Таркăн :: Юнлă юнкун
Киселев реформи пуçланиччен Хусан кĕпĕрнинчи вирьял чăвашĕсем хăйсем пĕлнĕ пек темесен те, çавăн евĕрлĕрех пурăннă-ха. «Çĕйĕ йĕрке» вĕсене 1838—1841 çулсем хушшинче çăварлăхламах тытăнать. Халăх пурнăçне çывăхраххăн сăнаса тама ансат пултăр тесе уездсене темиçе округа пайлаççĕ. Кашни округ пуçĕнче начальникпе ăна пулăшаканĕ пулать. Вулăссенче полици чинĕсем хутшăнаççĕ. Ялсенче — пурне те куракан вахтерсем. Çĕр ĕçлекенсенчен сăптăракан куланай ӳссе каять. Полицие пĕчек айăпшăнах çынсене вырттарса хĕнеме, хулăпа ислетме ирĕк параççĕ. Хырçă-марçăсене вăхăтра тӳлесе татаймарăн — патак сана, тӳре-шара пирки тарăхса калаçрăн — патак. Ниçтан пĕр пус татса илме пултарайман ял çыннин вара ирĕксĕрех юлашки выльăх чунне пасара ăсатма тивнĕ. Килĕнче выçă ачисем шăппăн куççуль тăкса ларнă, арăмĕ макăрнă. Кĕркунне-çуркунне мĕн чул ача вилнĕ ялсенче! Çитменне 1839, 1841 çулсенче Чăвашра тырă пулман.
Полицин лиска йыттисем — вахтерсем — хресченсен кашни утăмне пĕлсе тăнă, вĕсен кулленхи ĕçне хутшăнса улăштарма е чарма пултарнă. Ялсене Хусантан çĕнĕрен-çĕнĕ приказсем, «кăтартусем» пыра пуçланă: ял халăхне нуша килсен пулăшмалли теекен тырра халиччен килĕрен пуçтаркаласа мукаçей кĕлетĕнче усранă пулнă, Малашне вăл йĕрке улшăнать иккен. Ял халăхĕ валлиех, кирлĕ вăхăтра усă курма, сых ятне, тырă туса илмелĕх общество яланлăха çĕр уйăрса памалла. Вăл çĕр çинче халăх вăйĕпе çитĕнекен тырра пĕр шăлне (пĕрчине) çухатмасăр мукаçей кĕлетне хывмалла. Хире çĕрулми лартма анасем палăртмалла, çав анасем çинче, кăçалтан тытăнса, çулсеренех çĕрулми ӳстерме хăнăхмалла.
Чăвашсем пирки кун пек çырнă документсене эпĕ сайра вуланă. 1838—1842 çулсем хушшинче правительство кушнă, сĕннĕ, тепĕр чухне ӳкĕтлесе çеç каланă пĕр ĕçе, пĕр пуçарăва та йышăнман чăвашсем. Пурне те пат татса хирĕçленĕ. Кас-пус — кирлĕ мар тенĕ. Хуть те вĕлерĕр пире е Çĕпĕре ăсатăр — ни çĕр памастлăр халăх вăйĕпе ĕçлесе тăмаллине (пирĕн пушă выртăкан çĕрсем çук), ни уя çĕрулми лартмастпăр, ни ытлашши килекен чиновниксене тăрантармастпăр (хамăр выçă). Çак «çĕнĕ йĕркесем» пуçланиччен мĕнле пурăннă эпир — çаплипех пурăнар тенĕ. Хăратма хăтланса çӳрекен тӳре-шарасене ялсенче тыта-тыта вĕте пуçланă «йăваш» чăвашсем. Вулăс кантурĕн чӳречисене çапа-çапа ватнă...
Мĕн пулăшнă пирĕн халăха ун пек хăюланма? Хăйсене удел аллине куçарасран хăрани-и? Ун чухнехи хырăм выççи-и? Е 1812 çул аслă вăрçа тухса кайнисенчен чĕрĕ юлнисем киле таврăнни-и? Вĕсен чылайăшĕн кăкăрĕсем çинче хисеплĕ орденсемпе медальсем йăлтăртатнă. Çав паттăрсем çынсене çапла ĕнентернĕ: ялсене темле команда килсен те, салтаксемпе казаксенчен хăрамалла мар, мĕншĕн тесессĕн вĕсем халăха хирĕç пеме пултараймаççĕ. Çынсене шиклентерме перес-тăвас пулсан та, пушăлла çеç (пульăсăр) перĕç тенĕ.
Хăйсене вĕсене чăнах та наградисене патша хушнипе туртса илмесĕр никам та ни айăпласа хупма, ни хĕнеме пултарайман. Ахаль çынсене вара, хура халăха, ĕмĕр-ĕмĕрех, кам ӳркенмест — çавă лăскать.
...Тарăхнисем, «çĕнĕ йĕркесене» йышăнманнисем нумайланнăçем нумайланса пынă. Çирĕмĕн, вăтăрăн, хĕрехĕн пуçтарăннă — пурте пĕр шухăшлă пулнă: «постарем!» тесе кăшкăрнă. (По-старому — унчченхи пек сăмахран.) Ял пухăвĕн те шухăш пĕррене килнĕ: ирĕксĕрлесе йышăнтаракан йĕркесем тĕп пулччăр! — тенĕ ял. Вулăс та çапла каланă. Уезд та (Шупашкар уезчĕ). Унтан Çĕрпӳ, Етĕрне, Чикме уезчĕсем çĕкленнĕ. Чăвашсен шухăшĕпе юнашар пурăнакан çармăссем те килĕшнĕ. Тӳре-шарасемпе весем те вĕçне çити кĕрешме хатĕр тăнă.
Тепĕр енĕ те, хĕç-пăшал вăйĕпе хăратса власть тытса тăраканнисем, власть хӳттипе иртĕхсе пурăнаканнисем çур утăм, чĕрĕк утăм та каялла чакма шутламан. Вĕсем таçта тытăçса ӳкмелле пулнă ĕнтĕ. Чулпа чул хирĕç çапсан — вут тухать. Халăхпа халăх çапăçсан — юн юхать.
* * *
Григорьев Ваçук çуралнă яла таврăннăранпа виçĕ çул иртнĕ ĕнтĕ, çаплах чунĕ патĕнчи кĕтес мар уншăн кил-çурт. Салтака тухса кайиччен те ют пулнă вăл, паян кун та çав-çавах тăван мар. Нимĕн те пулман тесе пурăннипе çынсене çеç мар, хăвна та улталама çук иккен.
(Пĕр пуян каччă мăшкăлласа хăварнă тăлăх хĕре качча илнĕ пулнă вăл. Кам вăл тейĕç. Такам. Тен, Ваçук, тен, урăххи. Хĕрĕ, — халĕ çамрăк арăм, — ултавçине ылханнăран вĕсен хушшинчи пĕр çыхăну-йĕкĕрлешӳ ăнсăртран пулнă та ĕмĕрлĕхе татăлнă тенĕ çамрăк упăшка. Анчах ун мăшăрĕ те, ăна улталаса кайнă пуян каччи те, — халь ĕнтĕ вăл та авланнă çын, — йăлтах урăхла шухăшланă-мĕн. Тăлăх хĕр пулнă çамрăк арăм кăшт çын ĕретлĕ тумлана пуçласанах унпа пуян çамрăк хушшинчи çыхăну çĕнĕрен чĕрĕлсе кайнă...)
Ваçукпа арăмĕ ăнланаççĕ пĕрне-пĕри. Праски нимĕн те ыйтмасть Ваçукран. Те ыйта пĕлмест, те ыйтасси килмест. Хăй çинчен те çăвар уçмасть. Анчах çиллентересшĕн те мар Ваçука. Пур енчен те юрама тăрăшать ăна ватта сулăннă хĕрарăм. Упăшки еккипе пурăнать пек вăл. Лешĕ мĕн ыйтнă — тăвать. Мĕн хушнă — итлет. Тахçанах сивĕннĕ вĕсем пĕр-пĕринчен. Тĕрĕссипе нихçан та юратман вĕсем пĕрне-пĕри. Çамрăклăх иртсе кайнă та, халь тин мĕн шавламалли, уйăрмалли юлнă?
Ваçук ялсем тăрăх курса çӳреме юратать. Пасарсене кая-кая килет, çынсемпе калаçать. Пĕтĕм çĕрте чухăнлăх сисĕнсе тăрать, выçлăх касать. Хĕллесенче пушшех хăрушă. Упа йĕнни пек пӳртсенче хăй чикки тĕтĕм кăларса ларать. Çиме çăкăр çук çынсен. Сывлама сывлăш çитмест. Çавăнпа чахоткăпа вилекенни, куç чирĕпе аптраканни нумай Чăвашра...
Пĕр çуллахи пасарта Ваçук Михапарпа, тепрехинче çамрăк Ухтиванпа паллашрĕ. Иккĕшĕ те килĕшрĕç Ваçука.
— Ку эсех пултăн-и, Ваçук пичче? — тĕлĕнсе пăхрĕ ун çине Ухтиван. — Малтанхи хут курнă чухне эсĕ манран та çӳллĕрехчĕ. Халĕ... апла мар пек.
— Лутраланса ларнă-и? Эпех, шăллăм. Аллăран иртсен çын çĕрелле ӳсме тытăнать тет. Эпĕ аллă виççĕре.
— Иртерех-ха çĕрелле ӳсме. Халь эсĕ такамран ирттерĕн.
— Тавтапуç ырă сăмахушăн. Ун чухне эпĕ урăх çĕлĕкпеччĕ. Кивер теççĕ ăна. Çӳллĕ çĕлĕк вăл.
Григорьев тавра пуçтарăннă çынсен темĕн те пĕлес килет. — Эсĕ миçе патшалăха çитсе курнă? Унтан тĕнче хĕрри инçе юлнăччĕ-и? —Мĕнле паттăрлăхшăн мидал пачĕç? — Патша мĕнле чĕлхепе калаçать?— Тĕнче хĕррине мĕнтен тунă?..
Çĕр те пĕр тĕрлĕ ыйту. Ăçтан пурне те пĕлсе пĕтерĕн? Хăш хула хăш патшалăхра пулнине те маннă Ваçук. Вĕсен чăвашла ячĕсене те çавăрса калаймăн. Хăшне-пĕрне вăл илтмĕш пулать. Теприне кулкаласа ирттерсе ярать. Орден мĕншĕн панисене çеç лайах астăвать вăл. «Париже парăнтарнăшăн» тет. «Мăнмарт хулине илнĕшĕн» тет. (Париж хулин Монмартр ятлă районне-тĕмине çапла калать Григорьев.)
Халăхсем хушшинчи лару-тăрупа çутçанталăк пĕре килнине нумайăшĕ сăнанă пуль ĕнтĕ. Тĕрлĕ халăхсем пĕр-пĕринпе çапăçма тытăнччăр кăна, çутçанталăк та «вăранать»: унта та кунта çĕр чĕтренет, çӳллĕ тусем ишĕле-ишĕле анаççĕ, аçа çапса тайгана вут хыптарать...
1842 çул та çынсене асăрхаттарнă: çуркунне нихçанхинчен кая юлса килнĕ; хĕвелсĕр тӳпе эрни-эрнипе çĕре шăмалса витсе тăнă. Çур аки, ĕмĕр пулмасла, утă уйăхĕн варрине çити тăсăлнă.
...Пĕррехинче, ака уйăхĕн пуçламăшĕнче пулнă вăл, Урпаш ялĕнче çакăн пек мыскара сиксе тухнă. Хурал пӳрчĕн уçса хунă чӳречинчен урама пĕр хушă халăх каçса кайса кулни илтĕнсе тăнă. Мĕнрен кулнă выçă халăх? Кун пеккине нихçан курман-илтмен çынсем пăртак итлекелесе тăнă та турра е пӳлĕхçе асăнса, сăхха персе кунтан часрах иртсе кайма васканă.
Пӳртре акă мĕн пулса иртнĕ иккен. Урпаша ялсем тăрăх Киселев реформи сĕнекен «ырлăхсене» йышăнтарса çӳрекен становойпа икĕ салтак пырса çитнĕ пулнă. Полици чинĕ чăвашсене мукаçей кĕлечĕ валли уйăрнă анасене чи малтан сухалама хушнă. Хăвăр ĕçĕрсене пăрахăр та обчă (Общество) ĕçне тăвăр тенĕ: сухаламалла иккен ăна, сӳремелле, вара тулă акмалла. Чи малтан.
Стан приставĕн сăмахне пӳлсе, чăвашсем ăна çапла тавăрса каланă: «Эпĕр вăл анасене чи малтан мар, чи кайран та сухаламастпăр. Чиновниксен, тӳре-шарасен хисепне ик-виçĕ хут ӳстернипе хутшăннă куланая та тӳлеместпĕр. Пире хĕстере пуçласан эпĕр сире Пугачев вăхăтне аса илтерĕпĕр» тенĕ. (Кăна кăшкăраканнисем турккă вăрçинчен хăрах урине çухатса таврăннă Тăрна Хĕлипĕпе унăн тусĕсем пулнă.)
Хĕремесленсе кайнă пристай хутпа кăранташ туртса кăларнă.
— Сан яту мĕнле?
— Журавлев! — тенĕ уксах Хĕлип.
— Эсĕ мар, сан хыçри!
— Вăл Тăрнаккаев. Ма эсĕ манран ыйтасшăн мар?
— Вăхăт çитсен санран та ыйтăтпăр. Яту мĕнле?
— Камăн? Манăн-и е унăн-и?
Çынсем кула пуçланă.
— Эпĕ сан хыçăнтипе калаçатăп. Яту мĕнле?
— Хĕлип! — тенĕ Тăрна Хĕлипĕ.
— Санпа калаçмаççĕ! Эпĕ Турнакаевран ыйтатăп.
— Вăл чĕлхесĕр, — тенĕ Хĕлип.
— Анчах кăшкăратчĕ мар-и?
— Кăшкăрма пултарать вăл, калаçма — çук.
Çынсем хытăран хытă ахăлтатма тытăннă.
— Унпа юнашарри, сан хушамату мĕнле?
— Тăрнашкин! — тенĕ Уксах Хĕлип. — Пурте эпĕр пĕр йăхран.
Пристав аптраса çăварне карса тăнине кура халăх пĕççине çапса кулнă, кулнă, кулнă. Вара тин пристав кĕске пăшалне туртса кăларса маччаналла тăррăс! тутарнă та пӳртрен тухса сирпĕннĕ. Пĕр вăхăта çăварне шыв сыпнă пек пулнă халăх каллех ахăлтатса кулса янă...
* * *
Тепĕр кун ирхине Ваçуксем патне пĕр ача таканлă çăпатипе каптăртаттарса пырса кĕнĕ.
— Ваçук мучи, маçак1 сана хурал пӳртне чĕнет! — кăшкăрса пĕлтернĕ вăл кĕнĕ-кĕмен.
— Мучи? — тĕлĕннĕ Григорьев, вăл сăмаха пуçласа илтекенскер.— Кам пулать сан маçаку?
— Тăрна Хĕлипĕ! — тенĕ ача.
— Ма хăй кĕмен-ши вăл çула май? — шухăша кайса мăкăртатнă Григорьев.
— Сăмахне хĕрарăм илтесрен хăранă вăл! — кăшкăрнă ача. (Вĕсен килĕнче хăлхасăр çын пур пулас, ача кăшкăрса калаçма хăнăхнă.)
— Пăх-ха эс, шуйттан ачи мĕн поплять! — янăрашнă тĕпелтен тухнă Ваçук мăшăрĕ Праски.
— Чĕнеççĕ пулсан кайăпăр, — тенĕ Ваçук кĕрĕкне тăхăнса.
Хурал пӳртĕнче ăна Урпаш ялĕнчи ватăсем, вунă-вуникĕ çын, кĕтсе илнĕ. Ваçук çĕлĕкне хывса пурне те ала тытса тухнă.
— Ну, мĕнле пурăнатпăр, хамăр ялсем?
— Лайăх пурнăç тума ĕмĕтленетпĕр, — тенĕ Тăрна Хĕлипĕ лăпкăн. (Ушкăн ячĕпе Ваçукпа çавă калаçнă.) Ялти ватăсем унпа — Ваçукпă ĕнтĕ — канашласа пăхасшăн иккен. Эсĕ вилнĕ Элексантăр патшана та, хальхи сывă Микулай патшана та курнă, вĕсен аллинчен мидалсем илме тивĕçлĕ пулнă, халь пире Хусан сĕнекен «çĕнĕ йĕркесем» пирки эсĕ мĕн шутлатăн? — тенĕ Тăрна Хĕлипĕ. — Патша пĕлет-ши ун пирки е çук-ши?
— Пĕлмесĕр юлма та пултарнă, — тенĕ Григорьев. — Ĕç нумай ун. «Çĕнĕ йĕрке» тени çĕр ĕçлекенсен алли-урине çыхать, çавăнпа халăх йышăнмасть ăна.
— Эпĕр те çапла шутлатпăр, — килĕшнĕ унпа Хĕлип. — Çавна эпĕр патшана пĕлтерес тетпĕр. Тен, чарĕ вăл хăйĕн çыннисене.
— Мĕнле майпа пĕлтерĕпĕр?
— Çавăн пирки канашлама чĕнтĕмĕр те сана. Тен эсĕ пулăшăн пире? Вырăсла ăста эс. Саккунсене чухлатăн. Çулĕ-йĕрĕпе те эсĕ темиçе хут тухнă. Çырăва пĕлекен те пур санăн: ывăлу Питĕрте службăра тăрать. Хăнана кайнă пек çеç кайса килĕн.
— Ытла çăмăллăн пулать-çке санăн. Сăмахпа çапла та вăл, çул çинче ай-яй йывăр.
— Камăн та пулин тӳсмелле ĕнтĕ ăна. Санăн майсем ытларах тетпĕр-çке. Уру-аллу та сывă сан, çулпа та эс пиртен çамрăкрах.
— Ăна эс тĕрĕсех калан-ха. Каяс мар теместĕп эп...
— Укçа-тенкĕ енчен ял пулăшĕ сана. Эсĕ халăх ĕçĕпе çӳрен. Килĕрен пуçтарăпăр ăна.
— Каясах пулать вара. Хăçан тухса каймалла тăвăпăр?
— Хăçан хатĕрленсе çитĕн — çавăн чухне. Унччен çулсем типме кирлĕ. Чи васкавлă ĕçсем санăн çаксем пулаççĕ: Питĕре кайма юлташ тупасси; икĕ çын тупсан тата шанчăклăрах пулĕ. Ку чухне самана лăпкă мар, çул çинче тем пулас-килес. Ялта та хăрамалла ав: пĕрмаях тӳре-шара çыннисем явăнса çӳреççĕ. Ыран-тепĕр кунах сан вулăс кантурне кайса пашпăрт илмелле, унсăр çула тухма çук. Патша панче мĕн-мĕн çинчен калаçмаллине те палăртса хумалла. (Кун пирки пĕрле шухăшлăпăр.)
* * *
Петĕм çĕрте халăх шавлать, халăх пăлханать. Мĕн чул йышлăрах ушкăнти халăх, çавăн чул хăюллăрах унта пуçтарăннă çынсем те. Çавна шута илсе полиципе шалти çарсем халăх ушкăнĕсене пĕчĕккĕрех чухне çапса-хĕнесе е хăваласа салатма васкаççĕ, темиçе ял халăхĕ пĕрлешесрен хăраççĕ. Анчах сапаласа янă пĕр ушкăн вырăнне çĕнĕрен çĕр ушкăн чăмăртанать. Тарăхнă халăха ним каласа, ним туса та «йĕркене кĕртме» çук.
Вара полици чееленме хăтланса пăхать: ялсенчи хăюллăрах çынсене, ушкăн пуçĕнчи паттăрсене тыта-тыта хупать. Сутăнчăксем те тупăнаççĕ. Григорьевăн çывăх тусĕ пулна Иванов Дементий, хăй те салтак хĕсметне пĕтерсе киле таврăннă çын, унтер-офицер, Тепте ялне Мерлин исправник пырсан ăна Григорьев Ваçук çинчен вăрттăн элеклесе парать. Ку таврари халăх пăлханасси Григорьев хускатнипе пулчĕ тет. Вăл Питĕре кайса патшамăра мукаçей валли суха тăвассине пăрахăçлаттарма ыйтасшăн, ун пирки Питĕрти пĕр штабра çыруçăра ларакан ывăлĕпе çырусем çӳретет; Григорьев валли тăкаклăх çын пуçĕнчен 50-шар пус ассигнаци укçи пуçтарнă тесе пĕлтернĕ Иванов.
Платон Мерлин исправник приказĕпе Аристов хушаматлă становойпа хĕç-пăшаллă тăватă казак тепĕр кун ирхине, тул çутăлнă-çутăлман Григорьев Васили килне пырса унăн хучĕсене илеççĕ, хăйне васкаса тумланма хушаççĕ. Чупса пуçтарăннă ял халăхĕ пристав аллинчен хутсене каялла туртса илет, ун тумтирне татса-çуркаласа пĕтерет, хăйне лайăх кăна ĕнселесе ярать. Унтан Григорьева тытса каякан казаксене хăваласа çитсе ăна ирĕке кăларать. Тахçантанпах казаксене хирĕç шăл хăйраса пурăннă çынсем вĕсене савăнсах хĕнеççĕ, вĕсен хĕçĕ-пăшалĕ-нухайккисене туртса илеççĕ.
Урал (Ейĕк) казакĕсене самаях хытă лекет пулас, Хусанти çар губернаторĕ патне янă рапортĕнче ку тытаçу пирки Мерлин исправник çапла çырать:
«...догнав следующих с Григорьевым казаков, причинили им нестерпимое побойство, бывшие при них нагайки, сабли и одно ружье вместе с арестантом отняли и при произношении всех неистовств выгнали их из селения».
Кунпа çех пĕтмест-ха ку тĕркешӳ. Унччен вулăс пуçлăхĕ пулнă Матвеев Николай полици çыннисен хутне кĕрсе сăмах хушсан хĕрсе çитнĕ халăх ăна çӳçĕнчен ярса тытать... Малаллине истори документĕнчен илĕпĕр. Полици чинĕ ун пирки хăйĕн çăхавĕнче манран сăнарлăрах çырать:
«...возбужденный народ, причтя его к единомышленникам с нами, в одно мгновение схватив за волосы, утащили в круг свой и более четверти часа били до истощения сил. Участь сего сострадальца осталась в неизвестности, потому что я и становые пристава не имели возможности ни защитить его, ни преследовать виновных».
Вулакан курать ĕнтĕ, хальхинче «утне» те, «туртине» те пĕр пекех лайăх лекет.
* * *
Полици хăйĕн ĕçне манмасть. Григорьева темиçе кунтан пысăкрах ушкăнпа пырса çĕрле тытса каяççĕ.
* * *
Пăлхав сарăлнăçем сарăлса пырать. Нумай çĕрте салтаксемпе хресченсем хушшинче вăйлă çапăçусем пулса иртеççĕ. Анчах шар кураканнисем2 ялан пĕр енĕ çеç: çĕр ĕçлекен халăх (чăвашсем). Мăньялпа Ассакасси патĕнчи çапăçура виçĕ çын вилет, нумайăшĕ йывăр аманса юлаççĕ. Çуракинче хĕрсе ĕçлемелли 304 хресчене команда арестлесе Етĕрнене хăваласа каять те ик-виçĕ кун выçă тытнă хыççăн кашнине хулăпа вĕтсе килĕсене салатать.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...