнче хăмăшлăх, хăвалăх. Кирек ăçта вăлта яр — пулă хыпать. Ахтупайпа Северьянăн вăлтапа аппаланса ларма вăхăт çук, вĕсем хăвалăха шакă лартаççĕ, сĕрекепе тытаççĕ. Пĕрре кăкăр таран шыва кĕрсе тухрăн — шӳрпелĕх те пур, ăшалама та çитет. Тимĕрçĕсем кун каçиччен виçĕ хутчен апат çиеççĕ, виççĕшĕнче те — пулă. Теплере пĕрре кайăк кăвакал тытаççĕ, вара какайпа иртĕхеççĕ.
Паян тимĕрçĕсемшĕн чăн-чăн уяв. Пикпулат тарçи мăнтăр Сарине саппун айне пытарса ир-ирех тем пысăкăш чăкăт илсе килчĕ.
— Ак сире, мейĕр, Пикпулат арăмĕ пама хушрĕ, — терĕ вăл, мĕн тивĕçпе чăкăт çитермелле кусене тенĕ пек, сиввĕн пăхкаласа.
Вăл кайнă-кайман çырма хĕррине хĕр уттипе Нухрат васкаса анчĕ, тимĕрçĕсене ним чĕнмесĕр пĕве умĕпе леш енне каçса хăвалăха кĕрсе çухалчĕ. Северьянăн çисе ярайман татăкне хурса шикленкелесе ун хыççăн утмалла пулчĕ.
— Ма килтĕн? — терĕ вăл унран темиçе утăмра чарăнса тăрса.
— Чун чăтмарĕ, тепре курас килчĕ, — питрен хĕрелсе, анчах пĕр пытармасăр каларĕ мăрса хĕрĕ. — Упăшка çывăрса тăман-ха, вĕсем çутăлас умĕн кăна çитрĕç. Ирхи апат хыççăн эпир тухса каятпăр…
— Ну, каятăр. Вара мĕн? Ман мĕн тăвас-ха? — хăй сисмен çĕртенех тӳрккесреххĕн каларĕ Северьян. — Санпа ĕнерех сыв пуллашрăмăр-çке эпир…
— Пур пĕр чун чăтмарĕ. Тахçан куратпăр-ха пĕр-пĕрне, турă пĕлет. Те илсе килет мана ӳлĕмрен Пикпулат, те Сăрьелĕнчех çĕртет.
— Çапах та хăрамастăн эсĕ, Нухрат. Халь, ирхине, такам та курма пултарать.
— Курĕçин. Калаччăр, амашка теччĕр. Упăшкана та пĕлтерччĕр. Эп пур пĕрех телейсĕр. Мĕн тăвать вăл мана? Уйăрса яма пултарать, çавă анчах. Эп уншăн кулянмастăп. Упăшкасăр ирĕкрех мар-и, ара…
Нухрат килнĕренпе пĕрремĕш хут кулса кăтартрĕ. Вăл каччă патне çывхарчĕ те ăна куçран тĕмсĕлсе пăхрĕ, унтан аллисене майĕпен ун хул пуççийĕсем çине хучĕ.
— Ĕнтĕ сывă пул, чунăмçăм. Ман çинчен темскер ан шутласам. Эп санпа çеç çапла уçăмлă, урăх никама та, ĕненетне — никама та чуна уçса памастăп. Эс ман чĕрене тыткăна илтĕн, халь ĕнтĕ эп сана манма вăй çитерес çук. Эх, ма мăрса мар-ши эсĕ, ма эс пăртак ятлă-шывлă çын мар-ши? Нимле Пикпулата та каймастăмччĕ качча, санах кĕтеттĕмччĕ, санпа пехетлĕ пулаттăмччĕ.
— Ав мĕн кирлĕ иккен сана! — кăмăлсăр пулчĕ Северьян. — Мăрса кирлĕ! Ара, сан упăшку ахаль те пуян мăрса-иç…
Нухрат ăна каласа пĕтерме памарĕ.
— Ан çиллен, чунăмçăм. Чĕлхе шăмăсăр, тем те персе ярĕ. Сана кӳрентерес тесе каламарăм, сăмах май тухрĕ. Мана пуянлăх кирлĕ мар, анчах пирĕн атте-анне çавнашкал-çке. Вĕсем мулшăн çунаççĕ…
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...