Кайăк тусĕ :: 1. Малтанхи тĕлпулу
Кăнтăрлахи пуйăс килес умĕн станци çурчĕ патне халăх пухăнма тапратрĕ. Пĕрисем кунта инçетрен килекен пĕлĕш-тантăшне хирĕç тухнă, теприсем тăванĕсене ăсатма килнĕ, виççĕмĕшсем ĕçсĕр аптранăран пĕр-пĕр кăсăк ĕç курмăп-и тесе пуçтарăннă. Иртен-çӳрене сĕт-çу, пĕçернĕ улма, мăйăр, сухан, йӳçĕтнĕ купăста, пан улми сутма килнисем те темĕн чухлех. Пурте вĕсем, тăман кашти ишĕлсе аннине пăхмасăр, таптаса такăрлатнă перрон тăрăх уткаласа çӳреççĕ. Хăюллăрах арçынсем, станци çуртне кĕрсе «Табак туртма юрамасть» тесе çырнă хăма çине пăхаççĕ те чыхăнтарса яракан йӳç тĕтĕм мăкăрлантарма тапратаççĕ.
Ăсатма е кĕтсе илме тухнисем хушшинче лавпа килнисем чылайрах. Вĕсем лашисене чул çурт хыçне тунă карлăкран кăкараççĕ, урхалăх салтса утă параççĕ, унтан аçам хывса е çуна çине сарнă ашăка илсе лаша çурăмне витеççĕ. Тул туртнă тăлăплă, хĕрлĕ сухаллă пĕр çын çеç кăпăк юхтарса тăракан лашине апат та памарĕ, çурăмĕ çине те ашăк таврашĕ витмерĕ, карлăкран сăнчăр чĕлпĕрне çыхрĕ те вокзала кĕрсе кайрĕ. Чĕлхесĕр янавар тĕксĕм кăвак куçне çеç мăчлаттаркаларĕ, унтан пăсланакан йĕпе çурăмне курпунлатса пуçне çĕрелле усрĕ. Тĕлĕкре вăл ăшă хĕвел çутипе ешерекен анлă улăхри ухлĕм курăкне курчĕ пулмалла: сарăхнă шăлĕсемпе темĕскер чăмланçи турĕ, тата, çӳлтен татти-сыпписĕр тăкăнакан шултăра юр пĕрчисем ăна улăх тăрăх вĕçекен пăвансем пек туйăннăран пулас, хӳрине енчен енне суллакаласа, путса кĕнĕ пушă чари урлă çаптаркаларĕ. Анчах юр пĕрчисем пăвансенчен нумай сĕмсĕртерех пулчĕç: хӳре çапкаланнинчен те, лаша тирĕ чĕтреннинчен те хăрамарĕç, лашан вĕриленнĕ çурăмĕ çинче ирĕлсе тăчĕç çеç.
Тул туртнă тăлăплă çын пирĕн калавра пысăк вырăн йышăнмалла-ха, çавăнпа хăй вокзалта ăшăнса тăнă чухне унăн кун-çулне çиелтен те пулин йĕрлесе тухăпăр. Ĕç хучĕсем тăрăх вăл Аслă Улкаш ялĕнчи Баранов Михаил Трофимович ятлă колхозник шутланать. Ял çыннисем мĕн пĕчĕкренех Шатра Михала тесе чĕннĕ. Вăл колхозра тăни çинчен ытти çынсем тахçанах маннă, хăй те ун çинчен çула тухма е анкарти сухалама лаша кирлĕ чух çеç аса илет.
Михалан пурнăçĕ ытти çынсенни пек пулмарĕ. Çут тĕнче çине хура куçлăх витĕр пăхасси унăн ачаранах пуçланнă темелле. Ашшĕне вăл астумасть. Вăрăм чĕлхесем пакăлтатнине ĕненсен ăна кунтан утмăл çухрăмри Сурăм пасарĕнче вăрăпа тытса çапса пăрахнă пулать. Тăлăха юлнă амăшĕ епле хуйхăрнине те астумасть вăл: хăй чечче чирĕпе вилес пек выртнă чух лешĕ ĕмĕрлĕхех куçне хупнă теççĕ. Михалана ялта «вупăр карчăк» тенĕ ватă кукамăшĕ пăхса ӳстернĕ. Çав карчăк тăрăшнипех Михала шатра чирĕпе икĕ уйăх асапланнă хыççăн сывалнă, анчах тискер чир унăн сăнне пыл карасĕ пек шăтăклă-шăтăклă тарăн йĕрсемпе ĕмĕрлĕхех «капăрлатса» хăварнă. Чăнах та, ун чух вăл, икĕ çулхи ача, çав инкек мĕн тери пысăк иккенне чухлайман ĕнтĕ, пурăна киле тин пичĕ пушăт ала пек пулни ăна хытă кӳрентернĕ. Урама тухма пуçласанах ăна ытти ачасем «Шатра Михала» тесе чĕнекен пулнă. Çав мăшкăлласа панă ят, хăйĕн ĕмĕлки пек, ниçта уйрăлмасăр унпа пĕрле ĕмĕр çулĕ тăрăх юнашар пычĕ. Пуринчен ытла шатра паллисем ăна яш-кĕрĕм шутне кĕрсен хытă тарăхтарнă. Улахсенче те, вăйăсенче те вăл хăйĕнчен ялти ятлă çын хĕрĕсем кăна мар, тахçанах каччă кĕтсе ывăннă ват хĕрсем те пăрăнма пăхнине асăрханă. Никамăн та шатра питлĕ каччăпа туслашас килмен. Тӳрккес чĕлхеллĕ пуян хĕрĕсем: «Пушăт ала пек нĕрсĕр питӳпе хĕр упраçа çыпçăнма намăс мар-и сана?» — тесе куçранах каланă. Вара чунтан тарăхнă каччă çынсене курайми пулнă, вĕсене сăтăр тума ĕмĕтленнĕ. Ытти каччăсене те шатра питлĕ пултарас килнĕ унăн. Хĕрсене сăнсăр, уксах-суккăр, курпун е чăлах тăвас килнĕ. Хăйĕн кăмăлне кайнă, анчах ăна ытти хĕрсенчен те ытларах кӳрентерме тăрăшнă Çинук ятлă чипер хĕре çеç нĕрсĕр тăвасшăн пулман вăл, ăна кăна тивес темен.
Çинук çĕрме пуян çын хĕрĕ пулнă. Унăн ашшĕ Баранов пекех шатра питлĕ, ячĕпе те Михала пулин те ăна никам та «Шатра Михала» тесе хăртман. Пурте ун умĕнче йăпăлтатнă, куç хыçĕнче те ăна «Арман хуçи Михалук» тесе чĕннĕ. Çав чыса вăл шутсăр-йĕрсĕр пуянлăхĕпе кĕнине сиссен Шатра Михалан хăйĕн те пуяс килекен пулнă. Çав шухăш ăна кунĕн-çĕрĕн канăç паман. Арман хуçи Михалук пек пуйса кайсан вăл ял-йышне чун килениччен хĕсĕрленĕ пулĕччĕ, авланасса та виçĕ Улкаша тĕлĕнтермелле чаплă туй туса авланĕччĕ. Хĕрне, паллах, Михалукăн вĕçен кайăк евĕр чипер Çинукне илмелле ĕнтĕ. Ун чух кăтартнă пулĕччĕ çав мăн кăмăллă хĕре «Шатра Михала» тени мĕн хака ларнине!
Пурăна киле пуяс шухăш унăн пĕртен-пĕр ĕмĕчĕ пулса тăнă. Мĕнпур сăмахсенчен «укçа» сăмах ун кăмăлне ытларах кайнă. Тĕлĕкре те вăл кĕмĕл чăнкăртатнине е вĕр çĕнĕ хут укçа чăшăртатнине илтсе савăннă. Çав тутлă ĕмĕте вăл никама та пĕлтермен. Яланах хăйпе пĕр чĕлхеллĕ кукамăшĕнчен çеç мĕнле пуясси çинчен темиçе хут та ыйтнă.
— Ачамçăм, пуяссинчен йывăрри урăх çук та пулĕ çак тĕнчере, — тенĕ йӳтенĕ карчăк. — Хăшĕсем пытарнă мул тупса пуйнă, теприсем пурлăха ашшĕ-амăшĕнчен туянса юлнă, виççĕмĕшĕсем кĕрхи тĕттĕм каçсенче мăн çул çинче кистенпе иртен-çӳрене вĕлерсепуйнă. Ĕçпе пуякансем те пулкаланă теççĕ те, питех ĕненес килмест.
Шатра Михала пуяс ĕçе пытарса хунă мула шыранинчен пуçланă. Ку тĕлĕшпе вăл халап-юмах çаптарма аван пĕлекен суккăр Иванран пулăшу ыйтса пăхнă.
— Ĕлĕк-авал Улкаш ялĕсем ларнă вырăнта сĕм вăрман кашланă, — тенĕ лешĕ. — Шуйттан çырминче ун чух хурахсем пытанса пурăннă. Кашни каçах çав хурахсем уй енчи пуян чăвашсене е чиркӳсемпе пупсене çаратма çӳренĕ. Пурăна киле хурахсен аллине питĕпысăк пуянлăх кĕрсе ӳкнĕ. Ылтăнпа кĕмĕл темиçе пăт пуçтарăннă теççĕ. Ăна вĕсем, паллах, авалхи çынсен йăлипе, çĕр айĕнче пытарса усранă. Юлашкинчен пуянсемпе пупсем тилмĕрнипе хурахсене хирĕç патша пысăк çар янă. Кĕçех вăрман паттăрĕсене тытса сăнчăрланă та Питĕре илсе кайнă. Мул ăçтине пĕлесшĕн патша хурахсене асаплантарма хушнă, анчах лешсем хĕртнĕ тимĕрпе çунтарсан та, ал-урине пăрса хуçсан та, çамка çине клеме çапсан та хăйсен мулĕ ăçтине каламан. Çапла вара ăна ку таранчченех никам та тупайман. Астăватăп, эпĕ ача чухне пирĕн ялта çĕр çултан иртнĕ Урттем ятлă çын пурăнатчĕ. Вăл каланă тăрăх, Шуйттан çырминчи чул валаклă çăлтан тăварах пĕр ватă хурама ларнă пулать. Çав хурама айĕнчен пĕрре темле пӳрт кĕтесĕ курăнма пуçланă тет, анчах ăна Урттем мучипе унăн ашшĕ тепĕр хут çĕр айне пытарнă пулать. Паллах, хурах утаманĕ пурăннă пӳрт кĕтесĕ пулнă ĕнтĕ вăл. Çавăнта шырамалла хурахсем пытарнă ылтăна. Мул тупас тесен уйăх тăхри тунă каç хура кушак тытса хура мунчара пĕçерсе çимелле. Çапла тусан çеç мул çĕр айĕнчен тухать теççĕ.
Тепĕр эрнерен ялта пĕртен-пĕр хура кушак çухалнă. Икĕ кун иртсен çăл алтатăп тесе Шатра Михала Шуйттан çырминче çĕр чавма пуçланă, анчах икĕ эрне чакаласан та мул тупайман, хĕрлĕ тăмлă тăпра айĕнчен сарă симĕс чӳлмек катăкĕсемпе кăмрăк куписем çеç тухнă.
Çирĕме çитсен Шатра Михала Хĕрисан ятлă таркăнпа паллашса вăрă ĕçне вĕренме тытăннă. Икĕ хутчен вĕсем вăтăр çухрăмри Турхан Хапăспа Тĕмпек ялĕсенчен лашасем вăрласа тухса Йĕпреç пасарĕнче сутнă. Кĕсйинче укçа шанкăртатнине илтсен Шатра Михала тем пекех савăннă, çавăнпа виççĕмĕш хут вăрра кайнă чух çул тăршшĕпе туй юррисем юрласа пынă. Анчах, сыпмассерен турам кĕмест тенĕ пек, çав кун кăшт кăна тĕтĕмсĕр яла ăсатман ăна. Лаша хуçисем вĕсене Сăкăт ялĕнче хуса çитнĕ те тапратнă хĕнеме. Таркăн Хĕрисана шаккаса пăрахнă, Михалана та çаплах тăватчĕç пулĕ, анчах вăл çăварĕнчен юн сăрхăнса юхма пуçласанах вилнĕ пек пулса выртнă та, ăна çынсем пăрахса кайнă. Çавна аса илсен унăн шăм-шакĕ халь те чĕтрет.
Патак çинĕ хыççăн Михала виçĕ уйăх вырăнпах выртнă. Чăн сăлтава çынсенчен пытарас шутпа кукамăшĕ ялта Михалана вĕре çĕлен ернĕ текен сăмах сарнă.
Çапах та çав çул Баранов пурнăçне тĕппипех улăштарнă. Ку çапла пулнă. Хĕле кĕрсен Улкаш ялĕнче те ытти ялсенчи пекех колхоз йĕркеленĕ. Колхозниксем çуртри вăрлăхне аванрах усрас тесе пĕр ампара пухнă. Паллах, колхозра пуринчен ытла чухăн хресченсем пулнă. Вĕсен вăрлăх ĕлĕкхи вăхăтра та çителĕклĕ пулман, халĕ те нумаях пама пултарайман. Çавăнпа колхоз валли вăрлăх кулаксене партарнă. Арман хуçи Михалукран ик çĕр алă пăт сĕлĕ, çĕр пăт урпапа пăри илсе тухнă. Çав каçах колхоз ампарне вут хыпса илнĕ. Куна кулаксем тунă. Ун пирки никам та иккĕленсе тăман. Тарăхнă ял халăхĕ Михалук çемйине Çĕпĕре ярас теме пуçланă. Таврари ялсенче çĕрме пуянсене тахçанах унта янă хыпар сарăлнăччĕ. Михалук та ăна илтнĕ ĕнтĕ. Карчăкĕпе иккĕшĕн Çĕпĕре каймалла пулнипе вăл çырлахнă темелле, анчах хĕрне унăн тăван ялтах хăварас килнĕ. Вара вăл ăна васкаса качча пама шутланă. Малтан ялти çамрăк учитель патне кайса пăхнă, унтан Çинук тахçантанпах юратса пурăнакан крестком пуçлăхне, Алексеев комсомолеца, сĕнсе пăхнă — усăсăр. Çамрăк учитель те, кăмăллă комсомолец та кулак хĕрне качча илме килĕшмен. Арман хуçин ирĕксĕрех хăйпе пĕр ятлă Михала патне пырса пуç тайма лекнĕ. Лешĕ ячĕшĕн çеç турткалананçи пулнă. Çапла тахçан ĕмĕтленнĕ хĕр кĕтмен çĕртенех унăн арăмĕ пулса тăнă. Раскулачить тунă арман хуçипе арăмне çав эрнерех Çĕпĕре янă, Шатра Михала халăх кулнинчен тарса пытанас шутпа Çинук куккăшĕ вăрман улпутĕнче ĕçленипе усă курса лесника кĕнĕ.
Яла вăл сайра хутра çеç тухкаланă. Шатра Михалапа Çинук вăрманта епле пурăннине никам та тĕплĕн пĕлмен. Çавăнпа та халăх хушшине тĕрлĕ усал хыпар сарăлнă. Хăшĕсем Михала хăйĕн çамрăк арăмне урнă йытă пек тулать тенĕ, теприсем Çинукĕ хăй те упăшки умĕнче ытлашшипех парăма кĕмест тенĕ. Кирек епле пулсан та вăрман турттаракан çынсем, лесник пӳрчĕ патĕнчен иртмелле пулсан, унта час-часах хĕрарăм макăрнине е ăсран кайнă пек шари! çухăрнине илткеленĕ. Каярахпа çынсем вĕсем çинчен йăлтах маннă.
Кам пĕлет, тен, Шатра Михала хăйне ĕлĕк хăртнă Çинука чăнах та кун кăтартман пулĕ. Унтан тем те кĕтме пулнă. Анчах Михала лесникра ĕçлени арăмне асаплантарма кăна мар, пуйма та пулăшнă. Малтанах вăл çывăхра пурăнакан çынсене вут-шанкă сутнă, каярахпа, Сĕреткассинче пурăнакан Мишер ятлă çынпа пĕрле каварлашсан, пӳрт-çурт тума юрăхлă пĕренесем те ăсатма тапратнă. Ку анчах та мар-ха, вăрмана пурăнма куçсан тепĕр çулнех вăл çывăхри пасарсенче пăчĕ-пăчĕпе шăрттан сута пуçланă. Шăрттан тума ашне ăçтан тупнă тетĕр-и? Пăшисемпе аш-пăш паракан ытти чĕр чунсем сахал-и чăваш вăрманĕсенче? Михалан пăшалĕ хĕлĕн-çĕвĕн сĕм вăрмана кĕмсĕртеттернĕ. Çуркунне вăл хулана лавĕ-лавĕпе карăк, ăсан, кăвакал, пăчăр тата ытти кайăк-кĕшĕк тиесе пырса сутнă. Çăва тухсан виç-тăватă пин хура каюра тирĕ, хĕлле пакша, сăсар, тилĕ тирĕсем сутса тăнă. Çапла вăл таврара чи чаплă сунарçă пулса тăнă.
Вăрçă умĕн Шатра Михала Аслă Улкаш ялне таврăнса ултă кĕтеслĕ пысăк çурт лартнă. Çав вăхăтра вăл те сухал ӳстернĕрен, те сисĕнмеллех курпунланса çӳренĕрен ватăлнă çын пек курăннă. Çинукăн та ялтан кайнă чух чипер чечек пек илемлĕ сăнĕ палламалла мар улшăннă. Ĕлĕк яп-яка пичĕ халĕ пĕркеленсе тăнă, ылтăн ука пек çӳç пĕрчисем те кăвакарса пĕтнĕ. Çавăнпа ăна никам та вăтăр çулхи хĕрарăм тесе каламĕ, сахалтан та алă çул парĕ. Вăл мĕншĕн хăвăрт ватăлнине сĕм вăрман тата Çинук хăй кăна пĕлнĕ.
Вунă çул каярах Шатра Михалапа Çинук вăрмана иккĕн çеç тухса кайнăччĕ, халĕ яла виççĕн таврăннă. Вĕсен тимĕр витнĕ пысăк пӳрчĕн чӳречинчен урама сап-сарă çӳçлĕ пукане пек чипер хĕр ача пăхнине курнă пускилсем. Ку вĕсен пилĕк çулхи хĕрĕ Чĕкеç пулнă. Хăйне Чĕкеç ятлă хуни вырăнлине кăтартас тенĕ пекех вăл кунĕпех кăмăллă сасăпа чĕвĕлтетнĕ. Пурте ăна амăшне хывнă тенĕ, пурте ун çинчен куç илме пĕлмен. Хытă чĕреллĕ Шатра Михала та хĕрĕ çине савăнса пăхнă, анчах унăн хăй килĕнче ывăл ача курас килнĕ. Çавăнпа ӳсĕр чухне арăмне час-часах «Ывăл туса пар!» тесе сайралса юлнă çӳçĕнчен тытса тăпăлтарнă, ăçтан тивнĕ унтан тукмак евĕр пысăк чышкипе те çапнă, таканлă атă кĕллипе те тапнă. Анчах Çинук урăх ача туман.
Нимĕç фашисчĕсем Совет Союзĕ çине тапăнсанах ытти çынсемпе пĕрле Шатра Михалана та райвоенкомата чĕнсе йыхрав пачĕç. Пырасса вăл ытти çынсем пек йĕркеллĕ тумланса мар, çара ӳт çине тин çеç пуснă пăру тирĕ пĕркенсе пынă. Тухтăрсем хăйĕнчен кам иккенне ыйтсан вăл: «Эпĕ ку таранччен кашкăр пулнă, халĕ пуснă пăру пулса тăтăм», — тесе хуравланă. Пăру тирне вăл нимпе те хывасшăн пулман. Ăна ирĕксĕр хывсан, унăн кăкăрĕнчен, вĕчисемпе хулĕсенчен юн сăрхăнтарса тăракан сурансене курса, ăна çара мар, Хусанти психлечебницăна янă. Çур çул иртсен тин таврăннă вăл унтан. Çавăн хыççăн ăна урăх Хĕрлĕ Çара чĕнмен. Вара пĕтĕм халăх фашистсемпе çапăçнă чух Шатра Михала ĕлĕкхи пекех вăрманта тĕл пулакан ырă чĕр чунсемпе çапăçса пурăннă. Арçынсем вăрçă хирĕсенче вилнĕ, уксах-суккăр пулса киле таврăннă, хĕрарăмсем колхозра ырми-канми ĕçленĕ, танк колоннисем тума укçа пухнă. Шатра Михала çеç патшалăха пĕр пус та паман. Чирлĕ тесе ăна налук та тӳлеттермен, колхозра та ĕçлеттермен. Хăй вăл кунĕн-çĕрĕн вăрманта çухалса пурăннă, арăмĕ пасарта шăрттан сутса çӳренĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ытти çынсен пурнăçĕ юхăннă чух Михалапа Çинук тата ытларах пуйнă.
Вăхăт çитсен юнлă вăрçă иртсе кайнă. Вăл хăварнă йывăр сурансем те ӳт илсе тӳрленнĕ. Пурнăç çулсерен тулăхланса, илемленсе пынă. Улкаш ялĕнче кашни килтех Ильич лампочки çутăлнă, колхоз клубĕнче эрнере икшер хут калаçакан кино кăтарта пуçланă. Кӳлхĕрри Улкашра вăтам шкул уçнă. Шатра Михалапа Çинук пурнăçĕ çеç улшăнман. Ĕлĕкхи пекех вĕсем ятлаçнă-вăрçнă, пĕрне-пĕри чи усал сăмахсемпе ылханнă, кӳрентермелли сăмахсем каласа хăртнă. Çанталăк аван чух Михала сунара çӳренĕ, анчах халь вăл пĕччен мар, хĕрĕпе çӳренĕ. Ĕлĕкрех пăшал тĕл тивертес тĕлĕшпе никам та Михалана çитейменччĕ, халĕ Чĕкеç ашшĕнчен ирттернĕ. Ун аллинче пăшал пур чух çывăхран пĕр кайăк та чĕррĕн вĕçсе иртеймен. Вăтам шкултан вĕренсе тухсан ашшĕ ăна институт çинчен асăнма та паман, Чĕкеç хăй те хулана ытлашшиех туртăнман, ăна сĕм вăрманта пăшал çакса çӳресси хулара пурăнассинчен ытларах илĕртнĕ. Çапла тата темиçе çул иртнĕ. Паян Шатра Михала станцине иртнĕ уйăхра тытнă тискер кайăк тирĕсене «Заготживсырье» складне пама пынăччĕ. Халĕ çула май лава кĕрĕшес ĕмĕтпе пуйăса хирĕç тухрĕ...
Лапка тăман тата ытларах çума пуçларĕ. Шултăра та кăпка юр пĕрчисем ушкăнпа пĕрлешсе тăкăнаççĕ. Пĕтĕм тĕнче шуралса кайрĕ, вун утăмра ларакан йывăç та аран-аран палăрать. Кăнтăрлахи пуйăс килес вăхăт иртни çур сехет ĕнтĕ, çапах пăравус чашкăрни те, вакун ураписем халтăртатни те илтĕнмест. Пухăннă халăх пăлханма пуçларĕ. Хăюллăраххисем станци начальникĕ ларакан пӳлĕм алăкне пырса шаккарĕç. Унтан хĕрлĕ тăрăллă карттус тăхăннă пуç курăнчĕ.
— Мĕн кирлĕ? — ыйтрĕ хĕрлĕ карттусли.
— Пуйăс кирлĕ, — терĕ пĕр куçлăх тăхăннă çын. — Ăçта чикрĕр ăна?
— Тепĕр сехетрен çитет, — лăпкăн хуравларĕ начальник.
— Сирĕн яланах тепĕр сехетрен. Расписание стенасене капăрлатма çеç çакрăр-им? Пикенсе ĕçлес килмесен хăвăр вырăна тимлĕ çын валли пушатмаллаччĕ, — харкашрĕ куçлăхли.
— Пуйăс кая юлнишĕн эпĕ айăплă мар, çил-тăман айăплă. Вун утăмри те ним курăнмасть. Машинист та çынах, малта. мĕн пуррине куçпа курмасăр пĕлеймест. Ирĕксĕрех пăравуса хуллентерех чуптарма лекет, — терĕ те хĕрлĕ пуç çухалчĕ.
Шăпах çак вăхăтра станцире кĕтекен пуйăс Сăр шывĕ урлă хывнă тимĕр кĕпере кĕмсĕртеттерме тытăнчĕ. Пассажирсем ăна асăрхамарĕç те. Вĕсем е тӳлеккĕн калаçса лараççĕ, е доминолла, шахматла выляççĕ, е ĕçсĕр аптăранипе тахçанах йăлăхтарса çитернĕ апат-çимĕçе ӳркенсе чăмлаççĕ. Пиллĕкмĕш вакунра çеç пĕр çамрăк çын япалисене тирпейле пуçларĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...