Таната :: Çĕр вăрлани
Калаçу пĕтнине систерсе Савтепи нӳхреп çи умне тухса тӳрленсе тăчĕ. Паçа хăйĕн пысăк хĕрлĕ аллипе çӳçне тутри айне сăтăрса кĕртрĕ, тарăхнине кăтартас мар тесе Савтепи еннелле мар, таçта айккинелле пăхрĕ, Савтепи куçĕсем те халь ĕнтĕ паçархи пек йăлкăшмаççĕ.
Паçа хапха алăкĕ патнелле утрĕ.
«Кĕтĕве хирĕç пымастăн-и, Савтепи?»
«Пирĕн ĕне хăех таврăнаканччĕ-ха», — терĕ Савтепи кулкаласа.
Паçа ăна курмарĕ.
...Ухтиван каллех малти урапа çинче. Унпа юнашар — туй пуçĕ, уртмакçă, Някуç старик. Тепĕр икĕ урапи çинче — Яка Илле, Чăлах Эрнюк, ытти ватăсемпе яш-кĕрĕмсем.
Хĕвел анайман-ха. Лăпкă уйра шăнкăравсем шăнкăртатаççĕ, утсене илемлетнĕ тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе тутăр татăкĕсем вĕлкешеççĕ. Тусан мăкăрланать.
Хыçалти урапа çинчисем туй юрри юрлаççĕ (туй пуçне, уртмакçа, кĕрӳ каччин ашшĕне — ӳсĕрĕлме юрамасть):
Чуптари-чуптарми ай пымашкăн,
Чуптари-чуптарми пымашкăн
Пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар.
Юрлайи-юрлайми ай пымашкăн,
Юрлайи-юрлайми пымашкăн
Пирĕн тăванĕсем начар мар.
Картишĕнчи улма ай йывăççи,
Картишĕнчи улма йывăççи,
Улмийĕсем çук тăк — мĕн усси.
Ăсла кăна туса, хăмла ярса,
Ăсла кăна туса, хăмла ярса
Юрламасăр ĕçни — мĕн усси.
Утсем Атăл еннелле пăрăнаççĕ. Хăйсен уй чиккинче çынсем чарăнса шăнкăравсене çыхаççĕ, юрлама пăрахаççĕ. Шăпăр сасси те йăмать. Шăп. Шурча тĕлĕнчен виçĕ лав аякран çаврăнса иртсе каять.
* * *
Пăч тĕттĕм каç. Утсем тулхăраççĕ. Тусан шăрши кĕрет, Кăнтăрлахи пек шăрăх мар, анчах çав-çавах пăчă, сывлама тăвăр.
Пурнăç юхамĕнчи турпас таткиех иккен этем тени. Чăн-чăн турпас хăраххи ĕнте. Ни «уйрăммăн» ларса канма, ни васкамасăр шухăшлама — ним тума та çук санăн. Кăмăл-и? Вăл ниме те пĕлтермест. Эсĕ — юхăм варринче. Кирлĕ пулсан сана çыран хĕррине кăларса пеме пулать...
Ăçта каять Ухтиван? Пĕлмест вăл ăна. Тен, «юхăмĕ» хăй те пĕлмест пулĕ. «Юхăмне» «çул» кăтартса параканни ĕлĕкрех урăх «юхăм» пулнă, лешин тата урăххи... Юлашкинчен вара йăлана кĕрсе çирĕпленсе ларнă. Йăла мар, йăлă темелле-мĕн те ăна. Мăйран çаклатса пăвакан йăлă...
Çав вăхăтрах «юхăмне» тепĕр еннелле çавăрма май пуррине те сисет Ухтиван. Ăна вăл пĕрремĕш хут паян хăйсен килĕнче халăх ӳкĕтне кĕрсен туйса илчĕ.
Сăмси шăтăкĕсене тусан кĕнипе утсем тулхăраççĕ. Урапасем кĕпер урлă тăнкăртаттарса каçрĕç, улăха тухрĕç.
Темшĕн намăс Ухтивана, ырă мар ĕç тунă чухнехи пек чĕри пăшăрханать. «Эсĕ тӳрĕ çын, чи юравли...» Тепĕр чухне тӳрĕ пулни те айăпран йывăртарах иккен. Эсĕ тӳре çын, çавăнпа, кăмăл пур-и сан, çук-и, — вăл пире пур пĕрех, — эпир сана хамăр ĕçе хутшăнтаратпăр. Мĕне пĕлтерет вăл — унта хутшăнни, ăна никам та каламасть. Ялти ачасем пытанса пĕтнинчен çеç чухлать Ухтиван: хăрушă япала вăл.
Пырсан-пырсан çынсем чарăнса çул хĕррине кайса уткаласа çӳреççĕ, тырă мĕн çӳллĕшне пăхаççĕ. Кашни чарăнмассеренех шăпăрçăпа Яка Илле сăра пички патĕнче тăрмашаççĕ. Пăнк-пăнк-пăнк туса юхни, унтан эхлетсе ĕçни илтĕнет. Вара утсем малалла тапранса каяççĕ.
Ĕнтĕ тахçанах ют ял уйĕсем пуçланнă. Çул айккинче путенесем авăтаççĕ. Вĕсен сасси, хăлха анинчех авăтнă пек, кĕтмен çĕртен те хыттăн янăраса каять. Тăвалла пуçланать пуль тесе пынă вăхăтра утсем анаталла ыткăнаççĕ, анаталла анма хатĕрленсен тăвалларах çул пуçланать. Анчах тăвалли те чăнкă мар, анаталли те хăйне кура çеç. Пĕтĕм чăваш çĕр-шывĕпех çавăн пек, аван пĕлет ăна Ухтиван. Ниçта ни çӳллĕ тусем, ни акăш-макăш тарăн варсем çук кунта. Йăлтах такам пусса якатнă пек, лапчăтнă пек. Çанталăкĕ те çавнашкалах: хĕлле ĕрескел сивĕ мар, çулла, чипер çулсенче, çунтарса ярасла шăрăхсем пулмаççĕ. Унтан та ытларах: çыннисем те Ухтивана темшĕн вăтам пек туйанаççĕ: ытлашши хаяр та, ытлашши йăваш та мар... Пĕр сăмахпа, яр уççăн палăрса тăракан сăнар ик-виçĕ пин çын хушшинче пĕрре çиçсе илме пултарать. Ыттисем — лăпкă, пусăрăнчăк. Çынсен чĕрине пусса тăракан чи йывăр чул вара — пусмăр тĕнчи.
Някуç старик хытă пыракан утсене тыта-тыта чаратъ. Ытлашши çисе тултарнипе ăна чикен чирĕ аптратса çитернĕ иккен. Çынсем каллех пичке тавра пуçтарăнаççĕ, сăра ĕçеççĕ. Такам юрлама хăтланать, — ăна чараççĕ. Çын малти урапа патне утса пырать.
Ку вăл — шăпăрçа.
«Итле-ха, Ухтиван, мĕншĕн мана юрлама чараççĕ, э?»
«Ют уйра теççĕ пулĕ. Çавăнпа-тăр».
«Эппин, шăпăр калам? Э? Манăн халĕ кăмăлĕ çавнашкал, ху пĕлетĕн. Мĕн те пулин тумаллах. Килте эпĕ ун пек чухне чӳлмек те пулин çапса вататăп. Е карчăка вĕтсе илетĕп... Шăпăр калас — ахаль чухне ырă мар».
«Вара иртсе каять-и?»
«Лăштах ярать. Шăл сурни чарăннă пекех».
«Тӳсме çуках пулсан, шăпăрна кала эппин».
«Э, тем пекех, ачам, тем пекех. Тавтапуçах сана. Кам та пулин тапăнас-тăвас пулсан эпир вĕсене часах мĕн тăватпăр... хутлатса хуратпăр. Эп хамах пĕр виççĕшне...»
Хăй вара — çил вĕрнипех тайкаланать.
Тĕттĕм уйра шăпăр нăй-нăй-нăй, лăй-лăй туса йынăшса ярать. Анчах утсем хытă чупма тытăнсанах ун сасси хупланать.
Лайăх юлташсем лекрĕç Ухтивана çул çинче. Хушаççĕ Петĕрĕн калаçма вăхăт çук: вăл тилхепе тытнă. Някуç старикĕн чикен чикет, çавăнпа унăн калаçма мар, çут тĕнче çине те пăхасси килмест пулас. Каççан пичче вара те шухăша кайнă, те ыйхă пуснипе, çул тăршшĕпе пĕр сăмах та чĕнмест.
Мал енчен сулхăн çапа пуçларĕ. Лашасем çăмăллăн юртаççĕ. Çурăм хыçĕнче иккĕмĕш урапана кӳлнĕ лаша йĕвенĕ хуллен чăнкăртатать. Яка Илле ут хатĕрĕ ĕнте, ялта урăх никам йĕвенĕ çумĕнче те тимĕр çук.
Ухтиван пуставне вĕçертет, çĕлĕкне арки çине хывса хурать. Лайăх çул çинче шухăшласа пыма! Утсенчен тар шăрши кĕрет. Хушаççĕ Петĕрĕ тилхепине кăрт-карт турткалать. Каясчĕ çапла пĕр чарăнмасăр эрне, уйăх... çулталăк...
Çук, ытла та çемçе кăмăллă Ухтиван, юрамасть ун пек. Пĕрре темле... çирĕпрех пулас пулать. Мĕншĕн килĕшрĕ вăл кĕрӳ каччи пулма? Ытти ачасем килĕшмен-çке ĕнтĕ? Пĕри пытанса ларнă, тепри... хитрех мар иккен. Шырасан такам та сăлтав тупать çав. Ухтиван та тупатчĕ ăна. Хăнана пек мĕн пек-и унта — тух та кай кӳршĕ яла...
Тĕлĕнмелле пăхса тăчĕ паян Савтепи. Те мĕн те пулин каласшăнччĕ вăл, те Савтепи те Ухтивана... хитре тесе шутлать? Ашшĕ пĕр-икĕ хут пырса калаçсан тин вăл аяккалла пăрăнчĕ. Вара Ухтивансем ялтан тухса кайиччен те урăх курăнмарĕ. Вырăссенни пек пулсан пырса тăрасчĕ те калаçасчĕ ĕнтĕ, анчах юрамасть-çке пирĕн çынсем умĕнче...
Çулăн сылтăм енче вăрман пуçланчĕ. Лĕпех сулхăн çапать. Урапасем шăкăрт та шакăрт туса йывăç тымарĕсем урлă каçаççĕ. Сулахай енче, çул хĕрринченех, тырă уйĕ сарăлса выртать. Тĕллен-тĕллĕн анасем çинче те йывăçсем палăркалаççĕ. Таçтан нӳрĕ шăршă — шыв шăрши кĕрет. Утсем хуллен, асăрханса пусаççĕ.
Хыçалтан Чăлах Эрнюк чупса çитет.
«Чакăн, Петĕ, çиттĕмĕ...»
Хушаççĕ Петĕрĕ лашине тăратать те çĕре сиксе анать. Ухтиван та анма тăрать, ăна — чараççĕ.
«Тăхта эсĕ, лар кăштах, эпир сана хамăрах антарăпăр. Васкама кирлĕ мар».
Çынсем малтан урапа тавра пуçтарăнса тăраççĕ. Илле ыраш хушшине кĕрсе кайнă. Ăна курмалăх ыттисем те ана çине кĕреççĕ. Ытараймасăр çӳллĕ ыраша ывăçлаççĕ, ыталаса тытаççĕ, çупăрлаççĕ, пучахĕсене шăршлаççĕ.
«Эх, мăнтарăн тырри те çав. Пулас тесех пулнă ĕнтĕ. Кĕçех ак çăккăр шăрши кĕме тытăнать».
«Ан та кала ĕнтĕ, ан та кала», — тет Някуç старик.
Каççан пичче, Хушаççĕ Петĕрĕ, Чăлах Эрнюк Ухтивана çĕре йăтса антараççĕ. Ашшĕ вырăнне унпа юнашар Някуç старик пырса тăрать. Пурте тырă пусси еннелле çаврăнаççĕ, шлепки-калпакĕсене хываççĕ.
Някуç хăйĕн сăмахне çапла пуçласа ярать;
«Акă ĕнтĕ эпир те килсе çитрĕмĕр, хаклă çĕрĕм, çĕр ашшĕ, çĕр йышĕ, çĕр йыш амăшĕ, çĕр пӳлĕхçи, çĕр пӳлĕхçи амăшĕ. Тайма пуçăмăр сире. Маларах килейменшĕн каçарăр пире, мĕскĕнсене».
Пурте пуçĕсене таяççĕ. Някуç малалла калать:
«Кĕру каччи пирĕн хитре те ăслă, лăпкă та тӳрĕ çын. Пĕлетпĕр, çĕр, санăн вăйна-хална. Сан ырлăху никам виçейми, сан пурлăхна та ĕмĕрне шутласа кăларас çук. Пирĕн каччă та сана ĕмĕрлĕхе савать».
Тĕттĕм уйра çĕрле мăкăртатса тăракан шур кĕпеллĕ старик сасси Ухтивана темшĕн хăрушшăн туйăнса каять. Вăл ытти çынсем çине пăхса илет те пуçне таять.
НЯКУÇ: «Апла пӳлсан эсĕ те ăна сав, итле пирĕн чĕре панчи сăмаха».
Ухтиван каллех пуçне таять.
НЯКУÇ: «Илсе пыр хупа пĕрле пĕтĕм пурлăхна: уйсенчен те, улăх-çаранран та, çырма-çатрасенчен те, вăрмантан та. Çичĕ тĕслĕ тыррăм-пуллăмпа сана чыслатăп, витĕнетĕп».
Някуç, Хушаççĕ Петĕрĕн такмакĕнчен темиçе тĕрлĕ çимеç кăларса, ăна тĕрлĕ еннелле салатса пăрахать. Вăл хушăра ыттисем çичĕ çĕртен çичĕ кĕреçе çĕр чавса илсе урапасем çине хураççĕ. Ĕнтĕ Ухтивана та малти урапа çине йăтса лартнă, утсене те çавăрса тăратнă. Çынсем сасартăк шăпланаççĕ те сывлаймасăр тенĕ пек итлесе пăхаççĕ. Çакăнта çĕр хуçисем килсе лекес пулсан тарса хăтăлаймасан кам та пулин пĕтсе юлма пултарать. Сас-хурасем илтĕнмеççĕ. Апла пĕрер курка сăра ĕçме те юрать-ха. Вара урапасем çине хăпарса лараççĕ те — каялла. Хăйсен уйне пырса кĕрсен шăнкăравсене салтса яраççĕ, шăпăрçă шăпăрне калама тытăнать. Алă çупаççĕ, савăнăçлăн кăшкăрашаççĕ, юрлаççĕ. Пысăк ĕç тунă-çке-ха!
Полтаратпăр полмалла,
Полтаратпăр полмалла.
Полтарас çок — тохас çок,
Кмака çинчен анас çок,
Ора ярса посас çок,
Атти ятне çĕртес çок.
О, ох, ай-я-я,
Ой, яй, рай-я-ра-ра!
Эпĕр вон иккĕн пĕр тăвап,
Вон ик пачăр тытрăмăр,
Вон ик пăчăр тирĕнчен
Чĕн тилхепе турамăр.
Чĕн тилхепе шартлатать.
Хора лаша хартлатать.
Ан кил конта, хора хĕр,
Сантан хоять полмалла.
Киремет юманĕ тĕлĕнче лавсем чарăнаççĕ, Ухтиван урапа çинчен анать те кĕреçе илсе пĕр урапи патне, иккĕмĕш патне, виççĕмĕш патне пыра-пыра чарăнать.
«Аван-и, сывă-и, манăн арăмăм çĕр. Сана эпĕ ылтăн-кĕмĕлтен те, пурнăçран та ытларах саватăп. Уншăн эсе пирĕн уй-хирсенче, вăрмансенче, çарансенче, çырмасенче хăвăн пуянлăхна ӳстер, ял çыннисем яланах тутă та сывă, выльăх-чĕрлĕхĕсем ĕрчевлĕ пулччăр».
Кашни урапа çинченех Ухтиван уялла пĕрер кĕреçе тăпра илсе сапалать. Юлашки тăприне çынсем яла таврăннă чух çул хĕррине анасем çине тăкса хăвараççĕ.
Çутăлас умĕн ялта каллех ĕçкĕ-çикĕ тапранса каять. Анчах унта Ухтиван та, шăпăрçăпа Каççан пичче те хутшăнмаççĕ.
Кăнтăрла тĕлнелле Ярилепе Шахрун лашапа кăштăртатса килсе кĕреççĕ. Вĕсем нимĕнле çĕр пăхма та кайман иккен, Хуракасси хупахне çитнĕ те Яка Илле парса янă укçана ĕçсе пĕтермесĕр те тухман.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...