Кайăк тусĕ :: 5. Усал çынна ырăпа юраймăн
Кашкăр тытса таврăннă кун Валентин ĕçе тухмарĕ. Çавăнпа ăна Тараев тепĕр кунне ирех чĕнтерчĕ. Конюх пуçлăх патне яланхи пекех лăсăр-лăсăр çĕтĕк тум-тир тăхăнса пычĕ. Питне те çуман, аллисем те алсиш тăхăннă пекех хуп-хура. Пӳрте кĕрсен вăл куçне пусма çыхса хунă така пек çавăрса хучĕ те ним чĕнмесĕр пĕр вырăнта тăпăртатса тăчĕ.
— Сывă-и, Валентин? — çын патне кĕрсен сывлăх сунма кирлине систерсе каларĕ Виктор.
— Уйрăлнăранпа ултă уйăх иртмен, саламламасан та юрĕ, — хăй тĕллĕн мăкăртатрĕ Наянов.
— Ĕнер мĕншĕн ĕçе тухмарăн?
— Ху кашкăр тытма каяссине пĕлтермен пирки.
— Тăхта-ха, е санăн сунара кайнă кун çеç ĕçе тухмалла-и?
— Лаша кӳлсе каяс çук чух манăн кунта мĕн тума килес?
— Витере сунар хуçалăхĕн икĕ лаши пур, вĕсем апат та çиесшĕн, шыв та ĕçесшĕн. Ман шутпа, лаша пăхас ĕçе конюхăн тумалла пек. Эсĕ урăхла шухăшламастăн пулĕ-çке?
— Лашасене ман вырăна анне пăхать, вăл çук чухне — йăмăк. Ĕнер кунта манăн йăмăк Лена ĕçленĕ.
— Наянов юлташ, малашне вите тасатассине те, лашасене шăварса апат парассине те ху туса пыр. Çавăншăн сана шалу паратпăр. Ĕнер ĕçе тухманшăн пĕррелĕхе выговор паратăп, малашне те çавăн пек хăтлансан ĕçрен кăлармалла тăватăп. Ăнлантăн-и?
— Анлантăм. Эсĕ мана выговор патăн ак, эпĕ ĕнер ĕçе тухманшăн хам та выговорсăрах кулянатăп.
— Ак тамаша! Ку тата мĕне пĕлтерет?
— Ĕнер кунта килменнипе эпĕ ик çĕр тенкĕ* çухатрăм-çке.
— Ик çĕр тенкĕ? Ăçта çухатрăн?
— Кашкăр тытнăшăн сире кашнине ик çĕршер тенкĕ преми параççĕ. Пĕрле пынă пулсан мана та çавăн чухлĕ параттăрччĕ ĕнтĕ.
— Укçа кирлĕччĕ-им? Мĕн тăвăттăн эсĕ кĕсьере ик çĕр тенкĕ пулас пулсан?
— Ялпо магазинне кухвайкă, ăшă шăлавар илсе килнĕ. Çавсене туянма пулатчĕ. Хам çири тумтир çине саплăк лартма вырăн юлмарĕ, тăхăнма та намăс.
— Конюхра ĕçленĕшĕн виç çĕр тенкĕ шалу паратпăр-çке, çитеймест-им?
— Вăл ăçтан çиттĕр? Манăн çитĕнсе çитнĕ йăмăк пур, ăна качча парас пулать. Кĕпе-йĕмсĕр хĕре качча кам илтĕр? Çавна тумлантарсах пĕтеретĕп шалăва.
— Апла пулсан кивçен пама пултаратăп. Акă ил ик çĕр тенкĕ, каярахпа тавăрса парăн, — тесе Тараев Валентина укçа тыттарчĕ.
Наянов чĕтрекен аллисемпе укçана çатăртаттарса тытрĕ те тав тумасăрах лавккана тухса чупрĕ. Вара татах икĕ кун хушши ĕçе тухмарĕ. Виççĕмĕш кунне пӳлĕмри сывлăша уçăлтарма Тараев форточка уçнăччĕ. Çак вăхăтра урамра ӳсĕр çын янрашса юрлани илтĕнчĕ. Ку конюх сасси пек туйăннăран Виктор чӳречерен пăхрĕ. Урампа, чăнах та, Валентин тайкаланса пырать-мĕн.
Пин сум тăран йăмăкăма
Ик çĕр сума суттарчĕç... — нăйкăшать вăл.
— Мĕнле йăмăка? Кама сутса ятăн? - кула-кула ыйтрĕ хирĕç пулнă хĕрарăм.
— Ленăна сутса ятăм. Тараев туянчĕ. Ик çĕр тенкĕ тӳлерĕ те, сывă пул, йăмăкăм! Виç каç киле таврăнмасăр ун патĕнче выртса-тăрса пурăнать. «Э-эх! Пин тенкĕлĕх йăмăкăм пурччĕ, ик çĕр тенкĕ çеç пачĕç», — татах юрласа ячĕ вăл.
«Вот сволочь! — хытă тарăхнипе вырăсла вăрçса илчĕ Виктор. — Эсĕ ăна пулăшма тăрăшатăн, вăл пур сана намăс кăтартса çӳрет». Унтан вăл сĕтел хушшине ларчĕ те сунарçăсен советне Наянова вырăнтан кăларма ыйтса çырса хучĕ.
Вырăн çине выртсан та Тараев нумайччен çывăрса каяймарĕ. «Пулаççĕ-мĕн тĕнчере çав тери киревсĕр этемсем, — шухăшларĕ вăл. — Хам та айван çав. Виçĕ кун хушшинче икĕ мăшкăл куртăм: малтан Шатра Михаларан, кайран çак тăманаран. Пĕри алла лекнĕ кашкăр амине йăх ĕрчетме ирĕке ячĕ. Ялти сунарçăсем кашкăр çурисене тытса пуясшăн амине юриех вĕлереççĕ тенине темиçе хутчен те илтнĕччĕ, — çапах Баранова сунара чĕнтĕм. Ку юрĕ-ха, тепри тата кĕсьери укçана улталаса кăларса илчĕ. Шатра Михали чее çын ĕнтĕ, вăл улталанипе çырлахма пулĕ; çак тăр-ухмах та улталанăшăн хама хам нимпе те каçарма пултараймастăп».
Ыйхă вĕçнĕ пирки вăл тепĕр хут тăрса çырусем çырма ларчĕ. Мĕнпурĕ виçĕ çыру çырчĕ: пĕрне ашшĕ патне, теприне савнă Ирена патне, виççĕмĕшне Тертицкий ятлă тусĕ патне. Çав çырусенче вăл хăй мĕнле ĕçлеме тытăннине, кашкăрсем тытнине тĕплĕн çырса пĕлтерчĕ. Хăйне яла килнĕренпе икĕ хутчен улталани çинчен çеç шăпăрт та шарламарĕ.
Çур çĕр иртсен такам тулти пӳлĕм алăкне уçса хупнă пек туйăнчĕ ăна. «Техничка патне кам та пулин килчĕ пулмалла», — шухăшларĕ вăл. Унтан хăвăрт салтăнса вырăн çине выртрĕ. Çур сехет пĕр айăк çинчен тепĕр айăк çине çаврăнкаласа выртнă хыççăн Тараев кăшт кăтăш пулнăччĕ, анчах ăна юнашар пӳлĕмре такам ĕсĕклесе йĕни вăратрĕ. «Тĕлĕк куратăп-ши? — шухăшларĕ вăл. — Кам макăртăр кунта?» Вăл татах куçне хупнăччĕ, çук, тĕлĕрме пулмарĕ, хĕрарăм йĕни халĕ ĕнтĕ уççăнах илтĕнчĕ. Вара вăл пижама тăхăнса юнашар пӳлĕме тухрĕ.
— Лена, эсĕ-и? — ыйтрĕ Виктор.
Кĕтесре кравать пружинисем чакăртатрĕç, тахăшĕ урайĕнче çара урасемпе темĕскер хыпаласа шырани илтĕнчĕ, анчах Тараева хирĕç никам та сăмах хушмарĕ, никам та чĕнекен те пулмарĕ.
— Кам унта? — тепре ыйтрĕ вăл.
— Виктор Николаевич, — илтĕнчĕ тĕттĕмре Улюн инке сасси. — Эпир Ленăпа иксĕмĕр ларатпăр-ха...
— Мĕнле инкек сиксе тухрĕ? Ма макăратăр эсир?
— Пире пичче килтен хăваласа кăларса ячĕ. Икĕ талăк урăлмасăр ĕçет. «Мана начальник ĕçме хушрĕ, — тет хăй. — Тараев ĕçме тесех ик çĕр тенкĕ укçа пачĕ. Куна ĕçсе ярсан тата кайса илетĕп», — тет. Анне ăна йĕркене кĕртме пăхрĕ. Вăл пур, пире иксĕмĕре те вутсыппипе хĕнесе хăваласа ячĕ, — ĕсĕклесе каларĕ Лена.
— Час-часах çапла хăтланать-и вăл?
— Кашни ĕçмессеренех. Киле таврăннăранпа темиçе çĕр хут та хĕненĕ пулĕ вăл пире. Алла мĕн кĕрет, çавăнпа çапать. Шалу панă кун пытанса çеç пурăнатпăр. Хамăр пӳртре пурăннăшăн пире вăл хваттер укçи тӳлеттерет. Ана пула выçăллă-тутăллă пурăнсах ĕмĕр иртет. Колхозра ĕçлесе илнĕ тырра та вăлах ĕçсе-çисе ярать. Ăçта тарса хăтăлас-ши çав чун иллирен? — тесе Лена татах йĕрсе ячĕ.
— Эпĕ хамах айăплă, — куççулĕпе чыхăнса каларĕ Улюн инке. — Валентина хамах тĕрмене хуптартăм. Унтан килнĕренпе вăл мана урнă йытă пек тулать, сана та кун кăтартми пулчĕ. Çак намăса куриччен ачаллах вилмелле пулнă. Лăплан, хĕрĕм. Мĕнле те пулин чăтăпăр-ха.
— Тĕрмене ăна мĕншĕн хупнă? — ыйтрĕ Тараев.
— Вăрçă вăхăтĕнче ФЗУран тухса тарнăшăн. Ун чух вăл киле килчĕ те хăйне пытарса усрама хушрĕ. Эпĕ ăна шкула таврăнма йăлăннине хăлхана та чикмерĕ. Вара хамах участковăй милиционера кайса каларăм. Лешĕ ăна тытса суда пачĕ те икĕ çула хупмалла турĕç. Колонире пурăннă чух тата тем айăпа кĕнĕ пулнă. Çавăнпа икĕ çул вырăнне çичĕ çул ларса килчĕ те, тапратрĕ пире хĕн кăтартма. Çавăн чух участковăйне кайса каламан пулсан, кам пĕлет, тен, халĕ те ача чухнехи пекех ачаш пулатчĕ пулĕ. Хамах айăплă, — ӳкĕнчĕ Улюн инке.
— Ан пăшăрханăр. Ĕмĕр сакки сарлака теççĕ. Вăхăт пурне те улăштарать. Сирĕн пурнăçăр та улшăнмасăр юлмĕ, — тесе лăплантарасси çеç юлчĕ Тараевăн.
Ăшă сăмах кӳтнĕ чунсене çемçетрĕ пулмалла, амăшĕпе хĕрĕ те ĕсĕклеме пăрахрĕç. Кĕçех Лена тӳлеккĕн сывлани илтĕнчĕ.
— Хĕрĕм, çывăратăн-им? — ыйтрĕ Улюн инке. Хĕрĕ ним те чĕнмерĕ. — Çывăрах, çывăр. Виçĕ талăк куç хупман темелле. Ырă тĕлĕк курмалла пултăр. Тĕлĕкре савăнасси çеç юлчĕ ĕнтĕ пирĕн.
— Улюн инке, ырă каç пултăр!
— Ырă каç пултăр...
Тепĕр ирхине Виктор çырусене почтăна кайса пачĕ те аслă егерьпе виç кунлăха вăрмана тухса кайрĕ. Хир сыснисемпе хир качакисене шыраса малтанхи икĕ кун хушшинче вĕсем çитмĕл çухрăм турĕç. Виççĕмĕш кунне тин Ăтăр çырмин айлăм çыранĕ тăрăх сарăлса ларакан шурлăхлă вăрманта малтан сыснасем çӳренĕ сукмака, унтан вĕсем чаваланă вырăнсене, каярахран хăйсене те шыраса тупрĕç. Мĕнпурĕ тăхăр сысна. Пурте вĕсем хуп-хураскерсем. Иртнĕ çуркуннехи çурасем хăмăр пулмаллаччĕ, ун пеккисем пачах çук. Хĕлĕ сивĕ, юр ытла та тарăн пулнăран вăйланса çитеймен хир сысни çурисем выçса вилнĕ ĕнтĕ. Ватă сыснасем кăна юлнă. Халĕ вĕсем лачакари шăнман çĕре чаваççĕ, тымар таврашĕсемпе çеç тăранса пурăнаççĕ курăнать. Тараев телеобъективлă фотоаппаратпа хир сыснисене темиçе хутчен ӳкерчĕ.
Кăнтăрла иртсен хир качакисене те тупрĕç. Вĕсем çӳçе хунавĕнче хăлхисене чăнк! тăратса икĕ çын килнине итлесе тăраççĕ. Виктор çапах та çĕр метр çывхарса вĕсене те ӳкерсе илме ĕлкĕрчĕ. Хăравçă чĕр чунсем фотоаппарат затворĕ шачлатнине илтсенех хытă сике-сике чăтлăх вăрмана кĕрсе çухалчĕç.
— Çирĕм пуçран кая мар, — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ аслă егерь.
— Эпĕ те çаплах шухăшлатăп. Фотоӳкерчĕксем лайăх тухсан вĕсене шутласа кăларăпăр. Халĕ пирĕн сыснасемпе хир качакисене тăрантарас ĕçе епле ăнăçлăрах йĕркелесси çинчен калаçса татăлас пулать. Ман шутпа, вĕсене паян курнă çĕре çĕр улми тата клевер ути килсе хумалла. Ыран Урнашкинпа иксĕр кунта виçĕ михĕ улмапа тăватă пăт утă тиесе килсе хурăр. Улмине сыснасем таптаса такăрлатнă сукмаксем тăрăх сапаласа хурас пулать, утине йывăç турачĕсем хушшине хĕстерсе хурсан тата ятарласа тунă сырăшсем ăшне тултарсан аванрах пулĕ.
— Эпĕ путексем валли тесе çулла çăка милĕкĕсем нумай хатĕрленĕччĕ. Çамрăк çулçăллă хăвапа каврăç турачĕсенчен тунă милĕксем те пур. Çавсене кунта килсе çакас мар-ши? — тепĕр шухăш пачĕ Капитонов.
— Хир качакисемшĕн симĕс милĕксенчен пахи мĕн пулĕ? Ыранах илсе килсе çакмалла вĕсене. Ытти егерьсенчен те ыйтса пăхмалла. Вĕсенчен милĕксене утăпа улăштарса илме пултаратпăр.
Тараевпа Капитонов ирĕкри чĕр чунсене тăрантармалли вырăнсене палăртрĕç те яла таврăнма шутларĕç. Вăрман тăрăх нумай чупса хытă ĕшеннĕ пулсан та вĕсем иккĕшĕ те савăнăçлă. Халĕ ĕнтĕ сунарçăсен советне суйса мар, чăннипех инçетрен илсе килсе янă чĕр чунсем чип-чиперех пурăнни çинчен пĕлтерме пулать. Çапла шухăшласа пынă чух вĕсем пĕр питĕ вăрăм хăртнă хĕррине тухса тăчĕç.
— Мĕнле хăртнă ку? — ыйтрĕ Виктор.
— Ăна кунти çынсем Вăрăм хăртнă теççĕ. Çулла унта утă çулкалаççĕ, анчах варринче пуринчен ытла вĕлтренпе хыт курăксем ӳснĕ пирки вăл çаплипех ларса юлать. Мĕнпурĕ кунта ултă гектар, вĕсенчен çуррине те çулаймаççĕ. Лесхоз тахçанах çакăнта чăрăш питомникĕ тăвасшăнччĕ, укçа çитереймеççĕ пулас, ĕçе хăçан тытăнасси паллă мар, — ăнлантарчĕ Капитонов.
— Çĕрĕ кунта мĕнле, шурлăхлă мар-и?
— Атăр çырми патне тухакан хăртнă пуçĕнче çуркунне шыв тăрать, каярахпа вăл та типет. Ытти çĕрте питĕ аван хура тăпраллă çĕр. Тахçан ĕлĕк кунта çарăк-хăяр нумай акнă теççĕ. Ăна эпĕ астăваймастăп, анчах çĕрне лайăх сухаласа çемçетсен халĕ те пахча çимĕçпе тыр-пул акма пулать.
Хăртнă варринчи вĕлтренлĕхе çитсен йĕлтĕрсем айĕнченех тенĕ пек, сасартăк шурă уй чăххисем юр ăшĕнчен вĕçсе тухрĕç те Ăтăр çырми леш енне кайса çухалчĕç. Вĕсен çуначĕсем çатăлтатнине илтсе пулас, тепĕр вырăнтан ăсан ушкăнĕ сывлăша çĕкленчĕ.
— Максим Максимч, пĕлетĕн-и, ман пуçа мĕнле шухăш килсе кĕчĕ! Пирĕн çак хăртнăра ирĕкри чĕр чунсене тăрантармалли ремиза тăвас пулать. Кунта çĕр улмипе топинамбур лартма, сĕлĕ, урпа, çурхи тулă акма та аван. Вĕсене çиме вĕçен кайăксем те, хир сыснисемпе хир качакисем те çӳрĕç. Çак ĕçе тăвас пирки эсĕ мĕн шутлатăн?
— Хăртнине хамăра парсан мĕншĕн акас мар? Вăрлăхĕ пирĕн пур, топинамбурне кăна туянас пулать. Тата çерем уçма трактор кирлĕ.
— Вĕсене пурне те тупатпăр. Смета тăрăх пирĕн хуçалăха биотехника ĕçĕсене тума укçа пама палăртса хунăччĕ, мĕн чул панине çеç астумастăп. Укçа чул кастарать теççĕ. Укçа илсен трактор та, топинамбур та тупăпăр... тата хамăрăн ĕçлес килни пултăр.
— Ун пирки Тевенешевпа иксĕмĕре шанма пултаратăн. Урнашкинпа Патмаров темлерех, Антонов инçетре пурăнатăп тесе ĕçе хутшăнас çук ĕнтĕ. Вăл яланах çапла хăтланать.
— Ĕçлеме килĕшменнисене эпир питех тархасласа тăмăпăр. Ремизăсăр сунар хуçалăхĕ вăл çĕрсĕр колхозпа пĕрех. Пирĕн тĕп задача — кайăк-кĕшĕке тытса пĕтересси мар, ăна ытларах ĕрчетесси. Анчах чĕр чунсем ĕрчеччĕр тесен вĕсене хĕлĕн-çăвĕн çисе пурăнмалăхапат-çимĕç тупса парас пулать. Ремиза çав тĕлĕшпе пĕрремĕш вырăн йышăнмалла...
Сунар станцийĕнче Тараев валли пĕр купа çыру тата хаçат-журнал выртнă. Пĕр пысăк пакетран сунарçăсен совечĕ кăларнă приказ тухрĕ. Унта Тараев ĕçле пуçлани çинчен тата Наянова тăтăшах ĕçе тухмасăр ĕçкĕпе супса çӳренĕшĕн конюхран кăларнине пĕлтернĕ.
— Улюн инке, — чĕнчĕ Виктор техничкăна. — Валентин ĕçе тухнă-и?
— Ыран тухатăп терĕ. Укçи пĕтнипе паян мухмăр чĕртеймесĕр асапланса выртать.
— Ирхине кунта килсенех ман пата кĕтĕр.
— Мĕн пулнă-ши тата?
— Ăна ĕç йĕркине пăснăшăн конюхран кăларнă.
— Ах, тур-тур! Тем курса ларас пулĕ. Çак хыпара пĕлтерекене вăл чĕрĕллех хыпса çăтать. Эпĕ тем тусан та пĕр сăмах каламастăп ăна. Приказ вулаттарнă чух хăвăр та сыхланăр, эпĕ ирех егерьсене чĕнсе килĕп. Вăл сире те чиксе пăрахма пултарать. Айван çыннăн турти кĕске теççĕ.
— Унашкал çынсене куркаланă эпĕ, хĕрарăмсемпе çапăçнă чух çеç вĕсем питĕ хастар. Егерьсене чĕнме кирлĕ мар, кирлĕ пулсан ăна пĕччен те тăна кĕртĕп-ха...
Наянова тепĕр ирхине тăхăр сехетчен кĕтсе тăчĕ Тараев. Унтан, лешĕ килменнине кура, лаша кӳлчĕ те Патмаров патне тухса каясшăнччĕ. Шăпах çак вăхăтра кил картине Валентин пырса кĕчĕ.
— Эпĕ паян ĕçе тухатăп тенĕччĕ, мĕншĕн мана кĕтмесĕрех лаша кӳлтĕн? — тӳрккессĕн ыйтрĕ вăл пуçлăх патне пырса.
— Наянов юлташ, сана ĕç йĕркине пăснăшăн конюхран кăларнă. Малашне урăх çĕрте ĕç шырама пултаратăн, — лăпкăн, анчах пуртăпа касса татнă пек витĕмлĕ каларĕ Виктор.
— Куна эсĕ тăрăшнипе турĕç пулĕ ĕнтĕ? — вĕчĕрхенсе ыйтрĕ Валентин.
— Эпĕ тăрăшнипе çав, мансăр пуçне кам сана йĕркене кĕртесшĕн çунтăр?
Наянов çӳллĕ пĕвĕпе яшт! тăсăлса тăчĕ те Тараев патне хуллен çывхара пуçларĕ. Лешĕ ним пулман пекех лăпкăн, ун енне çурăмĕпе çаврăнса тăрса чӳлĕк çыхма тытăнчĕ. Тăшманĕ хăйĕнчен шикленсе тарманни Валентиншăн пуçран пăрлă шывпа сапнă пекех пулчĕ. Вара вăл пĕтĕм шăм-шакĕпе çӳçенсе малтанхи пекех хутланса тăчĕ. Çак вăхăтра унăн сĕрĕм тивнĕ чухнехи пек кашлакан пуçне темле шухăш пырса кĕчĕ пулмалла, вăл аллисене кĕсйинчен кăларчĕ.
— Эсĕ ăçта кайма хатĕрленнĕ? — улшăннă сасăпа ыйтрĕ вăл.
— Патмаров патне каяс терĕм.
— Сĕреткассине çитиччен ларса пыма юрать-и санпа?Тараев кăшт шухăшласа тăчĕ. «Лартса кайма килĕшмесен вăл мана хăйĕнчен шикленет теме пултарать. Лартса кайсан çул çинче тытăçу пулать-пулатех. Ахальтен мар вăл Лупашкинпа та çапăçрĕ. Çук, Тараева хăравçă тесе айăплама сăлтав тупăнмĕ. Наянов умĕнче чĕтресе тăрсан хама хам хисеплеми пулăп. Мана тапăнасах тет пулсан, ыран та, виçмине те, каярахран та тапăнма пултарать. Паян тăвас ĕçе ырана ан хăвар тенĕ ваттисем», — ăшĕнче кулса шухăшларĕ те Виктор, çуна çине кăтартрĕ.
— Лар! Вырăн пур.
— Мана, çĕтĕк-çатăка, çуна тĕпĕнче улпутла ларса пыни килĕшмĕ, ларкăч çине тилхепе тытса ларас пулĕ.
— Санăн ирĕк, тилхепе тытас килет пулсан, тыт! Сана конюхран кăларнине çынсем пĕлмеççĕ-ха. «Валентин пуçлăхне таçта илсе кайрĕ», — тейĕç.
— Чăнах та çапла калĕç. Çитес çĕре шанчăклă илсе çитерĕп, — ытарлă каларĕ ларкăч çине ларнă Валентин каялла çаврăнса пăхса.
Урама тухнă чух Тараев кантăкран Улюн инкепе Лена хăйсем çине пăхса ларнине асăрхарĕ. Вĕсем аллисемпе сулласа темĕскер кăтартаççĕ. Наянова антарса хăварма хушаççĕ пулмалла. Тараев хăйсене итлеменнине курсан Улюн инке сăхсăхма пуçларĕ. «Мана хăй шучĕпе халь вăл тупăка хучĕ ĕнтĕ», — шухăш çиçсе иртрĕ ун пуçĕнче.
Çак вăхăтра Валентин айăпсăр лашана чĕн пушăпа кастарчĕ. Лешĕ те сехĕрленнипе, те хытă тарăхнипе урам тăрăх сиккипе кайрĕ. Чӳречерен куçĕсене чарса пăхакан хĕрарăмсем çуна хыçĕнче вăркăшакан шурă юр тусан пек йăсăрланнине çеç курса юлчĕç.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...