Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пӗрремӗш пайӗ. Ырӑ кӳршӗ
— Аташса мар, аслă хан. Эп хитре сăвăсене пурне те юрататăп. Пытармастăп, Гази сăввисем ман чĕре патнех пыраççĕ, мĕншĕн тесен эп хам та пăлхар йăхĕнчен...
— Ха, эппин, тутарланнă пăлхар эсĕ, поэт?
— Çавă, аслă хан.
— Гяур апла?
— Çук, гяур мар, мăхамет тĕнне тытакан этемех, аслă хан. Атте-анне те мăхамет тĕнĕпех пурăннă.
— Çапах та пăлхар эсĕ?
— Тĕрĕс, пăлхар йăхĕнчен.
— Пĕлмен, — терĕ хан куляннă пек пуçне сулкаласа. — Пĕлнĕ пулсан эп сана пулăшма пултарнă пулăттăм. Тепĕр тесен халĕ те кая юлман-ха вăл ĕçе тума...
Поэт унăн сăмахĕсенчен нимĕн те ăнланаймарĕ-ха.
— Мĕн пирки калаçатăн эсĕ, аслă хан?
— Эсĕ пăлхара юрататăн тетĕп-çке. Шутлатăп ак, сана Пăлхара ямалла мар-и тетĕп. Унта мана тахçантанпах авалхи масар пуçлăхĕ кирлĕччĕ. Кай çавăнта, Мухамедьяр Ходжа Углы. Пушă вăхăт нумай пулать унта сан — кунĕн-çĕрĕн пăлхарсем çинчен сăвă çыратăн. Килĕшетĕн пуль çавăн пек ырă сĕнӳпе? Усал сунса мар, ырă сунса калатăп...
— Манăн хирĕçсе тăма тивĕçĕм çук, аслă хан. Хăвăн ирĕкӳ. Кирек ăçта яр мана.
— Çылăхсене каçарттарма авалхи мечĕтсем нумай пăлхарта. Вулама масартах кĕнеке пуххи пур. Хулапа юнашарах, пĕр ялта, сан пек тепĕр ăсчах пурăнать — темле Шараф ад-дин Булгари историк. Нумайранпа ĕнтĕ пăлхар историне çырать теççĕ. Хам вуламан, анчах пĕр купа çырса тултарнă тет ĕнтĕ.
— Эпĕ ăна пĕлетĕп, аслă хан, — лăпкăн çеç тавăрчĕ Мухамедьяр. — Питĕ нумай вĕреннĕ çын вăл, çав Шараф-ад-дин Булгари историк. Араб историне, Монголи историне лайăх пĕлет, поэзие çав тери юратать.
— Лайăх, лайăх. Эппин, пĕрле сăвă вулама юлташ пур унта сан валли. Шухăшласа та ан тăр, тӳрех тухса-кай, Мухамедьяр тусăм.
— Аслă хан, эсĕ мĕн хушан, çавна тăвап ялан. Пултăр ара, каятпăр Пăлхара, — вăл калаçнă хушăра рифмăлама та ĕлкĕрчĕ поэт.
Сăвăласа каланине илтсен хан хĕпĕртес вырăнне пушшех тарăхса кайрĕ.
— Пăхатăп та, ытлашши хăюллă çын эсĕ, пăлхар поэчĕ! — терĕ вăл. — Патшасемпе çемçереххĕн калаçма май çук-и кăштах? Эсĕ Саади каланине манса кайнă пулмалла, тусăм. Патшасене пăхăнса тăни пĕр вăхăтрах лайăх та, усал та тенĕ вăл. Пĕр енчен, çын патшасене юраса хырăма тăрантмалăх çăкăр ĕçлесе тупать, тепĕр енчен, вĕсен умĕнче чăрсăррăн тыткаланине пула кашни кун хăйне çакса вĕлерессине кĕтсе пурăнать.
Хан алăк патне пырса темле чиновника чĕнсе илчĕ те ăна Мухамедьяр поэта Пăлхара куçарасси çинчен хут çырса хатĕрлеме хушрĕ.
— Кайран, темиçе кунтан, леçсе хăварччăр ăна, — терĕ вăл. — Унта тĕплĕрех шутласа пăхтăр: мĕнле сăвăсем çырсан лайăхрах ӳлĕмрен — хăрнă-пĕтнĕ пăлхарсем çинчен-и е пирĕн ӳссе, чечекленсе пыракан ханлăх çинчен, пирĕн чаплă вăрçăсем çинчен...
Кремльтен тухсан Мухамедьяр Ходжа Углы хăйне кăшт та пулин лăплантарас тесе çул тăршшĕпе сăвă вуласа пычĕ.
Хаяр эс, хаяр, кам курмасть пуль çакна,
Пачах хĕрхенместĕн эс xу халăхна.
Çийĕнте пурçăн тум. Çĕлеттернĕ ятне.
Çавăнпа эс хăвна питĕ чаплă тетне? —
хыттăнах янăрарĕ урамра ун сасси.
Ашака акăш-макăш халат тăхăнтар,
Пур пĕрех вăл ашак, пур пĕрех лаша мар.
Саадипе Низами сăввисем çумне вăл хальхинче те хăйĕн сăввисене хуша-хуша хучĕ:
Юрать эп хама çакăнпа йăпатап:
Кирлĕ мар мана мул, кирлĕ мар мана чап.
Укçа, мул е чап пуянсемшĕн паха.
Пирĕншĕн ырă ят, тӳрĕ кăмăл паха...
Иртен-çӳренсем ун çине ухмаха ермен-и ку тесе тĕлĕнсе пăхрĕç. Чунĕпе эрленсе кайнă поэт хăйĕн çывăхĕнче никама та асăрхамарĕ, сăвă каласа вăл çав-çавах ханпа тавлашрĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...