Кайăк тусĕ
Тул çутăлма пуçланă. Çырма-çатраллă, тăвайккиллĕ, айлăмсемпе тӳрем çĕр лаптăкĕллĕ Атăлпа Сăр шывĕ хушшине вырнаçнă Чăваш çĕршывĕ ерипен ыйхăран вăранса пырать. Васансемпе шырлансенче çĕрĕпе шăнкăртатнă шыв сасси çумне кайăк-кĕшĕк чĕвĕлтетни, выльăх-чĕрлĕх ĕнĕрлени, уçăлса хупăнакан алăк-хапха чĕриклетни, йытă вĕрни, автансем каçса кайса авăтни, çынсем çуйхашни тата ытти çĕр тĕрлĕ сасăсем хушăнаççĕ. Инçетре мотор кĕрлет, хутран-ситрен завод гудокĕпе пăравус шăхăртни илтĕнкелет. Мал енчен сисĕнмесĕр сарăлса килекен кăвак çутă ӳкнипе хура вăрмансем, йăмраллă ялсем, чул çуртлă хуласем, çĕлен пек авкаланса тăсăлакан вăрăм çулсем, шупка хăю евĕр курăнакан юхан шывсемпе сарса хунă симĕс кĕççене аса илтерекен ыраш калчиллĕ анлă уйсем уççăнах палăракан пулчĕç. Тĕттĕм каç хĕвел анăç енне чакса пырать, хĕвелтухăç енчен тин çеç çуралнă çамрăк кун çĕнтерсе килет.
Çак вăхăтра Хусан енчи хĕрлĕ сăн çапнă мамăк пек çăмăл пĕлĕтсем тĕлне хура хăю евĕрлĕ тĕксĕм йĕр тухса карăнчĕ. Çав йĕр пăртан тасалма хатĕрленсе çитнĕАтăл тăрăх шăвăнса Чăваш Республики патне çывхарать. Ку — хур кайăк карти. Çирĕм виçĕ хур кăнтăрти шыв-шурта хĕл каçнă хыççăн Çурçĕрти Пăрлă океан патне çитсе çын çук тундрăра йăва çавăрма васкать. Çуркунне кая юлса килнĕ пирки ăшă çĕрсенче хĕл каçнă кайăксен кăнтăрта ытларах чарăнса тăма лекрĕ. Халĕ ĕнтĕ Аçтăрхантан пуçласа Архангельска çитиччен пур çĕрте те юр хăвăрт ирĕлет. Юхан шывсемпе кӳлĕсем пăр тыткăнĕнчен хăтăлма пуçланă, уй-хирпе улăхсене симĕс сăн çапнă, вăрманти йывăçсем те кăчкă кăларнă. Çавăнпа та пирĕн патра çу каçакан кайăксем Африкăпа кăнтăр Азирен кунта килме васкаççĕ.
Çирĕм виçĕ хур кайăклă карта та çĕрĕпех Атăл тăрăх вĕçнĕ. Тул çутăлса çитсен хыт ывăннă кайăксен пĕр-пĕр улах вырăн тупса шыва анса канмалла, улăха тин çеç тапса тухнă симĕс курăка çисе вăй илмелле, унтан татах сывлăша çĕкленмелле те çурçĕр енне чакса пыракан хĕл хыççăн малалла вĕçмелле. Карта пуçĕ, ушкăнри чи ватă хур, хăй ĕмĕрĕнче Шурă тинĕспе Каспи тата Хура тинĕссем хушшинче каллĕ-маллĕ темиçе хут вĕçнĕскер, вăрăм çула тухсан канма ăçта чарăнмаллине аван пĕлет. Халĕ те вăл Куславккаран иртсенех тăванĕсене Атăлăн сылтăмри чăнкă çыранĕ енне пăрчĕ. Инçетре ейӳ кайнипе тем тери сарăлнă анлă шыв тӳлеккĕн чӳхенсе юхать. Ку — Çавал шывĕ. Вăрăм мăйĕсене малалла тăсса, хĕрлĕ урисене хуçлатса вĕçекен хурсем кану çывхарнине сисрĕç пулмалла: хавасланса какалама тапратрĕç.
— Ка-ка-ка-как! Ка-ка-ка-как! — теççĕ вĕсем.
«Канатпăр! Апатланатпăр!» — тени пулчĕ ĕнтĕ ку. Хур кайăксем Çавал патне çитнĕ чух шăпах хĕвел хĕмленсе тухрĕ. Унăн шевлисем малтанах йывăç тăррисемпе çӳллĕ сăртсене чĕрĕ сăн кĕртрĕç, унтан айлăмра йăсăрланакан сĕт тĕслĕ çăра тĕтрене хĕретрĕç. Халĕ ĕнтĕ таса шыва чăмса уçăласси çеç юлчĕ ăш хыпса çуннипе аптăранă пысăк кайăксен. Йышлă тăшмансенчен хăшĕ те пулин йăпшăнса çывхарма пуçласан ăна инçетренех асăрхама пулать. Кун çутипе хур кайăксем те лайăхрах кураççĕ-çке. Шыв! Шыв! Мĕн авалранпа чуна çĕклентерекен ырă вырăн! Епле илемлĕ санăн çутă сăну! Епле хăватлă анлă кăкăру! Хыçалта нĕçекен çамрăк хурсем çавна сиснипе савăнса аялалла туртăнаççĕ те тӳп-тӳрĕ картана темиçе çĕртен татаççĕ.
— Ка-ка-ка-как! — хăтăрнă пек хулăн сасăпа кăшкăрать карта пуçĕ. Ку ĕнтĕ: «Ан васкăр, шаймăксем», — тени пулчĕ пулмалла, хурсем татах йĕркеленчĕç.
Вăрăм çула тухсан канма чаранасси пули-пулми ĕç мар: кĕтмен çĕртен инкек-синкек сиксе тухма пултарать. Тăшмансем таçта та пытанса тăраççĕ-çке. Ун çинчен пĕр самант та манма юрамасть. Карта пуçĕнче вĕçекен ăслă хур ăна аван пĕлет. Çавăнпа вăл ывăннă тăванĕсене аялалла антармасăр Çавал тăрăх темиçе çухрăм вĕçтерет.
Пĕр вырăнта шыв ытла та хытă сарăлса кайнă. Çывăхра ял таврашĕ те çук, этем ывăл-хĕрĕ утни те курăнмасть. Пĕтĕм улăх шыв айне пулнă пирки Çавал кунта тинĕс пек анлă. Çыран хĕрринчен виç çĕр утăмра, шыв варринче, симĕслене пуçланă çерем татăкĕ курăнать. Тăршшĕ унăн çĕр утăма яхăн, урлăшĕ — çирĕм утăмран ытла мар. Çак пĕчĕк утрав инçетренех илĕртет хурсене. Унта канма та, апатланма та ансат. Утрав варринчи кăшт кăна палăракан тĕмеске çеç чуна шиклентерет. Анчах яланах сыхланма кирлине асра тытакан карта пуçĕ, аялалла тем пек сăнаса пăхрĕ пулин те унта тăшман таврашĕ пуррине асăрхамарĕ. Çавăнпа вăл ушкăнне утрав патне хăюллăнах ертсе кайрĕ.
Çерем татăкĕ патне çитесси вăтăр утăма яхăн юлсан хурсем утрав варринчи тĕмеске кăшт хускалнине сисрĕç. Анчах вĕсем саланса кайма та, çӳлелле вăшкăнма та ĕлкĕреймерĕç, тĕмеске тĕлĕнчен вут-хĕм сирпĕнни курăнчĕ. Çав самантрах ирхи шăплăха хăватлă сасă кисретрĕ. Сехри хăпнă кайăксем арăш та пирĕш сапаланса кайрĕç. Пĕрин кăкăрĕнчен çеç сăрă тĕкпе мамăк пайăрки тăпăлса тухрĕ. Вăл пĕр самант çуначĕсемпе хăвăрт çатăлтатса тăчĕ те кутăн-пуçăн çаврăнса çерем çине тачлатрĕ. Чылай çӳле хăпарнă хурсем çĕре ӳкнĕ юлташне чĕнсе нумайччен пĕр вырăнта вĕçсе çаврăнчĕç. Анчах тем чул какаласан та утрав çинче ме серле выртакан хур щлрăнтан хускалмарĕ. Вара пурте малтанхи пек карталанса тухрĕç. Çак вăхăтра çерем çинчи тĕмеске ăшĕнчен пăшаллă çын тухрĕ. Ăна курсан тин хурсем аяккалла вĕçсе кайрĕç.
— Ка-ка-ка-ка-а-ак! — инçете илтĕнмелле кăшкăрчĕ карта пуçĕ.
«Тĕнчере Çавалтан анлă шывсем те сахал мар, вĕçер малалла!» — тени пулчĕ пулĕ ку. Вара хăватлă çунатсемпе сывлăша варкăштаракан çирĕм икĕ хур кайăк чăваш çĕрĕ тăрăх малалла туртăнчĕ...
Хĕвел çӳлтен çӳле хăпарса пырать. Çурхи тĕнче вăранса çитет. Вĕт-шакăр кайăксем хăйсен кулленхи ĕçĕсене пикенсех тума тытăнчĕç: пĕрисем йăва çавăраççĕ, теприсем апат-çимĕç шыраççĕ. Кунсерен ăшăтса пынине кăмăлласа юрлакансем те темĕн чухлех. Сунар кайăкĕсемшĕн çеç канăç çук: вĕсене пăшаллă çынсем те, кăвак тӳпере ярăнакан ăмăрт кайăксемпе кăйкăрсем те, çĕр çумĕпе йăпшăнса вĕçсе çӳрекен хурчкасем те тытса çиесшĕн. Йăх ĕрчетесшĕн çунакан хур кайăксем, кайăк кăвакалĕсем, чăх йышши ырă кайăксем, хамăр вăрмансенче тертленсе хĕл каçнă ăсансемпе карăксем кашни кунах пинĕ-пинĕпе çăткăн кайăксен качине çакланаççĕ е пăшаллă çынсен хутаçне кĕрсе ӳкеççĕ. Чĕррĕн юлнисенчен те нумайăшĕ, непĕссĕр тăшманĕсене пула, чĕп кăлараймасăр юлать...
Çирĕм икĕ хур кайăк, çутă шыв вырăнне хура тăхлан сирпĕнтерсе «саламланă» Çавалтан пăрăнса пĕр ăстрăм ыраш калчиллĕ симĕс уйсем çийĕн вĕçрĕ. Хыçала çырма хĕррисемпе ларса тухнă чăваш ялĕсем, хĕвел çутипе йăлтăртатакан пĕвесемпе кӳлĕсем сапаланса юлчĕç. Хытă ывăнса çитнĕ хурсем илемлĕ куç кĕски пек çутă шыв-шурпа тикĕс улăхсем çине ытарайми савса пăхаççĕ. Анчах пур çĕрте те çынсем кĕшĕлтетни курăннăран вĕсем çĕре анма хăяймарĕç. Пăшăрханнă пек какаласа тӳп-тӳрĕ картана унтан та кунтан авкаласа, вĕсем малтан малалла вĕçеççĕ те вĕçеççĕ. Акă аялта çунат сулмассерен хыçа юлакан уй-хир вырăнне сĕм вăрман курăнчĕ. Вĕçĕ-хĕррисĕр темелле ăна. Пур çĕрте те тарланă кантăк тĕслĕ ăвăссемпе шупăр тăхăннă хĕр евĕрлĕ шурă хурăнсем, симĕс пĕркенчĕкне нихçан сирмен шĕвĕр тăрăллă чăрăшсемпе çӳллĕ хырсем, улăпла патвар юмансемпе лапсăркка çăкасем кашласа лараççĕ. Хутран-ситрен карăнтарса хунă çип пек тӳп-тӳрĕ çулсемпе вăрăм уçланкăсем курăнаççĕ. Ăçта та пулин шыв-шур пур-ши кунта? Карта пуçĕ çĕтсе каймарĕ-ши? Апла пулас çук. Авă, малта, куç аран-аран куракан кăвак инçетре темĕскер тĕкĕр евĕр ялтăртатать. Шыв мар-ши вăл? Шыв пулĕ. Вăл çывхарса пынăçемĕн вăрăмланать те анлăланать. Ана курса хурсем хавасланаççĕ, хавшанă çунатсене те таçтан вăй килсе кĕрет: вĕсем çăмăллăнрах çĕкленсе анаççĕ. Хыçалта пыракан çамрăк хурсем уçă сасăпа какалама пуçлаççĕ: «Канас! Канас!»
Акă ейӳ кайнипе айлăмри хунав вăрманпа улăхсене аяла тунă юхан шыв темиçе çухрăма сарăлса кайнă. Ку — чăваш çĕрĕн чиккипе юхса выртакан Сăр шывĕ. Епле анлă вăл! Епле мăнаçлăн хумханать унăн кăкăрĕ.
Карта пуçĕ çак шыва тахçанах пĕлнĕ. Кунтан вĕçсе иртнĕ чух кашни çуркуннех çакăнта ларса каннă. Нихçан та сунарçăсем тапăнса инкек-синкек кăтартманччĕ. Çавăнпа халĕ те çакăнта анма шухăшларĕ вăл. Тарăн шывпа тулнă айлăм ун кăмăлне кайрĕ пулас, вăл хăйĕн вăрăм картине унталла ертсе кайрĕ. Çывхарса çитсен пĕлтĕрхи сарăхнă хăмăшпа юнашар шывра кайăк кăвакалĕсем, вĕсемпе пĕрлех виçĕ хур кайăк тӳлеккĕн чӳхенсе ларни курăнчĕ. Чăнах та, çыран хĕрринче утă купи пур ĕнтĕ, анчах çын таврашĕ çук-тăр. Çын пулсан шывра ишекен кайăксем мĕн туса ларччăр-ха унта? Çавăнпа тин çеç вĕçсе килнĕ хур кайăксем кăвакал ушкăнĕ çывăхне хăюллăнах анса ларчĕç. Ларасса ларчĕç те, шыв ĕçме те, çăвăнса уçăлма та ĕлкĕреймерĕç: утă купи патĕнчен икĕ хутчен пăшал пени тĕнчене янăратса ячĕ. Вилес пек сехĕрленнĕ хур кайăксем кăвак тӳпе енне туртăнчĕç. Икĕ хур шыврах выртса юлчĕ. Йăрăс йывăçсенчен темиçе хут çӳлерех хăпарсан тин шуйханнă хурсем аялалла пăхрĕç. Кайăк кăвакалĕсемпе унчченех тӳлеккĕн ишкелесе ларнă виçĕ хур халĕ те çав вырăнтах. Утă купи айĕнчен упаленсе тухнă нушаллă çын кимĕ çине ларсан та вĕсем хăнк та тумарĕç. Çынĕ те вĕсем çине çаврăнса та пăхмарĕ, çӳлте какаласа явăнакан çирĕм хур çине çеç вăл шăлне йĕрсе нумайччен тинкерсе тăчĕ, унтан шывра выртакан икĕ хура вăрăм мăйĕсенчен тытса кимĕ тĕпне пăрахрĕ те татах утă капанĕ айне упаленсе кĕрсе пытанчĕ. Шывра ларакан кăвакалсемпе виçĕ сăрă хур чĕрĕ кайăксем маррине хур кайăксем пĕлмерĕç пулĕ çав. Вĕсене сунарçăсем чăн-чăн кайăксене улталама ятарласа резинăран тунă.
Тата икĕ тăванĕ çын аллине лекнине курсан пĕр вырăнта вĕçсе çаврăнакан хурсем тепĕр хут карталанма тытăнчĕç. Те хытă ывăннăран, те ушкăнĕ кунсерен катăлса пынăшăн куляннипе, карталаннă чух хăйсен вырăнĕсене хăвăрт тупаймасăр асапланчĕç. Темиçе минут иртсен тин хур карти тӳрленсе Сăр шывĕ урлă вĕçсе каçрĕ. Вара малта пыракан ватă хур пуçне пăркаласа Чăваш çĕршывĕ çине юлашки хут пăхрĕ. Унтан, те чунтан тарăхнипе, те хытă пăшăрханнипе, виçĕ хутчен: «Ки-и-как! Ки-и-как! Ки-и-как!» — тесе çывăхри вăрмана янăратрĕ.
Мĕн тени пулчĕ-ши ку? Эй, мĕн авалранпа çут тĕнчене юратакан чăваш çынни! Мĕншĕн эсĕ пире, çутçанталăка ытарайми паха илем кĕртекен ырă кайăксене, çав тери тискеррĕн пĕтеретĕн? Ăçта кайнă-ши ĕлĕкренпе пирĕн хута кĕрекен кайăк тусĕсем? Пур-и вĕсем сан ялусемпе хулусенче?» — тени пулмарĕ-ши...
Тупмалли
- Пролог
- 1. Малтанхи тĕлпулу
- 2. Икĕ пуçлăх
- 3. Ерçнĕ вăхăтра
- 4. Тăшмансем
- 5. Усал çынна ырăпа юраймăн
- 6. Хĕр шухăш-туйăмĕ
- 7. Икĕ егерь
- 8. Каçхи çапăçу
- 9. Ребус
- 10. Кулленхи ĕçсем
- 11. Шевле вылять
- 12. Çĕнĕ тĕлпулусем
- 13. Тепĕр çĕнтерӳ
- 14. Элек
- 15. Вăрттăн сунар
- 16. Ушкăнпа
- 17. Телей çинчен шухăшлани
- 18. Юлхавăн тискер ĕçĕ
- 19. Аслă егерь телей тупать
- 20. Кашкăр йăви
- 21. Вăрманти каç
- 22. Чĕнмен хăна
- 23. Вăрманти калаçу
- 24. Сунарçă уявĕ
- 25. Сунарти мыскара
- 26. Хаклă хăнасем
- 27. Савăнăçлă хыпар
- 28. Савнă хĕр
- 29. Пысăк сунар
- 30. Пурнăçпа вилĕм хушшинче
- 31. Тавăру
- 32. Упа шăтăкĕ умĕнче
- 33. Тăвăл
- 34. Сунар хуçалăхĕнче
- 35. Юлашки çапăçу
- 36. Шалчи тулчĕ
- Эпилог
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...