Таркăн :: Аптранă кăвакал
Мĕн усси кун пек ĕçрен? Çук, хресчен пулма та килĕшмест Янтул.
...Çĕрле вăл пĕрре куç хупмарĕ темелле. Анчах тăрса чĕлĕм туртма вăтанчĕ. Тăрса çӳреме мар, хускалма хăраса выртрĕ. Мĕн шухăшпа çывăрмасть-ши ку этем тейĕç. Тата çав хушăрах хăйĕнчен хăй телĕнесси те пур ун. Кам улăштарса кайрĕ ăна, чăрсар та куштан çынна? Ма йăваш вăл пит?
Ирхине Янтул-Ильмук апат çинĕ-çимен сĕтел çине шурă хутпа шĕвĕртнĕ хур тĕкĕ кăларса хучĕ. Кĕтсе ларчĕ-ларчĕ кунĕпе — пĕр çын кĕрсе тухин хать.
Виçĕм кун хупах хуçи килсе кайнине аса илсе ун куçĕ умне курăнма шутларĕ Янтул. Тен, мĕн те пулин çыртарасшăн вăл юс? Эрех-сăрине ĕçсе тăмасан та пырĕ. Ĕçес тесен те укçи хĕсĕк Янтулăн. Темиçе пуссем кăна. Вăл енне кайсан кивçенле те ĕçме пулĕччĕ те-ха ăна, çынна пуç çапма юратмасть таркăн. Ун яланах сăмахĕ çиелте пулмалла.
Çапла, хупаха çитсе çаврăнас терĕ вăл. Чĕлĕм туртма пек, мĕн пек. Пычĕ вăл, кĕчĕ, ларчĕ — пĕлмен çын ăна сахалтан та чухрах улпут тейĕ: мăн кăмăллă, чăркăш...
Никам та çук-ха, лайăх теме çеç ĕлкĕрнĕччĕ Янтул хай ăшĕнче, çамрăк хуçа ун умне ăшаланă шăрттанпа эрех пырса та лартрĕ.
Янтул тарăхса кайрĕ.
— Эс мĕн, эп килессе кĕтсех тăтăн-и? — терĕ вăл шăртланса.
— Пирĕн ĕçĕ çавă, — терĕ хуçа.— Кĕтсе ил те ăсатса яр.
— Мана, тен, мĕн те пулин урăххи кирлĕ?
— Урăххипе сутă тумастпăр.
— Табак та çук-и?
— Çук çав. Пĕркун исе кисе пăхрăм, çаплипех каялла леçсе хăварма тиврĕ. Чĕлĕм туртакансен кашниннех харпăр хăйĕн пур... Кăна исе каяс-и? — эрех курки патнелле кармашрĕ хуçа.
— Ан тив! — куркана аллипе хупларĕ Янтул.
Упа кутне çу юраман тесе шухăшласа хупах хуçи стойка умне кайса тăчĕ. Анчах пылак сăнне улăштармарĕ. Ун ĕçĕнче пăвана та тăван теме тивет. Тепĕр тăванĕ те çичĕ ютран хаяр пулать.
Шăрттан таткине киленсех чăмланă май, хуçана мĕн каласси пирки пуçне ватса ларчĕ таркăн. Пĕр сăмахсăр тухса утма та пулать, паллах. Ку йĕпе сăмса чарма хăяс çук ăна. Ун пек хăтланасси килмест Янтулăн. Мĕншĕнне вăл хăй те пĕлмест. Паян эп ĕçме шутламанччĕ, çавăнпа укçасăр тухрăм тесе ăнлантарса ларма — намăс. (Малашне ун кĕсйинче яланах укçа пулĕ, çавна астăвăр!) Эрехне ĕçмесĕр хăварма шеллерĕ вăл.
Янтул хăй астумасăрах кĕсйинче тем шыранине хуçа чарчĕ.
— Ан шыра, кирлĕ мар, — терĕ вăл кулкаласа.
— Мĕ-ĕн? — хĕрелсе кайрĕ Янтул.
— Укçа кирлĕ мар терĕм.
— Ма тата? — хуçа хăйне ăнланнипе тарăхса ăна куçĕнчен чăрсăррăн пăхрĕ Янтул — Эс мĕн епресе тăратăн?
— Санран мар эп. Ман ĕçĕ çавнашкал. Унсăр юрамасть пирĕн. Укçа вырăнне эп сана пĕр ĕç тутарасшăн.
— Сĕнсе пăхасшăн мар, ӳкĕтлесшĕн те мар, тӳрех темле ĕç парасшăн иккен. Эп килĕшессе малтанах пĕлсе тăратни? Ак кăна курнă-и эс? — Хуçа еннелле чышкине тăсрĕ Янтул. — Кур-халĕ, мĕнле ăслă эс. Пĕр çăвар эрех сыптарнă та, уншăн сана ĕçлесе памалла. Ĕçĕ, тен, пĕр эрнене пырĕ.
— Пĕр куна та çитес çук. Эрехне эс кулленех килсе ĕçме пултаратăн. Укçа тӳлеме кирлĕ мар.
— Эрехне хăв кӳп... Ĕçĕ мĕнлескер-ха вăл сан?
— Ман хупах пеккине хупасшăн. Хуптарасшăн, тĕрĕссипе каласан. Хăйсен вĕсен хупма аллисем кĕске.
— Камсем-ха вĕсем, кĕске алăллисем?
— Ăçти çук стараста ара, кам пултăр. Çавă иртĕхет пирĕн. Çынсене пуçтарса вăрттăн пуху ирттернĕ. Ял халăхне эрехпе суптарать, хупахне хуптарма ыйтас тесе прикăвăр йышăнтарнă.
— Тĕрĕс тăвать вăл. Эрехĕпе эс чăн та çынсене шыва кĕртменни çех.
— Ара ĕнтĕ, кам мĕнпе йӳнеçет вĕт. Ку эсрел старастине хĕстерме пит ансатчĕ-ха. Халь самана лăпкă мар. Вăрттăн пухусем туса çынсене пăтратса çӳренĕшĕн часах касамата хупса лартма пултараççĕ.
— Кирлĕ пулсан хупчăр ара, эп хирĕç мар.
— Пулăш эс ĕçне хускатма. Ыттине эп хамах майлаштарăп. Кама та пулин сĕрмелле-и унта, мĕн-и...
— Ун пеккине чухлан пуль-ха эсĕ.
Хупах хуçи Янтул еннелле кăн пăхрĕ те ним калама та пелмерĕ.
— Вара мĕн тумалла-ха ман? — ыйтрĕ Янтул.
— Хут çырса пăр, — терĕ çамрăк хуçа, — Ăна эп ыран кантура кайса тыттарăп.
— Пырса лар эппин Элентей старик патне, калаçăпăр. Укçа чиксе пыма та ан ман.
— Миçе пус?
— Пус сана. Пуспа калаçмаççĕ халь. Вунă тенкĕ.
— Ай-уй, эс укçасăрах пулăшаканччĕ-çке?
— Халь ăслăлантăм çав...
Тепĕр кун Янтул хупах хуçине лешĕ ыйтнă çăхава çырса пачĕ. Ан тив, çапăçчăр икĕ çăхан терĕ. Ĕçшĕн хуçаран вунă тенкĕ укçа та икĕ услам çу илчĕ.
Ял старасти килсен ăна та прикăвăрне тӳрлетсе çырма пулăшрĕ, анчах хутне вулăса мар, уеса яма сĕнчĕ. Старастаран укçа, çăнăх, аш илсе юлчĕ.
Салтакри ывăлĕ патне çыру çыртарнăшăн кӳршĕ ялти арман хуçин Янтула тунă тир пĕр кĕрĕклĕх пама тиврĕ.
Вырăсла пĕлекен тиек çинчен ырă хыпар часах пĕтĕм таврана сарăлнă та, халăх тăкăлма тытăнчĕ Янтул патне! Тĕрĕслĕх шыракансем пурте унталла туртăнаççĕ. Канаш ыйтаканни, çынпа калаçса ăшне пусарма пынисем, çыру, жалоба е çăхав çырса пама тархаслакансем. Хиртек пулсан та эсĕ хамăр çын, пирĕн хута кĕр теççĕ. Элентей старикĕн вĕрлĕк хапхи умне час-часах çуна кӳлне утсем пырса чарăнаççĕ. Пĕри картишне утă-улăм йăвантарса хăварать, тепри вут-шанкă пушатать, виççĕмĕшĕ çенĕке тырă миххи кĕртсе лартать. Кил хуçине унччен çын вырăнне картманнисем халь ăна тайăлса алă тытаççĕ, сывлăху мĕнле теççĕ. Хĕрсен те хакĕ ӳснĕ. Лешсем халь çĕнĕ кĕрĕксемпе, кăçатсемпе, хулăн тутăрсемпе те (хăйсем те юр-вар çисе çуталнă), çынсем вĕсем çине пĕрремĕш хут курнă пек тĕлĕнсе те ăмсанса пăхаççĕ.
Анчах шел, Янтул асăрханă тăрăх, чухăнлăх вĕсен варĕсене-васакĕсенех витнĕ пулас, хăйсене танлăрах тытма пĕлмеççĕ. Ытла та уçă кăмăллă вĕсем, ытла та юмарт. Çĕнĕ кĕрĕкне хăнана каякан кӳршĕ хĕрарăмне тăхăнтарса янă та Енчĕпек, лешĕ ăна йăлт эптерлесе килнĕ. Ытти хĕрĕсем те вĕр çĕнĕ тум-тирпех вут йăтма тăк вут йăтма, карта хырма тăк карта хырма тухса каяççĕ.
Çимелли темĕн те пур халь Элентей кил-йышĕн. Унчченхипе танлаштарсан пур. Юр-вартан татăк мар вĕсем. Пĕр-ик хут çăкăр та пĕçеркелесе пăхрĕç. Малалла та пĕр хушă ним шухăшсăр пурăнма пулать. Пăлтăрта сурăх тушки çакăнса тăрать. Урайĕнче сар çу чĕресси ларать. Пуш çӳпçене çăнăх тултарса хунă. Ырçара пĕрчĕ тырă...
Нихçан та кун пек тулăх пурăнман вĕсем. Пуринчен ытла хĕлле выçă касăхнă.
Нумай чухне ăнланмасть ăна Янтул. Кăптăрмăш старик ĕнтĕ — пысăк кил-йыша тытса тăрать. Мĕнпе итлеттерет вăл хĕрĕсене — пĕлмест таркăн. Тĕрĕссипе вăл мар итлеттерет хĕрĕсене, хĕрĕсем ăна итлеççĕ. Юратаççĕ вĕсем ашшĕне. Савăнсах пăхăнаççĕ ăна. Мĕнре ун сумлăхĕ? Темре. Вăйлă та ятлă-шывлă çын пулсан татахчĕ тейĕпĕр. Ку пĕр мăкламас кăна, мăчи, мăйăх-сухалсăр старик. Кӳсе тенĕ ун пеккине ĕлĕк. Шарт сиксе ӳкме хатĕрленнĕ евĕр хăраса пăхса çӳрекенскер. Анчах пĕр çĕре мар, сапаланчăк пăхать вăл. Тĕлли-паллисĕр. Ниçталла мар таçталла тенешкел. Те шырать темскер. Те тарать темрен. Курпунне кăларса çĕр çумнелле лăпчăнса çӳреме юратнăран вăл хăй вăйĕнчен ытлашши япала йăтнă пек курăнать. Пĕчĕк пит-куçĕнче — темле вăрттăнлăх.
Çынсем патнелле туртăнать Элентей старик. Пĕччен йывăр ăна. Анчах çынпа калаçма сăмахĕ çук ун. Вара калаçмасăр ларма ырă мар тесе е вырăнсăр сăмахсем пере-пере ярать вăл, е мăк-мак туса хăйĕнчен хăй вăтанса ларать. Ӳкĕнет кайран. Лараясчĕ килĕштернĕ кӳрши умĕнче шăп-шăпăрт, шухăш шухăшласчĕ. Çук вĕт, ыттисем пек пулма тăрăшмалла ун, çын сиккине сикмелле.
Тепĕр чух, чипер çĕртенех, Элентей старикĕн темле çыхăну татăлса каять те — тăп-тăр ухмахах вăл. Çăварне карса пăрахать, куçĕ-пуçĕ пăтранчăк...
Çуркунне енне кайнăранпа старик пӳрте те кĕми пулчĕ темелле. Пĕрмаях кил-çурт таврашĕнче кăштăртатса çӳрет, сывлăша шăршлать, хуралтă хĕррисенчен шăнса усăннă пăрсене сăнаса пăхать.
— Мĕн шырать вăл? — ыйтать Янтул-Ильмук Енчĕпекрен.
Лешĕ кулать кăна.
— Эх, эс те çав, хут ашшĕ, çавна та пĕлместĕн. Хăв тахçан çĕр ĕçлекен пулнă тен.
— Ара, эп вăл ĕçрен уйрăлса кайнă-çке. Ăшра çеç хресчен эп.
— Шухăшпа эп те шухă. Чăннипе ман пек хăравçи çук. Атте çуркунне мĕн акмаллине сăнать. Хуралтă çунаттинчи пăр вăрăм усăнса аннă çул йĕтĕн-кантăр ăнса пулать теççе. Шыв тумласа тăнă вырăна пăр шăнса купалансан, сăмахран, хăяр аван çитĕнет тенĕ. Çав пăр хăвăл пулсан тырăсем выçă пулаççĕ. Нумай вăл ун пекки.
— Суя пуль вăл пурте?
— Мĕнле суя пултăр? Кăçал мĕнле тырă акмаллине сала вырăсĕсем кашни çулах пирĕн яла килсе ыйтаççĕ. Хальччен пĕрре те йăнăшман чăвашсем.
— Мĕнле пуйса каймастăр эппин? Пурне те пĕлеççĕ чăвашсем. Тырă та мĕн ăнса пулмаллине çеç акаççĕ...
— Пĕр ят çĕрĕпе пуйса пăх-ха эс. Тата ĕçлесе кам пуйни пур? — Янтул ним калама аптранине кура Енчĕпек ăна çемçе аллипе çурăмĕнчен тĕксе хăварать те тĕпелелле утать. — Эх, эс те çав, тиек. Йăтă пур-и сан?
— Йăтă?
— Пуп кушакĕ пул тытать, тиек йăтти тил тытать тенĕ-çке.
Тытать сана, кĕтсех тăр. Тытнине вĕçертсе ярĕ часрах...
Кĕрĕкне уртса ячĕ те Янтул шăлт-шалт тутарса тухса картари улăм çине тӳнчĕ. Мăнтарăн çут тĕнчи, мăнтарăн пӳлĕхçи те çав. Ма ун пекех пăтратмалла пулнă вĕсен? Пĕрне пĕтĕм ырлăха панă. Нимĕн те шеллемен уншăн. Хитре сăн-пуç, çамрăклăх... Утти те пулин арçынсене ухмаха ертмелли-çке-ха. Мĕнле авкаланса кĕрсе кайрĕ вăл тĕпелелле. Çуралассах çавăн пек çуралнă ĕнтĕ. Пурте çунатлă ун — кăмăлĕ, чунĕ, кĕлетки. Пĕрре çех çаврăнса пăхрĕ паçăр Янтул çине — ăна çĕр çумне лапчăтса хăварчĕ.
Тепринне ав юлашкине туртса илнĕ...
Мĕн çапса хуçать, вĕлерсе пăрахать Янтула? Вăл хăй-не хĕртен катăк туйни. Унăн вăхăчĕ иртсе кайни. Вăтăр урлă каçнă çын чăвашра ватă шутланать. Янтул хĕрĕхе çитнĕ. Çемйи саланса кайнă ун. Килĕ çук. «Варлисем» пулман ун. Пĕр каçлăха пынă «юратусене» çеç пĕлет вăл. Ар туйăмне лăплантарнă та Янтул малалла утнă. Пурăнсан-пурăнсан тепре ăçта та пулин çылăха кĕнĕ. Ку тепĕр «юрату» пулнă.
Халĕ Енчĕпек çине те вăл çав куçпа пăхать. Ăна çав енчен хапсăнать. Ун пирки ĕмет тытмалла маррине пĕле тăркачах хĕр çинчен тĕмсĕлсе шухăшлать. Çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймасăр асапланать. Хăйне хăй вăрçать — ухмах, ват супнă, таркăн тет. Анчах ытти хĕрарăмсем патне каяссине асне те илмест — çук халь уншăн урăх хĕрарăм. Е Енчĕпек пултăр ăна, е никам та кирлĕ мар.
Эппин, ма тухса каймасть Янтул? Пултараймасть. Ик-виçĕ кун таçта çухалса та пурăнчĕ вăл. Вара тата ытларах пусăрăнса, чĕмсĕрленсе каялла килсе кĕчĕ.
Енчĕпек Янтула арçын вырăнне те хумасть пулмалла иçмасса, ăна пыра-пыра аллинчен тытать (ĕнер, пушă вăхăтра, кула-кулах хутар тыттарсă лартрĕ), сĕртĕне-сĕртене иртсе каять е кăкăрĕпе перĕнет. Хăйсен хушшинчи уйрăмлăха пăлăртса Ильмук пичи те Ильмук пичи тет. Ниçта кайса кĕрейми пулса çитнĕ арçын вара картишне сир пĕнсе тухать те юр хырать, вут çурать...
Шăнса кӳтнĕ Янтул улăм çине чăштăр-чаштăр тăрса ларчĕ. Сурăхсем кĕпĕр! тарчĕç картан леш хĕррине. А тен... Енчĕпек те кăмăллать ăна? Килĕштермесен ма вылĕччĕ унпа? Тепĕр тесен пӳрчĕ те тăвăр ĕнтĕ. Çапах ытти хĕрĕсем перĕнмеççĕ-çке Янтула?
Çапла иккĕленсе, вилсе те чĕрĕлсе, хăй ăшĕнче тархасласа та кĕтсе тата тепĕр эрне иртсе кайрĕ. Янтул йăлтах кăрсакаланса çитрĕ. Хут çыртарма килнĕ çынсене кăшкăра-кăшкăра пăрахать вăл, каланине тăнламасть. Пĕрмай чĕлĕм туртать. Эрех шăрши кĕрет унран.
Чирлĕ тес — чирлĕ мар вăл. Сывă та мар...
Хут ĕçне пĕр вăхăта пăрахрĕ те Янтул мунча патĕнче чакаланма тытăнчĕ. Çенĕк картине вĕрлĕксемпе каркаларĕ. Йĕри-тавра тĕкме тăратса тухрĕ. Ăна çинчĕк улăмпа хупларĕ. Çиелтен йывăрлăхсем ярса çыхрĕ. Юрпа çирĕплетрĕ. Алăк вырăнне ашăк карчĕ.
Хĕл каçмалăх ăшă çенĕк пулса тăчĕ.
Хăйне пулăшкалама е Енчĕпеке, е унпа Кĕмĕше чĕнсе тухать вăл. Анчах калаçмасть вĕсемпе. «Çавна исе пар», «чипер тыт», «чĕрĕрех пул!» текелет кăна.
Кӳршĕ ялтан ăна пĕр çуна урай хăми илсе килсе пачĕç. Таçтан тимĕр пăта тупăнчĕ. Арман хуçин кив пӳрчĕн алăкĕ мунча алăкĕ тума юрарĕ. Кăштах касса кĕскетме те анлăшне пăртак хушма çеç тиврĕ ăна.
Тул çутăлнă-çутăлман пахчана тухать те Янтул каçчен каскалать, чутлать, шаккать. Çĕрле пĕр вăранми çывăрать. Тепĕр кун, иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш кунсем — каллех ĕçре...
Такки туса пĕтерчĕ-пĕтерчех вăл мунчана. Хĕрсем турпассене пуçтарса хучĕç, мунчи ăш-чиккине çуса тасатрĕç. Шыв хуранĕпе шыв катки Элентей старикĕн хăйĕнех пур-мĕн. Алтăрпа ытти савăт-сапа та пуçтарăнчĕ. Милĕк кивçен илчĕç.
Малтанхи хутĕнче кил хуçипе Янтул кĕрсе тухрĕç мунчана. Унтан хĕрсем кайрĕç. Кирлĕ хатĕр-хĕтĕр парса пулăшнă çынсене хутса кĕртрĕç.
Пурне те килĕшрĕ мунча. Сахал калаçакан Элентей старик те мухтарĕ ăна: «Ырă!» — терĕ.
Вăл паллă кун çапла пуçланчĕ. Унчченех калаçса хунă пек, кĕçнерникун ирхине Янтул мунча хутса ячĕ. Мунча хутса пултарас ĕçе вăл хăй çине илнĕ. Ашшĕпе Кĕмĕш лашапа кӳршĕ яла армана кайрĕç. Çурхи шĕлтĕрти пăра ватса çӳресе мунча çенĕкне шыв тултса хучĕ Янтул. Пĕр мăшăр хурăн милĕкĕ илсе килсе çакрĕ. Сĕлтĕ тума кĕл алласа хучĕ те халĕ вăл мунча умĕнче киленсех чĕлĕм сăвăрса ларать. Тулта куçа йăмăхтарса çурхи хĕвел ялкăшать, йăмрасем тăрринче кураксем шавлаççĕ. Пурте ĕнерхи пекех, анчах Янтула йăлтах урăхла курăнать. Çĕнĕлле. Илемлĕн. Ăшĕнчен ун савăнăç тапса тăрать. Кулас килмен çĕртен кулать вăл. Йăл та йăл çиçет. Ташла пĕлмен çĕртен тăпăртатса илет. Пурăнма пулать-ха çут тĕнчере тет. Ĕçлеме ун алли вăйлă. Тăшманĕсемпе кĕрешме ăсĕ пур. Хăйне сасартăк мĕн улăштарса кайнине çеç пĕлмест этем. Ирхинех çавăн пек тăчĕ вăл.
Мĕн пулса иртнине ăнланма тăрăшнă евĕр, Янтул йĕри-тавра чăл-чал пăхрĕ те Енчĕпеке курах кайрĕ. Хĕр паян темшĕн шухăшлă сăнлă тата, майĕпен мунча патнелле утса килет. Сăхманпа вăл, тĕрĕллĕ çӳхе тутăрпа.
Юлашки вăхăтра Янтул унпа сăмах чĕнейми пулса ларнăччĕ. Чĕлхи çыхланатчĕ. Хăйĕн вăрттăн ĕмĕтне Енчĕпек сисет пуль тесе хĕреле-хĕреле каятчĕ вăл. Халĕ пăхать те Янтул хĕр çине — нимĕн вăтанмалли те курмасть ун çумĕнче. Хитре хĕр ĕнтĕ, лайăх хĕр, ĕçчен вăл. Çамрăк. Уншăн ма аптраса ӳкмелле Янтулăн? Вăл хăй те çынсенчен катăк мар-çке. Унăн та лайăх енсем пур.
— Çакă касăн хĕрĕсем ялан шăлан чечек пек, ялан мăкăнь çеçки пек, шăкăр ларнă чĕкеç пек, тирсе çакнă шăрçа пек, кача пӳрне çĕрри пек, йĕп куçĕнчи пурçăн пек. Мĕн калăн-ши, Енчĕпек? — такмакласа кĕтсе илчĕ хĕре Янтул.
Ĕнчĕпек тĕлĕнсе, именсе ун умĕнче чарăнса тăчĕ.
— Сана паян мĕн пулнă?... Ильмук пичи? — тесшĕнччĕ те вăл яланхи пек, юлашки икĕ сăмахне каламарĕ. Халь калаймарĕ.
— Сана курнипе савăнтăм, — терĕ арçын хĕр çине аялтан çӳлелле ытараймасăр пăхса.
Халь ĕнтĕ Енчĕпек пичĕ çинче тĕмпĕл-тĕмпĕл хĕрлĕ пăнчăсем палăрчĕç. Пуçне чиксе Янтул çумне тенкел çине ларма тăчĕ те хĕр — лармарĕ.
— Ма тиркерĕн тата ман сакка? — терĕ Янтул.
— Эсĕ пире ăçта килчĕ унта ларса çӳремелле мар терĕн те, — йăл кулчĕ хĕр.
Янтул аллипе тенкеле шăлса илнĕ пекки турĕ.
— Кунта таса — ларма чармастăп.
Арçын шӳтленине кура хĕр те ун урапипе чуптарма килĕшрĕ.
— Тавтапуç, — терĕ вăл. Янтул çумне тачă ларчĕ аллине ун хулĕ çине хучĕ. — Эс ман пичи тет. Тăван пичи. Эп сана пулăшма килтĕм.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...