Таркăн :: Аптранă кăвакал
Тĕмерккен кăмăлĕ пăсăлчĕ вăл кун. Юнашар ялти хитре матка килсен ăна ухмах ачипе арăмĕ сăнаса тăрса тинкине кăларчĕç. Ниçта калаçма памаççĕ. Кирек ăçталла пăхсан та вĕсен пăсăк куçĕ курăнать. Хăнана Киремет варне ăсатнăччĕ çеç вăл, кĕçех хам та çитĕп тенĕччĕ, ăна ял старасти тытса чарчĕ. Пушанкаласа вăрмана чупрĕ Тĕмеркке — вĕçкĕн матка пăрахса кайнă пулчĕ. Киле таврăнсан ăна шăнасем çывăрма памарĕç. Пахчана тухма тăнăччĕ кăна, вĕсен кил картине хаяр Утлас вирхĕнсе пырса кĕчĕ. Каçанĕ çине кĕсенччĕ! Хапха çумĕнчи лаçа пуçне чиксе пăхрĕ те вăл аллисемпе пичĕ умĕнче хăлаçланса пӳртелле талкăшрĕ. Çурма çулта хуçана асăрхарĕ, ун еннелле пăрăнчĕ.
— Пĕр ĕçпе килтĕм эп сан патна, — терĕ вăл тӳрех, пĕр ялти çынна ни сывлăх сунма, ни, вырăссем пек, алă тытма пĕлмесĕр. Унта, тен, килнĕ çын хуçана юратсах кайманни те палăрчĕ пуль. Тĕмерккене хирĕç пырсă тăчĕ те вăл, ун пичĕ туртăшса илчĕ. Кĕпине тӳрлетенçи пулчĕ Утлас. Хутламĕсенченех паллă — пуçласа тăхăннă шур пир кĕпе-йĕмпе вăл. Çĕнĕ çăпатапа. Нумай вăхăта тӳлеккĕн калаçма чарăннă çын евĕр, пахча картинчен тытма хăтланчĕ — тытаймарĕ: алли çитмерĕ. Пĕр утăм турĕ те вăл пахча карти çумне таянчĕ, аллисене усрĕ, çунса тăракан куçĕсемпе Тĕмеркке питне юратмасăр тĕллерĕ. — Эп нумай вăхăта мар. Пĕр ĕçпе çеç...
— Паллах ара, — терĕ леш тутине пăрса. Ыйхи ун янках уçăлчĕ. Пĕрмай асăрхаман пек çӳрекен çын ун патне тем ыйтма килнĕ. Çĕнĕ кĕпе-йĕмпе ав. Тен, шăп кăна ун патне килме тăхăннă? — Хăв тантăш пулатăн, туссем тесен те йăнăш мар, ĕçсĕр пĕрре килсе лармастăн. Пирĕн, икĕ тусăн...
Утлас аллине чăркăшса сулчĕ:
— Ман вăл шухăш мар-ха. Чĕре татăлса анать. Пулсан эрех ярса пар.
— Пулмасăр, ара...
Вĕсем лаçа кĕчĕç. Пĕр кĕтӳ шăна хускатса сĕтел çине Тĕмеркке кăвас икерчи татăкĕпе тăвара хурса пачĕ, тăм куркапа эрех тыттарчĕ.
Утлас эрехне çеç ĕçрĕ.
— Пулăш мана, — терĕ вăл кĕскен.
Малтанах çавăн евĕрлĕ сăмах илтессе кĕтсе ларнă Тĕмеркке тарăхнă пекки туса кăтартма шутларĕ.
— Мĕнле çынсем, иçмасса! Пурте хăйсемшĕн хыпса çунаççĕ. Пурне те пулăш вĕсене. Вĕрсе сур. Юмăç пăхса пар. Сипле. Уй чӳк ту. Мана кам пулăшĕ? Кам йăпатĕ? Е манăн чĕре ыратмасть-и? Чун çук-и? Эпĕ те чĕрĕ çын-çке ĕнтĕ.
— Эсĕ — юмăç, — терĕ ăна Утлас пĕчĕк ачана ăнлантарнă пек, — киремет хуралçи, кĕлĕ кĕтекен. Санăн пуссу — çын чунĕ, эсĕ çавăнпа çырлах. Ытти — пирĕн хир вăл, ăна эс ан хапсăн.
— Манăн та çынсемпе калаçса-кулса ларас килет-çке. Санăнах ак килейсе çӳресчĕ пирĕн пата, пускил пек, тус-йышла. Пурнăç çинчен шăкăл-шăкăл пуплĕттĕмĕр, пĕчĕккĕ чухнехине аса илĕттĕмĕр. Сахал-им пирĕн пĕрлехи, сӳтсе явса татăлмалли?
Утлас еннелле вĕлт пăхса илчĕ те вăл лешĕ тунсăхласа ларнине кура çавăнтах хăйĕн чăн йĕрĕ çине куçрĕ.
— Эс мĕн ĕçпе терĕн çав, тантăшăм?
— Киремете сулма вĕрент, — терĕ Утлас патакпа çапнă пек. Каламарĕ, хушрĕ.
Тĕмеркке тĕлĕнсе хытса кайрĕ.
— Киремете сулма-а? — тăсрĕ вăл тăна кĕне май. — Чӳклеме те, мĕн те мар, тӳрех киремете сулма иккен. Эс мĕн, ача вăййи куртăн-и унта? Кăшт тарăхнă — киремете хĕтĕртме каймалла-мĕн. Арăмупа ятлаçнă — каллех çавăнта чупмалла.
— Эпĕ шăна-и? — ыйтрĕ Утлас.
— Сана кам шăна терĕ?
— Мана тĕп тăвакансем. Ылханлă чунсем.
— Камсем-ха вĕсем? — ухмаха печĕ Тĕмеркке. Утлас кампа кĕрмешнине тахçанах пĕлекенскер.
— Ячĕ кирлех те мар пуль, — терĕ Утлас. — Мана эс сăмахне çеç вĕрент, ыттине эп хамах пĕлетĕп.
Тĕмеркке чарăнса итлесе тăчĕ те Утлас хăлхинчен пăшăлтатрĕ: «Сан тăшманусене тавăрса çӳреме йытă-им вăл — киремет?» — терĕ.
Утлас стена çумне йăванчĕ, кăвакарса кайса Тĕмеркке çине пăхрĕ.
— Тур çырлахтăрах! Мĕн калаçатăн эс? Мĕнле чĕлхӳ татăлса ӳкмерĕ сан. Мĕнле аçа çапмарĕ сана.
— Эп сан шухăшна каларăм, — терĕ Тĕмеркке кулкаласа.
— Ман шухăша?! — тата ытларах хăрарĕ Утлас. — Итле-ха... Эс мĕскер супăльтететĕн? Куç умĕнче çынна сутатăн-çке. Кай, кай, кай... Тур каçартăрах. Эп сана чипер çынах тесе. Ху килсе ларма тетĕн-ха тата. Ним мар пĕтерсе хуратăн-çке эс çынна.
— Эсĕ те ман пата çав шухăшпа килнĕ, тусăм.
— Мĕнле шухăшпа вăл?..
— Çынна тĕп тăвас тесе. Киремете сулни мĕне пĕлтерет? Çынна пĕтерни пулать. Шăна мар-çке этем ăна ним мар пĕтерсе хума. Ун пек юрамасть-çке, тусăм. Никампа канашласа пăхмасăр, йĕркине-майне пĕлмесĕр нимĕр те юрма çук-çке.
— Çавăнпа килтĕм те эп сан патна. Часрах ăнлантарса пар та — каям эп. Каласа ĕненмĕн — пĕр вăхăтăм çук!
— Итле-ха, ылттăнăм. Ытла... хăюллă-çке эсĕ. (Ытла чăрсăр-çке эсĕ тесшĕнччĕ те вăл — именчĕ.) Пур-çук япалашăн киремет патне пыма мар, ун ятне асăнма хăрушă. Эсĕ ав — ним хăрамасăр пăтранса çӳретĕн. Тытса хутлатса лартсан хăвна?
— Ма хутлаттăр вăл мана? Эп сăваплă çын. Вăхăтра ырăсене чӳкленĕ эп. Парнесем те шеллемен. Халĕ çеç юхăнса çитрĕм те — ни киремет валли, ни хамăра çиме пĕр чĕптĕм юлмарĕ.
«Ку ман валли те нимĕн илсе килмен-ши вара? — тесе çĕтĕлсе ларчĕ Тĕмеркке. — Алли чăн та пуш-пушах. Йĕм кесйинче тем пулсан çех...»
— Ху выçă лар та эс киремете чӳклеме ан ман. Çынсене çиллен те ун умĕнче йăваш пул. Вăрçса-хирĕлсе эс ырăсене-кирелĕве1 çеç тарăхтаратăн.
— Вара кам та пулин сан пуçу тăррине хăпарса ларсан та ăна çапса антармалла мар-и? Пĕр сăмах хирĕç калама юрамасть-и?
— Çур сăмах та ан чĕн. Тав ту та шăлна çырт. Сурăх ылханĕ пурĕ пĕр кашкăра çитмест.
— Çук, килĕшместĕп эп унпа, Тĕмеркке. Çынсем кирек мĕн туччăр та, эпĕ килĕшместĕп. Виличченех тăшмана хирĕç сикетĕп.
— Хирĕç сикекен чикмек тăрне çакланнă тет, тусăм. Май шăлакан çу çинĕ.
— Çитĕр! Кирлĕ мар мана ун пек çу. Юмахна та урăх итлеместĕп.— Утлас хăлхине хупласа лартрĕ.
— Эппин, пирĕн калаçмалли те çук. Эсĕ — пăлхавçă. — Тĕмеркке лаçран тухса кайрĕ.
Утлас ăна лупас айĕнче хăваласа çитрĕ, çӳллĕскер, лутра çын умне пуçне пĕксе тăчĕ.
— Каçар, Тĕмеркке. Эп, темскер, йăнăш персе ятăм пулмалла...
— Пулмалла çеç-и? Çаплах нимĕн те ăнланаймастăн-и-ха? Пăлхавçă эс, акă кам. Ял халăхне хускатакан. Сан пĕтем ĕçӳ пурнăç никĕсне хирĕç пырать...
— Ун пекех мар пуль-çке ĕнтĕ. Эс ытла пысăклатса калаçатăн.
— Мĕн ун пек марри унта. Пĕтĕм пурнăçу сан çут тĕнче тытăмне хирĕç. Калас-и пĕр пытармасăр?
— Ара, ĕнтĕ... пĕлместĕп çав. Сăмаха эс йăлтах таçталла пăрса ятăн.
— Эсĕ хăвăн пурнăçна пăрса ятăн. Акă сан пĕрремĕш йăнăшу. Сана пуян хĕрĕ Энчухха саватчĕ. Эсĕ ăна пăхăнмарăн, хăв пекех чухăн Улиçе качча илтĕн. Мĕн пулса тухрĕ вăл мăшăрлануран? Икĕ çук çынран çич-сакăр çук çын çитĕнчĕ. Çыннисем кунĕ пулсан татахчĕ. Атя, пурăнăр çăрăлса тейĕттĕм. Эсир ытла питлеме юрататăр. Ялти ятлă çынсене хисеплеместĕр. Ыттисене усала вĕрентетĕр. Лайăх-и вăл? Ниме юрăхсăр... Акă сан тепĕр йăнăшу. Халĕ эс çав мĕскĕн Энчуххана тавăрас ĕмĕтпе хатарланса çӳрен. Ман пата та çав шухăшпа килнĕ...
Утласăн куçне вут хыпса илчĕ. Вăл чышкине тăратрĕ те... аллине лăшт усрĕ.
— Тархасшăн ан асăн ун ятне, Тĕмеркке. Тухатмăш вăл. Вупкăн. Вупăр. Асамăç. Çĕлен-калта. Пĕр çĕр тăрăх утмăттăм эп унпа!
— Ав мĕн калаçатăн эс. Унран каçару ыйтас вырăнне, çав телейсĕрех кӳрентеретĕн.
— Энчухха телейсĕр-и? Ун пек эсреле халиччен никам курман пуль. Вăл тунă усал ĕçсене урапа çине тиесен вунă лаша вырăнтан хускатаймĕ. Пĕтĕм çут тĕнчене кураймасть вăл.
— Эс ун ĕмĕтне вăта таран татнă-çке. Пурнăçне пăсса хăварнă.
— Пăсма мар, кача пӳрнепе тĕкĕнмен эп ăна.
— Çавăнпа тарăхтарнă та. Айăпа кĕнĕ пулсан çавăн чухнех çăварлăхланăччĕ вăл сана.
— Итле-ха, Тĕмеркке. Тепĕр чухне эс пĕртте юмăç пек мар. Мĕне кирлĕ вăл пире ун пек калаçусем? Пирĕн йăлтах иртнĕ ĕнтĕ.
— Мĕн иртнĕ, тусăм? Мĕскер иртнĕ? Вăйă-кулă-и? Çамрăклăх кунĕсем-и? Халь эпир санпа пур пĕрех — охо-хо! — тепĕр йĕкĕтрен ирттерĕпĕр.
— Илтес килмест ман ун пек кĕçенĕве.
— Вара мĕн калаçăпăр?
— Киремете сулма вĕрент. Ун умĕн мĕн каламаллине, ун патне мĕнле çывхармаллине. Маншăн ан хăра. Эп пĕрре илтĕп те тепĕр кунах манса кайăп. Паянлăха çеç кирлĕ вăл мана. Пĕр кунлăха.
— Сире киремете сулма вĕрентни — пĕчĕк ачана выляма çивĕч çĕçĕ тыттарнипе пĕр. Юн тăкăнать. Е эсĕ, е Энчухха пĕтетĕр.
— Пур пĕр кала.
— Малтанлăха, тен, чиркĕве çеç кайса пăхăн? Тăшмана тавăрас тесен ун ячĕпе Микул турă умне çурта кутăн май çутса лартма хушаççĕ.
— Хальччен те кĕрсе курман эп вырăс чиркӳне. Çакнах кала.
— Çапă пĕлмен пушă хăвна çаврăнса тивме пултарасран та хăрамастăн-и?
— Нимрен те хăрамастăп!
— Тата... киремет пăхакан патне те пуш алăпа пыма юрамасть-çке. Йали çапла. Парни вăл мана мар, киремете пулать.
Утлас çĕре йăванчĕ те урине салтса пăрахрĕ. Тăли, çăпати пĕр çĕре пуçтарса Тĕмеркке умне хучĕ.
— Акă. Пуçласа сырнăччĕ. Вĕр çĕнĕ.
— Куратăп.
...Тепĕр çур сехетрен Утлас вăрманалла васкарĕ. Киремет варне.
Тĕмеркке, Энчуххана каласа парас, киремете парне кӳме хатĕрленсе тăтăр тесе вĕсен умне çитнеччĕ çеç, юнашар картишĕнчен пĕчĕк ача макăрса тухрĕ.
— Мĕн пулчĕ, Янтул?
— Анне вилчĕ. Пирĕн аттене курман-и эс?
— Курнă. Кĕçех килет вăл.
* * *
...Пурте ĕçленине кура Янтул та ĕçе кӳлĕнчĕ. Юр хырса картиш урлă-пирлĕ темиçе çул турĕ вăл. Пĕр эрнелĕх вутă татса янтăларĕ, ăна çенĕке йăтса хучĕ. Выльăхсене апат пачĕ. Чирлесе выртни халь ăна вăхăтне çывăрса ирттернĕ пек кăна туйăнса тăрать. Чиперех çӳретчĕ çын, сасартăк таçта анса кайнă вăл...
Тăна кĕрсен Янтул Енчĕпеке асăрханă. Хĕр ăна яшка сыптарма хăтланать-мĕн.
— Эс... ма... аташан?
— Кăштах чĕре сури пултăр терĕм ара.
— Тăрсан эп хам та çиеп пуль? Унччен çини те нумай пулмасть.
— Вунă кун каялла çинĕ эс.
...Икĕ сурăх Элентей старикĕн, пĕр лаша, тăват-пилĕк чăх. Сурăхĕсем çара хылчăк, аслăк çинчен утă-улăм антарнă чух кашнинчех аялта пусма вĕçĕнче кĕтсе тăраççĕ пулас. Лаши ватă, сылтăмалла усăнса аннă хырăмлă çӳрен ут. Карта кĕтессинче сĕнксе тăраканскер, Янтула курсанах ун патне хуллен утса пычĕ те пуçĕпе хулĕнчен сĕртĕнчĕ. Эсĕ кам терĕ-ши? Янтул, паллашмалла, ешĕл шур ут пĕрчисем пĕр çур ывăç суйласа пачĕ. Лаша çимерĕ ăна, ыйхине уçасси терĕ пуль, çăварне çурри таран хыпрĕ те каллех кĕтесе кайса тăчĕ, шухăша путрĕ. Анчах пĕр сурăхĕ ун çăварĕнчи утта çиме тăрсан лаша памарĕ ăна, пуçне пăркаласа, урипе кукалесе, шăмарса пуçтах сурăха аяккалла хăваласа ячĕ.
Тата мĕн ĕçлемелле Янтулăн? Хапха умне тасатмалла. Ан тив, кунта вăйлă арçын пурăннине пĕлччĕр. Юра ката-ката стена пек купаларĕ вăл — хапха алăкне çиелтен хӳтĕлерĕ. Кĕрт хӳсе кайнă карта юписем хушшине юр тăваткалĕеем хурса тухрĕ. Ку ĕçрен уссинчен ытла сиенĕ пулчĕ: тепĕр кун ирхине, тăрсан, пахре те Янтул — картишне тата ытларах юр тултарса хăварнă.
Кил хуçи мал ĕмĕтлĕ пулни савăнтарчĕ Янтула. Хăй каюра пек çеç пулсан та пурнăç çинченех шухăшлать иккен çын. Хăмла карти тĕлне кивĕ кĕл туха-туха сапнă ав, тислĕк хунă.
Старикĕн пахчара мунча пекки те пур-мĕн, улмуççи йываçĕсем хыçĕнче курăнса ларать. Ун патне Янтул юр ашсах кайса пăхрĕ. Хутман мунча. Çурри таран туса çитернĕ те ăна: пурине мăкланă, маччине сарса тăпрас хăпартнă, тăррине улăм витнĕ, лапкипе кăмакине тунă, чулне купаланă, вара те хатĕрĕсем тупăнман — ĕçне чарнă. Вăл ик-виçĕ çул та çапла ларать пулас ĕнтĕ, чӳречине питĕрнĕ улăм хуралса кайнă, алăк вырăнне çакнă ашăк çуркаланса пĕтнĕ. Шалта — юр, шăши йĕрĕсем...
Пурăнасах тесен туса çитерме пулать ку мунчана. Урайне сармалла, алăк туса çакмалла, чӳречине лартмалла çеç. Паллах ĕнтĕ, çенĕкĕ те кирлĕ пулать. Савăт-сапасăр та çăвăнма çук...
Ăшĕнче Янтул кулнă пекки тăвать. Аш пулсан яшка пĕçерĕттĕм, çĕрулмипе тăвар çук терĕ тет-и-ха пĕри?
Пӳрте кĕнĕ чух картара çил çинче ĕнтĕркесе тăракан лашана курчĕ те Янтул çĕнĕ шухăшпа хавхаланса чарăнчĕ. Ним мар ăшăтма пулать-çке ку картана. Икĕ пуçĕнче ун çенĕкпе нӳхреп çи. Малтан та хыçалтан çеç ăна юр касăкĕсемпе купаласа хăпартса питĕрмелле, алăкне ашăкламалла. Пулчĕ те вара.
Ĕçне пĕр-ик сехетре пĕтерме палăртнă Янтул пӳрте тĕттĕм пуласпа тин пушанса кĕчĕ. Ун хыççăнах алăкра тахăш аппăшĕн сăхманне тăхăннă Кĕмĕш курăнчĕ.
— Эс тунă çулсемпе пуринпе те утса тухрăм, — терĕ вăл Янтула хĕпĕртесе. — Картана та кĕрсе пăхрăм. Унта халь пӳртринчен ăшă.
— Эппин эсĕ, тен, картара çывăрăн? — ыйтрĕ Енчĕпек.
— Аюк, мана начар çĕрте те пырать, — пуçне сулкаларĕ Кĕмĕш.
— Ăçта-ха вăл, начар çĕрĕ? Кăмака çинче-и? Ухмах мар-çке эсĕ.
— Ильмук пичи пирĕн пата килес каç эсĕ выртасшăнччĕ те-ха кăмака çине, хам вырттармарăм. (Янтул хăйне Ильмук ятлă тенĕ.)
— Эс мĕн каласшăн унпа? — хĕрелсе кайрĕ Енчĕпек. — Ак ухмах!
— Пĕрре ухмах мар тет, тепре — ухмах. Хăшне ĕненмелле?
— Иккĕшне те ĕнентереп ак эп сана ыран ирхине.
— Манан эс ăна унччен.
— Пăх-ха, мĕнле чăрсăр вăл. Хирĕç тавлашма хăять. Хуп çăварна!
— Вара ман мĕнле çиес?
Енчĕпек турчăка илнĕ пек тунине курсан Кĕмĕш Янтул хӳттине кайса тăчĕ.
Тип яшкана вĕсем çараллах çирĕç. Вăл вара кăнтăрлахи те, каçхи апат та пулчĕ. Çывăрма Янтула вăрăм тенкел лартса малти кĕтесе сарса пачĕç.
Çĕрле Янтул иртнĕ куна аса илсе выртрĕ, савăнчĕ уншăн. Куçа курăнмалли ĕç турăм терĕ. Чунĕпе хресченех иккен вăл. Вăй-хал ĕçне тăвать вăл — ывăнсан та савăнăçлă. Хут çинче ларнă чух пĕрмай тулашса çӳретчĕ.
Тулта авăк çил вĕрет, пӳрт чӳречине юрпа чаш та чаш сапать. Хӳтлĕхре те Янтул — лайăх ăна. Тĕттĕмре çынсем канăçлăн мăшлатаççĕ. Старикпе тахăш хĕрĕ сывлани çеç темле типпĕн илтĕнет. Пĕри шăннă ав, ыйхă тĕлĕшшĕнех ӳслĕкпе чыхăнать.
Çук, юрамасть ăна кунта пурăнма. Виç-тăватă çитĕннĕ хĕр çинче пĕр ют арçын. Ни хывăнма вĕсене, ни çăвăнма тенĕ пек. Кашни пăрăнмассерен хĕре пырса лекетĕн, хĕре куратăн. Хĕрсем çеç те мар-ха вĕсем — пикесем. Хăйсем вĕсем ашшĕне итлесе нимех те шарламĕç-ха. Шарлама мар, систермĕç те. Янтулăн ăна хăйĕнех туйса илмелле.
Çав вăхăтрах каясси те килмест ун. Темĕн туртать ăна кунта. Лайăхрах пулма хушать. Икĕ кун ĕнтĕ вăл хупаха каймасть. Çук ун пуçĕнче ĕçес шухăш. Элентей старик те килĕнчен тухмасть.
Ăс ыйтма е мĕн те пулин çыртарма пынисене Янтул хӳтерсе çеç кăлара-кăлара ячĕ.
— Кайран! Ыран! Ӳлĕмрен! — терĕ кăна.
Ирхине вăл каллех аллине кĕреçе тытрĕ. Ĕнерхи ĕçĕн йĕрĕ те юлман, иçмасса. Картишне йăлтах юр чыхса тултарнă, шăлса хытарсах лартнă. Выльăх картине ăшăтма купаланă кĕрт касăкĕсем пусăрăннă та, картана та юр кĕнĕ. Ăна тасатса кăларчĕ Янтул, стенисене çӳлерех хăпартрĕ.
Çуркуннеччен аптрамаççĕ ĕнтĕ выльăхсем. Урамалла та çул уçрĕ вăл. Çенĕк умне хырчĕ. Мунча патне çул турĕ. Унта вутă кайса хучĕ. Хăçан та пулин хутмалла пулĕ...
Çапла пĕр эрне иртсе кайрĕ. Старик кил-йышне çăмăллăх пултăр тесе кулленех иртен пуçласа каçчен картишĕнче чакаланчĕ Янтул. Юр турттармалли хăма туса пĕтĕм юрне урама кăларчĕ. Анчах старике е ун хĕрĕсене мĕнле те пулин пайта пулнине курмарĕ. Пĕр кунран-иккĕрен каллех юр хĕвсе тултарать — нихçан тасатман пекех.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...