Кайăк тусĕ :: 31. Тавăру
Вăрă-хурах хăюллă, нимĕнрен те хăрамасть текен халапсене час-часах илтме пулать. Такам туртса кăларнă çав халапсене, анчах пирĕн хушăра вĕсене ĕненекенсем сахал мар. Пурнăçра вара вăрă пек хăравçă çын çук та темелле. Тапăнасса вăл вăрттăн тапăнать е хĕç-пăшалланман çынна çеç пусмăрлать. Çын сыхланма пуçласанах вăрă-хурахăн сехри хăпать, вара вăл хăравçă куян пекех тарса пытанма хатĕр. Алла лекнĕ вăрă çине никам та йĕрĕнмесĕр пăхаймасть, мĕншĕн тесен вăл этем сăнне çухатса, намаса пĕлмесĕр суйма тытăнать, хăй тӳрре тухасшăн пур çынна та варалать, пурне те шыва яма хатĕр, чи çывăх çынна та улталамасăр чăтаймасть. Пĕр сăмахпа каласан, вăрă пек ирсĕр çын тупма çăмăл мар çак тĕнчере. Ăна эпир Тертицкий мĕн хăтланнинчен питĕ аван курма пултаратпăр.
Пĕр каçхине вăл пушно-меховăй институтран киле питĕ пăлханса таврăнчĕ. Çӳçĕ-пуçĕ тăрмаланнă, куçĕсем таçта тарса пытанас пек йăкăл-йăкăл тăваççĕ, çамки çине сивĕ тар тумламĕсем тухса тулнă, алли чĕтрет, пичĕ кĕл пек кăвакарса кайнă, аялти хулăн тути ватă лашанни евĕр усăнса тăрать, пуçне те вăл икĕ хулпуççи ăшне кулăшла туртса кĕртнĕ. Хĕрлĕ чĕрнисене хăйраса ларакан арăмĕ хытă сехĕрленнипе чĕрне хăйрамалли хатĕрне те çĕре ӳкерчĕ.
— Яша, ара мĕн пулнă сана? Эсĕ сив чир тытнă пек чĕтретĕн. Кала хăвăртрах, уяр аçа çапмарĕ пулĕ-çке? Хама консерваторирен кăларнине пĕлсен те ăш çав териех вăркаманччĕ, — пăлханса ыйтрĕ вăл.
— Пуçăм пĕтрĕ манăн, — кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек мăкăртатрĕ Якку. — Нимле çăлăнăç та курăнмасть, пĕр шанчăк та юлмарĕ ман умра. Мĕнпур çутă ĕмĕтсем ирхи тĕтре пекех сирĕлчĕç.
— Ара, мĕн амакĕ сиксе тухрĕ? Йĕркеллĕ пул-ха, çын ăнланмалла кала! — тилмĕрчĕ Ирена.
— Мĕн пулчĕ! Тараев Виктор Мускава таврăннă — акă мĕн пулнă.
— Ха-ха-ха! Ха-ха-ха! — чунне çăмăллатса ахăлтатса ячĕ хĕрарăм. — Яша! Эпĕ сана нихçан та арăслан вырăнне хуманччĕ, анчах шăширен хăравçă тесе те шухăшламан. Виктор, тискер кайăксемпе туслă пулсан та, кашкăр мар, сана тытса çиес çук. Е вăл мана туртса илесрен хăратăн-и?
— Сана туртса илнипех çырлахнă пулсан юрĕччĕ те, вăл апла çеç тăвас çук.
Ирена упăшки çине тинкерсе пăхрĕ.
— Мĕне пĕлтерет ку? — сиввĕн ыйтрĕ вăл. — Саншăн мана çухатассинчен хăрушши те пур-и вара? Эсĕ мансăр пĕр минут та пурăнаяс çук тесе ирхине çеç каламарăн-и?
— Эх, Ирена, пепке пекех-çке эсĕ. Ун йышши сăмахсене чуна йăпатма çеç калаççĕ. Тараев мана тĕрмене хуптарма пултарать. Чапа тухнă, тулăх пурнăçпа пурăнма хăнăхнă çыншăн тĕрмерен хăрушши мĕн пултăр çĕр çинче? Кĕçех иксĕмĕр решетке витĕр пăхса çеç калаçма пуçлăпăр. Мăшкăл! Вăл пăшисене çăласшăн вакка сикнĕ теççĕ. Мĕншĕн пĕрех хут пăр айĕнчех юлман-ши? Мĕншĕн пăрлă шывра шăнса вилмен-ши?
— Çапах та сана ăнлансах çитереймерĕм эпĕ. Мĕнле майпа Виктор сана тĕрмене хуптартăр-ха, вăл прокурор та, судья та мар-çке? Мĕн айăпа кĕтĕн эсĕ саккун умĕнче?
Тертицкий хăй Тараев диссертацине епле вăрлани çинчен йĕркипе каласа пачĕ.
«Çак йĕксĕк ĕнтĕ манăн упăшка!» — тарăхса шухăшларĕ Ирена çӳçне тăпăлтарса ларакан упăшки çине йĕрĕнсе пăхса.
— Çав диссертацие вăрланине сансăр пуçне тата кам пĕлет? Эсĕ Тараев патне «ал çырăвусемпе фотоӳкерчĕкӳсене çул çинче çухатрăм» тесе çыртăм терĕн-çке. Тараева кам ĕненĕ? — лăплантарма пăхрĕ Ирена.
— Тараева мар, фактсене ĕненĕç. Виктора улталаса илнĕ ал çырăвĕсене эпĕ хам алăпа тепре çырса тухма ӳркентĕм, çаплипех хамăр институтри машинистка патне пичетлеме кайса патăм. Вăл мана курайманнипе ал çырăвне каялла тавăрса памарĕ, кăмакана пăрахса çунтартăм тесе суйрĕ. Хăй ун чухнех диссертацие эпĕ мар, Тараев çырнине пĕлнĕ. Виктор аллине вăл ĕлĕк иккĕшĕ пĕрле стена хаçачĕ кăларнă чух паллакан пулнă-мĕн. Халĕ, диссертаци уйрăм кĕнекен пичетленсе тухсан, машинистка ăна ученăй совет председательне кайса панă. Мана ĕç мĕнле пулни çинчен тĕплĕн ăнлантарса çыру çырма хушрĕç. Институтра Тараевпа коридорта тĕл пултăм. Студентсен куçĕ умĕнчех алă памасăр иртсе кайрĕ. Пĕтерет ĕнтĕ. Мĕн тăвас-ши манăн?
— Инкекĕ пĕчĕк мар ĕнтĕ, çапах та пуçа усма иртерех-ха. Ну, калăпăр, сана кандидат ятне панине пăрахăçа кăларĕç тата институтран хăваласа ярĕç. Урăх нимех те тăваймĕç. Ку малашне асăрханарах пурăнма хушни çеç пулĕ.
— Çапла пулмасăр, кĕтсех-тăр! — арăмĕ айваннине кăтартасшăн витлесе каларĕ Тертицкий. — Çын çырнă кĕнекене хам ятпа кăларса издательствăран алă пин тенкĕ гонорар илнине мантăн-и? Хама хам наука кандидачĕ тунипе пысăк шалу илсе патшалăха сăтăр тумарăм-и? Çук, эпĕ суя ученăй кăна мар, эпĕ — уголовиик, плагиатор тата мошенник. Унашкал çынсене тĕрмене хупаççĕ. Кĕçех мана та следователь патне чĕнĕç. Ах, Ирена! Мĕн тăвас? Кала-ха, мĕн тăвас-ши?
— Хăвна ху хисеплетĕн, тĕнче мăшкăлĕ пулса намăс курас килмест тĕк санăн пĕр çул кăна юлнă: мăйкăч тăхăнса каштаран çакăнасси. Вилнĕ çынна суда та памаççĕ, тĕрмене те хупмаççĕ, ученăйсен шутĕнчен те кăлармаççĕ. Кухньăран кĕпе типĕтме карнă кантрана салтса ил те халех мачча çине хăпарса кай! — ăс пачĕ арăмĕ шанчăк çухатнипе асапланакан упăшкине. — Çапла тунипе çеç эсĕ ят каяссинчен хăтăлăн.
— Чипер калаç, ухмах хĕрарăм! — сехĕрленсе çухăрчĕ Якку. — Вилесси çинчен мар, епле çăлăнасси çинчен шухăшламалла пирĕн.
— Çăлăнăç çук тесе хăвах каларăн-çке.
— Çăлăнăç çук мар, пур! Эсĕ хăтарма пултаратăн мана çак инкекрен. Эпĕ мĕн хушнине тума килĕшсен мана институтран никам та хăваласа кăлармĕ.
— Мĕн тумалла манăн? Тараева вĕлермелле мар-и? Ху вырăнна тĕрмене мана хупас теместĕн-и? — вĕчĕрхенсе ыйтрĕ Ирена.
— Çук, ăна вĕлерни усăсăр. Пирĕн Виктора хамăр майлă çавăрмалла.
— Мĕнле майпа?
— Астăватăн-и, Купринăн «Поединок» ятлă повесть пур. Унта икĕ офицер пĕр хĕрарăмшăн дуэле тухма хатĕрленни çинчен çырнă. Çав хĕрарăм, упăшкине вилĕмрен çăлас тесе, дуэль умĕнхи каç еркĕнĕ патне каять те ун хваттерĕнче ирччен юлма килĕшет. Çавăншăн еркĕнĕ хăйĕн тăшманне персе вĕлерес вырăнне дуэль вăхăтĕнче пистолетне сывлăшалла пеме пулать...
— Эсĕ мана Тараев патне ярасшăн-и? — сиввĕн ыйтрĕ арăмĕ.
— Унта каймасан та юрать. Ана хăйне кунта чĕнме пулать. Эпĕ вăхăтлăха, калăпăр, килтен тухса кайма пултаратăп. Акă унăн телефонĕ, халех шăнкăртаттар. Санăн ăна ученăй советри машинистка пырса панă ал çырăвне тата хам ятпа тухнă кĕнекепе унти фотоиллюстрацисене ан йышăн тесе ӳкĕтлемелле. Вăл çапла тума килĕшсен тин манăн пуçăм çăлăнĕ.
Ирена пĕр кана ним чĕнмесĕр пӳлĕм тăрăх каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ. Малтанах унăн упăшкине киревсĕр сăмахсемпе вăрçса тăкас килчĕ. Хăвăрт утса çӳрени унăн чунне кăшт лăплантарчĕ. «Çапах та Якку пек çынпа пурăнма пулать, — вĕçсе иртрĕ ун пуçĕнче. — Вăл, тем пек йывăр килсен те, инкек-синкекрен хăтăлмалли мел тупать-тупатех. Тепри пулсан эрех ĕçме пуçламалла, хăй айăпне йышăнса намăс курмалла. Манăн Якку апла мар!»
— Юрĕ, Тараев çапла тума килĕшĕ тейĕпĕр. Аслă-тăнлă хитре хĕрарăм кирек епле арçынран та вĕрен явма пултарать теççĕ. Эпĕ те ăна хамăр майлă çавăрма пултарăп. Анчах вăл пĕр çĕр каçнипех çырлахмасан? Вăл мана санран ĕмĕрлĕхех туртса илес тесен?
— Хальлĕхе унпа килĕш, ученăй советра мана тӳрре кăларнă хыççăн хам патăма таврăн. Вăл кайран чăркăшланма пуçласан çын арăмне явăçнă этеме никам та ĕненмĕ. Çитменнине, çав вăхăтра хама намăс кăтартакан ал çырăвне те эпĕ пĕтерме тăрăшăп.
Хĕвел пек çуталма пуçланă Ирена упăшкине ыталаса чуп турĕ те телефон трубкине çĕклерĕ...
Улкашран Мускава килнĕ чух Тараев çул тăршшĕпех хăйĕн тăшманне тавăрасси çинчен шухăшласа пычĕ. Мĕнле кăна ĕмĕт пырса кĕмерĕ пулĕ унăн пуçне пĕр талăк хушшинче! Малтанах унăн института пырса студентсемпе преподавательсен куçĕ умĕнче Тертицкие çупкă парас килнĕччĕ, унтан килне пырса ăна Ирена умĕнче хĕнесе хăварас тенĕччĕ. Анчах çапла туни хулиганла хăтланнине пĕлсе Виктор çак тутлă ĕмĕтсене пăрахăçа кăларчĕ. «Мана Лосевпа ытти профессорсем тата институтри партипе комсомол организацийĕсем пулăшма пултарĕç», — терĕ вăл. Çавăнпа Мускава çитнĕ кунах Тараев пушно-меховăй института тухса кайрĕ те унтан хавасланса таврăнчĕ.
«Пурнăç пĕрре ăнмасан тĕкĕнсех пырать, ăнма пуçласан малалла та йĕркеллех пырать, — терĕ вăл çыру сĕтелĕ хушшине ларса. — Тертицкий мана пĕтертĕм терĕ пулĕ. Вăл эпĕ çырнă диссертацие вăрланипе çырлахмарĕ, манăн пулас арăма та туртса илчĕ. Кунтан киревсĕртереххи мĕн пулма пултарать-ши тата? Пуçăма усса ăнман шăпана ылханасси çеç юлчĕ темелле. Çук иккен, вăррăн суййи тухса пырать тесе ахаль каламан-тăр ăслă çынсем».
Институтри машинистка, хăйсем кунта вĕреннĕ чух Якку савнийĕ пулнă Ида ятлă хĕр, Тертицкий хăйне улталама пуçланине сиссен вăл пичетлеме пырса панă ал çырăвне Виктор çырнине пĕлнĕ те ăна пытарса усранă. Халĕ хăйне пăрахнăшăн ĕнерхи савнийĕ çине хытă тарăхнипе ăна вăл Виктора кăтартрĕ, унтан Лосев профессора кайса пачĕ. Çапла вăррăн шалчи тулчĕ те. Ирсĕр плагиаторăн кандидат ячĕпе çыхăннă хисеппе чыс çинчен манасси çеç юлчĕ ĕнтĕ. Тертицкий ун ал çырăвне епле улталаса вăрлани çинчен профессор ученăй совета тĕплĕн заявлени çырса пама хушрĕ. Çырас, ма çырас мар!
Тараев шурă хутпа ручка çеç тытнăччĕ, телефон шăнкăртатни унăн шухăшне татрĕ.
— Виктор, сывă-и? Хăçан килтĕн? — илтĕнчĕ трубкăран Ирена сасси. — Сана киле таврăннипе саламлас терĕм, айăп ан тусамччĕ!
— Тавтапуç! Сывах-ха. Хăвăн сывлăху мĕнли çинчен ыйтмастăп та. Кĕçĕн çын сывăран та сывă пулма кирлĕ. Мăшăру çинчен, хăвах пĕлетĕн, асăнас та килмест.
— Çак самантран пуçласа манăн нимле мăшăр та çук, эпĕ ăна килтен хăваласа ятăм.
— Мĕнле апла?
— Эсĕ ăна хăвах чухламалла. Виктор, савнă чунăм, манăн сана питĕ курас килет. Калаçмаллисем те темĕн чухлех. Каçалапа килмĕн-ши ман патăма? Эпĕ пĕрпĕччен тĕмсĕлсе ларатăп.
— Ерçнĕ вăхăт çукки хуплать. Каçар, пыраймастăп. Апла пулсан, эпĕ хам сан патна пырăп.
— Эсĕ те ан кил. Сывă пул! — терĕ те Виктор телефон трубкине çакрĕ.
«Хĕрарăм вилĕмпе пĕрех, унтан ниçта та пытанаймăн», — тенĕччĕ пĕр чаплă поэт. Ирена çавăн йышши хĕрарăм пулчĕ иккен, шăпах тепĕр сехетрен хăех Тараевсем патне чупса пычĕ. Вăл юлашки модăпа çĕлетнĕ капăр пальто тăхăннă, уринче те пăшатан пек шĕвĕр те çӳллĕ кĕлеллĕ чипер туфли. Пичĕ-куçĕ — тин çеç çурăлнă çимĕк курăкĕн çеçки темелле, чĕп-чĕрĕ те ытарма çук илемлĕ. Вăл сĕтел хушшинче ларакан кил хуçи çине хăйĕн тăрăхларах пысăк куçĕсемпе салхуллăн та ачашшăн ним чĕнмесĕр пăхса тăчĕ.
— Вик! Эп килнĕшĕн эсĕ пĕртте хавас мар пулĕ, ма ним те чĕнместĕн? — кӳреннĕ çын сассипе кĕç-вĕç йĕрсе ярас пек ыйтрĕ Ирена. — Сан кăмăлу уçă вĕт, мĕншĕн хăвна ху хыт чĕреллĕ çын пек кăтартма тăрăшатăн?
«Санăн мĕн ĕç?» — теес килнĕччĕ Тараевăн, сăпайлă пулма хăнăхни чарса тăчĕ. Вăл сĕтел çинчи çырса тултарнă хут листисене çиелтен хаçатпа витрĕ те Ирена патне пырса пальто хывса çакма пулăшрĕ. Анчах калаçу часах майлашмарĕ, пĕр тапхăр пĕр-пĕрин çине пăхмасăр кашни хăйĕн шухăшне шухăшласа ларчĕ.
— Виктор, эпĕ каллех пĕччен юлтăм, — куç айĕн пăхса каларĕ Ирена. — Пĕлетĕн-и, пĕр саншăн çеç çапла турăм. Качча тухасса та Яшăна юратнипе мар, сан çине тарăхнипе тухрăм. Шухăшласа пăх-ха, ман вырăнта ху мĕн тунă пулăттăн. Курайман çынсене пула мана консерваторирен кăларса ячĕç. Эпĕ сана Мускава таврăнма чĕнтĕм. Эсĕ килĕшмерĕн. Анне кунĕн-çĕрĕн канăç пами пулчĕ, кăшлать те кăшлать. Мĕн тăвас? Чунăм тăвăнса çитрĕ. Çав вăхăтра Тертицкий пычĕ те çăлăнăç сĕнчĕ. Хăвах пĕлетĕн, пирешкел никама кирлĕ мархĕрсем ун пек чухне кирек мĕнле качча та тиркесе тăрас çук. Эпĕ те çамрăк ученăй арăмĕ пулса тăтăм. Анчах халĕ вăл мĕнле çын иккенне пĕлсе çитрĕм те ăна килтен хăваласа ятăм. Виктор, кала-ха, мана чăнахах юратми пултăн-и?
Ытла та ĕненмелле мар тухрĕç çак сăмахсем. Суеçтернине мĕн ачаранпах тӳсме пултарайман Тараев йĕрĕннипе çӳçенсе илчĕ.
— Кам вырăнне хуратăн эсĕ мана? — тарăхса каларĕ вăл. — Ман чĕре хăна çурчĕ мар, унта ху ирĕкӳпе кĕре-кĕре тухаймăн. Пĕрре пăрахса кайрăн пулсан каялла таврăнма ан хăтлан.
— Виктор, тархасшăн, каçар! Тек нихçан та кӳрентсрмĕп. Акă, куратăн-и, сан умна чĕркуçленетĕп!
Çак сăмахсемпе Ирена чăнахах чĕркуçленем пекки тума пуçланăччĕ, анчах Тараев ăна ярса тытрĕ те пукан çине ирĕксĕр лартрĕ.
— Ан хуçкалан! — сиввĕн каларĕ вăл. — Сан ăшунта мĕн пулса иртнине куçăнтан пăхсах куратăп вĕт. Нимле юрату та çук унта. Сана арçын пурнăç тума мар, ĕçлемесĕр тăранса пурăнма кирлĕ. Асту-ха, епле çăмăллăн пăрахрăн мана? Халĕ, упăшкуна ученăйсен шутĕнчен намăслантарса хăваласа ярассине сиссен ăна та пĕр хĕрхенмесĕр пĕччен хăварасшăн. Эпĕ тепре такăнсан эсĕ мана татах пăрахăн. Мана тепĕр хут алла çавăрассине манмаллипех ман! Упăшкуна тупăка хума та иртерех-ха: Тертицкий йышшисем, лайăх пĕлетпĕр, алăкран тапса кăларсан чӳречерен кĕрсе тăраççĕ. Кандидат чысне илтесси пĕтрĕ тейĕпĕр, институтран та кăларса вăркăнтарĕç, анчах вăл уншăн питех аптраса тăмĕ. Унăн ашшĕ универмаг директорĕ, амăшĕ суту-илӳ пайĕнче ĕçлет. Çавсене пула вăл татах ăшă вырăн тупĕ. Эпĕ отпуск пĕтсенех хамăн тискер кайăксем патне тухса кайăп. Эсĕ пур пĕрех манпа пырас çук.
— Эсĕ чăнахах яла таврăнатăн-и? — пуçĕнче темле çĕнĕ шухăш çуралнă пек хавасланса ыйтрĕ Ирена.
— Шăпах тепĕр уйăхран.
— Апла пулсан мĕншĕн эсĕ Яшăна çав териех пĕтересшĕн тăрăшатăн? Ĕлĕкхи юрату ячĕпе тилмĕретĕп сана, Виктор, çăл ăна çак намăсран!
— Мĕнле майпа? — ăна куçран пăхса шăппăн ыйтрĕ Тараев.
— Ху института панă заявление каялла ил. Эсĕ ăслăтăнлă çын, саншăн тепĕр диссертаци çырасси ним те мар. Ученăй советра ман упăшкана хӳтĕле, эсĕ мĕн тума хушнине пĕтĕмпех тăвăпăр. Хăтар ăна çак инкекрен!
Ирена пукан çинчен сиксе тăчĕ те Тараев мăйĕнчен çакăнчĕ. Вăл пĕр уйăх каярах çапла тилмĕрнĕ пулсан Виктор пĕр сăмахсăрах вута кĕме те, шыва сикме те килĕшмеллеччĕ, халĕ Ирена ыталани ун чунне пĕртте хумхантармарĕ. Вăл çĕлен пек явкаланакан илемлĕ алăсене хăй мăйĕ çинчен сирчĕ те хĕрарăма тепĕр хут пукан çине лартрĕ.
— Акă мĕншĕн килнĕ иккен эсĕ кунта! Тӳрех çапла пуçламаллаччĕ. «Юрату, ĕмĕр санпа пулăп» тата ытти çавăн йышши сăмахсем... Çук, Ирена, эпĕ филантроп мар. Тертицкий пек ăçтиçуксене пулăшасси манран пулаймĕ. Хăш алăкран кĕтĕн, çавăнтанах тухса кай! — сиввĕн каларĕ Тараев, унтан амăшне чĕнчĕ те тепĕр пӳлĕме тухрĕ...
Санаторие çитсен тепĕр эрнерен канакансенчен пĕри Виктора Мускав хаçачĕ тыттарчĕ.
— Çак фельетона вуламан-и эсир? — ыйтрĕ вăл Виктортан. — Унта темле Тертицкий диссертаци вăрлани çинчен çырнă.
Тараев хаçата хыпаланса уçрĕ. Унăн куçĕ иккĕмĕш отраницăри «Вăрă наукисен кандидачĕ» ятлă фельетон çинче чарăнчĕ. Автор ăна çапла пуçланă. «Вăрăсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Пĕрисем алă пусма та вĕренеймен, теприсем тригонометри функцийĕсене та аванах чухлаççĕ. Анчах ку таранччен ученăй степеньлĕ вăрăсем пурри çинчен илтменччĕ. Çак кунсенче ăна хамăр куçпах куртăмăр. Пушно-меховăй институт. Аслă залра темиçе çĕр студентпа шурă çӳçлĕ ученăй умĕнче ĕнер деç биологи наукисен кандидачĕ ятне тивĕçсĕр илтсе çӳренĕ Тертицкий Яков Самуилович типĕ куçĕсене шăлса тăрать...»
— Çынна хур тăвакан хăй хур курнă теççĕ. Çавăн иек пулса тухрĕ санăн, ултавçă Якку! — сасăпах каларĕ Тараев фельетона вуласа тухсан. — Малтанах сана пĕччен тавăрас тенĕччĕ. Çук, эпĕ мар, сана патшалăха улталанăшăн халăх тавăрчĕ. Унран хăрушши мĕн пултăр! Эпĕ мар, пĕтĕм халăх сурчĕ санăн кĕççе питӳ çине.
Тертицкий çинчен Виктор урăх нихçан та никам умĕнче те асăнмарĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...