Таркăн :: Юнлă юнкун
Шурча ялĕ патĕнчи хаяр çапăçу 1841—1842 çулсенчй чăваш çĕр ĕçлекенĕсен пăлхавĕн кульминацийĕ. Ахальтен мар ăна Шурча вăрçи тенĕ халăх. Патша правительстви хăйĕн политикипе килĕшмен чăвашсене çапла тавăрнă. Пĕрисен аллинче патак пулнă, теприсен —пăшал, хĕç, сăнă, нухайкка. Çапăçу тата унпа çыхăннă ĕçсем аллă ытла çын пурнăçне татнă. 464 çынна пĕтĕм халăх умĕнче хулăпа çаптарнă. Çар судне панă 434 çынран çиччĕшне çеç тӳрре кăларнă. Ыттисенчен 33 çынна суд шпицрутенпа, 381 çынна хулăпа çаптармалла тунă. Пĕр çын, Максимов Якку, судчен тĕрмере вилнĕ. Икĕ çамрăк мăшкăла тӳсеймесĕр хăйсен пурнăçне хăйсем татнă. Пăлхавçăсен ертӳçисене 36 çынна тĕрлĕ срока каторгăна е аякка йывăр ĕçе, çамрăксене салтака, ватăраххисене кил-йышĕнчен уйăрса ĕмĕрлĕхе Çĕпĕре ăсатнă.
Çапăçу мĕнле иртнине унта хутшăннисем кайран çапла аса илсе каласа панă: «Вот видим — въезжает во двор Салагаика телега, другая и третья, нагруженные раненными и мертвыми. Сложили их на землю — 36 человек. Страх глядеть было! Живых поп исповедывал. Но скоро они все замолкли — умерли. Только один долго стонал и выл. Могила, величиною с погреб, была уже готова. Тут всех мертвых свалили вместе со стонавшими на телеги и повезли хоронить.
Умерших от ран было много; на трупы их немало наталкивались после в лесах, перелесках, в оврагах и даже на сабанчах изб...»1
Çапла вĕçленнĕ Шурча вăрçи. Çапăçура пуçĕсене хунă паттăрсем хушшинче çак кĕнекесем тăрăх эпĕр пĕлекен икĕ çын та пулнă. Манăн халех уйрăлас килмерĕ вĕсенчен, çавăнпа эпĕ вĕсен ячĕсене нихăш списокра та асăнмарăм. Йывăр тăпри çăмăл пултăр вĕсен пурин те!
Юлашкинчен Шурча вăрçине пула палăрнă виç-тăватă çын пирки кĕскен калаçса илер. Вĕсенчен пĕри Хусанти çар губернаторĕ Сергей Павлович Шипов, генерал-адьютант тата кавалер. (Император свитинче тăракан генералсене панă ят пулнă вăл — генерал-адьютант тени. Кавалер тесе иртнĕ 19 ĕмĕрте орден илнисене каланă пулнă.) Паллах ĕнтĕ, 1842 çулхи çураки вăхăтĕнче Чăваш çĕрĕнче пăлхав çĕкленме пултарасса, кĕпĕрне хулинче Хусанта çеç мар, Российăн тĕп хулинче Питĕрте те малтанах сиссе-туйса тăнă-мĕн: çар губернаторĕпе патшалăх пурлăхĕсен палатин управляющине васкаса улăштарнă. «Çĕннисем» — С. П. Шиповпа Н. Нефедьев — иккĕшĕ те хушнă ĕçре пултаруллă та йăрă çынсем пулнă курăнать. Аслисем вĕсенчен мĕн кĕтнине те лайăх ăнланнă икĕ карьерист. Ăспа чеелĕх енчен çар губернаторĕ, тен, Нефедьевран та ирттернĕ пуль. Шурча вăрçи ака уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче пулса иртет. Çиреммĕшĕнче ирхине Шипов генерал Шурча ялĕнче пулать. Хăй хушнă тăрăх вăл ялта çав кун юн юхассине пĕлсе (çитменнине тата вăл кун шăп кăна юнкун пулнă!) Шипов васкаса Хусана тухса каять. Тармаллипех тарать. Ку ялта çак кун кирек мĕн пулса иртсен те вăл ĕçе эпĕ хутшăнман темелле-çке унăн Хусанти «свет» умĕнче. «Хура ĕçне» тума (тĕрĕсрех каласан — юнлă ĕçне тума) Шурча ялне Шипов Хусан хулин полицеймейстерне Поль полковнике хăварать. Лешĕ никама пăхăнман чăвашсемпе вĕсене пулăшма пынă çармăссем çине хĕç-пăшаллă казаксемпе шалти çар салтакĕсене вĕсилетсе кĕртсе ярать. Унта миçе çын вилнине е вилесле аманнине пурте пĕлетпĕр халь эпĕр. Наци тĕлĕшĕнчен пăхсан ака уйăхĕн çирĕммĕшĕнче тытса арестленĕ 434 çынран 400 ытларахăшĕ чăшаш, 23 çармăс (мари) пулнă.
Çар комиссийĕн пуçлăхне Шипов суд ведомствин чиновникне Машкин асессора лартать, пăлхава хутшăнннсене çирĕп ответ тыттарма хушать. Лешсем çар губернаторĕ хытарса каланине ытлашшипех тӳрре кăларма тăрăшаççĕ: шпицрутенпа (çынна хĕнеме ятарласа хатĕрленĕ вăрăм хулăпа) икшер те виçшер пин хут çапмалла тăваççĕ, ун хыççăн чĕрĕ юлсан (вилеймесен), больницăран сывалса тухма пултарсан — каторгăна е салтака ăсатмалла иккен.
Питĕр çар сучĕн приговорĕсене çирĕплетме хушнă Шипов генерал (чăвашла Йĕплĕ генерал) кунта тата тепĕр чее утăм тăвать: приговорсене чакарса тухса «айăплисем» умĕнче ырă ятлă пулать.
...Тенчери чи кăткăс «механизм» вăл — этем теççĕ. Çын теме те вĕренме, тĕпчеме, ăнланма, алла илме, парăнтарма, пахăнтарма пултарать. Хăй пек çынна çеç ăнланса пĕтереймест. Çĕнтерме те май çук этеме. Хĕнеме, асаплантарма, вĕлерме пулать ăна, анчах çĕнтерме — çук. Чĕрĕ-сывă чух чунĕнче мĕнле паттăр пулнă вăл — леш тĕнчене те çав халпах ăсанать. Хăй ура айĕнчи ăман пек лапчăнсан та чунĕнче çав-çавах паттăр вăл.
Çынна ăнланасси пирки тесен, акă сире пĕр пĕчĕк тĕслĕх. Григорьев Василий; кашни ялпа хулара пурăнакан çĕршер те пиншер çынран пĕри. Ни вĕрӳ-суру ăсти пулман вăл, ни юмăç мар. Сан пек те ман пек чи ансат çын тейĕпĕр. Эпĕ ăна кăштах пĕлетĕп пуль теттĕм. Унăн салтакри пурнăçне те, хресченсен пăлхавĕн кунĕсенчи ĕçне-хĕлне те пăхкаласа тухрăм темелле. Çур ĕмĕрне вăл салтакра ирттернĕ, халь ĕнтĕ ватăлса пырать; пурнăçа та, çынсене те пĕлмелле пекчĕ, çар судне лекрĕ те — мĕн туса хучĕ! Пăлхава хутшăнасси ун... Пăлхава та мар-ха, унăн пĕр юппине хутшăнасси Григорьевран хăйĕнчен мар, хăйсен ялĕнчи çынсенчен килнĕ-мĕн. Питĕре халăх валли çăмăллăх шырама кайма вăл Урпаш çыннисем хăратнипе килĕшнĕ. (Кунта Григорьев ултă хушаматпа ята асăнать.) Вĕсем мана эс Питĕр хулине каймасан эпĕр санăн ят çĕрне туртса илетпĕр, хăвна ялтан хăваласа кăларса яратпăр, кайран вĕлерме те май тупатпăр терĕç тет.
Григорьев каланине вăл асăннă ултă çын та, ялти ытти çынсем те тĕрĕс мар теççĕ. Вăл хăй пире тӳре-шарасен сăмахне итлеме хушмастчĕ, хăйне тытса хупман пулсан хальччен вăл тахçанах Питĕртеччĕ теççĕ.
Ма айăпсăр çынсене айăплама хăтланнă Григорьев? Судйисене çеç улталаса калани татахчĕ-ха. Судри ĕç — таканари шыв: ăçталла тайăлтаран — унталла тăкăнать. Ма çынсем тĕлĕкре те тĕлленменнине каланă тенĕ вăл? Суймах тиврĕ пулсан ăна урăхла тыттарма та май пулнă-çке? Палламан çынсем мана çапла хăратрĕç те те — ĕçĕ те пĕтрĕ.
Приговорне илтсенех хăраса ӳкнĕ пуль çав ватă салтак. Сехри хăпса тухрĕ пуль мĕскĕнĕн. Ун пек хĕненĕ хыççăн айăпа лекнĕ салтаксем вилнине те куркаланă пуль хĕсметре. Виçĕ пин хут шпицрутенпа çапмалла тенĕ-çке-ха çар сучĕн приговорĕнче. Ăна кам чăтма пултартăр? Çапнипе-хĕненипе çеç те сахал-ха, ун хыççăн Григорьева каторгăна ăсатмалла тунă.
Юрать хăть, çар губернаторĕ приговора самаях йăвашлатнă: Григорьевăн пĕтĕм наградисене тата унтер-офицер ятне туртса илсен 500 хут шпицрутенпа çапнă хыççăн ăна яланлăха пурăнма Çĕпĕре ăсатас тенĕ.
Больницăран сывалса тухсан вĕсене — Григорьев Ваçука, Симонов Сидора т. ыт. — Çĕпĕре леçсе янă. Çĕрĕ-шывĕ унта ытла аслă та, вĕсен малаллахи пурнăç çулĕ çавăнта çухалать.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...