Кайăк тусĕ :: 27. Савăнăçлă хыпар
Пулă сутас пирки райпотребсоюзпа калаçса татăласси çăмăл пулмарĕ. Заготконтора пуçлăхĕ Гужов çак ĕçе туни Тараева пулăшнă пек кăтартма пăхрĕ. Холодильник çук терĕ, пуллине хĕле кĕрсен тин тытма хушрĕ. Сутасса та çурмалла çеç сутма килĕшрĕ.
— Октябрь уйăхĕнче тĕкĕр пулă ырханланма пуçлать, — терĕ Виктор. — Шутласа пăхăр-ха, кашни пулă алăшар грамм чаксан та, мĕнпурĕ шăпах пĕр тонна пулă çухалать. Вăл сунар хуçалăхĕшĕн сакăр пин тенкĕ тăкак пулать тата районта пурăнакан çынсене пĕр тонна пулă памасăр хăварни пулать.
— Ман складра çĕрсе кайсан тăкакĕ тата ытларах пулĕ, — тавăрчĕ Гужов.
Çапла тахçанчченех тавлашĕччĕç-и вĕсем, çăлăнăç кĕтмен çĕртен сиксе тухрĕ. Почтальон заводри снабжени начальникĕ çаптарнă телеграммăна килсе пачĕ. Унта вăл вĕсен столовăйĕ валли виçĕ тонна пулă хăварма ыйтать. Çав кунах совхоз директорĕ те рабочисем валли икĕ тонна илме пулчĕ.
— Ыттисене эпĕ туянатăп, — терĕ колхоз председателĕ Ершов. — Çуррине пĕве хĕрринчех колхозниксене сутатăп, юлашки платниксен бригадине тăрантарма юрĕ. Халĕ вĕсем валли вăкăр пусас тенĕччĕ, пулă илсен вăкăрне патшалăха заготовкăна паратпăр.
Çакăн хыççăн тин Гужов урăхла юрла пуçларĕ. Райпотребсоюз валли виçĕ тонна кăна юлчĕ-çке. Ăна та Ершовпа тавлашса кăна туянмалла пулчĕ.
Сентябрь уйăхĕн юлашки кунĕнче каçа хирĕç Капитонов шлюз хапхине уçрĕ. Пĕве шывĕ хĕлĕх тетел витĕр сăрхăнса кӳлĕ еннелле шарласа юхма тытăнчĕ. Тепĕр кунне тул çутăлнă-çутăлман пĕве патне халăх кĕпĕрленчĕ. Типнĕ пĕве тĕпĕнчи лупашкасенче тĕкĕр пулăсем хуранти пек япăлтатаççĕ. Вăрăм кунчаллă резина атă тăхăннă егерьсемпе комсомолецсен бригади пулла лăпăпа ăсса тараса çине пырса лартаççĕ. Кашни лăпăра вăтăршар килограмм. Заводран янă икĕ грузовик çине çĕр лăпă тиерĕç. Унтан колхозпа совхоз икшер тонна тиесе кайрĕç. Кăнтăрла иртсен райпотребсоюз кӳлĕ хĕрринчех уçнă икĕ ларекра пулă сута пуçларĕ.
— Пуллине Гужов сиртен сакăршар тенкĕпе илнĕ теççĕ. Чăнах-и ку? — ыйтрĕç Тараевран инкесем.
— Чăнахах, — тавăрчĕ Виктор.
— Апла мĕншĕн вăл пире килоне вун икшер тенкĕпе сутать?
— Суту-илӳ тăвакан организацисем услам тумасăр пурăнма пултараймаççĕ. Вĕсен тăкаксем нумай, — ăнлантарчĕ Тараев.
— Мĕн тăкакĕ пултăр? Тарасапа турттарнăшăнах тăватшар тенкĕ тӳлетпĕр-иç, хăямат. Хăвăн сутмаллаччĕ пире. Эпир сана вуншар тенкĕ тӳлеттĕмĕрччĕ, — лăпланаймаççĕ хĕрарăмсем.
— Сунар хуçалăхĕ вак сутă тумасть. Организацисене çеç курттăммăн сутма пултаратпăр.
Гужов уçнă ларексем патĕнче черет вăрăмлансах пырать. Кунта Улкаш çыннисем кăна мар, çывăхри ялсенчен те, чукун çул станцийĕнчен çуран е урапапа килнисем те темĕн чухлех. Пин килограма виçĕ сехетре илсе пĕтерчĕç. Икĕ тоннине çеç райцентрти чайнăйпа столовăйне яма тесе хăварчĕ Гужов. Тĕттĕм пуличчен ăна та сутса пĕтерме пултаратчĕ.
Тараев блокнот çине çырнă цифрăсене хушрĕ те мĕнпурĕ вунă тонна та виçĕ центнер тухнине курсан питĕ хĕпĕртерĕ.
— Виç çĕр килограмне пулă пăхакансемпе тытакансене пĕр тан валеçсе пар, — терĕ вăл çамки çинчи тарне шăлса тăракан аслă егерь патне пырса.
— Сунар хуçалăхĕнче ĕçлекенсене пурне те пая кĕртес-и? — ыйтрĕ Капитонов.
— Пурне те.
— Миçе кило сутрăн? — ыйтрĕ Ершов.
— Шăпах вунă тонна.
— Сакăр вунă пин тенкĕ шăнкăрт укçа. Каларăм колхоза сут тесе. Эх, Виктор Николаевич, нарастаран çав выçă куçлă Гужовпа çыхлантăн. Пĕве хĕрне тăваттăн килчĕç те пĕр талăкра вуникĕ пин тенкĕ тупăш турĕç. Колхоза сутмаллаччĕ. Пĕтĕм пулла хам туяннă пулсан хĕрĕх пин тенкĕ колхоз кассине пырса кĕретчĕ. Çав тери кирлĕччĕ пире укçа.
— Иван Григорч, ан кулян, — лăплантарма тăрăшрĕ ăна Тараев. — Эпир кăçал сире укçа ăçтан тупмаллине кăтартрăмăр. Колхоз çĕрĕ çинче пулă ĕрчетмелли вырăнсем нумай. Бульдозер туп та юр çăвиччен пĕвесем туса хатĕрлеме тапрат. Килес çул сирĕн пулăçсене Капитонов шефа илĕ. Вара кĕркунне укçа лавĕ-лавĕпе турттарма тапратăн.
— Пуллине тăрантарнă апат мĕн хака ларчĕ?
— Çичĕ пин те çич çĕр тенкĕ. Санăн пулă апачĕ сутăн илес хуйхă çук, колхозрах çителĕклĕ. Тĕкĕр пулă ясмăкпа алмаккай тата ыраш чусти питĕ юратать. Хутран-ситрен тăпăрчпа туранă аш та пама юрать. Ашлăх сарăмсăр вилнĕ выльăх та юрать. Астăватăн пулĕ, сан пĕр лаша лачакана путса вилнĕччĕ. Эпир ăна туртса кăлартăмăр та çуррине йытăсене, тепĕр çуррине пулăсене çитертĕмĕр. Çапла тăвас пулать.
— Ыранах правлени членĕсене пухатăп. Ларăва эсĕ те пыр-ха, пулă ĕрчетни мĕнле тупăш пани çинчен каласа пар.
— Юрĕ, — килĕшрĕ Тараев, — коммунистсемпе активлă комсомолецсене те чĕн. Халĕ сунар станцине кĕрĕпĕр. Улюн инке пулă шӳрпи пĕçернĕ. Унта ытти колхоз председателĕсем те пуçтарăннă.
Пулă тытнă хыççăн шывсăр тăрса юлнă Пекин кăвакалĕсене те райпотребсоюз туянчĕ. Çавăн хыççăн сунар хуçалăхĕ çинчен районĕпех калаçма тапратрĕç. Райхаçат фотоиллюстрацисемпе капăрлатнă репортаж кăларчĕ. Иртнĕ çулсенче халăх егерьсем çине тӳртен пăхнă. «Сунар хуçалăхне колхозра ĕçлеме кахалланакансем кăна ĕçе кĕреççĕ», — тесе шутланă. Халĕ егерьсене хисеплекен пулчĕç. Çапла Тараев ĕмĕчĕ çитрĕ темелле. Шупашкарти хаçат çинче Вера çырнă фельетон тухсан Сутягина та Виктора алă паракан пулчĕ. Фельетонне питĕ йĕплĕ чĕлхепе çырнăран пурте каçса кайсах кулчĕç.
Çапах та Виктор хăйĕн пурнăçĕ тулли теме пултараймарĕ. Ун кăмăлне чи малтанах амăшĕ кашни çырурах Мускава таврăнма ӳкĕтлени хуçать. Ку та юрĕччĕ-ха, пурăна киле унăн пур пĕрех ывăлĕ яла пурăнма вăхăтлăха çеç куçманнипе килĕшме лекĕ. Анчах савнă Ирена хуларан тухса кайма килĕшменни ăна хытă пăшăрхантарать. Курма килме çеç темиçе хут та чĕннĕччĕ ăна Тараев. Малтанах вăл çăва тухсан пыратăп тенĕччĕ, унтан август уйăхĕнче килме пулчĕ. Акă октябрь те иртсе кайрĕ, Ирена çаплах сунар станцине килмерĕ. Килсен те савăнăç пулĕ-ши? Ирена та ăна кашни çырурах сунар хуçалăхне пăрахма йăлăнать. Çапла юрату вутти унăн чунне ăшăтас вырăнне çунтарса кăмрăклатать кăна. Викторăн савнă хĕр кăмăлне хуçас килмест, çапах та юратнă ĕçе те пăрахса кайма пултараймасть вăл. Мĕн тăвас? Ăçта-ши тĕрĕс çул?
Пĕрре çапла пурнăç тупсăмне тупасшăн тертленсе ларнă чух унăн алăкне тул енчен шаккарĕç.
— Кĕрĕр, — терĕ вăл.Пӳрте Чĕкеç кĕрсе тăчĕ.
— Ырă каç пултăр, Виктор Николаевич, — ирĕксĕртерех кулкаласа саламларĕ хĕр. — Çулпа иртсе пыраттăмччĕ те, чӳречерен эсĕ тĕмсĕлсе ларнине курса кунта кĕтĕм. Питĕ сана савăнтарас килчĕ.
Тараев ун çине чăр пăхрĕ. «Мăшкăллать-ши ку е чăнах темле ырă хыпар пĕлтересшĕн-ши?» — вĕçсе иртрĕ унăн пуçĕнче.
— Мана савăнтарма çăмăлах пулмĕ, ăна тӳрех астутаратăп.
— Ан калаç, сана мĕн савăнтарма пултарассине лайăх чухлатăп-çке. Ташша яр эппин. Акă сана хаваслантаракан япала, — телеграмма çĕклесе каларĕ Чĕкеç.
Виктор ташлам пекки туса хĕр аллинчи хута тытрĕ те кăшт кăна чăннипе ташша ямарĕ. Ана Ирена çаптарнă-мĕн. «Встречай пятого ноября, поезд 79, вагон 5. Савская», — тесе çырнă.
Телеграммăна вуланăçемĕн Тараев сăнĕ çуталса пыни Чĕкеç чĕрине тата ытларах ыраттарчĕ. Ялта Тараевăн пулас арăмĕ килессе тахçанах пурте кĕтнĕччĕ. Чĕкеç çеç хăй ăшĕнче çав хĕр ан килтĕрччĕ тесе шухăшланă. Халĕ килетех ĕнтĕ, ним тума та çук.
— Тараев юлташ, ман каяс пулĕ ĕнтĕ. Сана юрас тесе çак телеграммăна юриех почтальонран илсе килтĕм, эсĕ пур, мана спаççипă та каламарăн, — кӳренсе каларĕ хĕр.
— Тăхта, эпĕ те сана савăнтарам, — хĕре парнелесе пама япала шыраса каларĕ Виктор. — Эсĕ сунарçă. Сана тилĕ тытма вĕрентме юрать-и?
— Юрасси юрĕ те... тилĕ тытма эпĕ хам та сана вĕрентме пултаратăп-çке, — кулса ячĕ Чĕкеç.
— Çук, Чĕкеçĕм, ку пĕтĕмпех урăхла меслет. Эсĕ ăна вĕренсен таврари мĕнпур тилле пĕр уйăхра тытса пĕтерме пултаратăн. Эпир сунар хуçалăхĕнче вĕсене тĕп тăвас тетпĕр. Хĕллехи сунар сезонĕ ыран уçăлать. Хыçалкас вăрманĕ патĕнчи уйра йĕтĕн тĕмĕсем ларнине курнă ĕнтĕ, çавăнта кашни ирех икĕ тилĕ шăши тытг,а çӳреççĕ. Ыран хĕвел тухиччен уй варринче ларакан лапсăркка катăркас айне пырса тăр. Кĕçех сан çывăхăнтан эпĕ утса иртĕп. Вара пăшална пеме хатĕрленсех тăр: ман хыçран умлăн-хыçлăнах икĕ тилĕ чупса пырĕç.
— Эсĕ тем те пĕр туса çынсене тĕлĕнтернине пĕлетĕп пулсан та, тилле ху хыçран чуптарма пултарассине ĕненес килмест.
— Ыран урăхла шухăшлăн, пыр çав катăркас патне. Сана улталасан мана çын вырăнне те ан хур...
Чĕкеç Тараев каланă пекех турĕ. Хăй сăмахне ялапах çирĕп тытакан Виктор, чăнах та, хĕвел тухнă чух катăркас тĕми патĕнчен утса иртрĕ. Вăл, пĕчĕк ача пек, çĕтĕк çăпатана кантринчен сĕтĕрсе пынине курсан Чĕкеç кулмасăр чăтаймарĕ. Виктор ăна тăп тăма кирлине çеç астутарса хăварчĕ. Вăл вăрмана кĕрсе çухалсанах ун йĕрĕпе хĕрлĕ тилĕ чупса килни курăнчĕ. Сăмсине çăпата йĕрĕнчен çĕклемесĕр чупать тилĕ тус. Хутран-ситрен çеç вăл чарăнса тăрса ун-кун пăхкалать, унтан татах пуçне чикет те Тараев йĕрĕпе чупать. Катăркас патне çитесси çирĕм утăм юлсан Чĕкеç ăна персе ӳкерчĕ. Юр ăшне тăрăннă тискер кайăк çăмламас хӳрине çеç ик-виçĕ хут çĕклекелерĕ те тăпланса выртрĕ.
«Тухатмăш мар-çке ку, мĕнле майпа тилле хăй хыççăн чуптарать-ха? — мăкăртатрĕ тĕлĕннĕ хĕр. — Манăн та вĕренесчĕ çак ĕçе».
Çирĕм минутран тепĕр тилĕ чупса çывхарни курăнчĕ. Вăл малтанхи тилĕ патне çитесси вунă утăм юлсан чарăнса тăрса шăлĕсене йĕрчĕ. Çак самантра шултра йĕтресем ăна та çĕре тăсса хучĕç.
— Ну, эпĕ калани чăн пулчĕ-и? — ыйтрĕ Тараев хĕр патне тухса.
— Чăн пулчĕ. Мĕнле майпа улталатăн эсĕ тилĕсене?
— Çак çĕтĕк çăпатапа, — кулса каларĕ Виктор. — Çăпата тĕпне тискер кайăксем ытарайми юратакан шăршăллă им-çам сĕрнĕ. Çав шăршлă йĕр тĕлне пулнă тилле яла та илсе кĕме пулать.
— Аçтан тупмалла ку тĕлĕнмелле им-çама? — ыйтрĕ хĕр.
— Ман сумкăра, акă вăл, ил! — тесе Тараев хĕре консерва банки тыттарчĕ. — Çирĕм тилĕ тытма çитĕ.
— Им-çамне тумалли рецептне пĕлме юрать-и? Каласа пар-ха?
— Юрать. Кабарга мускусĕпе гречески фенуме тата тăварламан услам çу кирлĕ. Çăвĕ килтех пур ĕнтĕ, лешсене иккĕшне аптекăран туянмалла.
Тăрук çывăхрах темĕскер мĕкĕлтетни курăнчĕ. Тараев йĕрĕпе енот чупса килет-мĕн.
— Персе ӳкер! — пăшăлтатрĕ Виктор куçĕпе йытă евĕрлĕ çăмламас чĕр чун çине кăтарса.
— Манăн лецензи çук-çке, — терĕ Чĕкеç. — Эх, питĕ шел!
— Браконьера лицензи мĕн тума кирлĕ? Пер часрах, — сасăпах каларĕ арçын.
Кутăрмис енот çын сассине илтрĕ те каялла тарма тапратрĕ, анчах пăшал кĕпçинчен пĕрхĕнсе тухнă йĕтресем ăна пĕр самантрах хуса çитрĕç.
— Маттур-çке эсĕ, Чĕкеç. Арçын пулсан сана эпĕ пĕр сăмахсăрах егере кĕртмелле, — хĕр çине çав тери савса пăхса каларĕ каччă.
— Эпĕ хĕр пулсан та сунар хуçалăхĕнчи арçынсенчен кая мар, — пуçне мăнаçлăн çĕклесе каларĕ Чĕкеç. — Вырăн пулсан кĕрт мана егере.
— Çук, Чĕкеçĕм, пирĕн ĕç çăмăл мар. Шухăшласа пăх-ха: вăрманта пăшаллă арçынпа куçа-куçăн тĕл пулсан мĕн тăвас тетĕн эсĕ?
— «Пăшална пар!» — тейĕп.
— Вăл памасан?
— Вăйпах туртса илмелле.Тараев ахăлтатса ячĕ.
— Ма кулатăн? — кăмăлсăр пулчĕ хĕр.
— Ху култаратăн та... Чи вăйсăр арçын та хĕрарăмрпн вăйлăраххине пĕлетĕн ĕнтĕ эсĕ. Çавăнпа браконьирпа кĕрешесси сан пек хĕр ĕçĕ мар çав.
— Эпĕ арçынна çĕнтерессине ĕненместĕн-и?
— Аçтан ĕненĕн?
— Ну, Тараев, тахçанах санăн шăммусене ватас килетчĕ, тинех вăхăт çитрĕ. Сыхлан! — терĕ те Чĕкеç Виктора пилĕкрен çатăртаттарса тытрĕ.
Тараев кула-кула кĕрешем пекки кăна тăвасшăнччĕ, анчах хĕр хăйне çӳлелле çĕклесен ирĕксĕрех унăн çинçе пилĕкĕнчен тытма лекрĕ. Виç-тăватă хут кăшт кăна çĕре çавăрса çапаймарĕ хĕр хăйĕн тăшманне. Юлашкинчен унăн вăйĕ чака пуçларĕ. Тараев ăна çĕклесе йĕтĕн купи çине пăрахрĕ. Пĕр самантлăха вĕсен пичĕсем пĕр-пĕрин çумне лăпчăнчĕç, тутисем те кĕç-вĕç сĕртĕнесси çеç юлчĕ. Хăвăрт сывлакан хĕр, арçынна хăй патĕнчен тĕксе ярасси çинчен манса куçĕсене хупрĕ. Каччă чĕри сиксе тухас пек тапма пуçларĕ, тути хĕрĕн хĕрлĕ тути патне туртăнчĕ. Анчах çак самантра ун куçĕ умне Ирена сăнарĕ тухса тăчĕ. Епле салху вăл, епле хурланса пăхать савнийĕ çине! Ку ĕнтĕ Виктора пуçран пăрлă шывпа сапнă пекех пулчĕ. Вăл çавăнпа малтан хăй сиксе тăчĕ, унтан хĕре алллинчен туртса тăратрĕ. «Пуçăмран ача ăсĕ кайман иккен, тем курса тăрас пулĕ», — шухăшларĕ вăл.
Чĕкеçĕн куçĕ тăруках сӳнчĕ, илемлĕ сăнĕ те хĕрлĕ тĕсе çухатса кăвакара пуçларĕ, кĕлетки хытă ĕшеннĕ çыннăнни пек пĕкĕрĕлчĕ. Çак вăхăтра Тараев сăнаса пăхнă пулсан хĕрĕн куçĕ шывланнине курнă пулĕччĕ, анчах вăл хăйĕн куçне хĕртен пытарас тесе ун енне çурăмĕпе çаврăнса тăнă пирки ним те асăрхамарĕ.
— Çитĕн, хĕрĕм, кунсерен вăйланса пыр. Мана çĕнекен пулсанах сана егере кĕртетĕп, — шӳт тăванçи пулчĕ Виктор.
Вара вĕсем хăйсем тытнă тискер кайăксене çĕклесе яла таврăнчĕç.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...