Кайăк тусĕ :: 25. Сунарти мыскара
Этем пурнăçĕ пĕр пек килмест, çынсем хăйсем те пĕр пек мар. Пĕрисем мĕн ачаран ăс илме тăрăшаççĕ те, çитĕнсе çитсен паха ĕç туса хисепе кĕреççĕ, тепĕр чух чапа та тухаççĕ. Теприсем çамрăклах хăйсене хăйсем ыттисенчен ăслăрах, мухтавлăрах пек туйма пуçлаççĕ; вĕренес вырăнне вĕрентме, ăс илес вырăнне ăс пама юратаççĕ. Анчах, хăвăн çук япалана çынна параймăн тенĕ пек, çав йышши çынсем тăрăшни те мухтава тивĕçлĕ çынсен шутне питех йышлатни палăрмасть. Çитменнине, ăс пама юратакан çынсем час-часах пурнăçра, ĕçре хăйсем каланă пек тумаççĕ. Ана Тараев куркаланă. Пĕрре Мускавра вĕренекен чăваш студенчĕсен каçĕнче вăл Шупашкартан килнĕ сăвăçпа паллашнăччĕ. Çав сăмах ăсти Виктор çураличченех хаçат-журналта «юрату — тату, сăвап — савал, анне — парне» тата ытти çавăн майлă рифмăсемпе çырнă сăвăсем пичетлесе ятлă çын пулса тăнăччĕ. Унтанпа вăтăр çул ытла иртнĕ, вăл çаплах юрату çинчен, хĕрарăма хисеплеме кирли çинчен кĕнеки-кĕнекипе сăвăсем, поэмăсем çырса тултарнăччĕ. «Епле телейлĕ пулĕ унăн арăмĕ!» — тесе шутланăччĕ Виктор ун чух. Анчах каярахран çав сăвăç пилĕк хутчен авланнине, виçĕ арăмĕпе хăйĕн тăван амăшне суд хушнипе çеç укçа-тенкĕ ярса пулăшнине пĕлсен шалтах тĕлĕнчĕ.
Хăйсене хăйсем çĕр кăвапи тесе шутлакансем пурах çав, пурăнан пурнăçра сас паркаласах тăраççĕ вĕсем. Пĕрре, эрне варринче, Кӳлхĕрри Улкаша кăвак тӳпе тĕслĕ капăр çăмăл машина çурхи кăвакал евĕр уççăн нартлатса пырса кĕчĕ. Руль тытса пыракан çамрăк çын халăха çивĕч ăс пуррипе е кирлĕ ĕçе ăста тума пĕлнипе мар, уйрăммăнах урăхла, расна тумланнипе тĕлĕнтерме ĕмĕтленекенсенчен пĕри пулчĕ-мĕн: çине вăл сирень чечекĕ тĕслĕ кĕрен пиншакпа симĕсрех брюки тăхăннă, çырă çӳçне «тарзанла» кастарса, тĕрĕсрех каласан, вăхăтра кастармасăр, ĕнсе хыçне çавăрса хунă, «баранка» тытса пыракан пӳрнисене, хăйсем епле пуяннине кăтартасшăн çунакан ĕлĕкхи купца майри пек, ылтăн çĕрĕсем тăхăнса тултарнă. Унпа юнашар косметика мĕн иккенне ача çулĕсенчех аван вĕренсе çитнĕ пике ларса пырать. Пăчăртаса тăракан кăн-кăвак брюки, витĕр курăнакан капрон блузка, хăлха çаккисем, писевленĕ йăмăх хĕрлĕ тутасем, сăрă шеллемесĕр хуратнă куç харшисем — çаксем пурте çав хĕр модăран кая юлманнине кăтартаççĕ.
Урам айккипе икĕ тулли витре çĕклесе пыракан хĕрарăма курсан çамрăк çын автомобильне чарса тăратрĕ.
— Кинемей, кил-ха кунта! — чĕнчĕ вăл ача амăшĕ пулма хатĕрленнĕ хĕрарăма ытлашши утма йывăр пуласси çинчен шухăшламасăр.
Йывăр хĕрарăм çăмăл машина патне тайкаланса пычĕ.
— Эсир мĕн ыйтасшăнччĕ? — сăпайлăн каларĕ вăл.
— Сунар станцийĕ инçе-и?
— Урам вĕçĕнче, сылтăм енче. Тимĕр витнĕ пысăк пӳрт.
Капăр тумланнă çын хĕрарăмран чăрмантарнăшăн каçару та ыйтмарĕ, çул кăтартнăшăн тав та тумарĕ. Тĕрĕсрех каласан, ун çине пăхмарĕ те. Сенкер «Волга» çеç кăмăлсăр пулнă ял çыннине питрен тусан сапса хăварчĕ.
«Кинемей, — мăкăртатрĕ колхозница тепĕр хут урам хĕрнелле утнă май. — Хăй манран ик-виçĕ çул çеç кĕçĕнрех, пире карчăк вырăнне хурать тата...»
Çăмăл машина сунар станцийĕ патне çитсе чарăннă чух Тараев вăрмана ăсан пуслăхĕсене тĕрĕслеме кайма тухнăччĕ. Автомобиль çинчен аннă çамрăк çынна курсан вăл тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. «Стилягăсем те сунара тухма пуçларĕç-ши?!» — вĕçсе иртрĕ унăн пуçĕнче.
— Эй, кам эсĕ? Тараева чĕнсе тух-ха! — тĕкĕрлĕ хура куçлăхне мăнаçлăн йăлтăртаттарса кăшкăрчĕ çамрăк çын.
— Тараев текенни эпĕ пулатăп. Эсир мĕн ĕçпе курасшăнччĕ мана? — лăпкăн ыйтрĕ Виктор.
Лешĕ пĕр тапхăр çухалса тачĕ, унтан сисĕнмеллех курпунланса хапха патне утса пычĕ те сунар хуçалăх пуçлăхне алă пачĕ.
— Паллашăпăр, — терĕ вăл. — Мана Романовский Сэрж тесе чĕнеççĕ. Кунта кайăк тытма килтĕмĕр.
— Путевка пур-и?
— Акă. Унсăр пуçне Роман Романович ятарласа хут çырса пачĕ. Çак пакетра.
Тараев конверт ăшĕнчен кăларнă хута куçпа пăхса тухрĕ. «Виктор Николаевич! — тесе çырнă аслă охотовед. — Сирĕн пата ман тусăн Романовскин кĕçĕн ывăлĕ икĕ юлташĕпе сунара пырать. Çамрăк кайăкçăсене ытларах трофей тупма пулăшăр. Кайран сунар епле иртни çинчен совета рапорт çырса ярăр. Коннотяжный юлташ çапла хушрĕ.
— Сергей Павлович ывăлĕ пулмарăр-и эсир? — çĕнĕ хăна çине тинкерсе пăхса ыйтрĕ Виктор.
— Çавă. Ман аттене эсĕ ăçтан пĕлетĕн?
— Аслă Отечественнăй вăрçă çинчен çырнă кĕнекере вуланăччĕ.
— Старик ячĕ таçта та сарăлнă. Вăрçă вăхăтĕнче вăл тунă çĕнтерӳсемшĕн савăнса Мускав вун ултă хут салют панă. Чаплă ят.
— Аçу мĕнле пурăнать? Сывлăхĕ мĕнле?
— Мĕн пултăр ăна? Пурăнать, анчах хăйшĕн çеç тăрăшать. Ывăлĕ виçĕ çул хушши института вĕренме кĕреймесĕр тертленет. Вăл пур — хăнк та тумасть. Эпир протекцисĕрех этем пулнă тет. Пиччесем те ун юрринех юрлаççĕ.
— Пиччӳсем тата камсем?
— Асли профессор, университетра математика вĕрентсе пурăнать. Вăталăххи авиаконструктор, самолетсем тăвать.
«Эсĕ кăна ухмах супса çӳретĕн», — шухăшларĕ Виктор хапха уçса.
— Машинине картишне кĕртсе лартăр, — сасăпа каларĕ вăл. — Путевкăра виçĕ çын ятне кăтартнă. Пĕри эсир ĕнтĕ, иккĕшĕ камсем?
— Тепри эпĕ, — сăнне кура мар самаях хитре сасăпа каларĕ тин çеç пырса тăнă хĕрлĕ туталлă хĕр. — Мана Мими тесе чĕнеççĕ.
Тараев çутă капрон витĕр пилĕк таран курăнакан чăкăт пек шап-шурă ӳт çине пăхрĕ те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ.
— Эсир те сунарçă-и? — ыйтаасăр чăтса тăраймарĕ вăл.Хĕр кăштах именчĕ пулас, çĕрелле пăхрĕ.
— Сунарçă пек тумланманран ыйтатăр ĕнтĕ, — терĕ вăл. — Эпĕ хампа пĕрле урăх тумтир те илсе килнĕ. Тата Сэрж мана пăшал та пачĕ. Акă вăл!
— О-о! Апла пулсан, кайăксем, сыхланăр тесе каласси çеç юлать, — палăрмаллах тăрăхласа илчĕ Тараев.
— «Пердо», — мăнаçлăн каларĕ Романовский. — Францире тунă тĕлĕнмелле чаплă пăшал. Вăталăх пичче хам çуралнă кун парнелесе пачĕ. Комиссионкăра çирĕм пин хаклаççĕ. Тепри, йывăртараххи, — атте туянни. Тăватă ункăллă «Зауэр».
— Виççĕмĕш сунарçи багажникра мар-и? — машина ăшĕнче урăх никам та çуккине кура ыйтрĕ Виктор. — Вăл тата кам?
— Атте патĕнче инженерта ĕçлекенскер. Ăна эпир шӳтлесе Иван-болван тесе чĕнетпĕр. Кунтан вунă çухрăмра йытăпа уçăлса çӳреме антарса хăвартăм. Вăл йытта тем хăямачĕ çитернĕ, хăсма пуçларĕ. Малашне тăватă ураллă чĕр чунсене мĕн юрани-юраманни çинченирĕкре шухăшласа пытăр терĕм. Каçчен çуран таплаттарса çитме кирлĕ.
— Тен, йытă хăснăшăн вăл айăплă пулман пулĕ. Хăш чух бензин шăршине чăтаймаççĕ чĕр чунсем.
— Ман Джим апла мар, тĕлĕнмелле аван йытă. Пойнтер. Илтнĕ-и? Чăн-чăн элита. Ашшĕ — Рождественский адвокатăн «Джекĕ», амăшĕ — Пономарев «Ледийĕ». Виçĕ ылтăн медальпе пĕрремĕш степеньлĕ диплом.
Горький хулинче виçĕ пин парса туянтăм. Çынран та ăслăрах. Пĕр эрне хушшинче чикĕл-мекĕл тума вĕренчĕ.
— Сунар йытти тĕрлĕ фокуссем кăтартни вырăнсăр. Унăн ĕçĕ — хуçине кайăк тытма пулăшасси.
— Чăнах-и? Эпĕ ун çинчен шухăшламан. Çак тына хушнипе Джима кульбит тума вĕрентрĕм, — хĕр çине кăтартса каларĕ Романовский.
— Сэрж! — кăшкăрчĕ Мими. — Эпĕ пăру мар!
— Чухлатăп. Пăру санран чипертерех. Эсĕ качака путекĕ кăна. Меке-кеке! Меке-ке-кек! — витлесе илчĕ каччă.
— Ак сана! Ак сана! — терĕ Мими арçынна питĕнчен, тутинчен, куçĕсенчен чуп туса.
Ана курсан Тараевăн ăш пăтранса килчĕ.
— Улюн инке, — чĕнчĕ вăл кухня алăкне уçса, — сунарçăсене кайри пӳлĕме вырнаçтар! Эпĕ вăрмана каятăп...
«Иван-болван» тени çул майла çӳрекен автомашина тупса та, «çуран таплаттарса» та килмерĕ. Хĕвел анас умĕн вăрмантан таврăнсан Тараев ăна хирĕç кама та пулин яма кирли çинчен шухăшланăччĕ. Шăпах çак вăхăтра çичĕ çухрăмри Куштавăш ачи сунар станцине хура хĕрлĕ пойнтер çавăтса кĕчĕ.
— Иван ура хăпарса тухнă пирки çуран утаймастăп терĕ. Автомашина ярса пама ыйтать, — тесе пĕлтерчĕ ача.
— Автомобиль мар, вертолет ярса пама пултаратăп... хăвăр ялта вунă çул кĕтсе ларсан. Кала ăна, вырăнтан тапранмасăр лартăр. Çăмăл машинăпа ĕрĕхтерсе çӳреме чинĕ пысăках мар-ха унăн, çуран утма вĕрентĕр, — терĕ Сэрж йытă чĕлпĕрне ача аллинчен илсе.
— Э-эх! «Волга» çине ларса курас килнĕччĕ. Кăлăхах йытă илсе килме килĕшрĕм. Халĕ çуранах киле таврăнма лекет, — мăкăртатрĕ кӳреннĕ ача. Вара вăл урама тухрĕ те тусанлă çулпа вĕтĕртеттерсе Куштавăш еннелле чупрĕ.
Илемлĕ йытă хуçи çине ыйтуллăн пăхса тăрать. Лешĕ ăна кăштах çурăмĕнчен сăтăркаларĕ те кравать уринчен кăкарчĕ. Çав вăхăтра пӳлĕме Мими чупса кĕчĕ те тӳрех пойнтера ыталаса чуп тума пикенчĕ. Ăслă йытă хĕр çупăрлани хăй кăмăлне кайни-кайманнине нимпе те палăртмарĕ. Çӳхе чĕлхипе кăна типсе кушăрканă тутине çуласа илчĕ. Ку ĕнтĕ пĕр вăхăтрах унăн ăшĕ хыпнине те, хырăмĕ выççине те кăтартрĕ. Çавăнпа Тараев ăна питомникри йытăсене тăрантарма пĕçернĕ сĕлĕ пăтти пама хушрĕ.
— Ну, мĕнле? — ыйтрĕ Сэрж. — Чăнахах чаплă йытă вĕт?
— Пĕвĕпе, кĕлеткипе, тĕсĕпе — питĕ чипер. Ĕçлессе те лайăх ĕçлесен чăнахах чаплă йытă, — килĕшрĕ Виктор.
— Ыран пире аслă егерь кăвакал тытма илсе каясшăн. Эсĕ çав вăхăтра вăрмана кайса Джим мĕне юрăхлине тĕрĕслесе пăхмăн-ши?
— Тĕрĕслеме пулать, — килĕшрĕ Виктор. Тӳррипе каласан, вăл пуçлăх ывăлне юрас пирки нимех те тăвасшăн марччĕ. Анчах Джим пĕрре курсах ун кăмăлне кайрĕ. Çавăнпа вăл мĕнле ĕçленине курас килчĕ.
Шуçăм кăвакарсанах Виктор Джима çавăтса ялтан ултă çухрăмра сарăлса выртакан Тутар масарĕ текен вырăна тухса утрĕ. Тахçан çав вырăнта пасартан пасара пир-авăр сутса çӳрекен усламçă тутара вăрă-хурахсем кистенпе çапса вĕлернĕ пулнă. Вил тăпри çине хурса хăварнă пысăк чул халĕ те пĕчĕк ĕшне варринче мăкланса выртать. Çав ĕшне таврашĕнче пĕрлĕхен, хура çырла, ӳсĕр çырли темĕн чухлех ӳсеççĕ. Çавăнпа унта ăсан, пăчăр, тепĕр чух карăк ами те хăйсен кĕç-вĕç çитĕнсе çитес чĕпписене ертсе çӳрекенччĕ. Тараев унта кăçал сунарçăсене илсе кайман, егерьсем те унран ыйтмасăр кайăк-кĕшĕке пăлхатас çук. Йытă мĕнле ĕçлеме пĕлнине тĕрĕслес тесен Тутар масарĕ пек ăнăçлă вырăн тупма çăмăл пулмĕ.
Тул çутăлса çитнĕ çĕре вăл вăрмана пырса кĕчĕ. Виктора хаваслантарас тенĕ пекех çанталăк тĕлĕнмелле ырă пулчĕ. Кăвак тӳпе тап-таса, ниçта пĕр пĕлĕт татăкĕ курăнмасть. Каç сулхăнĕнче тӳлеккĕн тĕлĕрнĕ ватă вăрман халĕ те ыйхăран вăранасшăн мар-ха. Çил пачах çук пирки çулçăсем пĕр хускалмасăр çакăнса тăраççĕ. Пĕтĕм тĕнче канăçа путнă. Ĕçчен хĕвел çеç ывăна пĕлмесĕр тăрăшать: тул çутăла пуçласанах вăл тухăçри пĕлĕте ылтăн шывĕпе сăрларĕ, унтан инçетри сăртсем хыçĕнчен илемлĕ питне кăтартрĕ те ăшă ыйтакансене ăшă пачĕ, çутă кĕтекенсене — çутă. Вара пĕтĕм тĕнче хавасланса ӳкрĕ: каçхи сивĕ нӳрĕкрен хăраса пĕрĕннĕ чечексем уçăлчĕç, таврана ырă шăршă сарчĕç, кайăк-кĕшĕк хорĕ мухтав юрри шăрантара пуçларĕ, ӳсен-тăран çĕр сĕткенне ĕмсе пĕве ярăнчĕ.
Çӳлтен çӳле çĕкленекен хĕвел вăрман ăшĕнчен тĕттĕме хăваласа кăларнă май сывлăш ăшăнсах пырать. Анчах сывлăм типсе çитмен-ха. Унăн кăваккăн-симĕссĕн, хĕрлĕн-кĕреннĕн йăлтăртатакан йывăр тумламĕсем халĕ те черченкĕ çеçкесене çĕр çумнелле усса тăраççĕ. Тин çеç ыйхăран вăраннă вири-вири, кăткă, кăвак нăрă, симĕс шăрчăк, курăк ăшĕнче пытанса пурăнакан ытти хурт-кăпшанкă çав шăрçа пек илемлĕ тумламсем патне пыра-пыра çăвăнса ырă кураççĕ. Тĕрлĕ тĕслĕ лĕпĕшсем шурă, сарă, кăвак çăнăх сапнă пек курăнакан сарлака çуначĕсене васкамасăр уçса хупкаласа типĕрех чечек шыраса вĕçсе çӳреççĕ. Хăш чух çăмăллăн вĕçекен вĕршĕнпе çĕр чĕкеçĕ çĕмрен йĕппи пек ярăнса тухаççĕ те хитре лĕпĕшсене пĕр хĕрхенмесĕр тыта-тыта çиеççĕ. Çĕрĕпе юн сăхасшăн нăйлатса çӳренĕ вăрăм тунасем çеç кун çутине юратмаççĕ. Çавăнпа вĕсем пĕлтĕрхи çĕрĕк çулçăсемпе тĕрлĕ çӳп-çап купи айне кĕрсе пытанма васкаççĕ.
Тараевăн йытта сывлăм типиччен шырава ярса шăнтас килмерĕ. Вăл тутар вил тăприйĕ çине хунă арман чулĕ пек лаптак чул çине пырса ларчĕ те йытта хăйпе юнашар вырттарчĕ. Хĕвел питтинчи чул ăшăнма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, çавăнпа ун çинче ирхи сулхăн иртиччен ларма аван. Виктор, хăйĕн яланхи йăлипе, ыйхăран вăранса пыракан çут çанталăк кĕнекине вулама пуçланă май тарăн шухăша путрĕ. Нумайччен пĕр хускалмасăр ларчĕ вăл. Сасартăк ĕшне тавра ӳснĕ хунав вăрман ăшĕнчен хăрăк патак шачлатса хуçăлни пуçа çĕклеттерчĕ. Вара тин вăл Джим тăрса кайнине асăрхарĕ.
Çерем çинче сывлăма тăкса тунă икĕ сукмак пур. Пĕринпе хăй кунта утса килнĕччĕ, тепри чул çинчен тăрса кайнă йытă хыççăн тăсăлса юлнă. Апла пулсан вăл ял еннелле мар, вăрман ăшнелле кайнă пулас. Ку Тараева лăплантарчĕ. Вара вăл малтанхи пекех шухăша путрĕ.
Юлашкинчен сывлăм хĕвелпе çунни курăнми пулчĕ. Сунар пуçлама шăпах вăхăт ĕнтĕ. Виктор йытта йыхăрма шутланăччĕ кăна, такам ăна çурăмран çăмăллăн пырса тĕртрĕ. Этем каялла çаврăнчĕ. Унта Джим хăйĕн «хуллине» савăнăçлăн пĕтĕрттерсе тăрать-мĕн. Ăслă чĕр чун этем çине тем калас тенĕ пек куç сиктермесĕр пăхать.
Виктор ура çине тăрсанах йытă вăрман ăшнелле чупрĕ. «Мана хăй хыççăн пыма чĕнмест-ши ку?» — сасăсăр кулса ячĕ Тараев.
Ĕшне урлă каçсан этем хăй хыççăн пыни-пыманнине пĕлес тенĕ пек, Джим каялла пăхса пĕр самантлăх чарăнса тăчĕ, унтан Виктор утса çывхарнине курса малалла ыткăнчĕ. Чупсан-чупсан вăл татах тĕрĕслесе пăхрĕ. Çапла вĕсем хунав вăрман урлă каçрĕç те çырлалăха пырса кĕчĕç. Джим тепре çаврăнса пăхрĕ. Унтан шăши тытакан кушак евĕр йăпшăнса утса тӳрех пысăк саплăк пек курăнакан кĕтмел тĕми патне пырса тăчĕ. Хытă асăрханнипе пулас, вăл ярса пусма çĕкленĕ малти сылтăм урине çĕре антармасăрах хытса кайрĕ.
— «Стойка» тăвать, — тĕлĕнчĕ сунарçă. — Епле вара анонспа ĕçлеме пĕлет-ши ку? Ун йышши йытăсем пинрен пĕрре çеç тупăнаканччĕ.
Сунарçă вĕттĕн чĕтресе тăракан йытă çинчен куç сиктермесĕр пăхса пăшалне авăрларĕ те çирĕм утăма яхăн çывхарса тăчĕ.
— Малалла! — команда пачĕ вăл.
Джим тӳрех кĕтмел тĕми хушшине сиксе ӳкрĕ. Çав самантрах ун сăмси патĕнчен йăм хура ăсан аçи хытă çатăлтатса çӳлелле çĕкленнĕччĕ, анчах пăшал кĕрслетсенех çĕре тачлатрĕ. Кайăк вĕçсе тухсан курăк çине лаплатса выртнă йытă пуçне çĕклерĕ, анчах вырăнтан тапранмарĕ.
— Маттур, тусăм! Питĕ аван! Халĕ ĕнтĕ пирĕн курăк ăшне ӳкнĕ автана тупас пулать. Апорт!
Йытă çапла хушасса çеç кĕтнĕ иккен. Пĕлнĕ сăмаха илтсенех вăл сиксе тăчĕ те ăсан ӳкнĕ çĕре хăвăрт чупса пычĕ.
«Çакăнта», — теççĕ унăн куçĕсем. Йытăсемпе час-часах сунара çӳренĕ çыншăн ăна пĕлме йывăр мар. Тараев та унта пычĕ те курăк ăшĕнчен хĕрлĕ куç харшиллĕ капăр автана туртса кăларчĕ.
— Аван! Аван! Мухтава тивĕçлĕ эсĕ, тусăм. Кучченеç çиме те пултаратăн. Ме, çи! — Çапла каласа вăл кĕсйинчен сахăр катăкĕ кăларчĕ те йытта хыптарчĕ. Унтан хăлха хыçĕсене çепĕççĕн хыçрĕ, çурăмран ачашласа шăлчĕ.
Халĕ ĕнтĕ Тараев йытă аван ĕçлеме пĕлни пирки иккĕленми пулчĕ. Джим пек йытă — сунарçă ĕмĕчĕ. Вăл «анонспа» ĕçлеме пултарнине çеç тĕплĕрех тĕрĕслемелле. Çавăнпа Виктор çывăхри тунката çине пырса ларчĕ.
— Вырт! — терĕ сунарçă.
Джим ун ури патне тăсăлса выртрĕ. Вунă минутран, çын хăй çине пăхманнине сиссе, вăл ура çине сиксе тăчĕ. Виктор вăл мĕн хăтланнине курмăш пулса ларчĕ. Йытă, каяс-ши, каяс мар-ши тенĕ пек, пĕр тапхăр ун-кун пăхкапаса тăчĕ, унтан çырлалăх тăрăх пир тĕртекен ăса евĕр каллĕ-маллĕ чупма пикенчĕ. Аса ĕнтĕ малалла хăвăртрах шăвăнаймасть, йытă вара кĕске вăхăтрах этем ларса юлнă вырăнтан ик çĕр метра яхăн чупса кайрĕ. Унăн улача çурăмĕпе çӳле çĕкленĕ пуçĕ симĕс курăк ăшĕнчен аван курăнаççĕ. Чупсан-чупсан вăл йăпшăнма пуçларĕ. Çапла тата алă утăма яхăн куçрĕ те «стойка» турĕ.
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...