Таната :: Çĕр вăрлани
Выртмаран таврăнакан Ухтивана ял çыннисем уй хапхинче кĕтсе илеççĕ. Утса çити-çитми, курăни-курăнми тенĕ пек, çынсем шăппăн Яриле картишне пуçтарăнаççĕ, Ухтиван хыççăн çенĕке, пӳрте кĕреççĕ. Карчăксемпе стариксем, ача йăтнă хĕрарăмсем, пĕчĕк ачасем... Хăйпе тантăш каччăсене çеç курмасть Ухтиван. Пĕри те килмен вĕсем.
Ухтиван çенĕке тухсан çынсем те кĕпĕрленсе çенĕке тухаççĕ. Лĕнчĕр-ленчĕр сĕтел çине такам пĕчек пичкепе сăра пырса лартма ĕлкĕрнĕ, пуçламан шăрттанпа чăкăт хунă.
Ухтиван тĕттĕмрех кĕтесе вырăн çине кайса ларать. Çывăхри çынсем ун куçĕпе тĕл пулсан каялла хĕсĕнеççĕ. Теприсем хăйсем тарăхнине кăтартас мар тесе юриех çĕрелле е айккинелле пăхса тăраççĕ. «Эс килĕшнĕ пулсан эпир тахçанах ĕçне татнăччĕ ĕнтĕ», — тенĕ пек туйăнаççĕ вĕсен тĕксем пичĕсем. Шлепкине хул хушшине хĕстерсе тытса Някуç старик Ухтиван патнелле пырать.
«Ну, мĕн шут тытрăн, ачам?»
«Аттесĕр эпĕ ним калама та пĕлместĕп, мучи».
«Яриле килĕшнĕ-ха вăл».
«Вăл килĕшсен те эпĕ килĕшместĕп. Вăхăт ирттерни те ахаль».
«Мĕнле хĕрхенместĕн вара эсĕ ял халахне? Пăх-халĕ, пĕтĕм ял-йыш тархаслать сана. Ӳксе пуç çапманни çех юлчĕ ĕнтĕ».
Çынсем шавласа, кĕрлесе каяççĕ: «Шеллесем ĕнтĕ пире, Ухтиван!» «Килĕш! Пул кĕрӳ каччи».
«Выçă вилетпĕр!»
«Хăй укçа туса килнĕ те вăл, ăна мĕн...»
Ухтиван Мултиер патне тухса чупать. Унта та туллиех çын. Хуçи çук. Тарăхса çитнĕ Чĕкеç ачисене шырать, нихăшне те тупайманнипе хĕрарăмсене хӳтерме тытăнать:
«Тасалăр килĕрсене! Мĕскер шыраса çӳретĕр эсир кунта!»
Анчах халăх чакмасть. Тухса кайнисем вырăнне урăххисем виççĕн, пиллĕкĕн, вуннăн пырса кĕреççĕ. Çынсем çырмари шыв пек пăтранаççĕ, улшăнаççĕ...
«Мултиер пичче ăçта, Чĕкеç инке?»
«Яка Илле чĕнсе кайрĕ-ха. Паçи валли çӳпçе туянать... Нумай тăмасть пуль те-ха».
«Эпĕ аптраса çитрĕм ĕнтĕ пĕччен».
«Ан та кала, ачам, ан та кала. Хамăн та пуç çаврăнса карĕ. Аçуна аяккалла ăсатма ĕлкĕрчĕç ав...»
Ухтивансен картишĕнче ачасем кăшкăрса макăраççĕ, хĕрарăмсем йăслаççĕ.
«Хĕрхен пире, Ухтиван! Хута кĕр!»
«Мĕнле чул чĕре вара эсĕ!»
Унта-кунта хаяр сасăсем те илтĕнеççĕ:
«Хамăр ялсем вилни ăна мĕн. Вăл ютсене сутăннă!»
«Лартас та каяс ирексĕр».
Ухтиван умне пĕр хĕрарăм чăн та виле пуçланă ачине йăтса пырать. Ачи çапă пекех çинçе ал-ураллă, вăрăм мăйлă та пысăк пуçлă. Куçне аран-аран уçса вăл Ухтивай çине пăхса илет те питне пĕркелентерсе амăшĕн какăрĕ çумне лăпчăнать, типнĕ тутипе темскер шырать.
«Сана çынна шеллеме пĕлет тетчĕç, Ухтиван, — тет ача амăшĕ. — Акă манăн ача вилет, çитермелли çук, кăкăр типсе ларчĕ...»
«Хăтар пире вилĕмрен!» — ӳкĕтлеççĕ ыттисем те.
Ухтиван çенĕк умне пырать.
«Халăхшăн, ял халăхĕшĕн, эпĕ тем тума хатĕр. Кирлĕ тесен...»
«Хĕрхен мескĕнсене!» — теççĕ хыçаларах тăраканнисем.
«Кирлĕ тесен алла татса парăп, пурнăç та шел мар. Анчах та ку... пĕлместĕп-çке эп ăна!»
Ăш хыпнипе Ухтиван шыв ĕçме тăрать. Çав хушăра ăна тахăшĕ сăра ăсса тыттарать. Ухтиван ĕçет. Иккĕмĕш куркине вăл хăй тултарса ĕçет... Çынсем вилнĕ пекех шăп тăраççĕ. Виççĕмĕш алтăр тултарсан вĕсем савăнса ĕрлеме тытăнаççĕ, Ухтиван пӳлет:
«Шăп пулăр, халăх. Эп каласа пĕтериччен никам та пĕр сăмах ан чĕнтĕр... Пĕр сăмах та! Эпĕ — килĕшетĕп. Ирĕккĕн килĕшетĕп-и, ирĕксĕр-и унта — вăл ман ĕçĕм-хĕлĕм пултăр. Сире вăл кирлĕ мар. — Аш-чикĕнче Ухтиван темĕнле халиччен пĕлмен вĕри кăмăл çĕкленнине туять: хăмлаллă сăра хăйĕннех тăвать! Стариксем, карчăксем, вăй питти çынсем, ача-пăча — сывламасăр итлесе тăни те çамрăка савăнтарать. Хăçан та пулин унăн çак халăха кантурсене аркатма ертсе каяс килет. Атя, халлехе, мĕн пулин пулать ĕнтĕ, пурăнсан — курăнĕ. — Малтан калаçнă тăрăх, халь эсир мана тумтир те, апат-çимĕç те памалла, çапла-и, мучисем?»
«Çапла!» — тет пĕтĕм халăх пĕр харăс.
«Эппин — илсе килĕр. Анчах юлашки çăнăхăра, юлашки çăккăрăра мар, ун пеккисене илместĕп, пуррисем илсе килччĕр. Тумтир те çавнашкалах: пуррисем паччăр!»
Тепĕр çур сехетрен Ухтиван паçăрхи ачаллă хĕрарăм килне пĕр пăт çăнăх та юр-вар кайса леçет, Хĕлипе укçа, Мултиер хĕрне пĕчĕк Кĕлпиккене — кĕпе çĕлетсе тăхăнма — пир парать. Хăй те хитре тумланнă вăл — хĕрлĕ пусма кĕпепе хура шăлавар (Яка Илле парни). Пилĕкĕнче — ярапаллă пиçиххи.
Халь ентĕ ытти каччасем те урама тухнă. Хăрушлăх иртсе кайнă, çĕр вăрласа килме çын тупса хунă, мĕскер килте пăчăхса лармалла. Вĕсем Ухтиван тавра çаврăнкаласа çӳреççĕ, паçăр хăйсем пытанса ларнине манса ун çине ăмсанса пăхаççĕ. Ухтиван улпут пекех хитре, хăюллă. Ун патне пĕрмаях çынсем чупа-чупа килеççĕ, туй лашисене картана хупса апат пани çинчен, çĕр вăрлама каçа хирĕç тухса каймалли çинчен пĕлтереççĕ. Някуç старик Ухтивана ăçта мĕн тумаллине, мĕн каламаллисене вĕрентет.
Сăра тума Чăлах Эрнюка виçĕм кунах каласа хунă пулин те, «йăла тăрăх», кашни килтен «сăра тумалли» пуçтарса çӳреççĕ. Никам та юлмасть ку ĕçе хутшăнмасăр. Пурри салат е хăмла парать, çукки юлашки ывăç тыррипе йӳнеçме тăрăшать. Тӳпеми ырçапа та хутаçпа Чăлах Эрнюк картишне пырса кĕреççĕ. Пĕр лав çине хуçа сăра пички лартса ярать.
«Ĕçĕг, ял-йышсем, савăнăг!»
Ĕçеççĕ вара ял-йышсем тăн çухатиччен, савăнаççĕ, ыран тĕнче пĕтесле. Ĕмĕр выçăллă-тутăллă пурăнакан çынна нумай кирлĕ мар.
Пĕр курка ĕçсен ура вăйĕ пĕтет, иккĕ ĕçсен икĕ пите сăн кĕрет. Виççемĕш курка хыççăн çын пĕтĕм хуйхи-суйхине манать те çĕр çĕмĕрсе кăшкăрма, юрлама, хуçкаланма тытăнать. Вăл — «савăнать».
Пĕрин патĕнче çапăçаççĕ, тепĕр çĕрте урă чухнехи шухăш юрăра шăранать:
Аслă уйсем урлă та ай иртнĕ чух
Тусем пӳлеç пирĕн те çулсене.
Çулĕсем те чуллă та таве çӳллĕ,
Çавсем асап кӳреç-мĕн чунсене,
Шывĕсем юхаççĕ ай хирĕçле,
Çавсем йывăр кӳреç-мĕн чĕрене.
Пичке пушаннă. Ытларах хĕрнисем Чăлах Эрнюк патне кĕре-кĕре тухаççĕ, лешĕ ĕçтермест. «Юлашки — çĕг вăгласа тавгăнсан пулĕ». Вара кил таврашĕнчен мĕн те пулин хĕстерсе арăмĕсенчен вăрттăн çынсем Яка Илле патне е Хуракасси хупахнелле утаççĕ. Çитекенни çитет унта, çитейменни çул хĕррине тӳнсе каять. Ваттисем калашле:
Эх, сăрийĕ, сар сăра,
Ӳсĕртет-çке пылсăрах,
Пĕр куркине ĕçсессĕн
Пĕр ураран ӳкерет,
Ик куркине ĕçсессĕн
Ик ураран ӳкерет.
Хуша-хуша ĕçсессĕн
Хушамата мантарать.
Каçалапа Ухтивана туя хатĕрлеме тытăнаççĕ. Кĕпи çинчен ăна хура хыс, урине пахил, пуçне путек тир çĕлĕк тăхăнтараççĕ. Çĕлĕкĕн çамкинче хĕреслĕ тенкĕ текен кĕмĕл укçа, икĕ енче тата тепĕр икĕ кĕмĕл, пĕчĕкреххисем. Аллине тупăлха авăрлă чĕн пушă тыттарнă. Çурăмĕ хыçĕнче — хул пуççисенчен çакнă виç кĕтеслĕ тутăр-çулăк. Унăн пĕр кĕтесĕ аялалла усăнса тăрать.
Туй пуçĕ — Каççан пичче, Ухтиванăн ашшĕ вырăнĕнче — Някуç мучи, Хушаççĕ Петĕрĕ уртмакçă пулнă.
Пуян каччă пек хитре тумланнă Ухтиван Някуç старик умне чĕркуçленсе ларать.
«Ачам, сана мĕн пехиллем? — тесе Някуç аллине ун пуçĕ çине хурать. — Пĕр карта выльăх-чĕрлĕх, çитмĕл те çичĕ тус-йыш пил сана. Парас парăмран, илес тулăкран парса илмешкĕн ырă ăс-хакăл пултăр санăн, юнăшми чĕлхе те юсми пил сана, ачам. Çук тесе çĕре ан кĕр, пур тесе пуçна çӳле ан хур».
Çынсем йăлашăн кĕлет пеккине тухаççĕ. (Туй тенĕ япалă кирек хăçан та кĕлетре пуçланать.) Каççан пичче пуçтарăннă халăха пехиллет, шăпăрçă шăпăрне нăйлаттарса ярать. Апат çиеççĕ, сăра-эрех ĕçеççĕ, юрă юрлаççĕ.
Çамрăксен кун çитнĕ паян.
Çамрăксенĕн мĕн сокăш:
Эпир паян той ачи, —
Ыран ирех ĕç ачи, —
тесе такмаклаççĕ вĕсем.
Пӳрте кĕреççĕ. Кунта апат çитереççĕ, сăра ĕçеççĕ...
Пурте туйри пекех темелле. Анчах ӳсĕрсем сахалтарах, уртмакçă такмакĕ те тĕпĕнче кăна, ялта туй ӳкерекен те çук.
Ĕнтĕ кĕçех çула тухмалла.
Ваттисене асăнса картишне Някуç апат-çимĕç кăларса ывăтать.
«Эпир сире асăнатпăр, эсир пире ан асăнăр...» — тет вăл. Апачĕсене йытăсем йăтса каяççĕ. Ку ваттисем çырлахнине пĕлтерет.
Уй хапхинче киремете парне кӳмелле. Пĕтĕм халăх чарăнса шăпланса тăрать. Каççан пичче урапи çинчен анать те ват юман айне ал шăлли кайса çакать, çичĕ нухрат пăрахать.
Çул таваткалĕнче те парне памалла. Ухтиван кучченеç те пĕр пус укçа пăрахса хăварать.
Ватă çынсем, пурте тенĕ пекех ĕнтĕ, ял çывăхне тăрса юлнăччĕ, хăш-пĕр каччăсемпе ик-виçĕ хĕр çеç лавсем хыççăн васкамасăр утаççĕ. Акă вĕсем чарăнчĕç, калаçкаласа илчĕç те каялла çаврăнчĕç. Пĕр Паçа çеç темшĕн çаплах малалла сĕнккет-ха. Те сăрине ытларах ĕçнĕ ĕнтĕ вăл, те пуçне чикерех çӳреме хăнăхнăскер, ытти çамрăксем пăрахса кайнине çийĕнчех асăрхаймарĕ. Тĕрленĕ аркăллă шур çип кĕпепе те пысăк хура уран вăл, пуçĕнчи тутăрĕ салтăнса кайнă.
Çул тăваткалĕнче Ухтиван урапа çинчен аннине курсан Паçа кайри лавсем иртессе кĕтсе тăчĕ те Ухтиван патне чупса пычĕ, ăна аллинчен çатăрласа тытрĕ.
«Анса юл, Ухтиван! Ан кай, пĕтетĕн!.. Пăрахса тар часрах!»
Ухтиван вартах каялла çаврăнса лавсем хыççăн чупасшăнччĕ, хĕрĕн макăрнипе тăртаннă питне, хăраса ӳкнĕ сăнне курчĕ те аллине çеç хуллен туртса илчĕ.
«Мĕн пулчĕ, Паçа? Кам кӳрентерчĕ?»
«Эпĕ хăратăп... Пĕтересшĕн вĕсем сана, — тесе Паçа тутине тутри вĕçĕпе хупларĕ те тӳсеймесĕр ĕсĕклесе ячĕ. — Ан кай... Юл кунтах. Пăрахса тар вĕсенчен, тархасшăн. Кайран кая пулать».
«Мĕншĕн? Мĕн пулчĕ?»
«Пĕлместĕп эпĕ. Вăрттăн калаçрĕç. Темскер пит хăрушă япала пулмалла...»
Çав самантра вĕсене стариксем хупăрласа илчĕç. Шӳт туса, кулкаласа пĕри Паçана тытрĕ, иккĕн-виççĕн Ухтивана çавăтрĕç.
«Ытларах ĕçнĕ вăл хĕр паян. Çывăртăр кайса».
Паçа паян, чăнах та, кăштах сыпса пăхнă иккен. Анчах пуринчен те урă вăл, пуринчен те мĕскĕнтерех. Мĕн кăна туса пăхмĕ-ши çын хăюллăрах пулас тесен, чĕри тӳсме çук ыратсан. Анчах сăри те ӳсĕртмерĕ ăна, кĕпи аркине тĕрлесе ларни те ахалех пулчĕ. Хитре мар сăна капăр тумпа та, пуянлăхпа та хитрелетме çук. Хăрах куç хӳрипе те пăхмарĕ ун еннелле Ухтиван савса. Ак халь ăна таçта лартса кайрĕç ĕнтĕ. Кĕçех лавсем те курăнми пулаççĕ, Ухтиван та куçран çухалать. Ăçта илсе каяççĕ ăна ашшĕпе Някуç?
Паçа ялалла утать — хуллен, каялла çаврăна-çаврăна пăхса. Икĕ пичĕ тăрăх куççуль шăпăртатса юхать, чарса та чарма çук. Уй хапхинчен кĕрес чухне çех Паçа питне шăлса типĕтет, тутрине тӳрлетсе çыхать...
Килне каяс килмест унăн. Мĕн тумалла унта пĕччен. Юлташĕсемпе те сăмах тупаяс çук вăл халь. Паçа сасартăк Савтепи çинчен аса илет те хай те тĕлĕнсе каять, чĕри те лăштах пулать. Вăл васкасах Каççан пиччесем еннелле чупать. Анчах мĕн тума каять унта —- хăй те ăнланмасть-ха. Те унăн Ухтивана çывăх çынна курас килет, те вăл хăй ахаль хăранине ĕнентерччĕр тет, те çынна макăртасшăн. Тен, пурте пĕрле пуль...
Савтепи нӳхреп çире, лутра пукан çинче, çăмха сӳтсе ларать-мĕн. Вăл аялти кĕпе вĕççĕн кăна, йӳле пилĕкĕн, çара пуçăн та çара уран. Сарă çӳçне пушшăн çеç явкаласа янă та, хулăн çивĕт вĕçĕ аркă çинчен çĕрелле усăнса тăрать. Кĕпи çанăсăр, кĕске... («Ăна кун пек те килĕшет. Мĕнле хитре вăл, эсремет!» — тесе хурланса шухăшласа илчĕ Паçа.) Нӳхреп çире шалта хĕр вырăнĕ курăнатъ. Ашшĕ çук. Çакăнта Паçа мар, пĕр-пĕр каччă килсе кĕрсен йăт та çап ĕнтĕ хĕре вырăн çине...
Кĕвĕçнипе Паçан куçĕ хуралса килет.
Алăкран ӳкекен çутă хуплансан çеç Савтепи пуçне çĕклесе пăхрĕ.
«Э-э, эсĕ-çке ку, Паçа. Кĕр часрах сулхăна. — Вăл çивĕтне хыçалалла илсе пăрахрĕ те тăмасăрах пушă кашкар лартса пачĕ, ăна хуп татăкĕпе витрĕ. — Кил, лар мана хирĕç çакăнта, сана курманни нумай пулатчĕ-ха».
Паçа, ларма мар, нӳхреп çине те кĕмерĕ.
«Манăн вăхăт çук», — терĕ вăл тутисене тăп тытса.
Савтепи ĕçлеме пăрахрĕ те пысăк кăвак куçесемпе Паçа çине чăр пахрĕ — Паçа пичĕ тăрăх хĕвел пайарки шуса иртрĕ тейĕн! Унăн куçĕсем шывланчĕç, сасси улшăнчĕ.
«Ухтивана илсе кайрĕç», — терĕ те вăл ӳсĕрсе илчĕ.
Савтепи аллинчи çăмхине вырăн çине ывăтса ячĕ. «Ухтиван çумĕнче сана мĕн ĕç вара?» — тесшĕнччĕ вăл — шарламарĕ. Паçана хирĕç çаврăнса ларчĕ те чĕркуççийĕсем çине чавсаланчĕ. Куçĕсем çеç унăн çивĕчреххĕн йăлтăртата пуçларĕç.
«Пĕлетĕп», — терĕ вăл кĕскен.
Паçа Савтепи çинçе пилĕкне, вăл кармашса-авкаланса кăшкар лартнисене арçын куçĕпе ытараймасăр сăнаса тăчĕ. Хĕр мар, чăн-чăн çĕленех ĕнтĕ, такам кăмăлне çавăрĕ! Анчах Ухтиван çинчен аса илчĕ те кĕвĕçнине те манса кайрĕ, каллех çемçешке хĕрарăм пулса тăчĕ.
«Итле-ха, Савтепи... Хăтар эс Ухтивана. Пĕтет вăл унта кайсан. Пуçне çиять. Эпĕ атте ватă çынсемпе калаçнине итлесе тăтăм та, темĕн питĕ хăрушă пек туйăнать мана».
«Ара, эс ăна лашапах лартса кайрĕç темерĕн-и?»
«Ара, пулин! Юлан утпах вĕсене çитме пулать-çке ĕнтĕ. Пирĕн лаши те пахчарахчĕ-ха. Хĕлипе утлантарса ярас та...»
«Каласа пăхмарăн-и?»
«Кама, Хĕлипе-и?»
«Э...»
«Çук-ха. Каласан та итлес çук вăл мана. Эпĕ Ухтиванпа та калаçса пăхрăм та, ĕненмерĕ. Сана итлет вăл, Савтепи! Тархасшăн, пулăш!..»
Савтепи кури-курми куçпа Паçа еннелле пăхса ларчĕ-ларчĕ те тем аса илсе йăл кулса ячĕ, пуçне пăркаларĕ.
«Çук, ниçта та каймасть вăл Ухтиван. Атте те вĕсемпе пĕрлех».
«Ман атте те унта та-ха, эпĕ пур пĕрех хăратăп, Савтепи. Атте унта кайнипе пушшех хăратăп! Ман чĕре темскер сисет...»
«Темех пултăр-çке».
«Пĕр-пĕр инкек сиксе тухĕ те, кайран кая пулĕ».
«Инкек тухсан вăл айăплă пулать, эпĕ мар. Кайран хăйне ятлатăр. Каччă хыççăн çӳрени килĕшмест вăл пире».
Паçа халтан кайса нӳхреп çине кĕрсе ларчĕ. Чăн та, ăçтан тупăн кун пек тĕлĕнтермĕш хĕр. Мĕнле мăн кăмăллă та вĕçкĕн вăл, анчах тивĕçлипе вĕçкен, тивĕçлипе мухтанать. Кашни самантрах Паçа Савтепие çĕнĕ енчен асăрхать. Паçăр кăна вăл пуян çын хĕрĕ умĕнче йăпăлтатма та хатĕрччĕ, халĕ ак усаллăн кулкаласа ларать, куçĕ-пуçĕ вут-хĕм сирпĕтет. Пыр та калаç эсĕ кӳлешекен хĕрпе! Унпа тавлашма мар, самах чĕнме хăрушă.
Паçа Савтепие хирĕç пырса ларнă та ăш-чикки кĕвĕлнипе ним калама аптраса ун çине куçне илмесĕр пăхать. Савтепин кăштах уçăлса тăракан кăпăш тути ăна антраса каймалла чĕррĕн те илĕртӳллĕн курăнать. Çурăла пуçланă мăкăнь çеçки тейĕн! Мĕнле ан чуп тутăр ăна Ухтиван! Мĕнле ан чуп тутăр, мăнтарăн... Тапса тăракан çирĕп ӳчĕ сĕтпе çуса пурăннă пек таса, яка. Çуллĕ кăкăрĕ кĕпе витĕр чĕрĕ япала пек палăрса тăрать. Хĕвелпе пиçнĕ урисене Савтепи саркаларах пуснă... Çийĕнче унăн, паллах, çак кĕтĕк кĕпесĕр пуçне урăх нимĕн те çук. Ăна та пулин вăл кĕç-вĕçех хывса перес пек ейкеленсе ларать.
Хăйне хăй урса каяс пекех астарса çитернĕ Паçа çак самантра Савтепи куçне йĕкепе чиксе шăтарма та, ун ури умне ӳксе унтан пулăшу ыйтма та хатĕр. Çав вăхăтрах хăй çав тери мĕскĕннине те курать Паçа, Савтепи çине пăхнипех хăйĕн илемсĕр сăнне курать. Çынна чикме мар, пӳрнепе те тĕкĕнеес çук вăл.
Паçа ура çине тăчĕ. Вăл сахалтан та пĕр çирĕм саккăр-çирĕм тăххăрсенче, лутра, сарлака питлĕ. Яштака Савтепи çумĕнче Паçа тата та хитре мартарах пек курăнать. Анчах хăй вăл ăна-кăна сисмест. Сиснĕ пулсан вăйăсенче-мĕнте те Савтепи тавра явăнман пулĕччĕ. Паçа сăнне сăмси айĕнче ларакан çӳç пĕрчиллĕ кăвак тур палли те, куçĕсем витĕрех марри те самаях пăсаççĕ. Тарласса та вăл паян ытти чухнехинчен ытларах тарланă-мĕн.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...