Сĕве Атăла юхса кĕрет. Иккĕмĕш кĕнеке :: Пиллӗкмӗш пайӗ. Ҫармӑс ҫинче ҫар вылять
Иливан чăтаймарĕ, пусма вĕçĕнчен анса хапха патнелле утрĕ, урама тухрĕ. Кунта йăмра кутĕнче ваттисем хăйсен патакĕсем çине таянса, чунĕсене кантарса, çурхи ĕçсем çинчен канашласа тăраççĕ.
Ав тата Иливан тантăшĕ Ахмане çырмари çăлран икĕ витрепе шыв ăсса килет. Ун патне таçтан хĕр ачасем чупса пычĕç, ун витрисенчи шыва ăмăртмалла сукмак айккине чашлаттарчĕç.
— И-и, Ахмане, арçын пуçупа шыв йăтатни-ха эс? Эппин, авланаймастăн пулсан тата тепре чуп, тепре ăсса кил!
Хăйсем каччăсене йĕкĕлтесе (вĕсем ĕнтĕ Иливан хапхаран тухнине те асăрханă) ахăлтатса кулаççĕ.
Куçĕсем çивĕч çав вылянчăк кăмăллă хĕрсен. Çавăнтах вĕсем хăйсен мыскарине ваттисем курнине сисрĕç те витрисене йăтса хăйсем шыв ăсма чупрĕç.
Шавлать, кĕр! кĕрлет, хаваслăхпа чӳхенсе тăрать çуркунне. Анчах çынсем савăннипе пĕрлех хăйсен кулленхи ĕçне те манмаççĕ.
...Шупашкарти Введени соборĕ умне юлан утсем те, çуран çынсем те йышлăн пуçтарăнса тăнă. Тĕрткелешеççĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ чĕлхепе кăшкăрашаççĕ, тем сӳтсе яваççĕ, унтан йĕнерленĕ учĕсене утланса куçран çухалаççĕ. Мĕскер, чаплă çынсем мăшăрланаççĕ-и кунта паян? Такамсене вырăс тĕнне йышăнтараççĕ-и? Вăл та, ку та мар иккен. Воеводăсем çынсене çапăçмасăр пурăнма вĕрентеççĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма тупа тутараççĕ.
Тата çакă кăсăклă: кашни хăйĕн чĕлхипе тупа тăвать — тутарсем тутарла, чăвашсем чăвашла, çармăссем çармăсла, ирçесем ирçелле. Пушкăртсемпе удмуртсем те пур-ши вара? Вĕсем те вырăссене хирĕç пăлханнă-ши? Пуçтарма та тĕрлĕ çĕре пуçтарнă тĕрлĕ халăх çыннисене — Шупашкара, Хусана, Кăрмăша, Сĕве хулине, Шупашкара чĕннĕ чух çурхи шыв-шур вăхăтне шута илнĕ пулас, тупа тăвакансене сăртлă вырăна, туса пĕтереймен Введени соборне уйăрса панă. Кунта чи малти ретре Шупашкар воеводи Ковров тăрать, Чулхуларан килнĕ воеводăсемпе думнăй çынсем, стрелецкий головасем те йышлă.
Ту енчи çĕрпӳсен ушкăнĕ пысăк мар. Вĕсене пурне те чĕнмен курăнать. Тукай шучĕпе, вĕсене хальхинче вырăссене тупа тутармаççĕ пек туйăнать. Хăйĕнчен пырса ыйтсан темиçе çĕрпĕве каларĕ ĕнтĕ, пире уншăн чĕнмен пулмалла терĕ.
Анчах сисет, хăйĕн чунĕ пĕрре те лăпкă мар. Юлашкине хăвармасть-ши Ковров воевода пире? Мĕнле хăтăлмалла-ши ку тупаран? Кун çинчен шухăшласан ăшра çилĕ капланса килет. Эпир пăлханакансене путараканни пултăмăр, пире вара çапла мăшкăллĕç-и? Вăл Алттышпа калаçса илет. Алттыш та иккĕленет иккен.
— Ак пире Мамич-Бердее Мускава леçнĕшĕн тав тăваççĕ паян! — тарăхса каласа хурать Тукай. Çĕрпӳ ăна лăплантарма пăхать: — Мĕнех вара, шанчăклăрах пултăр тесе тепре тупа тăватпăр. Уншăн пирĕн чĕлхе татăлса ӳкес çук. Сана пĕр-пĕр парне кансĕрлет-им?
— Апла тесен килĕшме пулать.
Çӳллĕ аналой çине евангели сарса хунă протопоп аслати сасси пек кĕрлесе тăракан сасăпа тупа сăмахĕсене вулать. Чăвашсемпе çармăссем — вĕсен хушшинчен юри илсе пынă ватăсем — ку сăмахсене ун хыççăн каласа пыраççĕ.
— Эпир вырăссемпе хамăр кăмăлпа пĕрлешнине тепĕр хут çирĕплетсе çапла тупа тăватпăр: вĕсемпе яланах туслă пурăнатпăр, вĕсене хирĕç нихçан та пăлханмастпăр. Хырçă-куланайсене патша хушнă пек, вырăс тӳре-шари хушнă пек тӳлесе тăратпăр.
— Аттесен, аннесен ячĕпе тупа тăватпăр. Аминь.
— Хамăр ачасем ячĕпе тупа тăватпăр. Аминь.
— Алла çăкăр тытса, хĕрес чуп туса тупа тăватпăр. Аминь.
— Ныне и присно, во веки веков. Аминь, — кĕрлет протопоп сасси.
— Ныне и присно, во веки веков. Аминь, — пĕли-пĕлми чĕлхепе янратаççĕ ун хыççăн ватăсем.
Сĕве хулинче тата Хусанта чăвашсемпе, çармăссемпе пĕрле тутарсем, ку таврари ытти халăхсем тупа тăваççĕ.
— Тепĕр хут çирĕплететпĕр: вырăссемпе эпир хамăр кăмăлпа пĕрлешнĕ. Вĕсемпе туслă пурăнатпăр, вĕсене хирĕç пăлханмастпăр. Аминь, — пуç таяççĕ чăвашсем.
— Клятвым паум, товатлаш. Ме шкемым ом ондалыкте. Аминь, — янратаççĕ çармăссем.
— Урысларга каршы ырьешмабыз дип ант итэбез. Аларбелэн гумер дуслы булырбыс. Аминь, — сăмах параççĕ тутарсем.
Тупа тунине сăнаса тăма турхансемпе çĕрпӳсене пурне те чĕнтернĕ. Вĕсем воеводăсем умĕнче уйрăммăн тупа тăваççĕ, хĕрес чуп тăваççĕ. Ал пусма пĕлекенни «патша хучĕ» çине ал пусать, ал пусма пĕлменни хĕрес лартать. Тупа тунă хыççăн воевода çыннисем вĕсене кашнине асăнмалăх парне тыттараççĕ.
— Мĕнле ĕнтĕ, турхансемпе çĕрпӳсем, шанчăклă пулать-и сирĕн сăмах хальхинче? — татах та, татах та ыйтать воевода парне илекенсенчен. — Тек пăлханмастăр-и пире хирĕç? Астăвăр, тата тепре тупа тумалла ан пултăр.
— Пăлханмастпăр! Туслă пурăнатпăр сирĕнпе!
— Юлашки хут тупа турăмăр.
— Пирĕн сăмах çирĕп!
Теприсем урăхларах та кăшкăраççĕ:
— Эпир ахаль те пăлханман! Усалсене пула сăмах илтрĕмĕр.
— Мамич-Бердея маларах аркатса тăкмалла пулнă!
Нумайăшĕ вăл вăхăтра чунтан ĕненсех çапла шутларĕ пулмалла: ак Мĕшăпа Кăкшан тăрăхĕнчи, Ар-Сĕнтĕрти пăлхавçăсене сапаласа ятăмăр, вĕсен пуçлăхĕсене тĕрлĕ майпа пĕрерĕн-пĕрерĕн пĕтерсе тăкрăмăр: тек вăйлă пăтăрмах пулассине кĕтмелли çук, малашне Хусан çывăхĕнче, Атăлпа Шур Атăл таврашĕнче лăпкă пурнăç пуçланать терĕç пулмалла. Чăннипе вара, тĕрле сăлтавсене пула, чи малтан воеводăсемпе вырăс тӳре-шарин, кунта капланса килнĕ çĕр улпучĕсен, чиркӳпе мăнастир çыннисен ĕмĕтсĕрлĕхне, тискерлĕхне пула пăлхавсем чылай çĕрте сике-сике тухрĕç, çĕнĕ йышши пусмăра тӳсеймесĕр ку тăрăхри халăх тата нумай çул хушши сенĕкпе чукмара алăран вĕçертмерĕ. Мамич-Бердей пăлхавĕ Хусана илнĕ хыççăн сӳнмесĕр юлнă вут пуççисенчен пĕри кăна пулнă иккен. Ытти вут пуççисем куçа тĕтĕм кĕртсе çав-çавах йăсăрланчĕç-ха. Тупа тăвакансенчен хăш-пĕрисем, çивĕчрех ăслисем, пурнăçра хурапа шурра ытларах курнисем, умрине чухлама пĕлекеннисем, çакна туймасăр тăма пултараймарĕç.
...Тукай хăйĕн ял-йышĕсем унпа тан ĕлкерсе пырайманнишĕн тарăхса урхамахне килелле хăвалать. Сĕлтлĕ çулпа ун хыççăнах Ахтупай, Ятламас, Теней тата ытти «кĕреçе сухалсем» пыраççĕ.
Сăмах-юмах сайра хутра çеç тапранкалать, вăл та пулин турханпа Ятламас хушшинче çеç. Ку сăмах Шупашкарта тупа туни çинчен пулмасăр мĕн çинчен пултăр ĕнтĕ?
— Тукай ĕмпӳ (ăна юрас тесе пуль, каллех тахçан манăçа тухнă «ĕмпӳ» сăмаха хушса хурать калаçма юратакан этем), çапах та каламарăн-ха эсĕ пире, мĕншĕн тупа тутарчĕç вырăссем хальхинче чăвашсене? Эпир вĕсене хирĕç пăлханмарăмăр-çке, — куçа кĕчĕ Ятламас.
— Ыттисем пăлханчĕç, çавăнпа, — малтан шутласа хунă пекех, çирĕппĕн тавăрчĕ турхан.
— Ыттисем пăлханнăшăн эпир айăплă-и вара?
— Айăплă çав, Ятламас тусăм, айăплă.
— Ăнланмастăп, Тукай ĕмпӳ.
— Апла пулсан пуçу начартарах ĕçлет санăн. Киле çит те тĕплĕрех шутла. Вара ăнланса илетĕн.
— Эс турхан пулса халех ăнлантарса пар. Килте мана шутлама арăм кансĕрлет, — чарăнма пĕлмерĕ Ятламас.
— Эппин итле, — терĕ Тукай урхамахне пăртак чарса. — Халь эс каланă сăмахсене эпĕ Шупашкарта Ковров княçа каларăм. Кӳреннĕ пек пултăм хам, ахалех сĕтĕретĕр пире, Ту енчи халăха, терĕм. Пĕлетĕн-и, вăл мĕн терĕ? Пĕр пăхлă ĕне пĕтĕм кĕтĕве варалать терĕ. Сирĕн, чăвашсен, çавăн пек сăмах пурччĕ пулас терĕ-ха тата. Пур ун пек сăмах, пур терĕм. Сирĕн шăп çавнашкал пулса тухрĕ те, кулчĕ князь. Шутларăм-шутларăм та, тĕрĕс калать вăл. Ар-Сĕнтĕрти, Кăкшамарти экеметлĕ ĕçсемшĕн эпир те айăплă кăштах. Нумай мар пуль, анчах айăплă. Кала-ха, ялта темиçе вăрă пулсан çав ял тĕлне мĕн лартаççĕ, Ятламас?
— Мĕн лартаççĕ? Хура юпа лартаççĕ.
— Апла пĕтĕм яла мĕншĕн вараламалла çав темиçе вăрăшăн? Хура юпа лартма та юрамасть. Мĕншĕн лартаççĕ чăвашсем ăна? Ялта вăрă пурри вăл сиртен те килет теççĕ. Акă мĕншĕн.
— Вара эсĕ чăвашсене çав пăлхавçăсемшĕн хура юпа лартасшăн-и, Тукай мăрса? Чипер калаç-ха тархасшăн, — килĕшесшĕн пулмарĕ унпа Ятламас.
— Çук, — терĕ мăрса, — хальхинче эпĕ чăвашсене хура юпа лартасшăн мар, мухтасшăн вĕсене. Чăвашсем пăлхава хутшăнмарĕç, ăна сарăласран, вăйлăрах амаланасран чарса тăчĕç.
— Ку тĕрĕс, Тукай ĕмпӳ. Тавтапуç сана чăн сăмахшăн. Çапах та пĕр япалашăн ятлатпăр эпир сана, Тукай мăрса.
— Мĕншĕн-ха вăл? — пĕлесшĕн пулчĕ лешĕ.
— Тупа тунă ятпа крепь хучĕ ыйтмаллаччĕ санăн. Ма ыйтмарăн çавна? Пире кăшт çăмăллăх кирлĕччĕ.
— Кашни кашăка аш татăкĕ кĕмест çав, — ваттисен сăмахĕпе тавăрчĕ Тукай. — Тата çакна ан ман: хĕр качча кайсан хулăм укçине ăна пĕрре тӳлеççĕ. Крепь хучĕ тетĕн? Патша хушман тет крепь хучĕ пама. Çитет, маларах çăмăллăх панă вĕсене тесе каланă пулать чăвашсем пирки.
— Кăна ĕнтĕ хăвăнтан хушса хутăн, Тукай мăрса, — кулма пăхрĕ Ятламас.
— Пулма пултарать. Эп хам та çăмăллăх паман пулăттăм сире. Çăмăллăх парсан эсир, явăлсем, тӳрех иртĕхме пуçлатăр.
— Ара, эпир вырăссене тепре тупа турăмăр-çке. Пĕтĕм кăмăлпа. Мĕнле çăмăллăх памалла марччĕ пуль?
— Эпĕ те тепре калатăп: сире крепь хучĕ парса ашкăнтарма юрамасть. Сиртен ялан куланай сăптăрмалла. Çавă çеç. Ак сана, эсрел çури, ясакран хăтар-ха, эс тӳрех мана пăхăнми пулатăн. Çапла-и?
— Ун пек мар ĕнтĕ. Кирлĕ чухне эпир сана ялан итлетпĕр, Тукай мăрса. Анчах эс пире нимĕн чухлĕ те хĕрхенместĕн-çке. Ялан хăвăнпа пĕрле сĕтĕретĕн. Мускав таран, Шупашкар таран.
— Эс вара унпа кăмăлсăр-и? Тĕнче курса çӳретĕр, айвансем. Уншăн сирĕн мана тав тумалла. Илтетни, тав тумалла тетĕп!
— Илтетĕп, Тукай мăрса. Çапла сĕтĕрĕнсе çӳресех ватăлтăмăр ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, эпир Ахтупайпа иксĕмĕр сан тарçусем пулса тăтăмăр. Ытти тĕкĕрçĕсем те çавах. Эпир — сан тарçусем. Тахçанхи йĕркене пăсрăн. Сан ялтан тăватă çын пуçне пĕр тĕкĕрçĕ илмелле. Эс мĕнле илетĕн? Ялти куçлă-пуçлă, ураллă-алăллă пур арçын та тĕкĕрçĕ, пур тĕкĕрçĕ те сан тарçу.
— Ай, мĕнле ăсланса кайнă эсĕ, Ятламас. Ку сăмахсене эс мана кăна калатна е ыттисемпе те çакăн пек калаçатăн?
— Çакăн пек калаçатăп, — тĕрессине калама хăраса тăмарĕ Ятламас. Тукай чĕлпĕрне кăкăрĕ тĕлне туртса илчĕ те урхамахне тап! чарчĕ.
— Эс чăн-чăн пăлхавçă, эсрел пуçĕ! Эс пĕтĕм ял халăхне пăтрататăн. Сана-и? Сана-и? Сана ак çакă кирлĕ те... — Тукай саламатне пуç тĕлне çӳле çĕклерĕ, сывлăшра пĕррех сулса ячĕ, анчах тĕкĕрçе çапма хăяймарĕ.
— Çапса пăх-ха тепре. Ваттисене пуçтарса хăвна явап тыттаратпăр. Ытла пусмăрласа çитертĕн. Мăрса тесе ват тĕкĕрçсене те сывлама памастăн.
— Итле-ха, явăл этемĕ! Эс паян воевода патне кĕрсе тухман пулĕ те? — эрленсе ыйтрĕ мăрса.
— Кирлĕ пулсан унта та кĕретпĕр. Вырăссем те мăрса тесе ытлашши ашкăнма памĕç. Тутарсен аллинче ыр курса юлни те çитет.
— Ну, Ятламас, — пуçне сулкаларĕ Тукай. — Эс мăйракаллă шуйттан-иç. Чăн-чăн аçтаха. Ӳлĕмрен шута илĕпĕр. Халь яла чипер çит эппин. Эпир вĕçтертĕмĕр. Сарри, хăвала утна! Мана ыйхă пусма пуçларĕ.
Тукай утне ĕсенкĕпе хырăм айĕнчен пĕрре-иккĕ тĕккелерĕ те, урхамахĕ çийĕнчех кăшт малта пыракан Саррие юртăпа хăваласа çитрĕ. Вара, ăмăртмалла тенĕ пек, иккĕш те сиккипе малалла вĕçтерчĕç.
— Тавлашса çĕнтереймерĕ те часрах тарса хăтăлчĕ, — кулчĕ Ятламас. — Атя, ман ашакăм, эсĕ те кăшт хытăрах тăнкăлтатма пуçла. Тукая хăваласа çитес çук, хуть Ахтупай учĕпе юнашар пыма тăрăш.
Лашисем танлашсан вăл юлташне куç хĕссе илчĕ те ытти тĕкĕрçĕсем те илтмелле çапла ыйтрĕ:
— Эс пирĕн калаçăва илтрĕн-и? Тĕрĕс хăртрăм-и эп ăна? — терĕ.
— Питĕ тĕрĕс каларăн, — терĕ Ахтупай. — Йăлт путарсах лартрăн мăрсана. Пултаратăн, Ятламас. Сана тахçанах хаким туса хумалла та çав...
— Тен, пулăп та-ха. Мĕн, эпир санпа ват çынсем-и? Эпир халь охохо!
Вĕсем пĕр-пĕрин çине хаваслăн пăхса илчĕç те чĕлпĕрĕсене кăрт-карт туртрĕç. Умра инçетре те мар сарлака çуначĕсене аран йăтса ларакан çил арманĕ, ун хыçĕнче лапсăркка йăмрасемпе çăкасем, унтан тин вĕсен айне пытаннă лутра пӳртсемпе ытти хуралтăсем курăнса кайрĕç. Анчах юлан утпа килекенсем хăйсем мĕн курнипе çырлахмарĕç-ха, вĕсем кăшт шикленерех лерелле, ял варринелле пăхрĕç: тĕрĕс-тĕкелех ларать-и ял, мĕн курăнни ун çунса пĕтеймен кĕлетки çеç мар-и?
Часах вĕсене хирĕç укăлча хапхине уçма çитĕнсех çитмен пĕр ача ыткăнчĕ. Ăна пурте çийĕнчех палларĕç — Ахтупай кĕçĕн ывăлĕ Нургали. Ун хыççăн тата пĕр ушкăн ача кăшкăрашса чупрĕ. Кĕçĕн алăксем умне хĕрарăмсем туха-туха тăнă. Йăмра айĕнче ваттисем те йышлăн кĕпĕрленсе тăраççĕ иккен.
— Килчĕç! Килчĕç! — савăнса çухăрашрĕ Нургалийĕ. — Пирĕннисем килсе çитрĕç! Тупа тума кайнисем таврăнчĕç!
Юлан утпа укăлча хапхинчен пĕрерĕн-икшерĕн кĕрекенсене ку хăйсене пĕтĕм ял халăхĕ саламласа кĕтсе илнĕ пекех туйăнчĕ. Хăшĕ-пĕри савăннипе ачасене алăран çĕкле-çĕкле илчĕç, хăйсен умне йĕнер çине лартрĕç.
— Килтĕр-и, пичче? Шупашкарах çитрĕр-и? Тек каймастăр-и ĕнтĕ? — шăкăлтатрĕç ачисем.
— Каймастпăр! Тек каймастпăр! Вăрçа йăлт пĕтерсе килтĕмĕр, хăйсем мĕн каланине шанса, ĕненсе хуравларĕç тĕкĕрçĕсем.
Роман вĕçĕ
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...